Чатукассисем паллă ентеше манмаççĕ

Участники Дня памяти и Круглого стола в деревне Чадукасы

Ырă йăла пур Чатукассисен. Вĕсем çулсеренех, нарăс уйăхĕн виççĕмĕшĕнче, хăйсен паллă ентешĕн, педагогăн, публицистăн, хор дирижерĕн, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, РСФСР халăх артисчĕн, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Филипп Миронович Лукинăн Асăну каçне пухăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ.

Кăçал юрă-кĕвĕ ăсти Ф. М. Лукин пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа шăпах 20 çул çитрĕ. Асăмрах-ха, Филипп Миронович 1994 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче, 81 çула кайса, нумай вăхăт хушши йывăр чирленĕ хыççăн ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Унăн ячĕ яланлăхах чăваш халăхĕн историне çырăнса юлчĕ. Ывăнма пĕлми ĕçчен, ăшă чун-чĕреллĕ юлташ, композитор, хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех тăван искусствăшăн панă çын сăнарĕ пирĕн халăх асĕнче пурăнĕ. Манмаççĕ паллă ентешне Чатукассисем. Музыка искусствине аталантарас енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунă Филипп Миронович пирки чылай ăшă сăмахсем аса илчĕç асăну каçне пухăннисем.

Унăн юрри-кĕввисем — чăннипех вăхăтăн летопиçĕ. Ф. Лукин композитор ĕçне 1930 çулта тытăннă. Çав вăхăтранпа 800 ытла юрă, хор, романс, инструментпа каламалли пьеса çырнă, вĕсене авторăн 30 кĕнекинче пичетлесе кăларнă. Ентешĕн пурнăçа юратакан, этеме тулли телей сунакан пултарулăхĕ, унăн нумай енлĕ, хĕрÿллĕ музыкăпа общество ĕçĕ-хĕлĕ тăван халăхшăн шанчăклă ĕçлет.

Иртнĕ çул Ф. М. Лукин çулталăкĕ пулчĕ. Çав тапхăрта Филипп Миронович кĕвĕленĕ юрăсем таçта та янăрарĕç : тĕрлĕ концертсенче, фестиваль-конкурссенче. Чатукассинчи Ф. Лукин ячĕллĕ халăх музейĕн ертÿçи Н. Лукина ентешĕ пирки чылай ырă сăмахсем каларĕ, юлашки вăхăтри кунти çĕнĕ экспонатсемпе паллаштарчĕ. Филипп Мироновичăн тăванĕсем — ФГУн «Чувашмелиоводхоз» управленийĕн районти филиалĕн ертÿçи В. Лукин тата унăн шăллĕ Ю. Лукин предприниматель Ф. Лукин çулталăкĕнче савăнăçлă мероприятисене йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн район администрацийĕпе унăн пайĕсене, предприятисемпе организацисене, уйрăм çынсене чĕререн тав турĕç. «Музей вăл — истори, кунта аваллăх упранать, çапла май эпир хамăрăн хыççăнхи ăру валли пысăк тупра хăваратпăр», — палăртрĕ Юрий Николаевич.

«Ф. Лукинăн çĕр çулхи юбилейне савăнăçлăн паллă турăмăр, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков. — Çавна май Чатукассинчи культурăпа библиотека аталанăвĕн центрне, вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула юсаса çĕнетме май килчĕ, тĕп усадьбăна та çĕнĕ сăн кĕчĕ. Нумаях пулмасть сирĕн тăрăхра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Павлов пулса курчĕ, юлашки вăхăтра туса ирттернĕ ĕçсемпе кăмăллă юлчĕ. Умра татах та пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Кăçал район шайĕнчи тĕп мероприятисен шутне Ака туй, Районăн Карайри кунĕ, Тусай ялĕн 600, Чатукасси ялĕн 900 çулхи уявĕсем кĕреççĕ. Вĕсене хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркелÿ ĕçĕсене паянах тытăнмалла».

Хăйсен тăванĕ пирки ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Матвеев, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ А. Львов питех те ăшшăн аса илчĕç. «Хĕлип кукки» тенĕ эпир Филипп Мироновича. Атте Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайсан анне тăватă ачапа тăрса юлчĕ. Лукинсен çемйи пире курăмлă пулăшу кÿчĕ çав тапхăрта. Вăтам пĕлÿ илсен Шупашкарти аслă шкулта вĕреннĕ чухне манăн вĕсем патĕнче хваттерте пурăнма тиврĕ. Филипп Миронович та, мăшăрĕ Зинаида Михайловна та питех те сăпайлă, кăмăллă та тарават çынсемчччĕ. Вĕсем патĕнчен тус-юлташĕсем, хăна-вĕрле татăлма пĕлмен. Кашнин патнех ăшă сăмахсем тупăннă вĕсен.

Каярах хам хуçалăх, шкул ертÿçинче ĕçленĕ чухне аслă юлташăма пĕр хутчен çеç мар тĕрлĕрен ыйтусемпе чăрмантарнă. П. Хусанкайпа (ун чухне вăл РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă) Ф. Лукин (вăл пирĕн районтан суйланнă ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ) Чатукасси шкулĕн малтанхи çуртне çĕклесе лартма витĕмлĕ пулăшу кÿнĕччĕ. Тата йывăрлăхра артистсене, уйрăм çынсене мĕн чухлĕ алă тăсса паман-ши ентешĕм?» — терĕ Анатолий Львович.

Николай Матвеевич хальхи кану центрне хуçалăх вăйĕпе туса лартни, пĕр пулса Ф. Лукин ячĕллĕ музея çĕклеме пултарни пирки каларĕ.

Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов Чатукассинче иртнĕ Район кунĕ пирки тепĕр хут аса илчĕ, Филипп Мироновичăн пултарулăхĕ хальхи тата пулас ăрусемшĕн паха тĕслĕх пулса тăни пирки асăнчĕ.

Асăну каçне Шупашкар хăнисем — Чатукассисен ентешĕ Ю. Львов тавра пĕлÿçĕ, паллă журналист, «Республика» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ Тимĕр Акташ, çыравçă-тĕпчевçĕ, «Сувар» фондăн ертÿçи В. Иванов — Алмантей хутшăнчĕç, Ф. Лукина тăван халăх манманнине, Чатукассисен паллă ентешĕпе чăннипех мухтанмаллине палăртрĕç.

Иртнĕ çул Чатукасси ялĕнче çуралса ÿснĕ А. Валентинов тавра пĕлÿçĕ «Волжская Булгария и д. Бибарсово-Чадукасы» кĕнеке пичетлесе кăларса пысăк, сумлă парне турĕ. Ентешĕсем тĕпчев ĕçне питех те ăшшăн йышăнчĕç. Хурăнлă çул пирки аслă ăру çыннисем илтнех пулĕ. Ун пирки вара туллин пĕлекен сахал. Арестантсен çулĕ (халăхра ăна темĕнле те ят панă) шăпах Чатукасси тăрăхĕн çĕрĕсем урлă иртнĕ. Анатолий Валентинович аваллăх страницисем патне каялла таврăнса историлле çав çулăн пĕр лаптăкне çĕнĕрен юсаса çĕнетме, унта хурăнсем лартма, каярах кунта кану зони тума сĕнÿпе тухнă. Унпа пурте килĕшрĕç, умри ĕçсене сÿтсе яврĕç.

Ю. Борисов

Источникhttp://www.cap.ru/Publication....

Разделы: