Тимĕре хĕрнĕ чух туптаççĕ

Аслӗ Питӗр хулинчен шурӑ Шупашкара 1991 ҫулта таврӑнӑ вӑл: В.Мухина ячӗллӗ аслӑ пӗлӳ паракан ӳнерпе промышленность училищине (халь барон Штиглиц ячӗллӗ ӳнер академийӗ) вӗренсе пӗтерсе тӗнче культурине сувар чунне хывса, ҫемьеленсе — Ельчӗк тӑрӑхӗнчи Питтӗпел ячи Николай Балтаев. Сӑрӑпа, хутпа, тимӗрпе, йывӑҫпа, пир-авӑрпа, тир-сӑранпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ.

Унпа 15 ҫул каялла курав залӗнче паллашнӑччӗ. (Ӗҫлеттӗм эп унта вӑл вӑхӑтра). Килсе кӗчӗ ытарайми ҫемйипех — мӑшӑрӗпе, икӗ ывӗлӗпе, Ҫӑлтӑр ятлӑ овчарка йыттипе. Тӳрех пӳлӗмри пӗтӗм сывлӑша хӑйӗн ӗҫлес килнӗлӗхӗпе, мал ӗмӗтлӗхӗпе, иксӗл-ми ирӗклӗхӗпе, шыравсемпе-тупсӑмсемпе тултарчӗ, хавхаланса хӗрӳллӗ калаҫрӗ вӑл. Ҫак ҫын сӑмахӗпе ҫеҫ мар, ӗҫӗпе те хӑватлине кӑшт каярах пӗр самантрах ӗнентӗм: вӑл тунӑ Митта Ваҫлейӗн медальне курсанах. Чуна темӗнле витерчӗ ҫак ӗҫ, шалти шӑнӑра ҫирӗплетрӗ. Хӗрарӑмланса аваллӑхран килекен сӗмсене, сӑнарсене упраса хӑварса кӗмӗлленӗ эрешсемпе те киленеттӗмха. Пиҫиххирен ҫакса ҫӳремелли тӗрлӗ чӗр чун кӳлепиллӗ йӗс турасем мӗне тӑратчӗҫ! Алкасем, сулӑсем тата! (Сӑмах май каласан, ӳнерҫӗн мӑшӑрӗ Люда Коля алли ӑсталанӑ капӑрлӑхсем ҫеҫ тӑхӑнса-ҫакса ҫӳрет. Тум-тирне — ура тупанӗнчен пуҫ тӳпине ҫитиех — хӑех ҫӗлет. Ку — урӑх рубрика валли урӑх сӗмах).

Капмар та капӑр паллӑ вӑл герб пекех — хисеплӗ ҫынсене килӗшерех парать. Чаплӑран та чаплисене чылай калӑпланӑ Николай Балтаев республикӑри паллӑ ювелирпа Владислав Николаевпа: Чӑваш Президенчӗн власть паллине, Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн (орденне те, медальне те), Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннин паллине, «МВД 70 ҫулта» паллӑна. Элекҫей Сӗрмек ӳнерҫӗ ҫирӗплетнӗ «Рыцарь (мӑрса) паллине» те Балтай Микуҫӗн ӑста алли хӳхӗмлетсе кӑларнӑ. Пафослах мар тӑмхасем ывӑҫипех ӳнерҫӗн — Сурхурие халалланӑ укҫа, Апаш хулашӗн палли тата, маншӑн чи тӗппи те пӗлтерӗшли, тимӗрлесе кӑларнӑ йӑхтӑмхи. Йӑх палли Балтаевсен ҫемйинче, килӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Эп ас тӑвасса, кил тӗрӗшӗнче таҫта та тӗл пулать: сӗтел пукантан пуҫласа тумтир таранах. Ывӑлӗсем, Асаматпа Атилла, шкул ҫулне те ҫитменччӗ-ха, йӑх палли шалти хӑвата мӗнле ӳстерме пултарасси ҫинчен ӗнентерӳллӗ калаҫатчӗҫ. Кӗҫӗнни — Атилла, нумай сӑмахламасӑр, Асамат тетӗшне тимлесе «ҫапла», тесе ҫеҫ тӑратчӗ. Чи сулмакли те витӗмли ҫемьере ҫапах та ашшӗ сӑмахӗ пулнӑ. Тӑван несӗлсен историне пӗлсе, тӑхӑмсене хисеплесе, сувар пулса ҫуралнӑшӑн мӑн кӑмӑлланса ӳсрӗҫ кӗҫӗн Балтаевсем. Тата Атӑл леш енчи вӗҫсӗр-хӗрсӗр вӑрманта карталанса ларнӑ этнопарк варринче пурӑнниех уйрӑм кӑмӑл парать пуль. Тӑван халӑхӑн тӗнче курӑмӗпе, халапӗсемпе, мифӗсемпе, паттӑрӗсемпе, чаплӑ ҫыннисемпе тачӑ ҫыхӑннӑ кунти сӑнарсем. Йывӑҫ кӳлеписене (130-тан та иртнӗ вӗсен шучӗ) пурне те ҫемье тусӗсем, ашшӗн ӳнерҫӗ юлташӗсем ӑсталанӑ. Нумайӑшне Николай Балтаев эскизӗсемпе пурнӑҫланӑ. Кайран ҫак пысӑк ӗҫ ниме пек пулса кайрӗ те, симпозиум шайне хӑпарчӗ. 11 хут иртрӗ ентӗ вӑл. «Чувашия» санатори — ӳнерҫӗсен шанчӑклӑ ӗҫлӗ тусӗ (партнерӗ). Пӗрремӗш кӳлепесене Коля мӑшӑрӗ, ачисем хавхалантарнипе пӗчченех касса кӑларнӑччӗ. Асаматпа Атиллӑн ӗҫӗсем те пур халь кунта. Ҫемье ҫемьех ҫав. Николай мӑшӑрӗ студентсемпе тӑван несӗлсен X ӗмӗрти тумтирне историпе илемлӗх енчен тӗпчесе «чӗртнине», епле хавхаланса хут ҫинче калӑпланине курнах ӗнтӗ килтисем. Малтанхи ҫул ама ҫыннӑн, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн, хӗр упраҫӑн, апӑсӑн (вӗрӳ-суру чӗлхипе сиплекенӗн) кӗпи-йӗмне, атӑ-пушмакне, эрешӗсене тума май килтернӗччӗ. 57 ҫипуҫ хатӗрленӗ паянхи куна. Чи курӑмли — Аттила патша тумӗ!

Унерҫӗн ачи-сем пӗрин хыҫҫӑн тепри Г. Лебедев ячӗллӗ наци интернат лицея вӗренме кӗни кӗтменлӗх пулмарӗ. Музыка уйрӑмне суйлани ҫеҫ кӑшт тӗлӗнтернӗччӗ. Тӑхӑр класс хыҫҫӑн малта! Асамат, унтан Атилла Чехине тухса кайрӗҫ. Вӗренме. Унер шкулне. Тимӗр ӗҫне тӗплӗрех алла илме пулать иккен унта. Кӗҫӗнни пӗрремӗш, асли юлашки тӑваттӑмӗш курсра вӗренеҫҫӗ халь. Асамат диплом ӗҫӗ тума турхан паллине суйласа илнӗ. Тӑватӑ ҫул хушшинче тӗрлӗ наци, ҫӗр-шыв ачисен йышӗнче палӑрмаллипех палӑрнӑ сувар каччисен йывӑрлӑх ҫук та тейӗн. Иккӗмӗш курсра вӗреннӗ чухнех чех ҫыравҫи Ото Палоунек «Патша пулма ҫӑмӑл-и?» (Чехи историйӗ — ачасем валли) кӗнекине илемлетес тӗллевпе шкулта конкурс ирттернӗ. Асамат паллах ҫӗнтернӗ. Ун графикине тӗпе хурса 2008 ҫулта Прагӑра кӗнеке тухнӑ. Кӑҫалхи кӗр те тухӑҫлӑ пулнӑ Асаматшӑн. Ача-пӑча валли ҫырнӑ тепӗр кӗнекене илемлетме те ун ӳкерчӗкӗсене суйласа илнӗ. Хальхинче — сӑрӑпа ӳкернисене. «Эс, ачусем аллине мӑлатук тытакан пулсанах хӑвӑнпа пӗрле тимӗр шаккаттараканскер, мӗншӗн ҫавӑн инҫӗшне кӑларса ятӑн вӗсене? Тата хӑвӑн ӳнер пултарулӑхӗ ҫеҫ мар, вӗрентес опыт та пысӑкланчӗ вӗт» (Николай Михайлович Чӑваш патшалӑх университетӗнчи дизайнпа компьютер технологийӗсен факультетӗнче 7 ҫул, Культура институчӗн этнофакультетӗн-чи халӑх пултарулӑх пайӗнче 4 ҫул ӳнер ӗҫне вӗрентет, аслӑ преподаватель пулса тӑрӑшать. — Н.С.), — тесен, Коля питӗ тӗрӗс сӑмахсем калать: «Шел те, эпир чӑтма ҫук кирлӗ техника, технологи, компьютер программисен тӗлӗшӗнчен калама ҫук чухӑн. Ку Шупашкарта ҫеҫ мар, Раҫҫейӗпе те ҫапла. Ачасем сувар культурине ют, урӑх культурӑпа пуянланса таврӑнччӑр. Германири Дрезден галерейи, Италири Флоренци музейӗсем, Австрири керменсем пирки эп ӗмӗтленме те пултарайман, ман ывӑлӑмсем ҫак тӗлӗнтермӗш-илӗртмӗшсене курса киленнӗ те ӗнтӗ. Хамра пулман чӗлхе пӗлӗвӗ аталантӑр вӗсенче. Чехла, акӑлчанла халех сутса яраҫҫӗ. Вӗсене тӗнче уҫӑлать, вӗсем хӑйсем тӗнчене уҫӑлаҫҫӗ.» Тӗрӗссипе, Николайӑн хӑйӗн ӗмӗтӗнче пулнӑ ҫак шкул. Ачисем ӑна тултараҫҫӗ. Ашшӗне хисеплесе ун ҫулӗпе утаканскерсем вӗренсе пӗтерсе ют ҫӗр-шывра малалла каяс кӑмӑллӑ. Тата чылай пархатарлӑ ӗҫ тӑвас тӗллевлӗ.

Надя Сельвестрова.
Самант. — 2010 ҫ. — Чӳк (ноябрь).

Ҫӑлкуҫ: Микуҫ Балтай блогӗ