Тĕрлĕ самантра каламалли çаврăмсем

Ӗлӗкхи йӑлапа

Кӑҫал кӑмпа нумай пулнине кура, халӑх карҫинкка, витре е михӗ тытса вӑрманалла утать. Вӑрманта тӗрли пулать. Хӑшӗ аташса кайма та пултарать.

Ҫӑл умӗнче

Шыв ашшӗ, шыв амӑш, каҫар мана, эпӗ ҫӑлтан шыв ӗҫесшӗн, хӗн-асап ан пар. Шыв ашшӗ, шыв амӑш, каҫар мана. Эп сан шывна ӗҫсе савӑнтӑм. Каҫар мана, хӗн-асап ан пар.

Аташса кайсан

Эй Турӑ, Турӑ папай, ырӑ ҫула кӑлар мана, Турӑ, Турӑ папай, хамӑн ҫула хама туптар, шыраттар.

Кӑмпа пуҫтарса ҫӳренӗ май ҫӑл куҫӗсем патне те пӗрре мар сиксе тухма пулать. Ун умне ҫитсен сиплӗ шыва ӗҫмесӗр чун чӑтмасть, паллах.

Харкам каламалли кӗлӗ

Эй Турӑҫӑм! Ҫул кӑтартса пыр, ертсе пыр мана, упра мана, йӑлтӑр ҫутӑ пар та сӳнми пайӑркаллӑ ҫӑлтӑр ту манран. Эсӗ хӑватлӑ та вӑйлӑ, эсӗ ырӑ та сӑваплӑ. Мана хӑвӑн сӑвапна кӑтарт. Вӑй-хӑват пар, ура ҫине тӑрса малалла утма ҫӑмӑллӑх ыйтатӑп.

Светлана ЭЛШЕЛ.