Уксак Тимĕр Пÿлере илни çинчен

 

Уксак Тимӗр Пӳлере илни ҫинчен. // Шелепи Н. И. Сӑвӑсем, легендӑсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1981. — С. 80—91.


Уксак Тимӗр ҫарпала

Пӳлер патне ҫитнӗ чух

Ҫар пуҫлӑхне пурне те

Пуҫтарчӗ, тет, пӗр ҫӗре,

Мӗнле мелпе Пӳлере

Илессине пӗлтерме,

Уксак Тимӗре ҫавӑн чух

Каларӗ, тет, пӗр пуҫлӑх:

— Пӳлер хули пит чаплӑ,

Таҫтан-таҫтан сарӑлнӑ:

Тем тарӑнӑш валсемпе

Йӗри-тавра ҫавӑрнӑ.

Пӳлер патши хушнипе

Валӗсене чӑп-тулли

Вӑрттӑн тимӗр хапхаран

Шыв кӑларса тултарнӑ.

Ҫавӑ Пӳлер хулинче

Пӑлхар патши пурӑнать,

Пур ҫӗрте те ҫар халӑх

Вӑрман пекех курӑнать.

Улт-ҫич ҫухрӑм хушшине

Ыткӑнаҫҫӗ уххисем;

Ӑҫта пӑхсан та курӑнать

Пӗлӗт пек ҫын юхнисем.

Вӑрҫса илес тесессӗн,

Пурте вилсе пӗтӗпӗр,

Тем пек чаплӑ ҫар ятне

Намӑспа ҫеҫ витӗпӗр.

Акӑ кунта пӗр ялта

Пӗр пит чаплӑ асамӑҫ

Чӑваш карчӑк пурӑнать.

Ҫӗрле вӗҫсе ҫӳрет, тет,

Мӗлке ҫине утланса,

Шуйттансемпе пӗр пулса,

Темӗн те пӗр хӑтланса,

Ҫӳҫне-пуҫне тустарса,

Ҫӳле вӗҫсе хӑпарса,

Пӗкӗрӗлсе, хутланса,

Уйӑх ҫиме хапсӑнса.

Вупӑр пулса пусать, тет,

Ҫывӑракан ҫынсене;

Витӗр пӗлсе тӑрать, тет,

Малашнехи кунсене.

Вӗри кӗлпе сапсассӑн,

Пичӗ-куҫӗ хӗп-хӗрлӗ

Хӑпаланса тухать, тет.

Куҫне вара алтӑр пек

Чармакласа пӑхать, тет.

Унтан эрни-эрнипе

Урама та тухмасть, тет.

Йытӑ пек те вӗрет, тет,

Кашкӑр пек те улать, тет,

Шуйттансемпе туй туса,

Пӗҫӗ ҫапса кулать, тет.

Тӗнӗрен тухса каять, тет,

Тӗнӗрен килсе кӗрет, тет,

Кунӗпеле ҫыврать, тет,

Ҫӗрӗпеле ҫӳрет, тет,

Мӗнле мелпе Пӳлере

Илмеллине пӗлет, тет,

Вӑл карчӑкран ӑс ыйтма

Таҫти ҫын та килет, тет;

Эс те ҫакӑ карчӑкран

Ӑс ыйтса кил, Чӑн-пуҫ-хан,

Часрах кайса пӗл-халӗ,

Инҫе мар, тет, ун ялӗ.

Ҫар пуҫлӑхӗн сӑмахӗ

Каять ханӑн кӑмӑлне.

Утланать те лашине,

Чуптарать вӑл ун патне.

Карчӑк патне ҫитет те,

Лаша ҫинчен анать те,

Пӳрт алӑкне тапать те

Хӑпӑл-хапӑл васкаса

Кӗрсе каять хашкаса.

Карчӑк ҫавӑ вӑхӑтра,

Хуран ҫинчен вир пӑтти

Чашкӑ ҫине антарса,

Чӑн-пуҫ-хана ал парса,

Сарать сӗтел ҫиттине,

Кӳрсе лартать пӑттине.

Сар вир пӑтти варрине

Сар ҫупала куҫ хывать.

Унтан Уксак Тимӗре

Хӑна туса чыс тӑвать.

Уксак Тимӗр малтанах

Вир пӑттине куҫӗнчен,

Чӑн варринчен, ҫу ҫинчен,

Ӑсса илсе хыпать те,

Карчӑк, ӑна курсанах,

Сехӗрленсе хӑраса,

Уксак Тимӗре сӑнаса,

Каларӗ, тет, уйласа:

— Уксак Тимӗр мар-и эс?

Ҫавӑ ҫапла куҫӗнчен,

Пӑтӑсене ҫу ҫинчен

Ӑсса илет, тетчӗҫӗ.



УКСАК ТИМӖР

Чӑн калатӑн эс, карчӑк,

Чӑнах эп ҫав пулатӑп.

Хам ҫынсенчен илтнине

Ак эп сана калатӑп:

Эс пит чаплӑ асамӑҫ,

Сана пурте пӗлеҫҫӗ,

Тӗнчере мӗн пуррине,

Усаллине-ыррине,

Курманнине-курнине,

Пулманнине-пулнине

Пӗлсе тӑрать, терӗҫӗ.

Каласа пар эс мана:

Ҫакӑ Пӳлер хулине

Мӗнле мелпе илмелле?

Ӑна илем тесессӗн,

Манӑн мӗн-мӗн пӗлмелле?

Чӑннипеле каласан,

Санӑн пуҫу сыв. юлӗ,

Улталаса каласан,

Пуҫу халех ҫук пулӗ.



КАРЧӐК

Эс, Чӑн-пуҫ-хан, пит чаплӑ.

Сан ҫар халӑх хӑватлӑ.

Ҫапах Пӳлер хулине

Илеес ҫук вӑйпала,

Ӑна илме пултарӑн

Акӑ ҫапла майпала:

Эсӗ йӗтем шӑлтарса,

Серепесем хуртарса,

Унта тулӑ саптарса,

Кӑвакарчӑнсем тыттарса,

Урисене вӗсенне

Ӑвпа кӳкӗрт ҫыхтарса,

Каҫа хирӗҫ пурне те

Яртар вара вӗҫтерсе.

Вӗсем пурте Пӳлере

Йӑвисене каяҫҫӗ,

Вара Пӳлер хулине

Пур тӗлтен те вут хыпӗ.

Ҫапла тусан, Чӑн-пуҫ-хан,

Часах илӗн Пӳлере.

Карчӑк ҫапла каласан,

Уксак Тимӗр, тав туса,

Тухса каять васкаса,

Вӑл хушнине тумашкӑн.

Мӗн илтнине, пӗлнине

Вӑл хӑвӑртах тутарать.

Акӑ, Пӳлер хулине

Вӗлт! кӑна вут хыптарать.

Акӑ, Пӳлер хулинче

Шӑри-шари хусканать,

Пӗтӗм хула халӑхӗ

Урлӑ-пирлӗ кускалать,

Патшасене ҫилленсе

Вӑрҫа-вӑрҫа ылханать,

Йӗрет, куҫҫуль юхтарать,

Хӑруш сӑмахсем калать.



ПӲЛЕР ҪУННИ

Ах тур-тур-тур, пӗтрӗмӗр,

Ӑҫта кайса кӗрер-ши?

Ах, пӗтрӗмӗр, пӗтрӗмӗр,

Мӗскер тума пӗлер-ши?

Ыр вут ама, вут амӑш,

Ху вутна ху чарсам-и!

Ырӑ турӑ Пӳлӗхҫӗ,

Пӗр ху анчах ҫӑлсам-и!

Эх, мӗн ҫисе тӑрӑпӑр?

Мӗн-мӗн кӑна курӑпӑр?

Мӗнле майпа вилӗмрен

Чуна ҫӑлса юлӑпӑр?

Ах, хӑрушӑ, хӑрушӑ!

Пурте вилсе пӗтӗпӗр.

Куҫпа пӑхма хӑрушӑ,

Пӗтӗм тӗнче ҫӗмӗрлет.

Шӑна-пӑван вырӑнне

Хисепӗ ҫук ҫын вилет.

Тӑшман, тискер кайӑк пек,

Никама та хӗрхенмест.

Урса кайнӑ пӗтӗмпех,

Ырри ҫинчен ним пӗлмест.

Капан-капан ҫын пуҫӗ

Купаласа хӑварать,

Пӗтӗм тӗнче халӑхне

Усаллӑхпа хӑратать.

Эх! Пӳлерӗ, Пӳлерӗ,

Часах куҫран ҫухалчӗ.

Ав, патша ҫурчӗ патне те

Вут уласа ҫывхарчӗ.

Патша хӗрӗсем хӑраса

Миҫӗт тӑрне тарчӗҫӗ,

Иӗре-йӗре юрласа,

Куҫҫуль тӑкса ларчӗҫӗ.

Унта та вут ҫитсессӗн,

Шурӑ акӑш пулчӗҫ те

Ҫичӗ тинӗс леш енне

Вӗҫсе кайрӗҫ виҫҫӗш те.

Ҫут кӗмӗл пек ҫунатсем

Йӑлтлатса ҫех юлчӗҫӗ,

Пӗр куҫ уҫса хупиччен

Курӑнми те пулчӗҫӗ.

Вӗҫсе каяс умӗнчен

Акӑ ҫапла каларӗҫ:

— Эпӗр ӗнтӗ каятпӑр

Ҫичӗ тинӗс леш енне

Кунти пирӗн ҫӗршыва

Тӑшман килсе тулнӑран.

Ахӑр саман ҫитнӗ чух

Каллех кунта килӗпӗр.

Ку хамӑрӑн ҫӗршыва

Хамӑр алла илӗпӗр.

Пирӗн ялсем, хуласем

Кунта пурте пӗтӗҫӗ.

Хӑшӗ турӑ хушнипе

Ҫаплах ҫӗре путӗҫӗ.

Тӗнче пӗтес умӗнчен

Вӗсем каллех тухӗҫӗ,

Унччен кунти ҫӗршывра

Нумай юнсем юхӗҫӗ,

Малти кая юлӗҫӗ,

Кайри малта пулӗҫӗ.

Эх, Пӳлерӗн ырлӑхӗ

Ӑҫта кайса кӗчӗ-ши?

Ку тискер ӗҫ ҫӗр ҫинче

Хӑҫан кӑна пӗтӗ-ши?

Эх, ҫӗршывӗ, ҫӗршывӗ,

Эх, Пӳлерӗ, Пӳлерӗ,

Пӗтӗм халӑх ырлӑхне

Тӑшмансене пиллерӗ.

Пуянлӑхне, ырлӑхне

Пурте пӗлсе тӑратчӗ,

Унӑн чапне, хӑватне

Пӗтӗм тӗнче куратчӗ.

Эх, Пӳлерӗ, Пӳлерӗ,

Хӗрӗх пин алӑк тетчӗҫӗ,

Таҫти патша халӑхсем

Суту-илӳ тӑватчӗҫ.

Сӗт-турӑхсем ҫӑвӗпех

Йӳҫсе-ҫӗрсе ларатчӗҫ,

Ҫити-ҫитмен вӑхӑтра

Пӗрне-пӗри паратчӗҫ.

Кӗмӗл тӗслӗ шывсенче

Хурт пек пулӑ вӗретчӗ,

Вӑрмансенче кайӑк-кӑш

Кӗтӳ-кӗту ҫӳретчӗ.

Никам татса пӗтерми

Ҫырла-ҫимӗҫ пулатчӗ.

Татса пӗтмен паланӗ

Ҫуркуннене юлатчӗ.

Шурӑ мамӑк калпаксем

Тӑхӑнатчӗҫ пуҫсене.

Тӑрна куҫ пек тетчӗҫӗ

Ҫӑлӗсенӗн куҫсене.

Чӑкӑртатса тӑратчӗҫ

Ытарма ҫук сӑрансем,

Симӗс пустав халат пек

Курӑнатчӗҫ ҫарансем.

Ӗшнисенче чечексем

Вутӑн-хӗмӗн ҫунатчӗҫ,

Хулисемпе ялӗсем

Питӗ хӑвӑрт хунатчӗҫ.

Урхамахсем хӗлӗпех

Утӑ-сӗлӗ ҫиетчӗҫ,

Тӗвисенӗн ҫисене

Хӗрӗхшер пӑт тиетчӗҫ.

Улӑхсенче хӑмлисем

Автан пуҫ пек пулатчӗҫ,

Уявсенче ҫамрӑксем

Ҫӗрӗн-кунӗн вылятчӗҫ.

Шӗшкисенче мӑйрисем

Хӑмла пекех курнатчӗ,

Саркайӑк пек савӑнса

Пӑлхар халӑх пурнатчӗ.

Ҫут кӗмӗл пек ҫутӑлса

Юхатчӗҫӗ ҫӑлӗсем,

Чӗрес-чӗрес ларатчӗҫ

Тӑварланӑ ҫӑвӗсем.

Хӗлӗн-ҫӑвӗн пӗтместчӗ

Нӳхрепсенче шӑрттанӗ,

Йӑшӑлтатса тӑратчӗҫ

Ҫырмисенче ҫӑрттансем.

Вӗҫсӗр-хӗрсӗр выртатчӗҫ

Ҫаранлӑхсем, ҫеремсем;

Тем чул тырпул ҫӗртетчӗҫ

Пуянӗсем-сарансем.1

Юр пек шурӑ кӗпе-йӗм

Тӑхӑнатчӗҫ ҫисене,

Ҫӗр ҫывӑрма пӗлмесӗр

Ӗҫлетчӗҫӗ ӗҫсене.

Арман пӗвисене те

Утӑпала пӗветчӗҫ,

Тырӑ-пулӑ тума та

Питӗ лайӑх пӗлетчӗҫ.

Вырӑссене выҫӑ чух

Тырӑ парса тӑратчӗҫ,

Пӳлер халӑх хӑватне

Вӗсем лайӑх куратчӗҫ.

Тӑват-пилӗк лашапа

Акалатчӗҫ анасем,

Чаплӑ Багдат хулинчен

Килетчӗҫӗ хӑнасем.

Пӗр ӗҫлеме тытӑнсан,

Ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлетчӗҫ,

Ӗҫкӗ ӗҫме тытӑнсан,

Эрнипеле ӗҫетчӗҫ.

Симпылӗсем-сӑрисем

Кӑпӑкланса йӳҫетчӗҫ,

Ҫӳлте тарай тутрисем

Вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗҫетчӗҫ.

Купӑссене тытатчӗҫ,

Сӗркӗчине сӗретчӗҫ,

Шӑпчӑк юрри евӗрлӗ

Юррисене сӗветчӗҫ.

Кӗслипеле тӑмрине

Харӑс тӑрса калатчӗҫ.

Ватти-вӗтти-мӗнӗпех

Вӑйӑсене саватчӗҫ.

Таҫти-таҫти халӑхсем

Киле-киле ҫӳретчӗҫ,

Мулкачсене мӑйсенчен

Чӳчепеле пӑватчӗҫ,

Ҫамрӑкӗсем ушкӑнпе

Акӑшсем пек ҫӳретчӗҫ,

Пурҫӑнпала тӗрлесе

Тумтир илем кӳретчӗҫ.

Ырашӗсем ҫулленех

Пӗкӗ ҫӳллӗш ӳсетчӗҫ;

Хӑна-вӗрле пур чухне

Ялан симпыл ӗҫетчӗҫ.

Урпасемпе пӑрисем

Касса уҫӑлми пулатчӗҫ.

Тӗрлӗ тырӑ-пулӑпа

Кӗлечӗсем тулатчӗҫ.

Туллине те, вирне те

Темӗн чухлӗ акатчӗҫ,

Вӗсем валли ҫулленех

Тем чул ҫерем ҫӗтетчӗҫ.

