Тăванлăха хÿтĕлекен

Юркин Иван Николаевич2010 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн лару залӗнче Ю.В.Яковлевӑн «Духовное пространство Ивана Юркина» тата вӑлах пухса хатӗрленӗ «Иван Юркин. Повеҫсем» кӗнекесен уявӗ иртрӗ. Унта студентсенчен пуҫласа Президент Ацминистрацийӗн ҫыннисем таран хутшӑнчӗҫ. Пахалама хутшӑннӑ ҫынсене пӑхса «Чӑваш ҫыруҫисен ашшӗн» ӗҫӗсем ҫине паянхи ӑру епле пӑхнине тавҫӑрса илме йывӑр пулмарӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ мероприятире эпир те М. Хӗветкепе йыхравлӑ хӑнасем пултӑмӑр. Сӑмахтухса каларӑмӑр.

Чӑвашсен чаплӑ историйӗнче Иван Николаевич Юркин мӗнлетӗр хирӗҫӳ палли пекрех курӑнса тӑрать. Ҫак ярлыка вӑл чӑвашсен аталанӑвӗ ҫине ыттисенчен уйрӑмрах пӑхнипе ҫӗнсе илнӗ. Тӗп сӑлтавӗ вара — И.Я. Яковлевпа И.Н. Юркин хушшинчи хирӗҫтӑрусем.

Хирӗҫӳсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ: Яковлевпа Юркин хушшинчи пулӑмсем — идейӑллӑ хирӗҫӳсем. Чӑвашсем ҫӗнӗрен аталанма пуҫласан, хӑш ҫулпа малалла каясси уйӑрса янӑ вӗсене. Пӗри чӑвашсене Христос тӗнӗ урлӑ вырӑслатасшӑн пулнӑ, тепри — тӑван пахалӑхсене тӗпе хурса малалла каясшӑн пулнӑ. «Кашни хут вӗреннӗ чӑвашӑн несӗлӗсен эткерлӗхне пӗлмелле тата хакламалла. Тӗнчери ытти этеплӗхсене тӑван пахалӑхсем витӗр кӑларса, чӑвашлӑха ҫухатмасӑр ҫынсен ӑстӑнне ҫӳлерех ҫӗклеме тӑрӑшмалла».

Ҫак тӗркешӳре кам ҫӗнтерни — куҫкӗретех. Анчах пурнӑҫ малалла шӑвать. XX ӗмӗр вӗҫӗнче И.Я.Яковлев вӗрентӗвӗ пирки иккӗленекенсем те тупӑнчӗҫ. Паян эпир аслӑ вӗрентекенӗмӗр халалӗсемпе пурӑнни вӗсем пире ыран та пӗтӗмпех ҫырлахтарӗҫ тенине пӗлтермест. Пурнӑҫ куллен улшӑнса пырать. Тӗнчене ҫӗнӗ ӑнлав килет. Ҫавӑн урлӑ эпир Романов несӗлӗнчи патшасемпе, В.И.Ленин юлташӗсене, Колчакпа Чапаева, Сталинпа Троцкие тата ытти тӑшманла пурӑннӑ историллӗ ҫынсене ӑнланса йышӑнатпӑр. Ҫакӑн йышши улшӑнусем ҫумӗнче Яковлевпа Юркина пӗрлештерсе чӑвашлӑхӑн пӗрлехи вӑйӗ туса хуманнине нимпе те ӑнланса илме ҫук. Вӗсем иккӗшӗ те хамӑрӑн, халӑха ҫутта кӑпарассишӗн пурӑнса ирттернӗ ҫынсем. Пӗрне ҫӗклесе тепӗрне путарни — кивӗ идеологи меслечӗсем ҫухалманнин палли ҫех. Пысӑк ҫынсем хушшинчи хирӗҫӳсем тӗнче литературинче те, культуринче те ҫителӗклӗ. Л.Толстойпа И.Тургенев, И.Репинпа М.Врубель, B.Маяковскипе С.Есенин виличченех хирӗҫсе пурӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, кашнине уйрӑммӑн илсе хакласан вырӑс культури вӑйлӑланать ҫех. «Ыррине мала, начаррине кая хурӑр», — тенӗ пире асаттесем. Ҫак сӗнӗве пурнӑҫа кӗртме вӑхӑт ҫитрӗ.

Пӗр-ик сӑмах Юркка Иванӗн ҫырас пултарулӑхне хак парассине тивертсе калассӑм килет. Юркка Иванӗ чӑваш илемлӗ литературине хӑй чӗлхипе ҫул уҫса кӗнине критиксем кая юлнӑ юхӑм пек кӑтартни — тишкерӳ меслечӗсем айван пулнипе ҫыхӑннине паян никама та хистесе ӳкӗтлемелле мар. Юркинӑн ҫырав чӗлхи — вӑхӑт палли. Пуҫласа ҫыракан тӳрех Б.Чындыков пек, C.Павлов пек ҫырма пултарайман. Чӗлхен хӑйӗн аталану законӗсем. Ҫумри халӑхсем хӑйсен пуҫламӑш литератури ҫине еплерех пӑхнине те сӑнани ытлашши пулмӗ. Вырӑссем «Слово о полку Игореве», «Задонщина», «Повести временных лет», Аввакумӑн «житийӗсем» чӗлхе енчен Юркка Иванӗн пуҫламӑш калавӗсемпе повеҫӗсен пӗр шайри курӑмсем. Хаклав меслечӗсемпе пӗтӗмлетӳсем вара расна. Вырӑссем хӑйсен литературӑри пуҫламӑш утӑмсемпе мӑнкӑмӑлланаҫҫӗ пулсан, чӑвашсем — тӑван халӑха илемлӗ литература парнелес тесе тӑрӑшнӑ ҫыравҫӑ ӗҫӗсене натурализм, кивӗ пурнӑҫ чӗлхи, ӗҫ ҫукран шӑйӑрса ларнӑ ҫыру тесе кӗҫӗнлетеҫҫӗ. Пурте мар, паллах.

Юркин ӗҫне малалла тӑсакансем, унӑн ятне асӑнмасӑрах иртсе каяҫҫӗ пулин те (ку вӑл — вӑхӑт палли) вӗсене асӑнмасӑр иртме ҫук.

Г.Н. Волковӑн этнопедагогика вӗрентӗвӗ — тӑван пахалӑхсене тимлӗх уйӑрни ҫех мар, вӑл чӑвашсен пурнӑҫ йӗркине тӗнче ҫине кӑларни. М.Н.Юхма чӑвашсен аваллӑхӗ ҫине ҫӗнӗ куҫпа пӑхнине епле асӑнмасӑр иртӗн. В. Николаевӑн историри шыравӗсем хӑйсен вырӑнне тупрӗҫ. Г. Егоров Месопотамире, Египетра хамӑр йӗрсене шырани истори ҫине чӑвашпа куҫсемпе пӑхнӑран килсе тухнӑ. А.А. Трофимов чӑвашсен авӑлхи карт ҫырулӑхне, авӑлхи тӗнӗн мешехисенчи палӑксене тӗпченин пӗлтерӗшне эпир тавҫӑрса хак пама та хатӗр мар-ха. В. Алмантайӑн пуҫарулӑхӗ Юркка Иванӗн тӗпчев еҫӗнчи хӑюлӑхне аса илтерет. Искусствӑра В. Агеев, А. Миттов, Праски Витти — виҫҫӗш виҫӗ ҫулпа пыраҫҫӗ пулсан та, вӗсен ӗҫӗсенче чӑвашлӑхӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗ уҫҫӑнах палӑрать. Г.Н. Айхи — чӑвашла ҫырса хак илеймен сӑвӑҫӑ. Тӑван халӑх патне Франци, Итали, Швеци ҫӗршывӗсем урлӑ вырӑсла ҫырса ҫаврӑнса килни — чӑвашла шухӑшлавӑн пуласлӑхӗ пысӑккине кӑтартаҫҫӗ. Ҫак ӗҫсем пурте Юркка Иванӗн ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗрсе пынисем-тӗр.

И.Н. Юркинӑн эткерлӗхне тивӗҫлӗ шая ҫӗклес ӗҫре ЧПГӐИ сотрудникӗн Ю.В. Яковлевӑн тӳпи ҫӳллӗ. Ҫак ырӑ ҫын вӑрҫӑ хирӗнчи пӗччен ҫар ҫынни пек кӗрешет. Унӑн «Духовное пространство Ивана Юркина» кӗнеки урлӑ пирӗн ума Юркка Иванӗ — этнограф, историк, ҫыравҫӑ, чӑвашлӑхшӑн кӗрешекен сӑнар тухса тӑрать. Нумаях пулмасть кун курнӑ И.Юркинӑн «Повеҫсем» кӗнекине пухса хатӗрлерӗ, ун сӑмахӗпе ӑнлантарӑвӗсене ҫырчӗ, ӑслӑлӑх редакторӗ те вӑлах. Ӑна малалла ӗҫлеме сывлӑх сунар.

Анатолий МАЛЫШЕВ.
Сувар. — 2011 ҫ. — Ака, 15 (15 (901) №).