Тури Камашри уяв

«Сувар» социаллă культура центрĕЮпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енри Çĕмĕрле районĕнчи Тури Камаша ялĕнче уяв пулчĕ. Унта «Сувар» социаллă культура центрĕ уçăлчĕ. Хитре кирпĕчрен тунă керменре лавкка, кафе, тавра пĕлÿ музейĕ, пуху залĕ, кĕлĕ пÿлĕмĕ, медицина уйрăмĕ, спортзал, хуçалăх валли офис, архив, хăнасем валли пÿлĕмсем тата ытти те.

Çак хитре кермене Анат Камаша депутачĕ Николай Адёр инвестор укçипе çĕкленĕ.

Анат Камаша ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Нил Савостьянов каланă тăрăх, çак кермене тума 13 миллион та 90 пин тенкĕ укçа кайнă.

Район пуçлăхĕ Владимир Мурашкин ятĕнчен Н. Адёра район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Зинаида Карпова тав турĕ. Ялти староста Юрий Пудов та ырă сăмахсем каларĕ.

Шупашкартан уява «Сувар» фондăн хастарĕсем те килсе çитрĕç. Тимĕр Тяпкин, Владимир Алмантай, ЧР тава тивĕçлĕ ӳнерçи Николай Балтаев, пĕчĕк предприяти пуçлăхĕ Валерий Семенов чăваш кĕнекисене, наци эрешĕсене тата ытти парнесем пачĕç. Н. Адёра «Сувар» фондăн медалĕпе чысларĕç.

Ялти ватăсене, кермен тунă çĕрте ĕçлекенсене те Хисеп хучĕсем, парнесем, премисем пачĕç.

Вырăнти артистсем ял-йыша пысăк концерт кăтартрĕç. Унта вырăнти шкулти, кÿршĕри Саланчик шкул-интерначĕн хĕрĕсем хутшăнчĕç.

Саланчик интернатне Н. Адёр баян парнелерĕ. Шкул пĕтерсен вĕсене Камашана пурăнма, ĕçлеме йыхравларĕ Николай Михайлович. «Çуртсем çĕклеме, çемье çавăрма та эпир сире пулăшăпăр», – терĕ депутат.

Тури Камашари вырăнти депутатпа пĕрле юлашки çулсенче ялта çул та хыврĕç, спортсменсем валли вырăн та, пĕве те ытти ырă ĕçсене те турĕç. Халĕ кунта çуралнăскерсем хăшĕ-пĕри хуларан каялла таврăнма пуçларĕç. Интернетра та çынсем: «Сирĕн яла пурăнма куçса килме юрать-и?» – тесе ыйтаççĕ.

Тимĕр АКТАШ.

Сувар. — 2011 ç. — Чÿк, 04 (44 (930) №).