Сăваплăхшăн тата тивĕçлĕхшĕн тăнă кĕрешÿре сана чи шаннă çынсем сутрĕç пулсан та, сан йери-тавра тăшмансем пулсан та, эсĕ тăр пĕччен тăрса юлтăн пулсан та, — ан парăн! Пĕл: эсĕ нихăçан та пĕччен юлмăн, санăн юн тымарĕсенче несĕлÿсен, сăваплă арсен юнĕ юхать! Çав юн сана нихăçан та сутмĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та çăлĕ! Эсĕ те çак юна ан сут!
Несĕлсен пехилĕ


Нумай томпа тухакан «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмри «Ваттисен сӑмахӗсем» кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче упранакан ал ҫырусемпе пичетленнӗ ӗҫсем тата автор 2001—2007 ҫҫ. халӑхран пухнӑ текстсем тӑрӑх хатӗрленӗ. Ваттисен сӑмахӗсенче чӑваш тӗнче ҫине хӑйне евӗрлӗ пӑхни, хӑйне уйрӑмрах тыткалани, унӑн ытла палӑртман туйӑмӗ-сисӗмӗ, вӑлтавлӑ та перекетлӗ шухӑшлавӗ уйрӑмах уҫҫӑн курӑнса тӑрать. Ваттисен сӑмахӗсен пуххи чӑваш тӗнчин йӗркине ӑнланма, ӗлӗк-авал пурнӑҫ мӗнле пулнине тата малашлӑха курма пулӑшать, хамӑра виҫеллӗ тытма вӗрентет.