Кун-çул

Тусай ялне — 600 çул

Çитес çул Упи ял тăрăхне кĕрекен Тусай ялне никĕсленĕренпе 600 çул çитет. Çак пысăк датăна хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ял тăрăхĕнче йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн икĕ ларăвĕ иртнĕ те ĕнтĕ. Йĕркелÿ комитечĕн йышне ĕçпе вăрçă ветеранне, тавра пĕлÿçĕне, Тусай ялĕнче çуралса ÿснĕ М. П. Прохорова та кĕртнĕ. Михаил Прохорович тăван ялĕн историйĕ пирки райхаçата материал сĕнчĕ. Эпир унпа вулакана паллашма сĕнетпĕр.

Чăваш халахĕ аслă Сталин патне яна çыру

Пĕрре мар хĕретнĕ эпир
Çĕре хамăр юнпала.
Пулхăртан варах çĕклетпĕр
Хамăр ирĕкшĕн ялав.

Пĕрре мар чăваш çĕнтернĕ
Хаяр «çиче ютсене».
Анчах хăй çинчен вăл пурпĕр
Сиреймен чуралăхне:

Çавçавах пырса тустарнă
Пурлă-çуклă çуртсене;
Çавçавах ясак турттарнă
Хансене, тăрăнсене...

Subscribe to RSS - Кун-çул