Василий Димитриевич Димитриев ăсчах пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ

Доктор исторических наук, профессор Василий Димитриев

2013 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, иркӳлӗм, 5 сехетре, Василий Димитриевич Димитриев паллӑ ӑсчахӑн чӗри тапма чарӑнчӗ. Чӑваш халӑхӗн авалхи кун-ҫулне ҫур ӗмӗр ытла ырми-канми тӗпченӗ пӗтӗм тӗнче пӗлекен историк, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн истори пайӗн ӑслӑлӑх тӗп ӗҫтешӗ пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Василий Димитриевич тӑванӗсемпе, пӗлӗшӗсемпе пӗрле чун-чӗререн хурланатпӑр.

Чӑваш энциклопедийӗнче В. Д. Димитриев пирки вуласа пӗлме пулать. Каҫӑ: Димитриев Василий Димитриевич

Ҫӑлкуҫhttp://chgign.ru/205-vasiliy-d...


 

Паян ирхине, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, пирӗнтен паллӑ историк Димитриев Василий Димитриевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче иртӗ, вырӑнӗ (филармонинче пулать пуль) хальлӗхе паллӑ мар — каярах пӗлтерӗпер.

Димитриев Василий Димитриевич — паллӑ чӑваш историкӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1970). Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ.

1948 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. 1955 ҫулта Мускав патшалӑх университетӗнче асперантурӑра вӗренсе тухсан Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн (хальхи ЧГПӐИ) директор ҫумӗ, ӑслӑлӑх ҫыруҫи (1948–1968), директорӗ (1968–1988) пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах, 1967–1988 ҫулсенче, вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче профессор пулнӑ. 1988 ҫултанпа университетри Тӑван ҫӗршыв историйӗн кафедра пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ. 2000 ҫултанпа — университетӑн ҫӑлкуҫсемпе архив тӗпчевӗн кафедра пуҫлахӗн ҫумӗ пулнӑ.

Василий Димириевич Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вӑтам ӗмӗрсене тата кунта пурӑнакан халӑхсен историне лайӑх пӗлекен паллӑ историксен шутне кӗрет. Хӑйӗн ӗҫӗсенче вӑл чӑвашсен кун-ҫулне тӗпченӗ, Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен авалхи вӑхӑтсенчен пуҫласа ҫырса кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Атӑлҫи Пӑлхар, Ылтӑн Урта, Хусан ханлӑхӗ, Раҫҫей империйӗ вӑхӑтӗнчи историне тӗпченӗ. Василий Димириевич пуҫласа XIV вӗҫӗпе XV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗсем пушанса юлнин ыйтӑвне тата ыттисене тишкернӗ. Вӑл паллӑ ҫынсем пирки чылай ҫӑлкуҫ, нумай материал пичетленӗ: Н. Я. Бичурин, С. М. Михайлов, Н. В. Никольский, М. П. Петров, Л. П. Кураков тата ыттисем пирки.

Димитриев Василий Димитриевич Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1974), РСФСР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1980). 1994 тата 2001 ҫулсенче вӑл Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа техника тӗлӗшӗпе Патшалӑх Премийӗн лауриачӗ пулма тивӗҫнӗ. 2002 ҫулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ Республикӑри журналистсен премийӗн лауриачӗ пулнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн 1-мӗш степеньлӗ орденпа, Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, «Чӑваш Республики умӗнче тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн» орденӗсене, чылай медальсене тивӗҫнӗ. 1989 ҫулта вӑл Ҫӗрпӳ хулин, 2004 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗн тава тивӗҫлӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ.

Ҫӑлкуҫhttp://chuvash.org/news/2512.html