Шкулта — Асăну хăми

Ҫак кунсенче Вӑрмар шкулӗнче Герман Егоровӑн Асӑну хӑмине уҫнӑ. Пӗлӳ ҫурчӗ Герман Егорович ячӗпе хисепленет. Ырӑ ҫак ӗҫ пуҫаруҫисем РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ учителӗн Г. Егоровӑн вӗренекенӗсем. Пултаруллӑ вӗрентекен 1950-1968 ҫулсенче шкул директорӗнче вӑй хунӑ.

Митинга шкул ачисемпе учительсем, ашшӗ-амӑшӗ, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, районти предприятисен ертӳҫисем, асӑннӑ пӗлӳ ҫуртӗнчен тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем хутшӑннӑ. ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова, Вӑрмар шкулӗн директорӗ Любовь Петрова, район пуҫлӑхӗ Михаил Пуклаков, паллӑ тавра пӗлӳҫӗ Яков Зайцев, Вӑрмар районӗн Хисеплӗ ҫынни Анатолий Борцов, Вӑрмар шкулӗнче вӗреннӗ Анна Григорьевӑпа Людмила Кузнецова Герман Егорова аса илсе ырӑ сӑмах нумай каланӑ. Унтан пухӑннисем шкул музейӗпе паллашнӑ.

Р. ИВАНОВА
Хыпар — 2012 ҫ. — Ҫу, 30 (98 №).