Чăваш халахĕ аслă Сталин патне яна çыру

Чăваш халахĕ аслă Сталин патне яна çыру. — Шупашкар: Чувашгиз, 1937.

Письмо подписали 239 342 человека.
Ответственный по выпуску П. И. Иванов.
Письмо составлено коллективом чувашских советских поэтов и писателей.
На русский язык письмо перевели поэты: Александр Жаров и Джек Алтаузен.

Содержание

  • Чăваш халахĕ аслă Сталин патне яна çыру — 3
  • Письмо чувашского народа великому Сталину — 25

 

Тата вулăр

 


 

Çывăхран та çывăх СТАЛИН,

Çут хĕвелĕмĕр! Пиртен

Йышăнсам çак çырăва эс —

Пур чăваш халăхĕнчен.

 

Сан ятна савса çыраççĕ

Ана пирĕн сăвăçсем.

Сан çуттупала çĕкленчĕç,

Çунатланчĕçĕ вĕсем.

 

Юрăсем çÿле çĕкленччĕр,

Вĕçчĕр ăмăрт-кайăк пек!

Тутарпа пире тус турăн,

Грузинпа та таджикпе.

 

Эс хĕвел кĕртсе çутатрăн

Пирĕн сĕм чăтлăхсене.

Эс тăван туса тыттартăн

Алла-ал халăхсене.

 

Çывăхран та çывăх СТАЛИН,

Çут хĕвелĕмĕр, тавах:

Вырăс халăх чапĕпе ес

Çутрăн пирĕн мухтава.

 

Вырăс халăхĕ хăватлăн

Вăй парса тăчĕ ялан:

Пире те çунат сармашкăн

Пур халăхсемпе пĕртан,

 

Амăрт-кайăкла вĕçмешкĕн

Сенкер пĕлĕт айĕнче,

Юнашар тăрса ÿсмешкĕн

Халăхсемĕр йышĕнче;

 

Шупашкар та çĕн Мускавăн

Тусĕ пултăрччĕ, тесе, —

Вырăс халăхĕ кĕрешнĕ

Пултарулăн тимлесе.

 

Çывăхран та çывăх СТАЛИН,

Çут хĕвелĕмĕр! Пире

Эс савса çырса пилленĕ

Аслă Конституцире —

 

Унта пирĕн ĕмĕр кĕтнĕ,

Пиçсе çитнĕ ĕмĕтсем.

Ылттăн хучĕ, телей хучĕ,

Теççĕ ăна чăвашсем,

 

Союзри Саккун пулса та,

Чăвашри Саккун пулса —

Ялкăшса çиçсе тăрать вăл

Ленин çулăмпе çунса.

 

Ăна эсĕ çитĕнтернĕ

Аслă Совет çĕрĕнче.

Ăна эпир çĕнсе илнĕ

Юнлă çапăçусенче.

 

Çывăхран та çывăх СТАЛИН!

Чăвашсен çĕршывĕнче

Юрăсем янраççе ирĕк

Хавас пурăнăç çинчен.

 

Юрăсем çÿле çеклеççĕ

Санăн ялав пек ятна.

Уççăн янраса веçеççĕ,

Аслă СТАЛИН, сан патна!

 

* * *

 

«Историсĕр халăх» тенĕ

Пирĕн пек халăхсене.

Тискер кайăк пек йĕрленĕ

Пире ĕмĕр-ĕмĕрне.

 

Чĕрене тытса вулатпăр

Иртнĕ кун кĕнекинче

Ĕмĕрсем хушши таптаннă

Халăх пурнăçĕ çинчен.

[3]

--------------

Есĕ уçнă кĕнекемĕр

Сарăлса выртать умра:

Тискер кайăк мар мĕн эпир,

Историйĕмĕр пурах.

 

Анчах çук унта хаваслăх,

Кĕнекемĕр пит кичем;

Юнпа шÿне, хурлă халăх

Юнĕпе ун листисем.

 

* * *

 

Çаврăнса пăхма хăрушă...

Кам пире лутăркаман?!

Азипе Европшăн хушăк

Пулнă эпир авалтан.

 

Гунсенчен варахçке Атăл

Юнпа хутăш хумханать;

Хăва мар вăл, хăрăк шăмă

Сырса илнĕ çырана.

 

Чингисхан пире туланă

Çеçенхир уртисемпе;

Çунтарса, хăртса юланăн

Вĕçсе иртнĕ çиçĕм пек.

 

Хум хума хыпар çитернĕ,

Ваттисем — çамрăксене:

Тамерлан килсе пĕтернĕ

Пирĕн лăпкă ялсене;

 

Хуласем çунса кĕлленнĕ,

Юлнă халăх çаралса;

Вилепе тулса пĕвеннĕ

Чулман-Атăл1, Çарăмсан.

 

Çурçĕртен анса кĕрешнĕ

Пирĕнпе ушкуйниксем;

Арабсем чейен çÿренĕ

Мăхамет тĕнне сĕнсе.

 

Ĕмĕртен: каханĕ, ханĕ,

Княç, мăрса, тÿре-шара

Пире Новгăрăдра сутнă

Пире сутнă Багдадра.

 

Çичçĕр çул асап та хурлăх

Аснă пирĕн пуç çинче.

Тÿсме çук ик хут чуралăх

Пуснă çĕнĕ ĕмĕрччен.

 

Пĕрре мар хĕретнĕ эпир

Çĕре хамăр юнпала.

Пулхăртан варах çĕклетпĕр

Хамăр ирĕкшĕн ялав.

 

Пĕрре мар чăваш çĕнтернĕ

Хаяр «çичĕ ютсене».

Анчах хăй çинчен вăл пурпĕр

Сиреймен чуралăхне;

 

Çавçавах пырса тустарнă

Пурлă-çуклă çуртсене;

Çавçавах ясак2 турттарнă

Хансене, тăрăнсене...

 

Акă Атăл тăрăх аннă

Çĕмĕрсе Хаяр Иван.3

Хуласем, ялсем арканнă,

Çуннă, тарнă çырантан.

 

Кимĕсем шăтса йăваннă,

Путнă мирлĕ пулăçсем.

Хăвăлсем4 турпас пек ваннă,

Тăшман урнă пыл ĕçсе —

 

Вăл çÿренĕ аскăн, ÿсĕр.

Вилĕм акнă çĕмренсем.

Вăрманта саланчăк, хÿтсĕр

Марта вĕçнĕ сĕрлесе.

 

А улпут таврашĕ пирĕн,

Ĕмĕрхи йăлапалан,

Шур патша умне тирпейлĕн

Тухнă чаплă тумпалан.

 

Патшана симпыл ĕçтернĕ,

Халаланă сар хĕрсем.

Хусана илес çĕрте мĕн

Пулăшма пулнă хĕрсе.

 

1 Камă.

2 Хырçă.

3 1551—1552 ç.ç.

4 Вăрман пылхурчĕ йăвисем.

[4]

--------------

 

Сахйан атă, симĕс атă,

Кĕмĕллене йăрана1

Улталанă сахал мар-тăр

Çăпаталă урана.

 

Ахах тирнĕ хăнтăр çĕлĕк,

Ĕнчĕ куçлă шур пушмак

Пусмăрçа вĕсем пĕр çиллĕ,

Пĕр усал сăмах хушман.

 

Вара хамăр çĕрте хамăр

Эпир пулнă чурасем.

Çĕршыва хупланă тыткăн,

Аснă, урнă хурахсем.

 

Ясаксем виç хут хăпарна.

Пире хамăр алăпа

Крепĕçсем туса ларттарнă

Хамăра пăчăртама.

 

Етĕрне, Чикме, Улатăр,

Кăрмăш, Тетĕç, Шупашкар —

Касамат пек пур хула та,

Пур çĕрте те каскăн çар.

 

Уйсене ак тăпăлтарнă

Улпутсем, мăнастырсем.

Чунсене те сăнчăрланă

Хĕрессем çине тирсе.

 

Халиччен сыхланнă юрă:

«Йăлăмра — шыв-хум сасси,

Ку енче — тÿсме çук хурлăх,

Чан сасси те пуп сасси»...

