Канаш, А. Тӑван чӗлхене
Тӑван чӗлхене Шанатпӑр!.. Ҫеҫпӗл Мишши
Ҫепӗҫҫӗн, сулмаклӑн, Савӑккӑн, хӑватлӑн Янӑратӑн эсӗ, ман тӑван чӗлхем. Тимӗре тататӑн, Чул сӑрта вататӑн, Сӳннӗ вучахра та эс чӗртен хӗлхем! Савнӑ ялӑмра-и, Шавлӑ хулара-и Сан сассун йыхравӗ пуҫтарать пире. Атӑлӑн – Мускавӑн Илтӗнен мухтавлан, – Ҫитмӗл ҫичӗ халӑх саламлать: хитре! Венӑра тӑрать-и, Берлинра утать-и Ирӗклӗх салтакӗ, чыслӑха туйса, – Туслӑ чӗлхесенӗн Хушшинче, кервенӗн, Сас паратӑн эс те, кӑмала уҫса. Ӗмӗрсем пиӗ Халӑхӑн илемӗ, Кунсерен ҫекле эс иксӗлми вӑйна! Чӑвашлах хавассӑн Калаҫать Некрасов, Пушкин та, Шекспир та йышӑнчӗҫ сана! Хӑшпӗр каппайланнӑ, Ҫын тивӗҫне маннӑ Йӑхсӑр-хурӑнташсӑр каҫӑр сӑмсасем Сан пирки, мӑнаҫлӑн, Кӑрккасем калаҫнӑн, Павӑраҫ пулин те, шанчӑксӑр, тесе, Эп сана шанатӑп, Эп кӗтсех тӑратӑп: Килӗ Улӑп-ывӑл – Горькие юлташ. Вӑл сана чап кӳрӗ, Тӗнчипех вӑл ҫӳрӗ – Мирпеле канашӑн юрӑҫи – Чӑваш! 1952
Канаш, А. Тӑван чӗлхене / А. Канаш //А. Канаш Сӑвӑсем. – Шупашкар, 1960. – С. 30-31.
|
Лукин, А. Чӗлхем, тӑван чӗлхем
Чӗлхем, тӑван чӗлхем, Эс пуртанах – чунра Ҫиҫет шевле-хӗлхем, Чупать вӑй-хал юнра. Сӗм вӑрмана тухсан Туяп: кашла-кашла Йывӑҫӗсем тасан Юрлаҫҫӗ чӑвашла. Ҫуралнӑ ялӑмра Ҫунатлӑ чӗлхепе Пуплет яштак йӑмра Ҫумри ҫӗмӗртлӗхпе. Выл хӗррине ансан, Сар хӗрсемпе ташлӑ, – Кунта йӑлтах ансат, Кунта йӑлт пакӑшла! Ҫӳҫе – ҫинҫе ҫилхе – Ҫилпе сиккеленет. Чӗлхем, чечен чӗлхем Ҫулҫа сирсе ҫӳрет. Сӑр хӗрринчен ларса Тухам-и Атӑла, Ашра вут кӑларса, Анам анаталла. Вуншар чӗлхе юрри Вӗҫет тӳпенелле. Чӑваш кӗвви пурри Чуна ҫӗклет епле! Шур акӑш – пӑрахут – Ҫитсен Шупашкара, Сас пачӗ: ту-ту-тут! – Тус-тантӑшсем умра. Тӗп хулари хӗрсем Манман-ха чӑвашла... Эппин, чӗлхем, хӗрсем, Вут-кайӑкӑн вашлат! ...Тӗнчемӗр уҫлӑхне Сассу ҫитет пулсан, Чӗлхем, ху хӗлхемне Сӳнтермӗн эс нихҫан!
Лукин, А. Чӗлхем, тӑван чӗлхем / А. Лукин // А. Лукин. Ан манӑр. – Шупашкар, 1990. – С. 48-49.
|
| Тупмалли |
Назул, А. Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе
Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе Пысӑк ҫӗршывсем тӗнчере нумай. Анчах чи пысӑкки вӑл – Тӑван ҫӗршыв. Ан тив, лаптӑкӑшӗ хӑй тем териех мар пулин те... Тӑван ҫӗршыв – яланах пысӑк. Аслӑ халӑхсем тӗнчере самай. Анчах чи асли вӑл – тӑван халӑх. Ан тив, йышӗпелен хӑй тем териех мар пулин те... Тӑван халӑх – яланах аслӑ. Вӑйлӑ чӗлхесем тӗнчере пайтах. Анчах чи вӑйли вӑл – тӑван чӗлхе. Ан тив, калӑпӑшӗ хӑй тем териех мар пулин те... Тӑван чӗлхе – яланах вӑйлӑ. Шӑкӑл-шӑкӑл тӑсӑлать-и калаҫу, ҫаврӑм- ҫаврӑм янӑрать-и юрӑ е ҫемӗн- ҫемӗн шӑнкӑртатса юхать-и юмах: Ку вӑл пӗтӗмпех – тӑван чӗлхе. Тӗнчерӗ чӗрчӗнӑн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ӳсентӑранӑн, тӳпери мӗнпур ҫӑлтӑрӑн ячӗ пур пирӗн: Ку вӑл пӗтӗмпех – тӑван чӗлхе. ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене, кӳршӗ-аршӑн шухӑш-кӑмӑлне, ырӑпа усала ӗмӗртенех пит лайӑх чухланӑ эпир: Ку вӑл пӗтӗмпех – тӑван чӗлхе. Вӑрҫа-харҫа тиркенӗ, чире-чӗре сиплеме пӗлнӗ, сӑваплӑха мухтанӑ, ирӗксӗрлӗхе курайман: Ку вӑл пӗтӗмпех – тӑван чӗлхе. Пин-пин сӑмахӑмӑр пур пирӗн, пин-пин юмахӑмӑр пур пирӗн, пин-пин юррӑмӑр пур пирӗн: Ку вӑл пӗтӗмпех – тӑван чӗлхе. ҫӗр ҫул мар, пин те мар, темиҫе пин ҫул янӑранӑ ӗнтӗ чӑваш чӗлхи. Анчах – пӗрре те кивелмен. Пачах-ха, вӑл йӑм-йӑм хӗмпе ҫиҫсе тӑракан ҫӑлтӑр пекех ҫап-ҫутӑ. Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пекех ҫутӑ вӑл, ялтӑр ҫутӑ! ҫӗр ҫухрӑм мар, пин те мар, темиҫе пин ҫухрӑм хутланӑ хӑй ӗмӗрӗн чӑваш чӗлхи. Анчах – пӗрре те мӑкалман. Пачах-ха, вӑл чӑвӑш-чӑвӑш сасӑпа чӑвласа тӑракан хӗҫ пекех ҫип-ҫивӗч. Хашӗ-пӗрисем ӑнланаймаҫҫӗ ҫав сана, тӑван чӗлхемӗр, пач та ӑнланмаҫҫӗ. Анланма тивӗҫлӗскерсемех. Чухламалла тенӗскерсемех. Тавҫӑрмалла пекскерсемех. Анланӑвӗ вара хӑйсен, тивӗҫле ӑнланӑвӗ, ҫаплах ҫук та ҫук, ҫав-ҫавах ҫук. Чӗлхе!.. Чи пысӑк мул вӑл ҫакӑ ҫутӑ тенчере, чи аслӑ пуянлӑх. Унран пысӑккине, унран мӑннине урӑх нимӗскер те, пӗр нимӗскер те шыраса тупаймӑн. Ниҫта та. Нихӑҫан та. Чи хаклӑ парне вӑл кирек камшӑн та, чи вӑйла пил-ӗмӗт! Ӑстан, питех те ӑстан ӑслӑланӑ ҫав ӗнтӗ халӑхӑмӑр чӗлхемӗре, калама ҫук аслӑн ӑсталанӑ. ҫав териех меллӗн те ҫав териех шеппӗн! Йӗрки-йӗркипе шайлаштара-шайлаштара хурса та майӗ-майӗпелен вырнаҫтара-вырнаҫтара пырса. Теплӗн те килӗшӳллӗн сыпӑнтарса, ҫыхӑнтарса. Кашни-пӗр сӑмахнех чалтӑр вут сирпӗнсе тухаслах туптаса. якатса!
Назул, А. Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // Ялав . – 1994. — № 6. – С. 29.
|
Митта, В. «Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем…»
Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем Парсам пӑлхавлӑ чунӑма. Пӗр чӑнлӑх, савӑнӑҫ, илем, Пар ирӗк – ҫутӑрах ҫунма. Ӗшеннисемшӗн ҫул ҫинче Эс – шанчӑк ҫӑлтӑрӗ ялан. Тискер тӑманлӑ каҫсенче Йыхравлӑ чан пек янӑран. Ҫунат паратӑн ҫамрӑка, Ватта чун канӑҫӗ кӳрен. Сӳнсе кӗлленнӗ кӑмрӑка Вуткайӑк сывлашӗ кӗртен. Хыпса ҫунан ҫӗршывӑма, Чӗлхем, сипетлӗ ҫумӑр яр. Хӗвел хӗм патӑр сывлӑма Мала та пӗр тумлам сыптар. Сӗткенӳпе шӑварӑнса, Шаланкӑ евӗр ҫӗкленем. Ҫӳлте ҫуйхавлӑн ярӑнса, Этемшӗн савӑнӑҫ чӗнем. Ҫӳресе ҫинҫелмен ҫӳрен ут... Лар, савни, вӗҫтерер пӗрех хут! Ытарса илемлӗ чечен ир, Куҫпала виҫейми ҫеҫенхир... Лар часрах! Аш вӑркать, ӑш ҫунать... Кукалет – ҫул ыйтать ҫилҫунат. Эреветлӗ чаршав пӗлӗтсем Уҫӑлайччӑр эпир вӗҫнӗҫем. Шӑпӑрне ҫухӑртса, ҫил ачи Чуптӑр пирӗнпеле катаччи. Туссан тус лайӑхрах, ҫил-тӑман! Ирӗк, ирӗк!.. Тӑван, мӗн тӑвам? Янкӑс чун ямшӑкла кӑтӑрса, Е ярам-и ши-ши шӑхӑрса? Тапса сиктӗр маттур ҫӳрен ут, Пӑхса юлтӑр, ан тив, ҫиче ют. Камӑн ҫулӗ пие хирӗҫ мар — Ларкӑча тус-йышла сиксе лар! Савнӑҫ, савнӑҫ! Чупту, ытала!.. Ямшӑк тус, хулленрех хӑвала... Киленсе куҫ хупса иличчен Ялӑм юлнӑ таҫта ҫитиччен. Юр ӳкет – и лапка та лапка... Пурнӑҫ, пурнӑҫ, ытла ан васка! Ҫамрӑк ӗмӗр – самант. Уй парни – Ҫут шӑнкравлӑ кӗҫ-вӗҫ ҫӑварни.
Митта, В. «Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем…» // Митта В. Кӗрхи илем / В. Митта. – Шупашкар, 1978. – С. 108-110.
|
| Тупмалли |
Петров-Вирьял, Ю. Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи Тӑван чӗлхене аталантарассишӗн чунтан тӑрӑшакан Андрей Алексеева
Ҫулҫӳрен ҫеҫ ҫакна пӗлме пултарӗ: Эс инҫетре, хальччен пулман ҫӗрте, Хӑш чух хӑвна туйса илен мӑнтарӑн – Самантлӑх пӑлхану ку пулӗ, тен? Ҫав вӑхӑтра тӑван сасса илтен-тӗк Хӗвӗшекен ҫынсен шӑв-шавӗнче, Пачах манатӑн ӗшенли ҫинчен те, Юлмасть салхулӑх та чун тӗпӗнче. Вара тӗлӗнмелле хавхаланулӑх Ҫӳле ҫӗклет сан шухӑш-ӗмӗтне. Ҫут шыв та, вӗҫсӗр хир те симӗс улӑх Пуплеҫҫӗ, пехилленӗ пек анне. Чӗлхем! Санра ҫӗр кӗввине илтетӗп, Куратӑп йӑлтӑр ҫиҫӗм ҫиҫнине... Е вутлӑ тӑвӑла асилтеретен, Е ытарми сӑпка юррисене! Манми сӑнарлӑн, чӗррӗн кӑларатӑн Ҫӗнелекен тавралӑха ума: Мӑн тинӗсе куҫса юрлать халь Атӑл, Ӑш ҫумӑр курӑк кашмине кумать. Хум шӑпӑл-шӑпӑл!..Ҫулҫӑ ҫӑтӑл-ҫӑтӑл Ҫил вӑштӑр-вӑштӑр!.. Канлӗ хӑлхана. Чечек шӑрши те, пыл тути те тӑтӑш Кӑтӑкласа тӑраҫҫӗ сӑмсана. Туй тутӑрӗ тӗртет чечеклӗ йӑлӑм, Чӗнет тӑван пек ӑшшӑн Шупашкар... Хам халӑхпа нихҫан та пулмӑп тӑлӑх, Кирек мӗнле ӗҫре те халсӑр мар! Чӑваш эп! Хӳхӗм калаҫма пултарӑп Туспа та, савиипе те тӑшманпа. Чӗлхемӗр уҫлӑхра та ян! янрарӗ Вут-кайӑкла вӗҫсе Андриянпа. Хӗҫ евӗр ҫивӗч, Ҫиҫӗм пек кӑварлӑ, Ҫут кӗмӗл саслӑ, витӗмлӗ чӗлхем! Эс манӑн ӗҫӗмри сӳнми хастарлӑх, Юратупа кӗрешӳри илем!
Петров-Вирьял, Ю. Чӑваш чӗлхи // Петров-Вирьял, Ю. Ырми-канми ҫӑлкуҫ / Ю. Петров-Вирьял. – Шупашкар, 1986. – С. 41-42.
|
Сандров, Н. Тӑван чӗлхе
Тӑван чӗлхе Тӑван чӗлхем ыран пӗтес пулсассӑн, Эп хатӗр паянах ҫӗре кӗме.
Р. Гамзатов
Вӗҫ-хӗррисӗр Раҫҫей ҫӗрӗнче Миҫе пин юханшыв юхать-ши? Шӑнкӑр-шӑнкӑр шывсем хушшииче Чи илемлӗ сасли хӑшӗ-ши? Хӑшӗ-ши? Кам пӗлет-ши ҫакна? Кашни халӑхӑн хӑйӗн чӗлхи. Вӑл илет те пӗрре тыткӑна, Ҫак вара – чи ырри, лайӑххи. Малтанхи «аннерен», «аттерен» Тин ҫеҫ илтнӗ «нейтрино» таран Пӗтӗмпех эс тирпейлӗн илен, Хӑв сӑмах хутаҫне пуҫтаран. Ҫав хутаҫ ылтӑнран та паха, Мухтанатпӑр эпир унпалан. Тав тӑватпӑр тӑван халӑха Ҫав хутаҫ кӑтартмалӑх пуртан. Эй, чӗлхемҫӗм, сана юратса Ҫак сӑвва эп ҫыратӑп чунтан Ирхи сывлӑм пек эсӗ таса, Эс хрусталь чечек пек янӑран. ...Кӗмӗл саслӑ ҫинҫе хӗлӗхе Чӗтрентерчӗ-им лӗп ҫил килсе? Ҫук, ку ҫепӗҫҫӗн пирӗн чӗлхе Янӑрать эфирта чӳхенсе. Ҫиҫӗм ҫиҫрӗ йӑлт-ялт, аслати Шартлаттарчӗ таҫта ҫывӑхрах. Чипер чух аслати пулать-и – Шартлаттарчӗ ку пирӗн сӑмах! Эй, чӗлхем, анне панӑ чӗлхем, Янӑра эсӗ ҫут тӗнчере. Ыттине ҫӗр чӗлхе эп пӗлем, Эсӗ манӑн – пӗрре ҫеҫ, пӗрре! 1969—79
Сандров, Н. Тӑван чӗлхе // Сандров Н. Сӑвӑсемпе поэмӑсем / Н. Сандров. – Шупашкар, 1981. – С. 17-18.
|
| Тупмалли |
Юрий Сементер. Чӑваш чӗлхине сӑвапласа кӗвӗленӗ кӗлӗ
Эй, аслӑ чӗлхемҫӗм, чун-чӗрери хӗлхемҫӗм! Ҫакӑ сенкер тӗнчери кун ҫутине астӑван малтанхи самантранах сан сипетлӗ ӑшшуна кӑкӑрӑмра упратӑп, ҫав ӑшӑпа пурнатӑп. Йӗлме йывӑҫ пӗкечи ярӑм-ярӑм ярӑнса сиктеретчӗ сӑпкама, ҫут тӗнче ӑшпиллӗхне ачисемшӗн пухнӑ чун, хӗвел кӑмӑллӑ аннем, калаҫатчӗ манпала. Ҫӑлкуҫсем шӑйкӑртатни, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатни, чӗкеҫсем чӗвӗлтетни, кӗпшӗлсем кӗвӗлтетни пурччӗ унӑн сассинче, унӑн ҫепӗҫ юрринче. Аттесен сӑмахӗнчен сӗм вӑрман каш кашлани, ырашсем шӑркаланни, ҫын ӗҫпе патварланни, тӑшмана парӑнманни сӑрхӑнатчс хӑлхана. Ҫӳтҫанталӑк куҫӑмне, хамӑн пурнӑҫ шуҫӑмне эп кӑларнӑ куҫ умне эс кӳрен пархатарпа, аттепе анне чӗлхи, ытарми чӑваш чӗлхи. Сан таса пехилӳпе хам ёҫӗме тӑватӑп, сан таса пехилӳпе алла ҫӑкӑр тытатӑп, сан таса пехилӳпе ҫынпа сапӑр пулатӑп, эс кӳрен тивлетпелен — вырӑсра та вырӑн пур, эс кӳрен тивлетпелен — тутарта та туссем пур, эс кӳрен тивлетпелен — ҫармӑсра та ярмӑҫ пур. Эй, аслӑ чӗлхемӗр, пире усран ырсемӗр! Сан ятна сӑвапласа, ырлӑхушӑн тав туса пуҫа таяс кӑмӑл пур, чунтан калас сӑмах пур. Ҫав кӑмӑла палӑртма ҫав мехеллӗ сехет пар, ҫав сӑмаха калама ҫав мехеллӗ хевте пар. II Пурнӑҫ чӗрӗлӗхӗпе пӗтӗленнӗ ҫӗр ҫине ҫын килет тахҫан авал. Йӗкелрен вӑрман шӑтать, хунавран вӑрман хунать. Ар сывлӑшӗ пур чухне, ама сывлӑш пур ҫӗрте, ҫын йышӗ те хутшӑнать, чун ҫумне чун хушӑнса, хӑйне ята йӑх юлать. Йӑх катинче пуплеме, пӗр-пӗринпе хутшӑнма, ниме пухса ӗҫ тума, уяв туса савӑнма халӑхӑн чӗлхе пулать. Аслӑ несӗлсен чӗлхи, аттепе анне чӗлхи! Ҫӗр ҫинчи пин-пин чӗлхен пин туратлӑ йывӑҫҫин авалхи тымарӗнчен хунавланса килекен чӑтӑм-тӳсӗмлӗ чӗлхем! Вӗҫсӗр вӑрман кашлани, Катунь-шывӗ шавлани, Тенгиз кӳлли хумханни, Урал шухӑша кайни, Каспи хумӗ каҫ пулсан улӑпсемпе калаҫни, Кавказ тӑвӗ кар тӑни — пурте пур сан кӗввӳнте, пурте пур сан ҫеммӳнте. Пушӑ выртан хирсенче кӑпчак вӑрттӑн ҫӳрени, Кӑбрат хан Аспаруха вут умӗнче пиллени, Ахмед Ибн-Фадланпа Алмӑш алӑ ҫапнисем, Киев кнеҫӗ Улатимӗр, Сарӑ Хӗвел тенӗскер, пирӗн пӑлхар элтепӗрне пуҫ тайса чысланисем, Кушкӑри Якку Иӑванӗ ҫук ҫын ачи пуҫӗпех пысӑк пӗлӳ туянса, еҫӗ ҫумне ӗҫ хушса, чысе ҫумне чыс хушса дворян ятне илнисем, унтан чӑваш халӑхне кӗнеке тыттарнисем,— пурте пур сан кӗввӳнте, пурте пур сан ҫеммӳнте. Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курса пушхир урлӑ каҫнӑскер, вӗрене ҫулҫи ҫутипе вӑрман витӗр тухнӑскер, Атӑл тӑрӑх хӑпарса, вӑл юпленекен ҫӗре ҫитсе тымар яриччен ӳркенмесӗр утнӑскер, чӑваш ҫынни санпала, ытарайми чӗлхемӗр, хӑйӗн йышне усранӑ, синкер килнӗ сехетре юман пулса юрлана, Вирт ҫӳрекен вӑхӑта йӑмра пулса йӑпатнӑ, тӳлек тӑран каҫсенче саркайӑк пек сас панӑ, имлӗхне те сиплӗхне, ӗмӗрхи техӗмлӗхне, ӗмӗрхи ҫепӗҫлехне, тарават-вашаватне, иксӗлми пархатарне уртмахӗнче упранӑ. Тайма пуҫ сана, чӗлхем, чунӑмри таса хӗлхем! III Тӗнчене килен этем сар хӗвеле чыс тӑвать. Сар хӗвеле чыс тӑвать, хура ҫӗре пуҫ таять. Ҫӑкӑр ҫиес теекен, тутӑ пулас теекен ҫӗр чӗлхине вӗренет, ҫӗр чӗлхине вӗренсе, ҫӗр пулӑхне ӳстерет. Вӑрлӑх шӑттӑр теекен, тырӑ ӑнтӑр теекен шыв чӗлхи те вӗренет, шыв чӗлхине вӗренсе, уя нӳрӗк витерет, ял ҫуммипе юхакан шанкӑр-шӑнкӑр шывсене, ҫавра куҫлӑ ҫӑлсене ҫыншӑн тӑрӑшма хистет. Вут уссине пӗлекен, ун вӑйӗпе ун халне ӗҫе кӳлес теекен вут чӗлхи те вӗренет, вут чӗлхине вӗренсе, ҫӗршер лаша вӑйӗпе, пиншер лаша вӑйӗпе тӗрлӗ хӑват меслетлет, ӗҫ тухӑҫне пехетлет. Ҫутҫанталӑк аллинче ҫитмӗл вӑй та ҫичӗ вӑй, пайӑр вӑя пай пама, вунӑ пая пӗр тума, пурнӑҫ майлӑ ҫавӑрма, чӗлхемӗрӗн майӗ пур, чӗлхемӗрӗн сайӗ пур, пит пӗлесех тесессӗн, вӗренесех килсессӗн таса чунлӑ этеме пыл пек пылак тутине, ҫу пек ҫемҫе ыррине, тухатуллӑ хӑватне, вӑштӑр-вӑштӑр ҫунатне, ҫураҫуллӑ кӑмӑлне тата ытти асамне парнелет чӑваш чӗлхи, ӑс чӗлхи те хал ҫилхи. Сан сулӑмупа, чӗлхемӗр, сӑвай ларать лайӑхрах, никӗс чӑтать ытларах, пӳрт хӑпарать хӑвӑртрах, сан пехетӳпе, чӗлхемӗр, кӗреке илпеклӗрех, туй юрри илемлӗрех, туй ташши хӗлхемлӗрех, сан хисепӳпе, чӗлхемӗр, атте-анне сумлӑрах, тӑван-пӗтен чыслӑрах, пӗлӗш-хурӑнташ хаклӑрах. Мерттес санӑн кӑмӑлна! Мерттес санӑн ҫавруна! IV Улӑх-ҫаран тени тӗрлӗ чечекпе пуян, вӑрман тени тӗрлӗ йывӑҫпа пуян. Пӗрлӗхенпе пыл курӑкӗ валли те, юманпа ҫӑка валли те, ӑвӑспа шӗшкӗ валли те вырӑн ҫителӗклӗ унта. Хӗвел кӗлчечекпе утмӑлтурата та, ҫӗмӗртпе шӑлана та пӗр пекех савать. Кашни йывӑҫ-курӑкӑн хӑйне кура сиплӗхӗ, хӑйне кура имлӗхӗ. Ҫавӑнпа кирлӗ те, ҫавӑнпа хаклӑ та вӗсем пирӗншӗн. Пӗтӗм курӑк хушшинче пӗтнӗк пӗтес пулсассӑн, пӗтӗм йывӑҫ хушшинчен йӑмра-ҫӳҫе ҫӗтсессӗн, сывлӑш техӗмӗ чакать, пурнӑҫ техӗмӗ хухать. Пирӗн чӑваш чӗлхи те пин-пин чӗлхе хушшинче ҫавӑн пекех ыр ятлӑ, ҫавӑн пекех сӑваплӑ. Ҫутҫанталӑк сассинчен чӗлхе пулнӑ кунтанпах, чӑваш тенӗ халӑха пӗрле ҫыхнӑ кунтанпах эсӗ, аслӑ чӗлхемӗр, пире ырлӑх пиллетӗн, пире усӑ кӳретӗн. Ҫут тӗнчене киле тӑран сан тивлетӳпе курать амӑшӗи ачашлӑхне, ӗҫ нимине тухакан сан тивлетӳпе курать пӗрлехи вӑй уссине, тӑван-пӗтен пухӑнса кӗрекене ларсассӑн сан тивлетӳпе курать пурӑнӑҫ милетлӗхне. Сармантей чӗлхиҫӗмӗр, пин те пин чӗлхе ҫинче эс хӑвна мала хуман, пин те пин чӗлхе ҫинче ыттинчеи кая юлман. Тӗнчепе пӗр шай тӑма пур сан хӗвел-сӑмахху, халӑх чунне кӑтартма пур сан асам юмахху, пур сан сурпан-масмаку, пур сан юрру-такмаку, хӑна-вӗрле йышӑнма — пур сан чӗнтӗрлӗ хапху. Ивановпа Ҫеҫпӗлӳ, Шелепипе Элкерӳ, Хусанкайпа Ухсаю, Миттапала Янкасу — сан яту та сан чысу! Пурӑн, шӑкӑлчи чӗлхемӗр! Пурӑн, шӑнкӑрти чӗлхемӗр! Утакан ҫын умӗнче утма ҫулне уҫса пыр, ырӑ ҫыннӑн чунӗнче ырӑ шухӑш хушса пыр, пӗчеккине пысӑк ту, сусӑррине сывӑ ту! Эй, чӗлхемӗр! Ылтӑнпа виҫейми таса тупра! Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере хӑйне чӑваш теекен, пултӑранпа ыр пулан, сӑрапала сӑйланан халӑх пӗрлӗхне упра! Ҫитмӗл те ҫичӗ тинӗс утравӗнче ылтӑн вӑрман, ылтӑн вӑрманта ылтӑн пӳрт, ылтӑн пӳртре ылтӑн сакай, ылтӑн сакайӗнче ылтӑн йӑва, ылтӑн йӑвара ылтӑн ҫӑмарта, ылтӑн ҫӑмартаран тухнӑ хур чӗпписем шӑкӑл та шӑкӑл шӑкӑлтатса пурӑннӑ евӗр ылтӑн сӑмахпа ынатланса, кӗмӗл кӗвӗпе кӗрнекленсе пурӑнччӑр, чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхемӗр, сана тӑван шутлакансем, сана сума сӑвакансем, сан илемлӗхӳпе сан хӗлхемлӗхне чун-чӗринче упракансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем.
Сементер, Ю. Чӑваш чӗлхине сӑвапласа кӗвӗленӗ кӗвӗ / Ю. Сементер // Сементер, Ю. Йӗс шӑнкӑрав. — Шупашкар, 1991. — С. 29—34.
| Тупмалли |
Сеспель, М. Чӑваш чӗлхи
Лбов юлташа хисеплесе
Тӗнчене тасатрӗ ирӗк вут-кӑварӗ, Ҫут тӗнче ҫуталчӗ, иртрӗ авалхи. Тӗттӗмӗ тӗп пулчӗ, мӑшкӑл иртсе кайрӗ – Тин ирӗке тухрӑн, тӗп чӑваш чӗлхи! Миҫе ӗмӗр витӗр асаппа тухмарӑн, Миҫе ҫичӗ ютӑн мӑшкӑлӗ пулса... Ҫапах паттӑр юлтӑн, вӑйна ҫухатмарӑн, Халь те пулин ҫивӗч, кӑвартан таса. Йӑвӑр асапран та, тимӗр сӑнчӑртан та Эсӗ парӑнмасӑр хӑтӑлтӑн пулсан, – Пулас пурнӑҫра та ҫивӗчпе хӑватлӑх Ют чӗлхесенчен те кая пулмӗ сан. Кӑмӑллӑ ҫӗршывӑн кӑмӑллӑ чӗлхиҫӗм! Иртнӗ хурлӑхушӑн ҫитӗ ырлӑху: Хӗрлӗ хӗрнӗ хурҫӑ, ҫунтаракан ҫиҫӗм, Вӗри вутлӑ ҫулӑм эсӗ пулӑн ху. Аслӑ Атӑл урлӑ, Атӑл шывӗ майӗ, Вӑрман витӗр кайӗ мухтавлӑ яту; Кӗсле кӗвви саслӑ янраттарса кайӗ, Уйӑхӑн-хӗвелӗн ҫунӗ хӑвату. Атӑл хумӗсенӗн шавланисене те, Хӑвна та ӳстернӗ ват Шупашкара, Ирӗкле ҫӗршывӑн ырӑ ирӗкне те Юрӑ хывса мухтӑн асӑнса вара. Сана шанаканӗ, ҫакна ҫыраканӗ Ҫӗр айӗнче выртӗ тӑлӑххӑн ун чух, Хӑй ҫийӗнчи ҫӗрӗ ӑна пусса анӗ, Сан чапна курмашкӑн тӑма пулас ҫук.
