Ҫӗнӗ кӗнеке
Кызыл Яр (Хӗрлӗ Ҫыр) ятлӑ ялсем Тутарстанра кӑна 13. Чӑваш Республикинче те пур кун пек ятлӑ ялсем. Вӗсенче тутарсем, вырӑссем, чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Владимир Алмантай вырӑс чӗлхипе кӑларнӑ «Преданья старины глубокой» кӗнекере ҫак ялсен тымарӗ пӗр пулнине вуласа пӗлме пулать. Вӑл авалхи сӑварсем патне илсе ҫитерет.
Хӑйӗн йӑх-несӗлӗсене тӗпченӗ май автор сӑварсен кун-ҫулӗнчи ислам, христианство витӗмне сӑнласа кӑтартать, ҫӗршыври истори процесӗсем улшӑнса пынӑ май кӗнекере халӑхӑн аталанӑвӗ те курӑнать. Ҫут ҫанталӑкри шайлашулӑх философине ҫывӑх тӑнӑ ҫынсен тӑхӑмӗсене шӑпа паянхи кун та аваллӑх патне туртать. Ансат чӗлхепе ҫырнӑ ҫӑмӑл вуланакан кӗнекере археологсен, таврапӗлӳҫӗсен, историксен тӗпчевӗсемпе сӑнавӗсене илсе кӑтартнӑ.
Сувар. — 2009 ҫ. — Чӳк, 13 (46 (828) №).