Сурхури сценарийĕ

 

Сурхури сценарийĕ

Çăлкуçhttp://chuvash. org/e/d0a1d183d180d185d183d180d0b820d181d186d0b5d0bdd0b0d180d0b8d0b9c495



 

Кил-çурт. Виç-тăватă хĕр сĕтел çине апат-çимĕç лартаççĕ.

Аякран хĕрсем юрлани илтĕнет.

Сăвви халăхăн,

кĕввине Ф. П. Павлов йĕркеленĕ.

Пирĕн урам анаталла

Пирĕн урам анаталла

Шуса анать пĕр çуна.

Эп урампа иртнĕ чухне

Йĕрсе юлать хĕрача.

Ай,çил вĕрет, çил вĕрет те

Çил çĕклентерсе ярать

Чĕрипеле чăтаймасăр

Йĕрсе юрласа ярать.

Кĕпер çине шыв илет те-

Шур кĕпине кам илет?

Cавни санине илет те

Савманнине кам илет?

Улькка:

Сурхури! Сурхури!

Çитрĕ кĕтнĕ сурхури!

Хирĕç тухса илтĕр-и?

Хапха уçса хутăр-и?

Атьăр, тухăр, ачасем,

Урам тăрăх кайăпăр,

Килĕрен киле çÿрĕпĕр,

Салам-хăмла пухăпăр.

Кукăл-çимĕç пухăпăр,

Сурхури тăк сурхури,

Чаплă пултăр сурхури,

Кĕркури те Варвари,

Пырассине пытатăр,

Сурхурине пытратри?

Кĕмĕл-нухрат паратри?

Курса ларакансене кил хуçи мăйăрпа, пăрçапа хăналать, çапла калать:

Тĕпĕр вĕçĕ картара пултăр!

Виçĕ тĕслĕ выльăхăр-чĕрлĕхĕр

Хутаçлă пăрçа пек хунавлă пултăр,

Шÿтернĕ пăрçа пек мăнтăр пултăр,

Ăшаланă пăрçа пек пиçĕ пултăр,

Пĕр вĕçĕ шыв патĕнче пултăр.

Пÿрте шакăртатса каччăсем килсе кĕреççĕ. Вĕсем палламалла мар тăхăннă. Ташă кĕвви пуçланать. Каччăсем хĕрсене ташлаттараççĕ. Ун хыççăн каччăсем тухса каяççĕ.

Марине: Хĕрсем, çур çĕр çитет. Атьăр сурăх ури тытма витене!

Хĕрсем тухса каяççĕ. Тĕттĕт çĕрте сурăх урине тытаççĕ. Сурăхсем макăрни илтĕнет.

Хĕрсем кĕреççĕ.

Санюк: Мана шурă сурăх ури лекрĕ.

Хĕрсем: А-а-а! Апла пулсан Сантăрах каятăн. Сантăр-сарă каччă.

Укçине Мана хури çакланчĕ.

Хĕрсем шÿтлесе: Чикана тупса яратăн ĕнтĕ.

Улька Мана вар ватти çакланчĕ.

Хĕрсем: Ватă урçана качча каятăн пулĕ-ха.

Анук: Хĕрсе, айтăр автан тытса кĕретпĕр.

Хĕрсем: Атьĕр,атьĕр.

Виçĕ хĕр автан йăтса кĕреççĕ. Автана урай варрине лартаççĕ. Унăн умне шыв, тырă, укçа, кăмрăк, çăкăр хурса параççĕ.

Анук: Автан тус, автан тус, ман савни мĕнле пулассине кăтартса пар;

Автан хăй умĕнче шыв ĕçет.

Хĕрсем: Ай, ай, Анук черккене кăмăллаканни пулать сан савни!

Анук: Çавăн пекех-ши вара?

Улька: Халĕ, автан тус, ман савни мĕнле пулассине кăтартса пар;

Автан тырă таккать.

Хĕрсем: Пуян, çирĕп хуçалăхлă савни пулать сан.

Санюк: Автан тус, манне те кăтартса пар-ха.

Автан кăмрăк таккать.

Хĕрсем: Чухăн пулать сан савни.

Марине: Халĕ, автан, ман савни мĕнле пулассине кăтартса пар.

Марине: Пăхăр-ха, пăхăр-ха, укçа таккать ман автан, укçа таккать!

Хĕрсем: Чăнах! Пуян Петĕре качча каятăн пулĕ-ха?

Натюш: Хĕрсем, çур çĕр çитрĕ. Айтăр мунчана! Куçкĕски витĕр пăхăпăр.

Хĕрсем мунчана каяççĕ. Сĕтел çинче çурта çунать. Тĕттĕм. Санюк шăппăн çивитти витĕнсе сĕтел хушшине ларать. Куçкĕски çине пăхать. Çав вăхăтра малтанах сĕтел айне пытанса ларнă Палюк вăрттăн тухса куçкĕски çине пăхать, каллех пытанать.

Санюк: Куртăм, куртăм!

Хĕрсем: Кама?

Санюк: Палюка, Палюка!

Улька сĕтел хушшинче çивиттипе витĕнсе ларать. Калле вăрттăн хыçалтан Çерук пăхать.

Улька: Хĕрсем, хĕрсем, эпĕ те куртăм, Çерука!

Çав вăхăтра сĕтел силленсе илет. Хĕрсем сĕтел айне пăхаççĕ.

Пытанса ларнă каччăсене туртса кăлараççĕ.

Хĕрсем: Акă ăçта пытанса ларнă пирĕн пулас савнисем. (Кулаççĕ, шавлаççĕ).

Пурте пÿрте кĕреççĕ.

Марине: Хĕрсем, тепĕр çул та турă мĕне пулассине юмăç ярса пăхар-ха.

Хĕрсем: Пăхар-ха,пăхар-ха!

Марине тулли пучах илет те шĕкĕлчеме пуçлать.

Марине: Кĕлет тулли, михĕ тулли, пачах та пулмасть...

Çапла каласа пухача шĕкĕлчесе пĕтерет. Кĕлет тулли тухать.

Анук: Хĕрсем, каччăсем, кĕлет тулли тырă пулать. Савăнар, ташлар, тулăх пурнăçпа пурăнар.

Пурте такмаксем каласа ташлаççĕ, савăнаççĕ.

 

Сыпăксем: