Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ иксӗлми. Ҫепӗҫ юрри-кӗвви, ӑса вӗрентекен сӑмахӗсем, ырӑ сунса каланӑ халап-пехил, халӑхӑн чипер йӑли-йӗрки- ҫаксем пурте ҫын пурнӑҫне, чун-чӗрине, кӑмӑл-туйӑмне, ӗҫ-хӗлне, ӗрет-несӗлне пуянлатакан ӑс-пурлӑх.
Ҫамрӑк ӑру ҫивӗч ӑс-хакӑллӑ ӳссе ҫитӗнтӗр, ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен пултӑр тесе, аслӑ ӑрусем сӗм авалтанпах нумай вӑй хунӑ, пайтах тӑрӑшнӑ. Пирӗн халӑхра кашни ҫемьен ача-пӑчана ӑса вӗрентес йӑли-йӗрке пулнӑ. Ку енӗпе вӗсем мӗн авалах хӑйне евӗр шкул пулса тӑнӑ. Ачисем йышлӑ пулсан та ашшӗ-амӑшӗ, ваттисем пурне те ӑс пама, ӗҫе хӑнӑхтарма вӑхӑт тупнӑ, таса кӑмӑл-туйӑмлӑ ӳстернӗ. Ача, ӳссе пынӑ май, малашнехи пурнӑҫ валли пӗр-пӗр юратнӑ ӗҫ суйласа илнӗ, ҫав ӗҫре хӑйӗн пултарулӑхне, ӑсталӑхне туптанӑ.
Шкула ҫӳреме май килмен пулин те пирӗн мӑн асаттесем ӑс-пуҫран нимӗн чухлӗ те аптрӑман. Вӗсен пурнӑҫне ҫирӗп тытса пыраканни- ламран-лама куҫакан йӑла-йӗрке. Кашни уяв хӑйӗн асамлӑхӗпе, илӗртӳлӗхӗпе, тарӑн шухӑшӗпе паха-ҫке. Ҫемьери шкулта ҫамрӑксене ӑса вӗрентмелли, ӗҫ е хӑнӑхтармалли тӗрлӗрен меслетсемпе усӑ курнӑ, ҫав мелсенчен пӗри ҫинчен каласа парас килет те манӑн.
Чӑвашсем хушшинче улах ларасси мӗн ӗлӗкренех йӑлана кӗнӗ, ҫамрӑксем ӗҫе вӗренмелли ҫак шкул ҫинчен, унта мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен чӑвашсен паллӑ ученӑйӗ Н.И. Ашмарин ҫапларах ҫырса кӑтартнӑ, «Улах вӑл ҫамрӑксем каҫхине лармана пухӑнни. Кӗркунне тата хӗлле каҫсем вӑрӑм чухне, хӗрсем ӗҫлеме пӗр-пӗр мунчана пухӑнаҫҫӗ. Каярахпа унта каччӑсем юрӑ-кӗвӗпе пырса ҫитеҫҫӗ. Пуҫланать вара вӑйӑ-кулӑ, шӳт».
Лармара хӗрсем ытларах ал ӗҫӗ тунӑ. Вӗсем ҫип арланӑ, чӑлха-нуски ҫыхнӑ, тӗрӗ тӗрленӗ. Каччӑсем вара ҫӑпата хуҫнӑ, вӗрен-кантра явнӑ, хӑмӑт-пӑяв ӑсталанӑ. Ӗҫленӗ май ҫамрӑксем шӳтленӗ, кулнӑ, ташланӑ, юрланӑ. Кун пирки сӑвӑласа ҫапларах калани те пур, «Хӗрсем патне курмашкӑн, ҫӗрле пулса ҫитсессӗн, пухӑнаҫҫӗ каччӑсем, кӗрхи ҫӗре кӗскетме, вӑй выляма, шӳт тума, хӑй савнипе йӑпанма».
Пӗр тӗрлӗ ӗҫ тусан, канса илмелле тенӗ пек, алла теприне тытнӑ. Ылмаштармалли ӗҫ ытларах вӑйӑ евӗр пулнӑ. ҫавӑн пек самантсенче ҫамрӑксем пушӑтла выляма юратнӑ. Яшсем хушшинче хӑйсен кӗвӗ ӑстисем те пулнӑ. Вӗсем кӗсле е купӑс каланӑ, хӗрсем вара кӗвӗ май юрӑ тӑснӑ.
Ӗҫ тумалли, ӗҫе вӗренмелли ҫавӑн пек майсем ҫамрӑксене пӑхса ӳстерес тӗлӗшпе те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Улахсенче пӗри мӗн те пулин пӗлмесен, ыттисем ӑна мӗнле тумаллине кӑтартнӑ, пулӑшнӑ, ӑс панӑ. Куратпӑр ӗнтӗ, лармана ҫӳрес тӗлӗшпе чи малтан яшсемпе хӗрсем хӑйсен пуҫарулӑхне кӑтартнӑ. Вӗсем улаха никам хистемесӗрех, аслисем енчен никам ертсе-кӑтартса пымасӑрах пухӑннӑ. Кил хуҫисем пулман е ӑҫта та пулин хӑнана кайнӑ киле пухӑнса, ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫне хӑйсене пӗлнӗ пек йӗркеленӗ. Ҫавнашкал пуҫтарӑннӑ улах ларма хатӗрленекен ушкӑн. Пӗрле пухӑнсан вара хӗрсемпе каччӑсем камӑн мӗн тумалли ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Пӗрисене улах пӑтти пӗҫерме, теприсене пӳрт-ҫурта пуҫтарса тирпейлеме, виҫҫӗмӗшӗсене мунча е кӑмака хутма, хӑшне-пӗрне улах пухӑнасси ҫинчен туссемпе тантӑшӗсене пӗлтерме шаннӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫамрӑксем хушшинче кама мӗнле ӗҫ шанса парасси майӗпен йӑлана кӗрсе ҫирӗпленнӗ, ҫав ӗҫшӗн хӑй яваплӑ пулнине кашниех лайӑх туйса тӑнӑ.
Юрӑ-ташӑна ертсе пыракансене те яш-кӗрӗм хӑйсем хушшинчех уйӑрнӑ. Ӑна улах пуҫӗ тенӗ. Юрра-ташша пуҫаракансем ытларах чухне хастар, хӑюллӑ, ыттисене ертсе пыма пултаракан каччӑсем пулнӑ.
Улаха пуҫтарӑннӑ ҫамрӑксен тӗп тӗллевӗ ӗҫ тӑвасси пулнӑ. Ларма вӑхӑтӗнче пӗр ҫынах, алӑ-ура канса илтӗр тесе, тӗрлӗ ӗҫ тунӑ. «Ӗҫ урокӗсем» «юрӑ урокӗсемпе», «пурнӑҫ урокӗсемпе» ылмашӑннӑ. Пурнӑҫра пулни-иртни, ҫамрӑксем хӑйсем мӗн пӗлни, курни-илтни ҫинчен пӗр-пӗрне каласа пани е тус-юлташсен хӑтланкаларӑшӗсене ушкӑнпа сӳтсе явни кашнин ӑс-хакӑлне аталанма, пурнӑҫа витӗр куҫпа курма пулӑшнӑ.
Ҫитӗнсе ҫитнисемпе пӗрле улахсенче тепӗр чухне пӗчӗккисем, ӗҫе ҫыпҫӑнма вӑхӑт ҫитнӗ ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем аслӑраххисенчен ӑна-кӑна тӗшмӗртме тӑрӑшнӑ. Килти шкулӑн-улахӑн тепӗр паха енӗ те пур, ҫамрӑксем унта ӗҫе ҫепӗҫрех, пахарах тӑвас, хӑйӗн тӗрри-чӗнтӗрӗ ыттисенчен илемлӗрех, лайӑхрах пултӑр тесе, пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ, Вӑр-варлӑх та пӗр-пӗрин пултарулӑхне хакламалли виҫе шутланнӑ. Хӗрсем, сӑмахран, пӗр каҫра икӗ тулли йӗке ҫинҫе ҫип арлама, каччӑсем вара пӗр мӑшӑр ҫӑпата тума тӑрӑшнӑ. Лайӑхрах ташлас, юрлас енӗпе те тупӑшмасӑр иртмен улахсенче. Палах, чӑваш халӑхӗн ҫамрӑксене ӑс-хакӑла вӗрентмелли ытти майсем те сахал мар пулнӑ, вӗсем пурте тенӗ пекех ӗҫпе ҫыхӑннӑ. Ниме, хӗр ними, алылмаш, хӗр сӑри, сурхури тата ҫавӑн йышши ытти уявсемпе йӑла-йӗркесем ҫамрӑксемшӗн чӑн-чӑн пурнӑҫ шкулӗ пулнӑ.
Чӑваш йӑли-йӗркине пӗчӗккӗн манса пыратпӑр. Ҫӑварни иртсе кайнине те сисместпӗр, мӑн кун уявӗ те ӗҫпе манӑҫать. Улах ларасси те, вӑййа тухасси те аякка тӑрса юлчӗҫ. Вӗсене кӗнекесем вуласа е асаннесем каласа панӑ тӑрӑх тӑрӑх ҫеҫ пӗлетпӗр.
Паянхи кун эпир ҫак ӗлӗкхи «пурнӑҫ шкулне», «ҫемье педагогикине» манса пынӑ пирки ӗнтӗ ачасене ӗҫе юратма вӗрентейместпӗр, хӑйсен пурнӑҫри ҫулне тупма пулӑшаймастпӑр, ҫавӑн пек ан пултӑр тесен, пирӗн тӑван халӑх ку енӗпе ӗмӗрсем хушши пухнӑ пуянлӑхпа вырӑнлӑ усӑ курмалла, паянхи пурнӑҫа тивӗҫлӗ ҫынсем пӑхса ӳстермелле.
Кашни ҫын, ҫамрӑк-и вӑл е ватӑ-и, тӑван халӑха хисеплеме пӗлтӗр, унӑн сӑваплӑ йӑли-йӗркипе мӑнаҫланса, ҫепӗҫ чӗлхипе уҫҫӑн калаҫма, ҫӗр-шывӗпе мухтанма пултартӑр, чӑн-чӑн чӑваш чунлӑ пултӑр, ятне ан ятӑр.
Кулакова Светлана Пантелеймоновна.
Патӑрьел районӗ, Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗ
Ҫӑлкуҫ: Шкулта