Сумлă ар юрри

Хурамаран пĕкĕ, авакана, хурамаран пĕкĕ, авакана,
Лартаясчĕ çÿлĕ, кĕлет умне, лартаясчĕ çÿлĕ, кĕлет умне.
Пире сума суса чĕнекене, пире сума суса чĕнекене,
Лартаясчĕ атте кĕрекине, лартаясчĕ атте кĕрекине.
Ытла шăлтăр-палтăр ай çÿрес мар, ытла та шăлтăр-палтăр ай çÿрес мар,
Атте-анне ятне ай ярас мар, атте-анне ятне ай ярас мар.
Атте-анне ячĕ ай пин сумлă, атте-анне ячĕ ай пин сумлă
Тата хамăр ятсем ай çĕр сумлă, тата хамăр ятсем ай çĕр сумлă.
Уйрăлассăм килмест ай тăванран, уйрăлассăм килмест ай тăванран,
Тăван ытла лайăх ай пулнăран, тăван ытла лайăх ай пулнăран.