Б. П. Порфирьев, Арçунакасси

Мана Зевин Порфирьевич Порфирьев тесе чӗнеҫҫӗ. Эпӗ 1923 ҫулта Енӗшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мана Хӗрлӗ Ҫара 1942 ҫулхи июнӗн 6-мӗшӗнче илчӗҫ. Командӑра иккӗнччӗ: мансӑр пуҫне Карайри Павел Панфутьев. Часах кӑтартнӑ адреспа — Мускав облаҫӗнчи Калинин ячӗллӗ поселокра вырнаҫнӑ (халӗ Калининград хули) хамӑр чаҫе — 2ОЗИБа (2-мӗш Отдельный Запасной Инжереный Батальон) ҫитрӗмӗр. Кунта пире радиостанци урлӑ сигналсем парса минӑсем (ОЗМ-152), фугассем (ФТД) лартнӑ уйсене сирпӗтме вӗрентрӗҫ. Унсӑр пуҫне подрывник ӗҫӗ, минӑна епле лартмалли тата ӑна ҫӗр айӗнчен епле майпа шыраса тупса кӑларса сиенсӗрлетмелли пирки каласа кӑтартрӗҫ. Паллах, вӗсемсӗр пуҫне ҫар ӗҫӗнче Уставсемпе наставленисемсӗр май ҫук. Вӗрентекенсем вӗсем ҫинчен те чылай чарӑнса тӑнӑ. 1942 ҫулхи августӑн 25-мӗшӗнче вӗренӳ вӗҫленчӗ. Пире фронта, Орел тӑрӑхне ӑсатрӗҫ. Унта малтанах 174-мӗш БИЗӑн (батальон инженерных заграждений) ятарлӑ техника ротинче, 1942 ҫулхи октябрьтен тытӑнса 1943 ҫулхи апрельччен 177-мӗш БСМра (батальон спецального минирования) сапер-радист пулнӑ эпӗ. 1943 ҫулхи апрелӗн 16-мӗшӗнче Тула облаҫӗнчи Белев хулинчен инҫех мар мана сылтӑм ураран амантрӗҫ. Ҫав кун тӑшманӑн «Рама» самолет-шпионӗ пирӗн урлӑ вӗҫсе иртсе кайрӗ. Унччен те пулмарӗ, нимӗҫсем тупӑсенчен пеме пуҫларӗҫ. Кӗҫех взвод командирӗ Никитин мана хӑй патне чӗнет. Эпӗ унӑн ҫӗрпӳртне чупса кайрӑм. Унччен те пулмарӗ, куҫсенчен ҫӑлтӑрсем вирхӗнсе тухрӗҫ. Выртатӑп, тӳпе ҫеҫ куратӑп. Манпа юнашар снаряд ҫурӑлнӑ иккен. Е. Гайдуков аслӑ радист ура ҫине тӑма пулӑшрӗ. Ураран юн юхать. Малтанах мана санчаҫе, унтан уйри госпитале илсе кайрӗҫ. Операци турӗҫ, хӑрах урана татрӗҫ. Виҫӗ кунтан Мускава, унтан Красноярскри эвакогоспитале ӑсатрӗҫ. Кунта тепӗр хутчен операци турӗҫ. Эпӗ ҫак самантра кӑшт ҫеҫ ҫут тӗнчепе сывпуллашман иккен... 10 кун пылак шыв ӗҫсе кӑна пурӑнтӑм. Суран пӗчӗккӗн тӳрленсе пычӗ. Ҫӗнӗрен утма вӗрентӗм. Палатӑри юлташсемпе сывпуллашрӑм. Сестра станцинче поезд ҫине лартса ячӗ. 1943 ҫулхи сентябрӗн 14-мӗшӗнче тӑван яла таврӑнтӑм. Ҫуралнӑ вырӑна килсен «Стрела» промартельте счетовод-кассирта, тӑван «Новый мир» колхозра счетоводра, каярах кладовщикра тӑрӑшрӑм. 1947—1949 ҫулсенче Ҫавалҫырма ял совет ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче вӑй хутӑм. Ун хыҫҫӑн библиотекарьте, Енӗшкасси ял клубӗн заведующийӗнче ӗҫлеме шанчӗҫ. 1947 ҫулта Шупашкара облаҫри ҫар комиссариатне чӗнчӗҫ. Чылайӑн пухӑнтӑмӑр. Мана Мухтав орденӗн III степенӗпе чысларӗҫ. Кунсӑр пуҫне кӑкӑра ытти наградӑсем те илем кӳреҫҫӗ.

Интервью илнӗ Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