Анатолий Львов

Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

Çав кунсен çухалмĕ чапĕВăхăт пĕр шелсĕр малалла васкать. Кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине паллă тăватпăр. Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен ялсенчен 1941 — 1945 çулсенчи вăрçа 473-ĕн тухса кайнă, вĕсенчен 225-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă е хыпарсăр çухалнă. Паян пурăнакансем 4-ăн. Фронтовиксен асаилĕвĕсем ÿссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани панă çĕрте калама çук пысăк вырăн йышăнаççĕ. Каччăсемпе хĕрсене ентеш-салтаксен паттăрлăхĕпе паллаштарас тĕлĕшпе эпир 1975 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 30 çул тултарас умĕн, Чатукасси шкулĕн никĕсĕ çинче фронтовиксен тĕлпулăвне йĕркеленĕччĕ.

Subscribe to RSS - Анатолий Львов