Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫут тӗнчепе сыв пуллашнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Унӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем, поэзине чун апачӗ вырӑнне йышӑнакансем ҫулленех ун ҫуралнӑ тата куҫне хупнӑ кунӗсенче тӗп хулари палӑкӗ патне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хальхинче те ҫаплах пулчӗ. Тӗрӗссипе, кунашкал йышлӑн килнине ас тумастӑп. Йышпа ҫеҫ мар, шайӗпе те.
Ҫеҫпӗлӗмӗре пуҫ тайма республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Вадим Ефимов, ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем, ҫав шутра Тутар халӑх поэчӗ Ренат Харис килнӗ.
Асӑну митингне Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ.
Валери Туркай Ҫеҫпӗл Мишши пирӗн хушӑмӑрта ҫук пулсан та — унӑн хӗрӳллӗ, тӑван чӗлхене упрама чӗнекен сӑввисем, тӑван халӑхне хурҫӑ ут пек ҫирӗп пулма сунакан йӗркисем янӑранӑ чух вӑл чӗррисенчен те ҫирӗпрех, пӗлтерӗшлӗрех пулнине палӑртрӗ.
Михаил Игнатьев Ҫеҫпӗл Мишши, ҫулӗпе ҫамрӑк пулсан та, ӗҫӗпе ҫитӗннӗ тепӗр темиҫе ҫынран та ирттернине, тӑван культурӑпа литературӑна чӗртсе ярас тӗлӗшпе унӑн витӗмӗ, пӗлтерӗшӗ вышкайсӑр пысӑккине асӑнчӗ. Унтан сӑмахне паянхи пурнӑҫ ҫине куҫарчӗ. «Ҫеҫпӗл ӗҫне малалла тӑсас тӗлӗшпе эпир мӗн тӑватпӑр-ха?» — ҫак ыйтӑва хӑех ҫапла хуравларӗ: «Ҫыравҫӑсемпе культура ӗҫченӗсем малаллах талпӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Эпӗ, республика ертӳҫи пулнӑ май, тӑван халӑха ытти регионпа, тӗнчепе ҫывӑхланма майсем туса пама, унӑн кӑмӑл-сипетне, ӑс-хакӑлне, пурнӑҫ шайне ҫӗклеме тӑрӑшатӑп. Чылай республикӑпа, облаҫпа килӗшӳсем турӑмӑр. Хамӑрӑн паллӑ, маттур ҫынсене манӑҫа кӑлармалла мар».
Юрий Попов ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ ҫеҫ мар, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ те.
- Эпир Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисемпе ӳснӗ, пурӑнатпӑр, малашне те ҫаплах пулӗ, — терӗ Юрий Алексеевич. — Ҫакӑн пек мероприяти ирттерни пире, ҫамрӑксене ун пирки аса илтерет, вӑл тунӑ ӗҫсене хаклама вӗрентет.
Палӑк умӗнче чӑвашсем ҫеҫ мар, украинсем, тутарсем, вырӑссем те поэт ячӗпе ырӑ сӑмах пайтах каланӑ. Хальхинче Тутар халӑх поэчӗ, Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Ренат Харис сӑвӑҫӑмӑра хӑйӗн сӑмахӗсемпе чӑваш чунне ӑнланма пулӑшнӑшӑн тав турӗ. Вӑл ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсене пӗрле пуҫтарма тӗв тытнине те ырларӗ: «Ҫеҫпӗл пирки калаҫмалли, ун чунӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса памалли пур пирӗн. Мӗнле майпа 20-23 ҫулсенчи йӗкӗт пысӑк та авалхи халӑхӑн шур сухалӗ пулса тӑма пултарнӑ-ха? Унпа ӑсчахсем, политиксем, ытти паллӑ ҫын канашлаҫҫӗ, хӑйсене хумхантаракан ыйтусен хуравне унӑн сӑввисенче шыраҫҫӗ».
Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер те, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Светлана Асамат та, Аристарх Дмитриев куҫаруҫӑ та хӑйсен чунне уҫса калаҫрӗҫ, сӑвӑҫ ячӗпе шӑрҫаланнӑ йӗркисене вуларӗҫ.
Кӗҫех палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши яланах пирӗнпе, яланах чӗрӗ пулнине палӑртса. Ун хыҫҫӑн юратнӑ поэтӑмӑра халалланӑ мероприятисем малалла тӑсӑлчӗҫ. Тӗплӗнрех — ҫитес номерте.
Надежда СМИРНОВА.
Хыпар. — 2012. —Ҫӗртме, 16 (112—113 №№).