Сурхури! Эсир ăна кĕтнĕ-и?

Слева направо: ..., Владимир Алмантай, ..., Юрий ИсаевҪӗнӗ ҫул пуҫланнӑ май пирӗн несӗлсем ирттернӗ уявсенчен пӗри — сурхури. Ытти ячӗ те пулнӑ-ха унӑн: ҫветке, сӑрхури, шерни, раштав... Аслисемпе танах ача-пӑча та савӑннӑ.

«Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури!
Сурхури, сурхури терӗмӗр,
Сурхури ҫитрӗ курӑнать.
Атьӑр тухӑр, ачасем,
Урам тӑрӑх кайӑпӑр,
Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,
Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр», — ҫак йӗркесем янӑраса тӑнӑ ял урамӗнче. Хӗл сиввине пӑхмасӑр. Халӗ ҫакнашкал ӳкерчӗксене, шел те, кураймӑн. Манӑҫа хӑвартӑмӑр авалхи йӑласене. Йӑнӑшатӑп иккен. Ҫак кунсенче тӗп хулара «Сувар» фонд пуҫарӑвӗпе /директорӗ Владимир Иванов-Алмантай/ «Сурхури! Эсир ӑна кӗтнӗ-и?» уяв иртнӗ. Ӑна пӗтӗмпех авалхи йӗркепе — йӑвача пӗҫерсе, пӑрҫа ӑшаласа, мӑйӑр катса, чей ӗҫсе — ирттернӗ. Эрехпе сӑра пирки никам та шухӑшламан та. «Суварсен» хушшинче пирус туртакансем те ҫук.

Сурхурине чӑннипех тивӗҫлӗ шайра йӗркелеме Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ пулӑшнӑ. Уявра асӑннӑ йӑлапа ҫыхӑннӑ юрӑсем шӑрантарнӑ, ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Зинаида Алексеевна ҫавӑн пекех коллектив сцена ҫине тухакан тумпа та паллаштарнӑ. «Уявҫӑсен» коллекцийӗнче — Самар чӑвашӗсен, анатри, анат енчи, ытти тӑрӑхри йӑхташсен ҫи-пуҫӗ.

«Суварсем» хӑй вӑхӑтӗнче халӑхра анлӑ сарӑлнӑ ытти уява та чӑн чӑвашла паллӑ тума тӗв тытнӑ.

Н. СМИРНОВА
Хыпар. — 2012. — Кӑрлач, 17 (6 (25911) №).