Ун ҫинче чӑвашӑн чӗлхи чапӗ пулӗ, Тӑпри ҫинче янрӗ ирӗклӗх юрри, – Вара вилнӗскерӗ канлӗ-канлӗ выртӗ, Канлӗ, ҫӑмӑл пулӗ ҫийӗнчи тӑпри.
[1920 ҫ. чӳк] Шупашкар
Сеспель, М. Чӑваш чӗлхи=Чувашский язык // Сеспель М. Ҫырнисен пуххи / М. Сеспель. – Шупашкар, 1989. – С. 94—97.
|
Сеспель, М. Чувашский язык
Посвящается товарищу Лбову
Навсегда очищен пламенем свободы, Новый день сияет над моей страной. Скрылась тьма глухая, пронеслись невзгоды, Наконец ты волен, наш язык родной! Сколько мук ты в прошлом и страданий вынес! Кто тебя в столетьях не терзал, гоня! Но остался твердым, сохранил доныне Ты железа силу, чистоту огня. Если ни насильем, ни цепями время Не смогло навеки в прах тебя стереть, То и в новой жизни наравне со всеми Языками мира будешь ты звенеть. Сладкая для слуха речь родного края! Прежних унижений нету и следа. Сталью накаляясь, молнией сверкая, Пламенем разящим будешь ты всегда. По широкой Волге, по волнам-бурунам. По лесам, долинам ты, язык родной, Зазвенишь, подобно гуслям златострунным. Заиграешь разом солнцем и луной. Ты прославишь в песнях край наш обновленный, Светлую свободу сердцем возлюбя. Ты прославишь Волги плеск неугомонный, Шубашкар, что нежно вынянчил тебя. Может, не увидит твоего расцвета Тот, кто с жаркой верой пишет о тебе. Может, только насыпь, зеленью одета, Скажет миру где-то о его судьбе.
Но над ним язык наш в славе громкой, новой Зазвенит в свободных песнях и стихах. И ему, поэту, от родного слова Будет легче пуха надмогильный прах.
[Ноябрь 1920] Чебоксары
Сеспель, М. Чӑваш чӗлхи=Чувашский язык // Сеспель М. Ҫырнисен пуххи / М. Сеспель. – Шупашкар, 1989. – С. 94—97.
|
| Тупмалли |
Тимбай, А. Тӑван чӗлхе
Тӑван чӗлхе Тӑван чӗлхе, эс тӑванран тӑван. Санран та ҫывӑххи мӗн пур-ши ман? Анне ӑсанчӗ урӑх тӗнчене – Хӑй чӗлхине хӑварчӗ ачине. Тӑван чӗлхеҫӗм, юлтӑн манпалан, Куҫ хупиччен эс чӗрере ялан. Туссем те пулмӗҫ ӗмӗр юнашар. Ыр тӑвансем те ӗмӗр-ӗмӗр мар – Пӗр эс анчах, чӗлхемӗр, ӗмӗре, Нихҫан та эс пӑрахас ҫук пире, Тӑр кӑнтӑрла та е хура ҫӗрле Тата Тӑван ҫӗршыв санпа пӗрле. Эс чӗрери нихҫан сӳнми хӗлхем, Янравлӑ та хитре тӑван чӗлхем. Чӑваш чӗлхи, эс иксӗлми пуян, Сан анлӑшу – хӑватлӑ океан.
Тимбай, А. Тӑван чӗлхе / Тимбай А. // Тӑван Атӑл. – 1985. — № 1. – С. 43.
|
Титова, О.Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе, Эс чи пахи, эс – чун уҫҫи. Тӑван чӗлхе – ӗмӗрлӗхе, Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи. Ҫак чӗлхепе эп калаҫатӑп, Куллен ҫыратӑп та вулатӑп, Ҫак чӗлхепе эп мухтанатӑп, Куллен-кунах ӑса туптатӑп. Тӑван чӗлхе, тӑван сӑмах, Сана упратӑп чӗремрех. Мана вӑй кӳрен яланах, Тӑван чӗлхе – ӗмӗрлӗхех!
Титова, О.Чӑваш чӗлхи / О. Титова // Ялав. – 1997. — № 9. – С. 120.
