Йĕрĕх Çырмин уявĕ

Тÿре-шарасенчен уявра Сĕнтервăрри районĕн администраци пуçлăхĕ Ю. Ф. Моисеев, Сĕнтĕрвăрри районĕн социаллă аталанупа культура пай начальникĕн ĕçне пурнăçлакан Л. А. Шалахманова, Урхас Кушкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Г. Григорьев сăмах тухса каларĕç.

Каласа хăварас пулать — уява Урхас Кушкă ял тăрăхĕн «Культурăна тата вулавăшпа тивĕçтернине аталантаракан центр» МБКУ ĕçтешĕсемпе вырăнти депутат Николаева И. М. йĕркеленĕ. Ĕнер, çурлан 14-мĕшĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Йĕрĕх Çырми ял уявĕ иртрĕ.

Ял варринче ларакан кивĕ клуб умне халăх иртенпех пухăнчĕ. Пушă алăпа тухмарĕç тата — кам хут купăс йăтнă, кам кукăль тавраш. Йĕрĕх Çырми пысăках мар ял — пурĕ те пĕр урам, 80 çын патнелле кунта пурăнать. Пĕчĕк пулин те уяв программи пысăк пулчĕ — Çĕрпÿ-Сĕнтĕрвăрри çулĕ хĕрринче ларакан яла Людмила Семёновăпа Алексей Московский эстрада çăлтăрĕсем тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ арисчĕ Александр Васильев çитрĕç.

Тÿре-шарасенчен уявра Сĕнтервăрри районĕн администраци пуçлăхĕ Ю. Ф. Моисеев, Сĕнтĕрвăрри районĕн социаллă аталанупа культура пай начальникĕн ĕçне пурнăçлакан Л. А. Шалахманова, Урхас Кушкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Г. Григорьев сăмах тухса каларĕç.

Каласа хăварас пулать — уява Урхас Кушкă ял тăрăхĕн «Культурăна тата вулавăшпа тивĕçтернине аталантаракан центр» МБКУ ĕçтешĕсемпе вырăнти депутат Николаева И. М. йĕркеленĕ.

Çăлкуçсем: http://chuvash.org/news/2285.html
http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=1457743