Ваттисем каланă тăрăх

Историе, авалхи пулӑмсене хаклакан ҫырусем час-часах килеҫҫӗ «Сувара». Хӑш чухне авторсен шухӑшӗсем редакциннипе тӳр килмесен те, вӗсем гипотеза шайӗнче кун ҫути курма тивӗҫ тесе шутлатпӑр.

Редакци.

«Сувар» (47 №, 19.11.2010) хаҫатра Нина Ратаевӑн «Аваллӑх йӗрӗпе» статйине вуларӑм. Эпӗ те ваттисенчен Хусана чӑвашсем йӗркелесе янӑ тесе калаҫнине пӗрре кӑна илтмен. Хусан чӑнах та «хуса ярсан», «хӑваласа ярсан» сӑмахран пырать.

Пирӗн тӑрӑха тапӑнса килнӗ Тамерлан Пӑлхар хулине тӳрех илеймен. Хула сыхлакансем вӑйлӑ ҫапӑҫнӑ, тӑшмана парӑнман. Вӗсем хулана илме тапӑнакан Тамерлан салтакӗсене темиҫе хутчен те хула стенисем патӗнчен каялла чактарнӑ. Анчах хула сыхлакансен речӗсем кашнинчех чакса пынӑ. Ҫавӑнпа Пӑлхара тытса илнӗ те. Паттӑрла ҫапӑҫнине курса тӗлӗннӗ Тамерлан пӗр кунра хулана пӑрахса кайма ирӗк парать. Ҫак ирӗкпе усӑ курмасан – чӗрӗ юлнӑ хула сыхлакансене пӗри юлмиччен вӗлерме сӑмах парать. «Хулана пӑрахса кайсан сире пӗр талӑк шырамӑп. Талӑк иртсен шыраттарӑп. Тупсан сире вӗлерӗҫ», – асӑрхаттарать Тамерлан. Пӑлхар хулине тӑшманран сыхлакансенчен кнеҫпе унӑн хуралӗ кӑна сывӑ юлнӑ пулнӑ. Хурал ҫыннисем пурте чӑвашсем пулнӑ. Вӗсем хуларан юланутпа тухса каяҫҫӗ. Лашисене кӑшт та кантармасӑр пӗр талӑк сиккипе тараҫҫӗ Тамерланран. 24 сехетрен ҫакскерсем чарӑнса канса илме шутлаҫҫӗ. Каласа хунӑ пекех пӗр талӑкран Тамерлан хӑйӗн салтакӗсене шырама ярать. Анчах вӗсем шырава тухсанах вӑйлӑ ҫумӑр пуҫланать, тарнисен йӗрӗсене ҫуса юхтарать. Ҫапла вара, Тамерлан салтакӗсен хуҫи патне нимсӗрех таврӑнма тивет.

Тарнисем вара канма чарӑннӑ вырӑна пурӑнмах юлаҫҫӗ, ӑна «Хуса ярсан» ят параҫҫӗ.

Анчах чӑвашсем Хусан хулине ҫеҫ никӗслемен – Царицын, Саратов хулисене те пуҫарса янӑ. Саратов хули «сарӑ ту» сӑмахсенчен пуҫланса кайнӑ.

Нумаях пулмасть Волгоград хулине Царицын ята тавӑрмалла тетчӗҫ. Анчах Царицына патша мар, чӑвашсем никӗсленине пӗлсен ку ыйтӑва хупрӗҫ. Шел, карттӑ ҫинче тепӗр чӑваш хули «тупӑнатчӗ». Царицын вара «сарӑ ҫын» сӑмахсенчен пулса кайнӑ. Сарӑ сӑмах яланах тӗсе кӑтартмасть, чӑваш чӗлхинче вӑл чипер, хитре тенине пӗлтерет. «Сарӑ хӗр» – чипер хӗр, «сарӑ ту» – хитре ту.

Саратов облаҫӗн чиккинче Безенчук ятлӑ хула пур. Ҫак хулана та чӑвашсем пуҫласа янӑ. Пирӗн халӑх мӗн авалтан ҫӗр сухаласа тырӑ акнӑ. Шӑтнӑ калчана ҫумран тасатнӑ. Ҫумӗ вара – мӑян, йытпырши, пиҫен. Куҫса килнӗ чӑвашсем пӗр хирте чарӑнаҫҫӗ, тавралӑха тӗпчеҫҫӗ. Хирсене пӑхса ҫӳрекенсем тӑванӗсем патне таврӑнсан савӑнӑҫлӑн «пиҫен ҫук» тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫакӑнтан вара Безенчук пуҫланса каять.

Димитровград хулин ячӗ ӗлӗкрех Мелекесс пулнӑ. Ӑна та чӑвашсем никӗсленӗ. «Милӗк касси» сӑмахран Мелекесс пулса кайнӑ.

Пирӗн эрӑри 400-мӗш ҫулсенче Атилла ятлӑ вӑйлӑ патша пулнӑ. Ун патшалӑхӗнче чӑвашсем те пурӑннӑ. Хӑш-пӗр историксен версийӗпе «Атӑл» сӑмах Атилла ятӗнчен тухнӑ пулать.

Ҫӗнӗ эрӑри 834 ҫулта Саркел хулине никӗслеҫҫӗ. Вӑл хазар каганачӗн тӗп хули пулнӑ. Хула ячӗ «хитре кил, тӑван кил» чӑваш сӑмахӗсемпе пӗр килет. Ӗлӗк чӑвашсене хасарсем темен-ши?

Паллах, кун пек тӗслӗхсене малалла та тӑсма пулать. Халӑхра: «Чӑваш историне ӗне ҫисе янӑ», – теҫҫӗ. Ман шутпа ҫакӑ тӗрӗс мар. Чӑваш халӑхӗн историне питӗ вӑйлӑ тӗпченӗ. Эпӗ пирӗн халӑхӑн историне «ӗне ҫисе янине» ӗненместӗп. Шел, Саркел вырӑнӗ шыв айне юлнӑ. Чӑваш халӑхӗн легендисен вырӑнӗсене сухалаҫҫӗ, ҫӗрпе тан тикӗслеҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн историне ан пӗлтӗр тенӗнех туйӑнать.

Евгений ИЛЮХИН.
Сувар
. — 2010. — Раштав, 17 (51 (885) №).