В. В. Васильев, 1921, Енĕшкасси

Эпĕ 1921 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче Енĕшкасси ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пире, 5 çынна, Красноармейски çар комиссариачĕ урлă Шупашкара ăсатрĕç. Вĕсен йышĕнче Т. Бардасов (Янмурçин), С. Андреев (Арçунакасси) пурччĕ. Республикăн тĕп хулинче, пире, вăтам пĕлÿ илнисене, полк шкулне хăварчĕç. Тимофей Григорьевичпа эпир ăна вĕренсе пĕтертĕмĕр те пире Брянск вăрманне, пĕр дивизие ăсатрĕç. Пирĕн дивизире хамăра нимĕç чĕлхипе вĕрентнĕ А. Яковлев (Алманч) куçаруçă пулса ĕçлерĕ. Эпир пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулаттăмăр. Манăн телефонпа çыхăну панă çĕрте ĕçлеме тиврĕ. Çакăнта виçĕ хутчен аманмалла пулчĕ. Пĕрремĕш хутĕнче, 1942 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче, нимĕç снайперĕсем амантрĕç. Ун чухне Жиздра юханшывĕ урлă пĕр сопкăна илессишĕн перкелешÿ пыратчĕ. Икĕ эрне пĕр вĕçĕм телефонпа çыхăну йĕркелесе тăнă хыççăн мана хыçалти линие канма тухма Рыбинкин командир шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Анчах вăрманта пытанса ларнă нимĕç снайперĕсем харăссăн печĕç. Тата тепĕр снайперĕ мана чĕререн аяларах персе амантрĕ. Çул санбата выртрĕ. Кунта икĕ эрне хушши сывалма тиврĕ. Иккĕмĕш хутĕнче, 1942 çулхи кĕркунне, нимĕç офицерне тытса килнĕ чухне сылтăм хулран амантрĕç. Каллех санбатра пĕр уйăх хушши сипленмелле пулчĕ. Виççĕмĕш хут 1943 çулхи июль уйăхĕнче амантрĕç. Нимĕçсен оборонине çĕмĕрсе малалла кайнă чухне пирĕн танксем шурлăхлă вырăна пырса тухрĕç. Унăн тепĕр енĕ йывăçлă, туллă. Унта тăшман питĕ вăйлă çирĕпленнĕ. Пирĕн пĕрремĕш батальон штабĕ танк ăшне вырнаçнăччĕ. Штаба ротăран çыхăну парса тăнă чухне манăн алăсене, аялти янах шăммине, сылтăм аяк шăммине мина ванчăкĕ пырса лексе амантрĕ. Çак çапăçу хирĕнче эпир Воронеж каччипе Мысковпа пĕрле пултăмăр. Вăл манăн сурансене çыхса ячĕ. Эпĕ вара мĕнпур вăя пухса санчаçе (700 м) çитме пултартăм. Унтан мана полевой госпитале ăсатрĕç. Пуçа çĕклесен куç хуралса килет. Янах шăмми аманнăран апат-çимĕç чăмлайман пирки темĕнле шĕвекпе усрарĕç. Каярах мана Калуга хулине илсе кайрĕç. Госпиталь чиркÿ çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Кунта темиçе операци чăтса ирттертĕм. Юлашкинчен кăна хам тĕллĕн утса çÿреме пуçларăм. Тухтăрсем Сталинск (халĕ вăл Новокузнецк) хулине ăсатма йышăнчĕç. Кунти госпитальте виçĕ операци турĕç, алă пÿрнисем юсанчĕç, янах шăмми тÿрленчĕ, хамах апат çиекен пултăм. 1944 çулхи февралĕн 9-мĕшĕче мана киле ячĕç. Çав çулхи мартăн 16-мĕшĕнчен тытăнса эпĕ Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм. Çакăн пек килсе тухрĕ манăн вăрçăпа çыхăннă кун-çулăм. Çĕр çинче тек нихăçан та вăрçă ан пултăр.

Интервью илнĕ Антонина Львова, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ

Хыпар çăлкуçĕ: Ял пурнăçĕ