Аваллăхпа та мăнаçланмалăх пур пирĕн

Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ, республикăри тухтăрсен пĕлĕвне анлăлатакан институт тата К. В. Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчев фончĕ пуçарнипе вĕсен ученăйĕсемпе тĕпчевçисен пĕр ушкăнĕ пирĕн тăрăхра ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Наука кандидачĕсемпе докторсен тĕллевĕ вырăнта упранса юлнă истори палăкĕсемпе паллашасси пулчĕ. Археологи картти çине кĕртнĕ-ха вĕсене. Анчах çамрăк ăру патне чĕрĕ калаçу çитерес тесен куçпа курмалла. Вырăнти халăхпа куçа-куçăн тĕл пулни мĕне тăрать тата. Ĕçлемелли, тĕпчемелли нумай наука ĕçченĕсен.

Район историйĕ те пуян пирĕн. Вăл пиншер çул каяллах пуçланнă. Историпе культурăн 12 палăкне патшалăх управа илнĕ.

Тикеш хулашне илер акă. Кунти вырăн культурăпа тата археологи енĕпе ыттисенчен малта тăрать. Хулашăн Х-ХIII ĕмĕрти историне 1956 çулта А. Смирнов, 1985-1989 çулсенче Г. Федоров наука ĕçченĕсем ертсе пынипе тĕпченĕ.

Хулаш хальхи Тикеш ялĕн хĕвеланăç енче вырнаçнă. 2 гектар ытларах лаптăк йышăнать. Пысăк тĕмеске айккинченех курăнать. Тăпра купаласа çаврăннă пулнă ăна.. Унтан канав чавнă. 4 йĕр тĕмескепе 3 йĕр канав уççăн курăнаççĕ. Авалхи палăка аса илтерекен паллă пур-ха кунта. Анчах çакă çеç çителĕксĕр. Тĕпчевçĕсем Тикеш хулашĕн историйĕ малашне те упранса юлтăр тесен çĕнĕлĕхсем кĕртесшĕн. Ыйтăва вара Патшалăх Канашĕ таранах çĕклеме сĕнеççĕ. Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов çак шухăша ырларĕ. Пирĕн тăрăхра курмалли, сăнамалли, тĕпчемелли вырăнсем тата ытларах пуррине палăртрĕ. Хулашра чавса кăларнă орнаментсемпе илемлетнĕ чÿлмексене, чашăксене, ĕç хатĕрĕсене, ытти япаласене упрама вырăнта музей пулсан та тем пекех аванччĕ.

Ученăйсемпе тĕпчевçĕсем çавăн пекех Аслă Чементи "Сувар" этнографи утарĕнче те пулчĕç. Ăна А. Туптов фермер тытса пырать. Анатолий Семенович хула çынниех. Ялта амăшĕ пурăнать. Пасар экономики тапхăрĕнче пĕрлештернĕ хуçалăхсем саланма пуçласан колхоз садне пăрахăçа кăларас темен. Ăна тирпейленĕ. Утар тытма пуçланă. Паянхи куна вĕлле хурчĕсен çемйисем çителĕклех. Этнографи паркĕ те илĕртÿл лĕ, тирпейлĕ. Йĕри-тавра пĕр çумкурăк та ÿсмест. Çăл шывĕ тапса тăрать.

" Авалхи сăвар-пăлхар халăхĕсен эткерлĕхне сыхласа упрас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр паянхи çул çÿл çÿреве. Маларах кÿршĕллĕ Елчĕк районĕнчи ялсенчи авалхи палăксемпе паллашрăмăр. Килĕшрĕ пулас пурне те. Кирлĕ материалсем тупрĕçех тĕпчевçĕсем. Пирĕн тĕллев: çак аваллăх историне çитĕнекен ăру патне çитересси", _ терĕ каялла çула тухас умĕн гуманитари наукисен институчĕн директорĕ П. Краснов.

А. Астраханцева

Çăлкуç: "Авангард" (Патăрьел районĕн хаçачĕ)

Сыпăксем: