Атăлçи пăлхарсен ташши хоро

Аса килеç йĕкĕтсем,

Чипер сăн-сăпачĕсем,

Ташлани карталанса,

Пĕр-пĕрне хоп-хоп сунса,

Хĕвеле май çаврăнса.

 

Эх, ташлатчĕç каччăсем

Ташă карти çавăрса,

Ал тупанĕпе тытса

Пĕр-пĕрин хулпуççинчен,

Пуçĕсене кăшт тайса.

 

Ташлатчĕç хавхаланса

Пĕр ури мала пусса,

Тепри хыçала юлса,

Каллĕ-маллĕ вылятса

Пĕрле кăл-кăл ярăнса.

 

Пĕр-ик çаврăнăш туса

Ярăнатчĕç каялла.

Кăмăллăн йăл-йăл кулса,

Урисене вылятса

Пăлхар хоро ташшинче.

 

Эпĕ виç сул каялла,

Кайса куртăм концертра

Пăлхарсем ташланине

Хÿхĕм хоро ташшине,

Пĕрлĕхлĕ тымарсене.