Шырав

Н. Павловскин пӗлтӗр «Сувар» хаҫатра тухнӑ «Саврӑш ҫӑлтӑрӗ айӗнче» статйине тепӗр хут вуласа тухрӑм. Пирӗн тӑрӑхра та питӗ нумай-ҫке авалхи цивилизаци йӗрӗсем. Самар облаҫӗнчи Шунтал (Шентала) районне кӗрекен Кивӗ Ухинкел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Григорий Альмендеевпа хамӑр тӑрӑхри истори вырӑнӗсене тӗпчесе тухрӑмӑр.

Авалхи историрен ҫакӑ паллӑ. Пирӗн тӑрӑх Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне кӗнӗ, ҫак патшалӑхӑн тӗп хулисенчен пӗри Пӳлер (Билярск) пулнӑ. Нумай историк пӑлхарсене тутарсен нумай ӗмӗр маларах пурӑннӑ мӑн аслашшӗсем тесе калать. Пӑлхар патшалӑхӗ салансан, ун вырӑнне Ылтӑн Урта йӗркеленет, Ылтӑн Урта салансан, унӑн пӗр пайӗнчен Хусан ханлӑхӗ йӗркеленет. Ҫакӑнпа никам та тавлашмасть. Анчах ун пек пулсан, темиҫе ӗмӗр маларах тутарсен Ылтӑн Урта йӗркелекен мӑн аслашшӗсем тутарсен Пӑлхар ҫӗршывӗнче пурӑннӑ мӑн аслашшӗсене вӑрҫӑпа килсе аркатнӑ пулать. Пӗр тутарсене тепӗр тутарсем пӑхӑнтарнӑ пулать. Ун пек пулма пултарнӑ-ши? Ун пек пулсан чӑвашсемпе марисен Пӑлхар вӑхӑтӗнче пурӑннӑ мӑн аслашшӗсем ӑҫта пулнӑ?

Пӑлхарсем нумай ҫӗршывпа суту-илӳ илсе пынӑ, унта купсасем каравансемпе килнӗ. Ӑҫтан иртнӗ-ши каравансен ҫулӗсем? Пирӗн шутпа авалхи ҫул хальхи Пӗкӗлме, Карабаш, Патраклӑ, Урмышла, Кирлегеч, Кивӗ Шешкел, Кивӗ Ухинкел, Тимеш, Таяпа, Девлезеркино (Сувар) ялӗсем ҫумӗпе иртнӗ. Ҫак ҫулпах Батый ханӑн ҫарӗсем Пӑлхар ҫине вӑрҫӑпа кайнӑ. Вӗсем хӑйсен ҫулӗ ҫинче пӗр ҫынна та сывӑ хӑварман, мӗншӗн тесен 1235 ҫулта пӑлхарсене ҫӗнтереймесӗр таврӑнма тивнӗ вӗсен. Вара, тата вӑйлӑрах ҫар пухса, 1236 ҫулхи кӗркунне кунти хуласене те ҫӗрпе тан тӑваҫҫӗ монголсем.

Пӳлер хули пирки нумай пӗлетпӗр. Вӑл чечекленнӗ вӑхӑтра унта 75 пин таран ҫын пурӑннӑ. Монголсем хыҫҫӑн чӗрӗ ҫынсем юлман тесе те калама пулать. Питӗ те юнлӑ пулаҫҫӗ ҫак кунсем пӑлхарсемпе пӳлерсемшӗн. Хӑйӗн ҫемйине, тӑван килне хӳтӗлесе этем вилесле, юн юлмиччен ҫапӑҫать. Ҫакӑнтан килмест-ши чӑвашсен эрнинчи пӗр кунӗ – юнкун?

Тимеш тӑвӗВӑйлӑ ҫапӑҫусем Кивӗ Шешкел патӗнче те, Кивӗ Ухинкел патӗнче те пулса иртнӗ. Ҫапӑҫусенче вилнисене ял ҫывӑхӗнчи кургансене пытарнӑ. Ӗлӗк, кӗреҫесем пулманнипе, вилнисене кургансенче, вилнисем ҫине тӑпра йӑтса хупланӑ. Мӗн чухлӗ нумайрах ҫын пытарнӑ, ҫавӑн чухлӗ ҫӳллӗрех сӑртсем ҫӗкленнӗ. Анчах та чи пысӑк кургансем хальхи Шунтал районне кӗрекен Тимеш ятлӑ ял патӗнче вырнаҫнӑ.

Ҫак ял патӗнче пысӑк ту пур, ҫав ту йӗри-тавра ӗлӗк пӑлхарсен крепоҫӗ пулнӑ. Ҫак крепость тӑваткал пулнӑ. Хӗвел тухӑҫ енче виҫӗ рет стена пулнӑ. Пӗрремӗшӗн тӑршшӗ пӗр километр. Крепоҫри чи ҫӳллӗ вырӑнтан пӑхсан таврана 50-60 ҫухрӑма курма пулать. Кунтан пӑхсан 30 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Кивӗ Шешкел ялӗ те, 15 ҫухрӑмри Ҫарӑмсан та лайӑх курӑнать. Крепоҫӑн хӗвел анӑҫ енче анаталла тата икӗ стена пулнӑ. Вӗсен хушшинчи хутлӑх 60-70 метр. Стенасен сарлакӑшӗ 2 метра яхӑн пулнӑ. Вӗсене тӑм ҫӑрса тунӑ, хӗвел ҫинче типӗтнӗ кирпӗчӗсенчен саман ҫурчӗ евӗрлӗ купаланӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче стенасене юманран пураса хӑпартнӑ пулнӑ. Ҫакӑнта пӑлхарсемпе монголсем хушшинчи ҫапӑҫусем пулса иртнӗренпе 775 ҫул ытла иртнӗ, анчах та стенасен вырӑнӗсем паянхи кун та сыхланса юлнӑ.

Кам ертсе пынӑ-ши пирӗн тӑрӑхри пӑлхар паттӑрӗсене? Тимешре пурӑнакан Раиса Пиянзина ҫар ертӳҫи Савруш кнеҫӗ пулнӑ тесе каласа парать. Тимеш ҫывӑхӗнчи юхан шывӑн ячӗ Савруш. Крепость ячӗ сыхланса юлман. Савруш юлнӑ ҫарӗпе крепоҫрен ҫапӑҫупа тухса Пӳлер хули енне чакать. Саврушӑн шӑпи малалла мӗнле пулнине Тимеш ҫыннисем пӗлмеҫҫӗ, ваттисем каланисем сыхланса юлман урӑх. Анчах та В.Д.Дмитриевӑн «Чӑвашсен аваллӑх халапӗсем» кӗнекинче Савруш-паттӑр пирки ҫырнисем пур.

Хальхи Саврӑш ялӗ патӗнче пысӑк вӑрман пулнӑ. Ҫак вӑрман патӗнче монголсемпе пӑлхарсем хушшинче питӗ пысӑк юнлӑ ҫапӑҫу пулса иртет. Ҫак ҫапӑҫура Савруш паттӑр та аманса вилет. Ҫапӑҫу хыҫҫӑн пӑлхарсем вилнӗ юлташӗсене вӑрман варринче пытараҫҫӗ. Вил тӑпри ҫине чул юпа лартаҫҫӗ. Халь пур-ши ҫав юпа? Анчах тӑван халӑхне ҫӑлас тесе чунтан тӑрӑшнӑ паттӑр леш тӗнчере те канлӗх тупаймасть тет, кашни ҫул чӗрӗлет тет. Хӑйӗн ҫар ҫыннисене ӗмӗрлӗх ыйхинчен вӑратса, утсем ҫине утланса Пӳлер хулине тӑшманран ҫӑлма васкать тет Савруш. Ҫӗрле уйӑх ҫутипе вӑл Пӳлер тӑвӗ патне ҫитет, унта хулана шырать. Анчах та ҫӗрпе танлашнӑ хулана шыраса тупаймасть. «Каллех ӗлкӗреймерӗм!!! Каллех ӗлкӗреймерӗм!!! Сире вилӗмрен ҫӑлаймарӑм!!!», – тесе кӑшкӑрса макӑрать тет Савруш. Унӑн ҫар ҫыннисем ҫак хуйха чӑтаймасӑр лашисене нӑхтинчен тытса макӑрса вӑрмана кӗрсе каяҫҫӗ. Ҫӗр чӑтмалла мар хуйха курса ҫӗр те сирӗлсе паттӑрсене калле хӑй патне йышӑнать тет. Пӑлхарсен пин-пин куҫҫуль тумламӗ пӗрле пухӑнса ҫӗре ҫӗмӗрсе ту айӗнчен ҫӑл пек тапса тухать тет. 775 ҫул ытла ӳкӗнсе макӑрать тет ҫак ҫӑл патӗнче Савруш паттӑр.

Шухӑша путрӑм: ҫак легендӑсене документсемпе ҫирӗплетсе пулмасть-ши? Ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем нимӗн те ҫырса хӑварман-ши? Пӳлерти музей ӗҫченӗсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пирки ҫырнӑ документсем Иран патшалӑхӗн архивӗнче упранни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Ҫавӑнпа та чӑнлӑха тӗрӗслесе ҫирӗплетме йывӑртарах.

Савруш ҫарӗнчен сывӑ юлнӑ ҫыннисем паттӑр вилнӗ вырӑнта Саврӑш ятлӑ ял йӗркелесе яраҫҫӗ тет. Каярах кунта Тамерлан ҫарӗсем иртсе ҫынсене пӗтерсе каяҫҫӗ. Историксен шучӗпе 1750 ҫулччен пирӗн тӑрӑхран ҫынсем ҫухалаҫҫӗ. Хутран-ситрен ҫеҫ кунта куҫса ҫӳрекен пушкӑртсем иртсе кайнӑ. Анчах та Саврӑш ялӗ нихӑҫан та йӑлтах пӗтмен. Паллах, каярах кунта Хусан тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ ҫынсем те пурӑнма пултарнӑ. Документсенче вара Саврӑш пирки 1602 ҫулта асӑнаҫҫӗ. ТР Наци архивӗнче «Хусан уесӗн 1602–1603 ҫулсенчи ҫыру кӗнеки» упранать. Пуҫтараканӗ Р.Н.Степанов. Кӗнекене 1978 ҫулта Хусанти патшалӑх университечӗн типографийӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Мускаври авалхи документсене упракан архиври «Список с писцовой книги уезду письма и меры Ивана Болтина 1711 году» документра Саврӑш ялӗ пирки акӑ мӗн ҫырса кӑтартнӑ: «Нысырвар ялӗпе Шатки ялӗ хушшинче ӗлӗк пурӑннӑ ял вырӑнӗ пур. Вӑл вырӑнта тӗрлӗ курӑк ӳсет. Ӗлӗк ҫак пӗтнӗ ялта тутарсем пурӑннӑ, халӗ кунта икӗ кил хуҫалӑхӗ вырнаҫнӑ. Ял ҫӗрӗ 30 четвӗрт, вӑрман – 50 четвӗрт. Юманлӑхра тата Нырса юхан шывӗ хӗррипе 800 кӗлте утӑ ҫулса пухма пулать. Шатки ялӗпе Саврӑш ялӗ хушшинче юманлӑхпа акма юрӑхлӑ хир. Ҫак ялсен хушши 2 ҫухрӑм. Урлӑ ҫӗр сарлакӑшӗ ҫур ҫухрӑм. Ӑҫта хӗсӗкрех, ӑҫта сарлакарах. Тутар ялӗпе чӑваш ялӗ хушшинче чикӗ. Ҫак чикӗре хурама ӳсет. Малалла чикӗ ҫак хурамаран хирти юман патне ҫити тӑсӑлать, юманран шурлӑх урлӑ кукӑр хурӑн патне ҫитет. Унтан чикӗ ҫак хурӑнтан татах шурлӑх урлӑ Тямти ҫырми патне тухать. Чикӗрен сылтӑмалла тутарсен ҫӗрӗ, сулахаялла чӑвашсен ҫӗрӗ. Кокча ялӗнче Боконяйпа Терегул Усеновсем пурӑнаҫҫӗ. Пысӑк Метяки ялӗнче Акюра Чюринпа Иштей Тетючев чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӳлти Метяки ялӗнче Адамгозяпа Баиш Амановсем пурӑнаҫҫӗ. Тямти ялӗнче белек Еналеев пурӑнать».

Ман шутпа Саврӑш ялӗ Тутарстанри чӑвашсен чи авалхи ялӗсенчен пӗри. Ҫак ял 1236 ҫулчченех йӗркеленнӗ. Кам-тӑр ҫакна ӗненмессе пултарать. Кивӗ Саврӑшра пурӑнакансенчен хӑшӗ-пӗрисем Кивӗ Саврӑш XVII ӗмӗр вӗҫӗнче йӗркеленнӗ, Васильевка ялӗ 1924 ҫулта, Хӗрлӗ Шур (Нижние Савруши) 1698 ҫулта йӗркеленнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах Саврӑш 1372 ҫулта пулнине ун ҫывӑхӗнче ҫав ҫулта лартнӑ чул юпасем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Ҫакна та шанман ҫынсем валли Саврӑш ялӗ 1602-1603 ҫулсенче пулнӑ тесе ҫирӗплетекен документсем пур.

Хӗрлӗ Шурта тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ, ытти ялсенчи чӑвашсем тӗне кӗнӗ. 1747 ҫулта Кивӗ Саврӑш ялӗнче чиркӳ уҫӑлнӑ. Ҫак ялсем малтан Ҫӗнӗ Этемшӳ вулӑсне кӗнӗ. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Кивӗ Саврӑшран уйрӑлса тухнӑ чӑвашсем Рысайкино ялне йӗркеленӗ. Ҫак ял халӗ Самар облаҫӗнчи Похвиҫнӗ районне кӗрет.

Евгений ИЛЮХИН.
Ҫарӑмсан районӗ, Кивӗ Шешкел.
Автор сӑнӳкерчӗкӗнче Тимеш тӑвӗ.
Сувар. — 2012. — Пуш, 23 (12 (950) №).