Чатукассисем — вăрçă вăхăтĕнче

Тӑватӑ ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа Ҫӗнтерӳпе вӗҫлес тесе Трак енри хуҫалӑхсем те хӑйсен тӳпине хывнӑ. Чатукасси ял тӑрӑхне кӗнӗ хуҫалӑхсем, уйрӑм ҫынсем оборона фондне еплерех пулӑшу кӳни пирки пичете райархив заведующийӗнче ӗҫленӗ Г. Иванова хатӗрлесе панӑ. Вӑл райхаҫатра 2000 ҫулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче пичетленнӗ. Унпа вулакана паллашма сӗнетпӗр. Тӑван ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫулсенчи вӑрҫи колхозсене те чылай вӑйсӑрлатнӑ. Ӗҫ тата туртӑм вӑйӗ ҫитменнипе пур ҫӗрте те уй-хир ӗҫӗсене питӗ кая юлса пурнӑҫланӑ, хӑш-пӗр колхозсен тырӑ капанӗсем уйрах хӗл каҫнӑ. Кун пек лару-тӑрура тыр-пул тухӑҫӗ чылай пӗчӗкленнӗ, колхозниксене ӗҫшӗн те питӗ сахал тӳленӗ — кашни ӗҫ кунӗ пуҫне 0,3 — 0,4 кг ҫеҫ тивнӗ. Чылайӑшӗ выҫӑпа аптранӑ: ҫӑва тухсан курӑк-серте яшкипе тӑранкаласа пурӑннӑ, ҫур акинче иртнӗ ҫулхи ҫӗр улми ҫӗрӗкӗсене пуҫтарса крахмалне уйӑрса ҫинӗ. Вӑл тапхӑрта пӗр пӑт ҫӑнӑха (кив укҫапа) 1200-1500 тенкӗ парса туянма тивнӗ. Ҫавӑнпа та вӑрҫӑ пуҫаракан тӑшмана пурте хытӑ ылханнӑ, колхозниксем "Ҫӗнтерӳшӗн" тесен темӗн тума та, кирек ӑҫта кайса ӗҫлеме те хатӗр пулнӑ. Вӑрҫӑ тапхӑрӗнче Чатукасси тӑрӑхӗнче пурӗ 10 колхоз — "Труженик", "Унга", "Новое дело", "Новый мир", "Новое хозяйство", "Индустрия", "1-ое Мая", "Автобус", "Чувашия", "14 лет Октября" — пулнӑ. Асӑннӑ колхозсем оборона фондне пӗтӗмпе 59605 тенкӗ укҫа, 6107 центнер тырӑ, 153 пуҫ лаша, 51 кӳме, 46 ҫуна, 32 кӗрӗк, 106 кӗҫҫе атӑ, 144 мӑшӑр алсиш-чӑлха парса пулӑшнӑ. Фронта тивӗҫлӗ пулӑшу парас тӗллевпе чылай колхозниксем хӑйсен хуҫалӑхӗсенчен укҫа-тенкӗ, ытлашши продукцие ӑсатнӑ. Акӑ, кунти 10 хуҫалӑхра 240 кил шутланнӑ. Вӗсем 16875 тенкӗ укҫа (ҫӗнӗ укҫа шучӗпе), 285 центнер тӗш-тырӑ, 89 кӗҫҫе атӑ, 573 мӑшӑр алсиш-чӑлха, 262 штук сурӑх тирӗ, 20 кг пыл панӑ. Уйрӑм ҫынсене ятранах асӑнма пулать. "Пӗтӗмпех фронт валли, пӗтӗмпех Ҫӗнтерӳ валли" девизпа Енӗшкассинчи артель бригадирӗ И. Евдокимов ватӑ — 1 пин тенкӗ, Чатукассинчи ялпо председателӗ С. Корнилова — 5 пин, Чатукасси колхоз председателӗ Д. Яковлев — 200 тенкӗ, 10 центнер тырӑ, 20 кг пыл, Выҫҫӑлккӑ колхоз ертӳҫи Е. Димитриев 3 пин тенкӗ, 12 центнер тырӑ, Ҫавалҫырма колхоз пуҫлӑхӗ М. Карпов 500 тенкӗ, 10 центнер тырӑ парса пулӑшнӑ. Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче арҫынсемпе танах хӗрарӑмсем те фронтра ҫапӑҫнӑ, вӑрҫӑ хатӗрӗсем туса кӑларакан заводсенче ӗҫленӗ. Медицина службин лейтенанчӗ Е. Исакова (Ҫавалҫырма) Хӗвеланӑҫ тата Сталинград фрончӗсенче пулнӑ, "Сталинграда хӳтӗленӗшӗн", "Германие ҫӗнтернӗшӗн" медальсене тивӗҫнӗ. А. Матвеева (Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ) салтак шинельне тӑхӑнса III Украина фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Р. Иванова (Типвар) ҫыхӑну сержанчӗ, III Белорусси фрончӗн йышӗнче Германие ҫитнӗ. А. Алексеева (Чатукасси) кӗҫӗн сержантӑн ҫак тапхӑр ҫар аэродромӗсенче иртнӗ. К. Михайлован (Ҫавалҫырма) вӑрҫӑ кунӗсем Ленинград фрончӗпе ҫыхӑннӑ. Т. Кондратьевапа (Чатукасси) И. Ефремова (Ҫавалҫырма) вара вӑрҫӑ хатӗрӗсем кӑларакан заводра тар тӑкнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче халӑхсен туслӑхӗ нихӑҫанхинчен те ҫирӗп пулнӑ. Тӑван хулисемпе ялӗсене, кил-ҫурчӗсене пӑрахса эвакуаци йӗркипе килнӗ ҫынсене Чатукасси тӑрӑхӗнче те ӑшшӑн йышӑннӑ, тӑвансем евӗр туслӑ пурӑннӑ. Кунти 10 ялта Мускав, Ленинград, Псков хулисенчен, Украинӑран, Сталинград, Смоленск, Мускав облаҫӗсенчен куҫса килнӗ 42 ҫемье ӑшӑ хӳтлӗх тупнӑ. Вӗсен хваттерӗсене хутса ӑшӑтма колхозран вутӑ-шанкӑ, кашни ҫын пуҫне уйӑха 10 кг ҫӑнӑх, ҫӗр улми, пахча-ҫимӗҫ, аш-пӑш, сӗт-турӑх уйӑрнӑ. Ҫавна май эвакуаци йӗркипе килнисем те хуҫалӑхра мӗн пур вӑйне парса ӗҫленӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитессе пурте шаннӑ, ӗненнӗ. Анчах ниепле вӑрҫӑ та ҫухатусӑр пулмасть. Ку тӑрӑхри 10 ялти чылай ҫемье ҫапӑҫу хирӗнче ашшӗне е ывӑлне, пиччӗшне е шӑллӗне ҫухатнӑ. Чатукасси ялӗнчен вӑрҫа тухса кайнисенчен 42 ҫын, Шӑнарпуҫӗнчен — 22, Пулайкассинчен — 26, Типвартан — 11, Арҫунакассинчен — 12, Итмартан — 12, Енӗшкассинчен — 36, Ҫавалҫырмаран — 25, Выҫҫӑлккӑран 20 ҫын — пурӗ 225-ӗн — килӗсене таврӑнайман. Вӗсен ячӗсем ӗмӗр-ӗмӗр асра юлӗҫ.

Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