Пӑлхар хули таврашӗнче /Тутарстан/ шурӑ барс скульптурине вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавна май мӑсӑльмансем хирӗҫ тӑма, пӑлханма пуҫланӑ иккен. Сӑлтавӗ мӗнре-ха? Ислам чӗр чунсен, ҫынсен сӑнарӗсене палӑртма чарать. Эппин Ахмед ибн Фадлан элчеллӗхӗ ҫак тӗне пирӗн тӑрӑха илсе килнӗ вырӑнта барс /чӗр чун!/ сӑнӗ-таврашӗ пулма пултараймасть имӗш. Кунашкал логика тӗрӗсех. Нимӗнле йӑнӑш та ҫук ӗнтӗ. Ҫапах та Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн гербӗнче те барс чӑннипех пулнӑ вӗт! Ку - истори факчӗ!
Лайӑхрах шухӑшлатӑн та - нимӗнле парадокс та ҫуккине туйса илетӗн. Тӗрӗс, Атӑлҫи Пӑлхар мӑсӑльмансен патшалӑхӗ пулнӑ. Анчах та патшалӑха ҫак тӗн витерсе тӑман.
Патшалӑхӑн гербӗ те, ытти тӗслӗх те ҫавнах ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑтам ӗмӗрсенчи пӑлхар ҫыннисене пурне те асар-писер хӑватлӑ исламҫӑсем, акӑш-макӑш чаплӑ мӑсӑльмансем пек курма кирлӗ мар. Ҫакна палӑртни ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ.
Паянхи Хусан ӑславҫисем мӗн теҫҫӗ-ха? Хальхи чӑвашсем мӑсӑльмансем мар та, ҫавна кура вӗсем ниепле те Атӑлҫи Пӑлхар еткерҫисем пулаймаҫҫӗ имӗш. Епле-ха апла? Куртӑмӑр ӗнтӗ, лешсен, авӑ, гербӗ те «ислама хирӗҫле» пулнӑ мар-и? Э, ҫук, ырӑ ҫыннӑмӑрсем, кунашкал историе хирӗҫле «аргументсемпе» паянхи чӑвашсене Атӑлҫи Пӑлхар еткерӗсӗр тӑратса хӑвараймӑр!
Элли ИЛЛЕ
Хыпар. — 2012 г. — Ҫу, 23 (93 №).