Ӑслӑлӑх: Археологи карттин иккӗмӗш томне кӑларнӑ

Археологическая карта Чувашской РеспубликиЧӑваш кӗнеке издательствинче "Чӑваш Республикин археологин картти" кӗнекен иккӗмӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Пӗрремӗш томӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ, пичете асӑннӑ издательство хатӗрленӗ.

"Чӑваш Республикин археологи картти" ӑслӑлӑхпа справка энциклопедийӗ шутланать. Унта историпе культура эткерлӗхӗн куҫман пурлӑхӗ, археологи палӑкӗсем, ҫинчен сведени кӗнӗ. Пӗрремӗш томра тӑхӑр районтипе: Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски — паллаштарнӑ. Иккӗмӗшне Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчисем кӗнӗ. Виҫҫӗмӗш том валли те юлнӑ. Унта Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчисем тата Шупашкар хулинчисем лекмелле.

Кӗнекене 19 ӗмӗрӗн ҫурринчен тытӑнса 21 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче археологсем тупса палӑртнисем кӗнӗ.

Ҫӑлкуҫhttp://chuvash.org/news/7738.html