«Симĕс ылтăн»

Чӑваш хӑмлин ячӗ-сумӗ ҫӗр-шывра анлӑ сарӑлнӑ ҫулсем хыҫа юлчӗҫ ӗнтӗ. Хӑмла отраслӗн аталанӑвӗн юхӑмӗ пирки юлашки вӑхӑтра калаҫсах та каймаҫҫӗ. Пирӗншӗн, ҫамрӑк ӑрушӑн, ҫапах та интереслӗ...

И. Иванов.
Красноармейски районӗ.

Чӑваш авалах хӑмла ӳстернӗ.

XVIII ӗмӗрте республикӑн ҫурҫӗр тата тӗп районӗсенче ӑна пахчара ҫитӗнтерме пуҫланӑ. Чикме, Шупашкар уесӗсенче ҫак культурӑна сутмалӑх та хатӗрленӗ, кӑнтӑр уесӗсенче ирӗкре ӳсекеннисене пухнӑ. 1870 ҫулсенче Патшалӑх пурлӑх министерстви пуҫарнипе ют ҫӗр-шывсенчен «богема», «бавари» т. ыт. сортсене илсе килнӗ. 1880—1890 ҫулсенче Пётр Разумовскин /халӗ К. А. Тимирязев ячӗллӗ/ ял хуҫалӑх академийӗ тӑрӑшнипе хамӑр тӑрӑхра хатӗрленӗ сыпмалли туратсене сутма тытӑннӑ.

Хӑмлана лайӑх ҫемҫетнӗ, нумай удобрени хывнӑ ҫӗр ҫинче лартса ӳстернӗ. Ӳсен-тӑран 3-4 метр ҫӳллӗш шалча тӑрӑх явӑнса хӑпарнӑ. Хӑш-пӗр хресчен хуҫалӑхӗнче шапчасен шучӗ 500-тен те иртнӗ, икӗ е ытларах пӑт хӑмла пухса илнӗ. Чӑваш Ен сутуҫисем хӑмла упрамалли ампарсем тунӑ, типӗтмелли вырӑнсем хатӗрленӗ. Тавара тӗп хуласене, Ҫӗпӗре, Англие илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтри паллӑ хӑмлаҫӑсем — пӗр тӑван Родновсем /Шупашкар уесӗ/, Шумиловсем /Етӗрне уесӗ/. Вӗсем хӑмла туса илмелли ҫӗнӗ меслетсемпе анлӑ усӑ курнӑ.

XIX ӗмӗрте хӑмла 1,5 пин гектар йышӑннӑ. Пӗрремӗш тӗнче тата Граждан вӑрҫисем хыҫҫӑн /1922 ҫулсенче/ 350 гектара ҫити чакнӑ. 1930 ҫулсенче ЧАССРа промышленноҫ регионӗсен йышне кӗртсен хӑмла лаптӑкӗсен калӑпӑшӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Красная Чувашия» колхозӑн хӑмла бригади пысӑк тухӑҫ илнӗ. 1940 ҫулта вӑл Мускавра Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх куравӗн кӗмӗл медальне тивӗҫнӗ. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче республикӑра хӑмла сахал туса илнӗ. 1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче РСФСР Министрсен Канашӗ хӑмла отраслӗн аталанӑвӗн пилӗк ҫуллӑх планне ҫирӗплетнӗ. 1965 ҫулта хӑмла лаптӑкӗсем 1,8 пин гектара ҫитнӗ. 235 колхоз, 18 совхоз ку енӗпе ӗҫленӗ. 1965 ҫулта хӑмла туса илекен ятарлӑ 14 совхоз йӗркеленӗ. 1985 ҫулта ҫак культурӑна 3,5 пин гектар ҫинче ӳстернӗ. «Чӑвашхӑмлапром» треста пӑхӑнакан 32 совхозра, ытти тӗрлӗ 109 хуҫалӑхра уйрӑмах пысӑк тухӑҫ илнӗ.

1990 ҫул тӗлне Раҫҫейри хӑмла плантацийӗсен 67 проценчӗ Чӑваш Енре шутланнӑ. Чӑвашсем ҫӗр-шывра пухнӑ хӑмлан 75-80 процентне туса илнӗ. 2000 ҫул тӗлне хӑмла ӳстерме пӑрахнӑ. 2009 ҫулта 699 гектар тӑрса юлнӑ, тухӑҫ — 7,7 центнер, 305,8 тонна пухнӑ.

Куславкка районӗнчи «Волга», «Аниш», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Эльбарусовский», «Звезда» совхозсенче, Елчӗк районӗнчи «Победа», Ленин ячӗллӗ, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхозсенче хӑмла ӗҫӗ уйрӑмах вӑйлӑ аталаннӑ. Хӑмла туса илекен хуҫалӑхсен пурлӑх никӗсне вӑйлатас, тавара вырнаҫтарас тӗлӗшпе Раҫҫейри хӑмлаҫӑсен ассоциацийӗ тӑрӑшать. Хӑмла ӗҫне ӑслӑлӑх вӗрентнӗ пек аталантарма 1980 ҫулта наука тӗпчев станцийӗ уҫнӑ.

Хыпар. — 2012. — Ҫурла, 18 (162—163).

 

Разделы: