Кĕнеке мар, хаклă чулсен арчи тейĕн

Презентаци саманчӗ«Аваллӑха, несӗлӗрсем мӗнле пурӑннине тӗпчӗр - ҫакӑ сире тата йӑхташӑмӑрсене пуласлӑха ҫул уҫма пулӑшӗ», - тенӗ техника наукисен докторӗ, Василий Николаев академик. Паянхи ӑру Василий Васильевичӑн сӑмахне шута илет, историе, культурӑна, йӑла-йӗркене шӗкӗлчет.

Ҫак кунсенче Чӑваш наци библиотекинче ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗн пре- мийӗн лауреачӗн Юрий Ювенальевӑн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, культурологи кандидачӗн Владимир Алман- тайӑн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кӗнекесен презентацийӗ иртрӗ. Хӑтлав каҫне сувар-пӑлхарсен, чӑвашсен Х-ХХ ӗмӗрсенчи кӗмӗл капӑрчӑкӗ- сен куравӗ илем кӳчӗ. Асӑннӑ ювелир хатӗрӗсем - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш халӑх художникӗн Владислав Николаевӑн пуххинчен.

Юрий Ювенальевичӑн икӗ кӗнеки те вулакана илӗртмелле: вӗсем иллюстраципе, сӑн ӳкерчӗкпе пуян. «Асӑннӑ кӗнекесем кун ҫути курни чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк пулӑм. Ювелир тата ҫар искусствисем - чӑваш историйӗнче тӗпчемен темӑсем. Ма- ларах ҫырнисенче ученӑйсем вӗсем пирки ҫиелтен кӑна асӑннӑ. Владимир Алмантай ку темӑна нумай ҫул тишкерчӗ. Кӗне- кепе сувар-пӑлхар тӗнчипе паянхи Чӑваш Ен хушшинче кӗпер хыврӗ. Ученӑйӑн хӑйне евӗрлӗ паттӑрлӑхӗ ку: Мускавра ҫак темӑпа диссертаци хӳтӗлерӗ. Ювенальевпа Алмантай пирӗн йӑхташӑмӑрсен аваллӑхӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ темӑсемпе ӗҫлеҫҫӗ», - палӑртрӗ К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗ- сен фончӗн ертӳҫи, истори наукисен докторӗ Виталий Иванов.

Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ҫумӗн Владимир Степановӑн шухӑшӗпе, сувар-пӑлхарсен ювелир искусстви ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке хаклӑ чулсен арчи пекех. Страницисене уҫнӑ май сӑн ӳкерчӗксенчи ҫӗрӗсемпе сулӑсене тӑхӑнса пӑх- нӑнах туйӑнать. «Паянхи ҫыннӑн хӑй кам, мӗнле йӑхран пулни- не пӗлмелле, аталанма, ӳсме тӑрӑшмалла. «Ювелирное искус- ство суваро-булгар - предков чувашей» кирлӗ, интереслӗ кӗнеке, - терӗ Владимир Васильевич.

Презентацире тухса калаҫакан йышлӑ пулчӗ, пурне ҫырса пӗтереймӗн. Ҫапах хӑшне-пӗрне палӑртасах килет. «Тӗрлӗ ҫӗршывра кӗнеке куравӗнче пулма тӳр килчӗ. Пушкӑртсемпе тутарсен «чун ҫимӗҫӗсене» курсан эпир темскер туса ҫитереймен пек туйӑнатчӗ. Паллах, пирӗн кӗнекесем начар мар. Якутсен ювелир искусстви ҫинчен хатӗрленӗ чаплӑ кӑларӑмпа паллашсан «мӗншӗн эпир ун пеккине кӑлараймастпӑр?» тесе шухӑш- ланӑччӗ. Ытти халӑх пире ҫакӑн пек брендлӑ кӗнекесем урлӑ пӗлет. Чи пахи - культурӑпа ҫыхӑннӑ кӗнекесене асӑрхаҫҫӗ. Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ ярмӑрккӑра Ювенальевӑн кӗнеки- сене турех килӗштерчӗҫ, хӑвӑрт илсе пӗтерчӗҫ. Пӗлтӗр ку кӑла- рӑмсене Бакура йӗркеленӗ кӗнеке куравне илсе кайнӑччӗ. Ка- захсемпе кӑркӑссем питӗ ӑмсанса пӑхрӗҫ. Вӗсен кун пек кӗне- кесем ҫук. Художник мастерскойран тухмасӑр ӗҫлесе, материал нумай пухса кӗнеке кӑларас ӑсталӑхӗпе тӗлӗнтерчӗ. Владимир Алмантайӑн ӗҫне малалла тӑсмалла», - ырӑ сунчӗ ЧР-Журна- листсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаров.

Философи наукисен докторӗн Галина Петровӑн шухӑшӗпе, ҫакӑн пек кӗнекесем кун ҫути курни чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пекех. «Ҫулталӑк каялла Владимир Алмантай Мускавра дис- сертацие ӑнӑҫлӑ хӳтӗлерӗ. «Мӗншӗн сирӗн историксем хӑвӑр историе XVI ӗмӗртен кӑна ҫырса кӑтартаҫҫӗ?» - ыйтрӗҫ унран комиссире ларакансем. Владимир Николаевич авалхи историе ҫырнӑ ӗҫсем пуррине, вӗсем архивсенче пулнине пӗлтерчӗ. Су- варсемпе пӑлхарсем, чӑвашсем пӗр халӑх, сӗре авалхи халӑх пулнине ҫирӗплетсе ӗнентерчӗ. Диссертаци хӳтӗленӗ хыҫҫӑн ӑна Мускавсем ура ҫине тӑрсах алӑ ҫупрӗҫ. Владимир Алмантай наука ӗҫне ҫыриччен, 2007-2008 ҫулсенче, экспедицисене ҫӳрерӗ, Владислав Николаевӑн пуххинчи ювелир искусствипе усӑ курчӗ», - пӗлтерчӗ Гапина Дмитриевна.

Владислав Николаев чӑваш халӑхӗшӗн тӑрӑшакан пултаруллӑ арсемпе мӑнаҫланнине пытармарӗ. «Эпӗ кӗмӗл тумлӑ халӑхӑн капӑрчӑкӗсене нумай ҫул пуҫтаратӑп. Владимир Ал- мантай диссертаци хӳтӗлерӗ. Юрий Ювенальев хӑй сӑрӑ ӑсти пулсан та кӗнеке хайлама пикенчӗ, ювелир, ҫар искусствисе- не тишкерчӗ. Суварсен металлурги, хӗҫ-пӑшал тӑвас ӗҫ вӑйлӑ аталаннӑ. Мӑнаҫланатӑп хамӑр халӑхпа», - шухӑш-кӑмӑлне палӑртрӗ Владислав Владимирович.

Владимир Алмантай аваллӑха тӗпчес енӗпе 2007 ҫултан- па ӗҫлет. Паллӑ ӗнтӗ: кун пек ӗҫе пӗччен тума май ҫук. Ҫавна май вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн ӗҫченӗсене пулӑшса, хавхалантарса пынӑшӑн тав турӗ.

Роза ВЛАСОВА

Презентаци саманчӗ.