Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта, ЧР Наци библиотекин конференц-залӗнче «Чӑваш Ен экономика модернизацийӗн регионла компоненчӗ» темӑпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫак пухура «Аталану» тата «Сувар» фондсем «Юристсем граждан обществишӗн» коммерциллӗ мар ӗҫтешлӗх йӗркелерӗҫ.
Пухӑннисем ҫаплах Чӑваш Республикин экономикин лару-тӑрӑвне те сӳтсе яврӗҫ. Бизнеспа чӑваш обществи хушшинчи социаллӑ ӗҫтешлӗх йӗркелесси ҫинчен те калаҫрӗҫ. Ҫав хушӑрах 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунччен Чӑваш Ен экономикинчи тӗрлӗ кӑткӑслӑхсене палӑртрӗҫ. Ҫаплах ЧР малтанхи ертӳҫисене те критиклерӗҫ. Пухӑннисем ҫаплах вырӑнти предпринимательсемпе тавар туса кӑларакансене тата ӗҫ халӑхне хӳтӗлесси пирки калаҫрӗҫ. Коррупципе экономикӑпла преступленисемпе кӗрешмелли ҫинчен те сӑмах пычӗ.
Пухура паллӑ чӑваш предпринимателӗсем — Николай Адер, Алексей Иванов, Апександр Самакин, Тимӗр Тяпкин, Андрей Щукин, «Химпром» УАОн ӗҫ ветеранӗ Александр Федотов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков, «Яблоко» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Владислав Аркадьев, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Федор Мадуров, чӑваш халӑх ҫыравҫи Денис Гордеев тата ыттисем те тухса калаҫрӗҫ.
Тимӗр АКТАШ.
Сувар. — 2011 ҫ. — Нарӑс, 4 (5 (891) №).