Ҫӑва тухсан нумайӗш

Хиртен яла кӗместчӗҫ;

Улт-ҫич ҫула ҫитмесӗр

Лашисене кӳлместчӗҫ.

Сӗлӗ ҫӑнӑх пӗҫерсе

Тип тинкӗле тӑватчӗҫ,

Хӗрӗсене вӑрласа

Инке туса хуратчӗҫ.

Улӑхсенче утисем

Кӑвапаран ӳсетчӗҫ,

Шывӗсенче чӑп-чӑпӑр

Кимӗ-сулӑ ишетчӗ.

Юр юрласа, ташласа

Тӑватчӗҫӗ юпасем,

Ялтан яла ҫӳретчӗҫ

Ташлаттарса упасем.

Уша юпи ҫумӗнче

Ҫунатчӗҫӗ ҫуртисем,

Ҫӗлӗксене хӗстерсе

Кӗл тӑватчӗҫ хуҫисем.

Пӗтӗм хурсем пӗҫерсе,

Чӳклемесем чӳклетчӗҫ,

Хӑй юпине ҫын чунӗ

Килет тесе пуплетчӗҫ.

Кӗрсен, ҫӗлӗк силлесе

Кӗрӳ салам паратчӗ,

Кӗрӳ ларас вырӑна

Хунӗ кӗҫҫе саратчӗ.

Хӗскӗчӗ пек хӗстерчӗҫ

Тутарӗпе монголӗ,—

Йытӑ ҫӳппи вырӑнне

Пӗтрӗ Пӳлер пурнӑҫӗ.

Пӗтӗм Пӳлер ҫӗршывне

Хупӑрласа илчӗҫӗ,

Тӗнче пӗтнӗ евӗрлӗ

Ҫӗр кисретсе килчӗҫӗ.

Унӑн мӗнпур пурлӑхне

Тусан пекех тустарчӗҫ,

Халӑх юнне, куҫҫульне

Ҫырма пекех юхтарчӗҫ.

Хуласене, ялсене

Вутпа персе пӗтерчӗҫ,

Мӗнпур лайӑх юр-вара

Ҫар халӑхне ҫитерчӗҫ.

Калама та хӑрушӑ

Усал ӗҫсем турӗҫӗ;

Ҫӗр кӑкрине юнпала,

Куҫҫульпеле ҫурӗҫӗ.

Пӗрне-пӗри сӗлӗ пек

Ҫӳрерӗҫӗ тураса,

Сехӗрленсе ҫех тӑчӗ

Пӗтӗм тӗнче хӑраса.

Пӗтӗм Пӳлер маттурӗ

Пӗр вӑхӑтсӑр пӗтрӗҫӗ,

Ҫитнӗ хӗрипӑраҫа

Чӗрлех ҫӗрпе витрӗҫӗ.

Вӗсен ҫинчи тӑпрана

«Хӗр ту» тесе ят пачӗҫ,

Уксак Тимӗр ҫийӗнчен

Емӗр тискер ят ячӗҫ.

Вӑрмансене тарни ҫех

Сывӑ тӑрса юлчӗҫӗ,

Емӗр-ӗмӗр манас ҫук

Хӑруш ӗҫсем пулчӗҫӗ.

Вут ами те чармарӗ,

Пӳлӗхҫи те пӳлмерӗ,

Ҫӗр ҫийӗнчен ҫухалчӗ

Чӑваш чаплӑ Пӳлерӗ.

Кӗслепеле, купӑспа

Макра кӗвви каласа,

Патши тарчӗ хӑраса,

Улах вырӑн шыраса.

Пуҫри чухӑн ҫӗлӗкне

Васканипе Пӳлере

Хире манса хӑварчӗ,

Хӑй пуҫне те вилӗмрен

Тарса анчах хӑтарчӗ.

Халь те унӑн ачисем

Ҫичӗ тинӗс леш енче:

Аттен чухӑн ҫӗлӗкне

Кайса илесчӗ тесе,

Тӑраҫҫӗ, тет, йӗтесе.



1 Хытӑ ҫынсем.