Авалхи хула сăн-сăпачĕ

Ыйту:

Авалхи Пӑлхар хулисенче мӗнле ҫуртсем лартнӑ?

В. ИВАНОВА.
Вӑрмар районӗ.

Хурав:

Пӑлхар патшапӑхӗн ахаль йышши хулисенче тӗрлӗ ҫурт-йӗр лартнӑ, ҫавна май хула икӗ е виҫӗ пайран тӑнӑ пек курӑннӑ. Тӗп пайра ҫӳллӗ стеналлӑ тата темиҫе башньӑплӑ крепоҫ ҫӗкленнӗ, ун тавра вал тата канав чавнӑ. Керменте пӑлхар патши тата ытти паллӑ ҫын, вӗсен пулӑшуҫисемпе тарҫисем пурӑннӑ. Унтах тӗп чиркӳ тата тырӑ ампарӗсем, хӗҫ-пӑшал склачӗсем вырнаҫнӑ.

Крепоҫ тавра купсасем, чиркӳ ҫыннисем, интеллигенци /ӑсчахсем, художниксем, писательсем, тухтӑрсем, вӗрентекенсем/, пуян ремесленниксем /ювелирсем, кӗленче савӑт ӑсталакансем/ тӗпленнӗ. Хула хӗрринче вӑтам пурлӑхлӑ ҫынсем /тир-сӑран ӑстисем, чӳлмекҫӗсем, платниксем/, вак сутуҫӑсем пурӑннӑ. Хулана илсе кӗрекен хапхасене ҫапла майлӑ вырнаҫтарнӑ: тӑшман вӗсен витӗр иртнӗ чухне кӗлеткен щитпа хупланман пайӗ хӳтӗлевҫӗсен енне ҫаврӑннӑ. Хула тавра питӗ нумай ял вырнаҫнӑ. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ сиксе тухсан халӑх хулара пытаннӑ.

XII ӗмӗр варриччен Атӑлҫи Пӑлхарӑн тӗп хули Пӑлхар шутланнӑ, кайран — Пӳлер. Хула ҫыннисем мӑрьеллӗ, тӑм ҫапса тунӑ кӑмакаллӑ йывӑҫ пӳртсенче пурӑннӑ. Юнашар хуралтӑсем туса лартнӑ. Урамӗсем сарлака пулнӑ, ҫула чул е йывӑҫ сарса хытарнӑ. Пуянраххисем кирпӗч ҫурт лартнӑ, вӗсене пӳлӗм урайӗн айӗпе ҫӳрекен тӗтӗм ӑшӑтнӑ. Кун пек ҫуртсене шыв та кӗнӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен общество мунчисене ӑшӑ тата сивӗ шыв пынӑ. Ҫавна май сарнӑ ҫул айӗпе тӑм пӑрӑхсем хунӑ. Хула тӳремӗсенче фонтансем пӗрӗхнӗ, пӗвесем сарӑлса выртнӑ. Тасалӑхӗпе тата хӑтлӑхӗпе Пӑлхар патшалӑхӗн тӗп хули ҫав тапхӑрти чылай Европа хулинчен малта тӑнӑ.

Сӑмах май, ҫав вӑхӑтри пысӑк хуласем: Константинополь — 1600, Самарканд /хула ҫумӗпе перле/ — 1500, Плиска /хула ҫумӗпе пӗрле/ — 2800, Пӑлхар /хула ҫумӗпе пӗрле/ — 1000, Переслав /хула ҫумӗпе пӗрле/ — 600, Париж — 439, Владимир — 160, Киев /Подолпа/ — 150 гектар йышӑннӑ.

Мӑсӑльман тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн Пӑлхар хулисенче мечӗтсем — аллаха пуҫ ҫапмалли ҫуртсем тата ҫӳллӗ минарет-башньӑсем, вӗсен ҫинчен мулла халӑха кӗлле йыхравланӑ — тума пуҫланӑ. Пуянсем вилнисем валли мавзолейсем лартнӑ, вӗсем пӗр ҫемьен е йӑхӑн шутланнӑ.

Хыпар. — 2012 ҫ. — Ҫу, 19 (90-91 №№).