Ольга Терентьева

Ваттисен сăмахĕсем

medium_vattisyen_sahmakhehsyem_2007.jpgНумай томпа тухакан «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмри «Ваттисен сăмахĕсем» кĕнекене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче упранакан ал çырусемпе пичетленнĕ ĕçсем тата автор 2001—2007 çç. халăхран пухнă текстсем тăрăх хатĕрленĕ. Ваттисен сăмахĕсенче чăваш тĕнче çине хăйне евĕрлĕ пăхни, хăйне уйрăмрах тыткалани, унăн ытла палăртман туйăмĕ-сисĕмĕ, вăлтавлă та перекетлĕ шухăшлавĕ уйрăмах уççăн курăнса тăрать. Ваттисен сăмахĕсен пуххи чăваш тĕнчин йĕркине ăнланма, ĕлĕк-авал пурнăç мĕнле пулнине тата малашлăха курма пулăшать, хамăра виçеллĕ тытма вĕрентет.

Subscribe to RSS - Ольга Терентьева