|
| Тупмалли |
Ухсай, Я. Чӑваш чӗлхи
Тӗтреллӗ Висла леш енче ҫӳреп-и, Кӗретӗп-и Карпат ту-чакӑлне, Ӑҫта кайсассӑн та, илтетӗп эпӗ Тӑван чӗлхемӗн тунсӑх сассине. Туссем калаҫнӑ чух, тӑван чӗлхемӗм, Шур акӑш тӗкӗ евєр эс ҫемҫе. Санпа ман халӑх чунӗ те илемӗ Ҫӳрет ҫӳлте те ҫӗр ҫинче вӗҫсе. Юрланӑ чух сассу хитре те уҫӑ: Итлет вӑрман та, хир те янраса. Чулсем ҫинчи канми-тӑми ҫӑлкуҫӗ Юхса йӑпаннӑ пек сассу таса. Екки ярса ачашшӑн калаҫмалӑх Ҫулла ҫап-ҫутӑ уйӑх шевлинчен Туса сана шӑратнӑ манӑн халӑх, Сана шӑварнӑ шӑпчӑк юрринче. Анчах та халӑхӑн ҫилли хаяррӑн Чӗре тулли йӳҫсе тапса тухсан, Чӑваш чӗлхи, чєлхемӗм, шӗл-кӑваррӑн Ҫунать вӑю та сан, юрру та сан. Сана хӑрушӑ кунсенче касмалӑх, Йыхравлӑн кӗрлеме кӗрешӳре Хӗвелӗн ҫутипе туптанӑ халӑх, Сана савса шӑратнӑ ҫиҫӗмре. Сана йӑваш теме кам хӑюлланӗ, Сана кам хурлӗ халӗ ҫӗр ҫинче, – Итлерӗм эпӗ, гварди капитанӗ, Сана вутри Воронеж хирӗнче. Ҫулла – тусан, хӗлле – юр юнла, тарӑн, Ялсем те хуласем ҫинче хӗлхем. Танкра та нӳрлӗ окопра тӑнларӑм Тӗреклӗ сассуна, тӑван чӗлхем! Орел та Прага, Киев та Варшава, Белград та, Будапешт та, Порт-Артур. Татти-сыпписӗр пычӗ вӑрҫӑ шавӗ. Унта чӑваш чӗлхин те пайӗ пур. Тӑван чӗлхемӗмҫӗм, тӑванлӑ эсӗ Пуян та ҫирӗп вырӑс чӗлхипе. Инкек те терт, асап та хур пӗлмесӗр Янра та савӑн аслӑ пиччӳпе! Тӑшман тесен – ҫиллен, кӗрле кӗр те кӗр, Туссем тесен – саркайӑкла ян-ян. Хитре сассу та шухӑшу ӗрчетӗр, Кӗрхи уйри йӗтем пек пул пуян! Сана паян тиркевлӗ хурлаканӗ ӑҫта кам пулӗ пысӑк ҫӗр ҫинче, – Мухтатӑп эпӗ, гварди капитанӗ, Сана хӗвел те уйӑх умӗнче. 1945
Ухсай, Я. Чӑваш чӗлхи // Ухсай Я. Хура тӑпра: суйласа илнисем / Я. Ухсай. – Шупашкар, 1971. –Т. 1. — С. 250-252.
|
Туркай В. Чӑваш чӗлхи
Г. Н. Волкова
Чӑваш чӗлхи – пӗрремӗш ӗсӗклевӗм, суранлӑ чунӑмӑн чи юлашки ҫӗвви – ӑстӑнӑм вучахне чӗртсе, пехил парса, мана чӗрҫӳ ҫинче ӳстертӗн. Чӑваш чӗлхи – вӗри чӗре таппи – хӗҫ-сӑнӑсем хӗресленсе хӗмленнӗ кунсенче таса юнпа хӗрелнӗ, сив сӑнчӑрне татса, ҫуратнӑ ҫӗн сӑмах. Чӑваш чӗлхи – ту пек тулли арча – сан иксӗлми тупру пурин валли те ҫитнӗ, ҫитӗ те. Кунран-кун – хаклӑрах, кунран-кун – аслӑрах. Пурнар, чӗлхем, тӑван чӗлхем, пурнар.
Туркай, В. Чӑваш чӗлхи // Туркай В. Ҫӑлкуҫ ҫути / В. Туркай. – Шупашкар, 1989. – С. 19.
|
| Тупмалли |
Хусанкай, П. Тӑван чӗлхе
Эп, радиопа атом ӗмӗрне те Ҫитсе кӗмешкӗн ӗлкӗрнӗ этем, Чӗлхе тӑванлӑхне курасчӗ тетӗп: Пӗрне-пӗри ӑнланччӑр халӑхсем. Философӑн, поэтӑн е ҫулпуҫӑн Сӑмахӗ ҫиттӗр пур илемӗпе, Пур вӑйӗпе ҫиҫсе вылятӑр уҫҫӑн – Хӗвел пек, ҫил пек, ҫумӑр пек, – теп эп. Ҫапах та – халлӗхе мӗн паллаштарчӗ Мана ҫак ешӗл курӑкпа, ҫӗрпе? Ҫак пӗлӗт ҫуллӗшне мӗн ӑнлантарчӗ? – Тӑван чӗлхе! Ҫав пулчӗ тӗкӗр пек. Килте, ютра-и эп – кирек ӑҫта та, Кирек хӑҫан та тав тӑвап ӑна: Чӗлхем! Санпа тӗнче уҫҫи тытатӑп, Шухӑшлама вӗрентрӗн эс мана. 1951
|
Хузангай, П. Родной язык
В век радио и атомных открытий Хотел бы я дожить до дней, когда И языков связующие нити Сплотят в одну семью людей труда. Хотел бы я, чтоб речи доходили Мыслителей, поэтов и вождей В их первозданной красоте и силе, Как свет лучей, шум ветра и дождей. А что меня с землей, с травой зеленой, С высоким небом, с клекотом орла Знакомило, баюкая, с пеленок? – Родная речь наставницей была. Всегда, везде – в кругу привычном дома Иль далеко от наших рубежей – Я благодарен языку родному: Он мне открыл мир мыслей и вещей. 1951
|
Хусанкай, П. Тӑван чӗлхе=Родной язык // Хусанкай, П.П. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр! = Были мы, и есть, и будем / П.П. Хусанкай. – Шупашкар, 1982. – С. 242-243.
| Тупмалли |
П. Чичканов. Тӑван чӗлхе
Аташӑм Петӗр! Ялан ҫӗклетӗр Чӑваш чӗлхи вӑй-хӑватна. П. Хусанкай
Тӑван чӗлхем, сана саватӑп, Чи илемли эс тӗнчере, Пин ҫухрӑмри Канашӑма та Сан хевтупе туять чӗрем. Ӑҫта кӑна илсе тухмарӗ Шӑпам пас тытнӑ пуҫӑма, Мӗнле чӗлхе-тӗр лӑпкамарӗ Кӑмӑлӑма та хӑлхама? Анчах сана пӗрех манмастӑп: Эс – чєрӗ вӑй, эс – ман тӗрек, Ҫил авӑсса пыран ҫунатӑм, Кил умӗнчи лаштра тирек. Пин сасӑ хушшинче эс маншӑн – Чи ҫепӗҫҫи те чи ырри, Санра пурнать атте канашӗ, Анне юрлан сӑпка юрри. Ача чухнех тухса эп кайнӑ Ялйыш, пускил ытамӗнчен, Чӗлхеҫӗм, тӑванран тӑванӑм, Ҫавах эс чунӑм варринче. Ҫынпа пуплев тупан уртмахӑм Ҫитерчӗ Кейӗв хулине. Асран тухми тӑван сӑмахӑм Сапса тӑрать хӑй хӗлхемне. Бомбей 1971
Чичканов, П. Тӑван чӗлхе / П. Чичканов // Ялав. – 1994. — № 7. – С. 29.
|
Эндип, В. «Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче…»
Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче: Мӗн чухлӗ ҫӑлтӑр санӑн тӳпӳнте! Сӳнми сӑмахлӑ ҫӑлтӑр пуххинче: Тӑван ҫӗршыв, Анне, ҫӗр – чи ҫӳлте. Тав ӗмӗре – вӑл ҫутрӗ тӳпемре Вӗр-ҫӗнӗ ҫӑлтӑр – сивӗнми сӑмах. Ун ӑшӑ ҫутинче кӳтмест чӗре, Малтан мала та пӑхтарать вӑлах.
Эндип, В. «Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче…» // Эндип, В. Самана / В. Эндип. – Шупашкар, 1987. – С. 17.
|
| Тупмалли |
Юман, А. Тӑван чӗлхе
Тӑван чӗлхе! Ӗмӗрлӗхе эс пурӑн, Атте-анне пек, эс пӗртен-пӗрре. Ман саншӑн хатӗр чи хисеплӗ вырӑн, Мухтав сана, тӑван чӗлхемӗре! Ӗлӗк-авал ухмах пуҫсем тиркенӗ, Вӑтаннӑ тӗнчене санпа тухма. Чӑваш кӗнекине «ӗне кавленӗ», Юрру хуп хушшинчен инҫе юхман. Ху халӑхна эс сывлӑш пекех кирлӗ. Патша тарҫи-тӗрҫи сана хӑртсан, Ҫӗкленнӗ Яковлев, каланӑ вирлӗн Вӑйна та, асамна та палӑртса. Тусӗсемпе ырмасӑр хатӗрленӗ Сана валли кӗпе. Ку – саспалли. Хурсассӑн сӑпкана савса сиктернӗ Талантлӑ Иванов поэт алли. Чӗлхе вӑл – халӑхӑн асамӗпе илем Ун савнӑҫӗ, хевти, хуйхи-суйхи. Чӗлхе сыв чух этем юта кӗленмӗ, Унпа пӗрле чух кӑмӑлӑм – ҫурхи. Чӑваш чӗлхи! Сана юп курнӑ, шаннӑ, Куҫ пек упранӑ халӑх чи малтан. Кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл сасӑ панӑ, Пуласлӑхна вӑл картнӑ кӑмӑлтан. Чӑваш ачи ҫырнисене вуларӗҫ Тутар та вырӑс, калмӑк та ирҫе. Юта тухма та виза илтӗн мар-и – Эс каҫрӑн океан урлах, инҫе. Шупашкартан Кавал таран кӑна-и, – Сассу ҫӗкленчӗ халӗ космоса. Планетипех илтсе сана сӑнарӗҫ – Ҫӑлкуҫӗ пек эс, иксӗлми, таса. Эс йывӑра тӳссе ҫӳле ҫӗклентӗн, Эс ҫитрӗн терӗмӗр чечекленсе. Эс кирлӗ мар-и тек? Ҫитет-и ӗнтӗ? Каяс-и ҫакӑн хыҫҫӑн халь тӳнсе? Хутна кӗрсе сана вӑй параканӗ Вӑл пулчӗ вырӑс халӑхӗн чӗлхи. Ыр тунине чӑн-чӑн чӑваш-и манӗ? Чӑвашӑн ҫав чӗлхе те – чун пахи. Чӑваш сывлать. Ҫӑра ун юнӗ. Халӑх Сывах чухне пӗтместӗн эс, чӗлхе. Вӑю ҫаплах металл касса татмалӑх, Самантлӑха килмен – ӗмӗрлӗхе. Совет килйышӗнче эс танлӑ, ятлӑ, Ҫук, таврӑнмӗ нихҫан та авалхи. Эппин, янра, чӑваш чӗлхи хӑватлӑн, Ӗҫчен те ҫепӗҫ халӑхӑн чӗлхи! 1972
Юман, А. Тӑван чӗлхе / А. Юман // Львов, П. К. Ҫ ӗр ҫаврӑнать. Чӗре ҫӗввисем. Тӑватӑ кустӑрма: сӑвӑсемпе поэмӑсем. – Шупашкар, 1992. – 172-173.
|
Ялгир, П. Чӑвашсем, чӑмӑртанӑр!
Пирӗн ват несӗлсем Курнӑ ҫут Байкала. Чӑваш сасӑ пани Икӗ пин ҫул ытла. Ваттисен ячӗпе, Чӑвашсем, чӑмӑртанӑр! Пӗр пулса пуринпе Пирӗн чап та янратӑр. Чӑвашсем, чӑвашсем, Чӑвашсем, чӑмӑртанӑр! Пирӗн шурсухала Мӑн Эльбрус астӑвать. Килӗштернӗ ҫынсем Кавказри ҫӗр-шыва. Атӑлҫи Пӑлхарта Ӳснӗ пирӗн ратне. Ҫитнӗ унӑн элчи Киев Руҫӗ патне. Парӑнман несӗлсем Тутар ханӗсене, Вырӑспа пӗрлешсе Уҫнӑ ӳсӗм ҫулне. Ырлӑх ҫулӗпе халь Йыш утать маллала. Хытӑрах янратар Юрӑсем чӑвашла.
Ялгир, П. Чӑвашсем, чӑмӑртанӑр! / Ялгир // Львов, П. К. Ҫӗр ҫаврӑнать. Чӗре ҫӗввисем. Тӑватӑ кустӑрма: сӑвӑсемпе поэмӑсем. – Шупашкар, 1992. – 276.
|
Тупмалли |
|