Улюн сăввисем

Эпӗ, Григорьева Лиана Родионовна Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шурдан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ман аттепе анне нумай ҫул хушши ҫак ялти фельдшер пункттӗнче, атте фельдшерта, анне санитаркӑра ӗҫленӗ. Эпӗ халӑх ҫинче вӗсен хуйхи-суйхине курса, ӑнланса ӳснӗ. Ҫак сӑмахсенче этем пурнӑҫне, кун-ҫулне куратӑп. Сире тав сӑмахӗ калатӑп мана итленӗшӗн, хисеп тунӑшӑн.

Анне ача чух чӗннӗ пек ҫӗнӗ ят илетӗп — Улюн.

Пӗччен хыр

Пӗрремӗш хут курнӑранпа
Сисӗнмесӗр иртрӗ ҫирӗм ҫул ытла
Пӗччен лараттӑн ун чухне
Кичеммӗн пуҫа уснӑччӗ.
Каллех тӑратӑп сан умра
Чунра ман питӗ савӑк
Малашлӑха эп тинкерсе
Ыр ӗмӗтпе тӑратӑп.
Шӑтса тухсан эс ҫӗр ҫине
Пӗлӗтелле кармашнӑ
Пӗчченлӗхрен эс хӑраса
Икӗ юплӗ ҫитӗннӗ.
Ват ҫын каланӑ сӑмахран:
Тӗрлӗ нуша эс курнӑ
Аҫа ҫапсан та парӑнман
Вут-ҫулӑмран та юлнӑ.
Хӗвел хӗртсен те шӑрӑх ҫул
Йӗпеллӗ ҫул та иртнӗ
Ҫатӑр сивве те ҫил-тӑмана
Пурне те эсӗ тӳснӗ.
Миҫе ҫулта эс ватӑ хыр;
Кӑна никам калаймӗ
Сан ҫывӑха пырса тӑрсан
Ҫӗр ҫирӗм ҫул та парӗ.
Аваллӑха аса илсен
Сан кӳршӗсем те пулнӑ.
Тӗнче вӑрҫи кӗрленӗ чух
Вӗсене вутта янӑ.
Ҫапла вара пӗр сивӗ каҫ
Сана та черет ҫитнӗ
Тӗпрен касма хӗрхеннӗрен
Пӗр туратне суйланӑ.
Пӑчкӑпа ӗҫленӗ чух
Алли ун хыт чӗтренӗ
Йывӑҫ сӗткенӗ тухнӑ чух
Куҫҫулӗ шӑпӑр юхнӑ.
Ачисене вӑл хӗрхенсе
Кӗрт тӑрӑх ашса килнӗ
Аса илсе вӑл мӑшӑрне
Фашистсене ылханнӑ.
Килте сив пӳрт, ҫиме те ҫук
Кантӑк шӑнса пӑрланнӑ
Хуйхӑпа, йывӑр ӗҫпе
Тӑлӑх арӑм тертленнӗ,
Ларать мӑнаҫлӑн ватӑ хыр
Тымарӗсем ун ҫирӗп
Сар хӗвеле юратнӑран
Тураттисем ун лӑпӑс.
Йӗри тавра ун ҫамрӑк хыр
Пӗчченлӗх тек хӑратмӗ
Ҫулсем иртсен ҫак вырӑнта
Пӗчӗк вӑрман та кашлӗ.

 

Эп хама телейлисен йышне ҫыратӑп...

Эп хама телейлисен йышне ҫыратӑп
Телейлӗ эпӗ ҫӗр ҫине ҫуралнӑран.
Ирпе ирех сар хӗвелпе пӗрле тӑрсассӑн
Тӗнче епле вӑранние курсан.
Телейлӗ эп юратнӑ ӗҫ пурришӗн
Кашни ирех ӗҫе ҫӳренӗрен
Ял-йышпа ялан пӗрле пулнишӗн
Ыр ӗҫ туса ҫынна пулӑшнӑран.
Телейлӗ эп ҫын кӑмӑллӑ пулнишӗн
Питре йӑл-кулӑ, савӑнӑҫ ҫиҫсен
Пӗрне-пӗри хисеплесе ыр кун суннишӗн
Пур ҫӗршывра та тӑнӑҫлӑх пулсан.
Телейлӗ эп ҫын хисепре пулнишӗн
Ун ырӑ ӗҫӗ халӑхра юлсан
Телейлӗ эп мӑшӑр ҫумра пулнишӗн
Килӗштерсе, пулӑшса пынӑран
Ачасем ӳссе вӗренсе ҫын пулсассӑн
Хисеплесе анне тесе чӗнсен.

 

Вӗрен эс, хӗрӗм, пурнӑҫ уттипе ҫирӗп утма вӗрен

Ача чухне анне мана калатчӗ:
«Вӗрен эс, хӗрӗм, тӑрӑшуллӑ пул,
Аҫу, аннӳ сӑмахӗнчен тухмасӑр
Хӑюллӑн ут эс, пурнӑҫ ҫулӗпе.
Ҫынпа калаҫнӑ чух та тимлӗ пул эс,
Вӗрен эс итлеме аслисене
Элек, суя, киревсӗр сӑмахсене асӑнмасӑр
Таса калаҫ эс, хӗрӗм суварла.
Ал ӗҫ тума ларсан та тимлӗ пул эс,
Тирпейлӗхе вӗрен эс ачаран,
Кирек епле ӗҫе алла тытсан та,
Пӗр нӑйкӑшмасӑр чӑтӑмлӑн вӗҫле.
Уя тухсан е вӑрмана кӗрсессӗн,
Вӗрен эс илеме курма.
Хитре чечек тӗлне пулсассӑн
Пӗл эсӗ Вӑл мӗн ятлине.
Улӑхалла, ҫаран варринелле кӗрсессӗн
Пӗл эсӗ сиплӗ курӑка тупма
Вӑй-хал чаксан е сывлӑх хавшасассӑн
Пӗлсе сиплен ун сиплӗ шывӗпе»...
Шкула кайсан, вӗрентекен калатчӗ:
«Вӗренӗр ачасем, ҫырма та вулама,
Лӑпкӑн ларма вӗренӗр, тимлӗ пулӑр
Учителе вӗренӗр итлеме.
Аслисене хисеплеме вӗренӗр,
Ӑс парӑр вӗтӗр-шакӑра.
Ҫутҫанталӑка юратма вӗренӗр
Упрӑр ун пуянлӑхне»...
Ҫулсем иртсен сар хӗр ҫулне ҫитсессӗн
Юрату килсессӗн чӗрене
Ытарлӑн, лӑпкӑн, сасӑ хӑпартмасӑр
Каллех анне каларӗ вӗрентсе:
«Айвансене юратура та шеллемеҫҫӗ,
Вӗрен эс хӗрӗм — юратма вӗрен...
Сӑнпа хитри пулать вӑл ик телейлӗ
Тур ҫырнине шыра эс чӗрепе»...
«Тавтапуҫ сана Тӑван аннеҫӗм»,
Ҫирӗплӗхе вӗрентрӗн ачаран...
Пурнӑҫра чи йывӑр вӑхӑтра та
Пуҫӗсене усмарӗҫ ачусем.
Тавтапуҫ сана аннеҫӗм, ӑс панишӗн
Ӑспа вӗрентрӗн пурӑнма та юратма
Ӑспа кирек епле ӗҫе тытсан та,
Ӑслай пулсан пур ӗҫ те ӑнӑҫать.
Тавтапуҫ аннеҫӗм пил панишӗн».

 

Сыпăксем: