Чӑваш халӑхӗ икке пайланнӑ халӑх. Ӗлӗкхи йӗркепе мӗн ӗмӗртен килекен халӑх йӑлине тытса пыракансене тата мӗн ӗлӗкрен килекен тӗнпе пурӑнакансене чӑн чӑвашсем теҫҫӗ.
Анна Иоанновна указӗ тӑрӑх чӑвашсене вырӑс тӗнне – православие кӗртме пуҫлаҫҫӗ. Православи тӗнне йышӑннисене – тӗне кӗнӗ чӑвашсем теҫҫӗ.
Пирӗн таврара чӑвашсем Кивӗ тата Ҫӗнӗ Шешкелӗнче, Ухинкелӗнче, Клемтелӗнче, Пакраш тата Ҫӗнӗ Йӗлмелӗре пурӑнаҫҫӗ. Чӑвашсен шучӗ ҫултан-ҫул чакса пырать. Сӑмахран, Кивӗ Шешкел ялӗнче вӗсем темиҫе ҫын ҫеҫ юлнӑ. Ытти ялсенче те ҫавӑн пекех сахал. Сахал пулсан та, чӑваш халӑхӗ ӗлӗкхи йӑласене, чӑваш йӑлисене ҫӗнӗрен чӗртме тӑрӑшать. Ҫак йӑласен шутӗнче – Уяв, Учӳк. Ку ырӑ япала, чӑваш халӑхӗ ытти халӑхсен хушшинче ҫухалса пӗтесшӗн мар, халӑхӑн сыхланса юлас, тӑван чӗлхене упраса хӑварас кӑмӑлӗ пур.
Чӑвашсен хӑйсен кӗллисем пур. Вӗсене эпир пӗлместпӗр тесен те юрать. Ваттисем леш тӗнчене каяҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле чӑваш йӑли-йӗрки те пӗтсе пырать. Шел, паллах.
Мӗн ӗмӗртен ялсенче вут тухнӑ. Ҫуртсене улӑмпа витнӗ, килсем хушши ҫывӑх пулнӑ. Вут тухсан, ӑна чарма май пулман. Ҫавӑнпа та ялта пурӑнакансемшӗн вутран усалли урӑх нимӗн те ҫук темелле.
Мӗн ӗмӗртен чӑвашӑн вут кӗлли пулнӑ. Ӑна яланах вулама тӑрӑшнӑ.
Ырӑ вут ама, вырӑнта лар, вылямасса, тапранмасса, ял ҫине ан кай. Вут хунӗ, вут хунямӑш, вут айӑрӗ! Ан алхас, ан тилӗр, ан аскӑн. Тӑвӑл вут! Ан алхас, ан ахӑр. Вут, ан ахӑр, ан тулхӑр. Ҫил пуҫӗ, тӑвӑл пуҫӗ! Ан алхас, ан хускал, ан хускал. Ҫын пур, вӑхӑт пулӗ. Ҫын ҫук вӑхӑт пулӗ – ан тух, ан ҫӳре, ан выля. Вут синкерӗ, вутран, кӑвартан, синкертен – ан кӑтарт. Ялти, йышри кӑвара ан кӗрт, ан яр. Эпӗ епле лӑпкӑ тӑратӑп, ман пек лӑпкӑ тӑр. Вут сехмечӗ! Вутран, кӑвартан, ялти йышри вут-кӑвар пулсан та – ан яр. Ӑҫтан тухнӑ – ҫавӑнта пӗт, ҫавӑнта чарӑн.
Евгений ИЛЮХИН.
Ҫарӑмсан районӗ, Кивӗ Шешкел ялӗ.
Сувар. — 2009. — Раштав, 04 (49 (831) №).