 

Ак çакна кура тапраннă

Улталаннă чăвашсем.

Сăр, Сĕве, Çавал хуранăн

Вĕресе тăнă сиксе.

 

Эпир халĕ асăнатпăр

Янчура утамана;

Алек-паттăр2 вăрçнă харсăр,

Сехĕрлетнĕ Ивана.

 

Атăл тăвăллăн хумханнă,

Вăрмансем шавланă тек.

Пинĕн-пинĕн çар тăратнă

Хастар чунлă Ахметтек.3

 

Анчах мĕн вăл сан çĕмренĕ

Шереметйĕв туппине!

Пире çĕмĕрнĕ, çĕнтернĕ,

Лутăрканă ут айне.

 

Ениккейĕн ячĕ юлчĕ,

Ассенчех пурнат Елппай...

Халь вĕсен ятне чĕртетпĕр

Сăвăпа та юрăпа.

 

* * *

 

Çĕр мунча пек пăчă пурнăç

Хĕсĕнет хĕсĕннĕçем.

Чăл та пар тарса пытаннă

Сехри хăпнă этемсем.

 

Вăрманкас, Çатра, Паланлă,

Çырмапуç та Упавар —

Çак ялсен ятне хăварнă

Пире ырă пурнăç мар.

 

Чăнласах упа йĕнни пек

Хура пÿрт ăшĕ тĕттĕм:

Курăнмасть хăмпă тĕнни те, —

Явăнать кăвак тĕтĕм.

 

Çухапуçăн çук ним тухăç,

Пĕр пус та кĕрет хĕнпе.

Ваттисем каларĕш: пурнăç —

Йĕппе пусă алтнă пек.

 

Пуянсен çăкри те йÿçĕ;

Тарçа лекрĕн — ĕмĕрлĕх.

Çĕтĕк-çатăкăн çи-пуçĕ

Çурăлать йыт вĕрнипех.4

 

Ак тăса-тăса хураççĕ

Чухăна хурал пÿртне;

Çараçанлăн çунтараççĕ

Чĕрĕллех сĕвеç ÿтне.

 

1 Йĕнер пускăçĕ.

2 Иван патша çарне хирĕç кĕрешнĕ чăвашсен пуçлăхĕсем.

3 Шереметйĕв княç çарне хирĕç кĕрешнĕ халăх пуçлăхĕсенчен пĕри.

4 Халăх халапĕ.

[5]

--------------

Вăрмана час-час янратнă

Шăнкăрав сассийĕсем:

Пристăвпа тиек кустарнă

Хырăç-марăç тиесе.

 

Кучченеç шаккать тăлмачĕ;

Куштансем, усламçăсем

Ашкăнаççĕ, мăшкăлаççĕ

Ял хевти хавшаннăçем.

 

Çаралать çĕршыв кунран кун...

Таврари сĕм вăрманта

Ши те ши шăхрать ак таркăн,

Çĕн хавха вăл вăратать.

 

* * *

 

Кам каланă — аслă Атăл

Типсе хухăнĕ, тесе?

Кам шанасшăн халăх-паттăр

Ĕмĕрех пуç пĕкессе?

 

Кам каланă — Алтăр-Çăлтăр

Сÿнсе ÿпĕнĕ, тесе?

Кам шанмасть çăралă сăнчăр

Ункăн-ункăн сÿтлессе?

 

Шăпи тулĕ! Халăх пирĕн

Чура чунлă çуралман.

Ак хăпарнă шыва хирĕç

Аслă Раçăн утаман!1

 

Тепĕр хут хумсем çĕклеççĕ

Чĕррĕн пирĕн ятсене.

Халь, пире аса килеççĕ

Пихтемей те Аттеней.

 

Воеводăсен хаярĕ,

Улпутсен сехре хăппи —

Çĕкленет Тутимĕр çарĕн

Йывăçран тунă туппи.

 

Çĕкленеç вĕсем тем чухлĕн:

Ессаул маттур Емай,

Иселпей, Искей Пайтулĕ...

Чĕннĕ паттăр çапăçма.

 

Иÿçсе çитнĕ аслă çилĕ

Тепĕр хут силлет çĕре...

Анчах витĕмлĕ те вирлĕ

Долгорукăвăн етре.2

 

Тепĕр хут пире кĕлернĕ

Ашайми юн сĕлтĕше...

Атăл шывĕ чĕр пĕверрĕн

Выртнă йăмăх тĕлкĕшсе.

 

* * *

 

Ĕмĕрхи лаштра юманлăх,

Хырлăхсем йĕри-тавра

Тахăш те пĕр хапсăнмалăх

Ÿснĕ пирĕн çĕршывра.

 

Тăрана пĕлми ăмсанчăк

Улпутсемшĕн Европа

Аслă Петĕр каснă кантăк

Сăмалалă пуртăпа.

 

Ак хирме пуçлаççĕ пирĕн

Куç курми сĕм вăрмана,

Лашман3 çулĕ урлăн-пирлĕн

Хывăнса такăрланать.

 

Ялĕ-ялĕпе хăваççĕ

Халăха вăрман ĕçне,

Чăвашсем карап тăваççĕ

Леçме Балти тинĕсне.

 

Улăп пĕвĕ пек кĕрешĕ

Шар çурса персе анать

Те юрлаççĕ, те йĕреççĕ —

Ян яраççĕ таврана:

 

«Эх, вушар иккен юманĕ!

Хушăнмасть пăчăк кĕрпи.

Вăрманах выртса юлам-и?

Ют çĕрте эп çĕрĕп-и?

 

1 1670 ç.

2 1670—71 ç.ç. Чăваш çĕршывĕнчи пăлхава пусарма янă çарăн пуçлăхĕ Долгорукăв княç пулнă.

3 Карапсем тума вăрман касакансемпе турттаракансене (17-мĕш ĕмĕрпе 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕ хушшинче) çапла ят панă.

[6]

--------------

 

Пĕрене чутлатпăр, тетпĕр,

Шăрататпăр сăмала:

Чĕрене чĕлетпĕр эпир,

Вĕрететпĕр кăмăла.

 

Сăрхăнать юман сĕткенĕ

Хуппи айĕн çÿлеле.

Лашман çурăмĕ вистеннĕ

Саламат вĕçĕпеле.

 

Сирпĕнет юман турпасĕ

Ах, атьсемĕр, аякка!

Хăçан çÿрĕп эп — сунарçă —

Ирĕк пуççăн кайăка?

 

Ыткăнать, витместçке савăл

Шăнса кайнă каскана.

Ыткăнас та çапăнас вăл

Этем мурĕ патшана!..»

 

А лере, сивлек тĕтрелĕ

Балти шывĕ хĕрринче,

Тепĕр юрă кĕвĕленнĕ

Чура халăх чĕринче:

 

«Çил çĕкленчĕ, çил лăпланчĕ,

Хум çапать те хум чакать.

Ăçта юлнă пирĕн шанчăк?

Кам вăрланă шанчăка?

 

Шурлăхра эпир пĕтетпĕр,

Чĕркуççи таран шывра.

Хутлă-хутлă çурт çĕклетпĕр

Чултан марçке — шăмăран.

 

Анчах çитĕ вăхăт, харăс

Эпир тухăпăр пĕрре —

Чăваш, пушкăрт, мăкшă, вырăс —

Хамăр тунă Питĕре.

 

Эпир тăрăпăр хаяррăн,

Хăтараймĕ йăлăну:

Эс нумай пире таптарăн,

Чаплă пăхăр юланут!1

 

Пирĕн урлă эс сиктертĕн

Лашуна çĕн ĕмĕре.

Çав-çавах туртса илмешкĕн

Тивĕç эпир чĕлпĕре!..»

 

Çакнашкал юнавлă юрă,

Паттăр шухăш çĕклесе,

Хир-хир урлă, вăрман урлă

Ялсене кĕнĕ вĕçсе.

 

Аслă Петĕр çавна сиснĕ,

Илтнĕ тейĕн çав юрра:

Пăшал, пуртă, çĕçĕ, сенĕк

Тыттарман вăл Чăвашра.2

 

Улпутсем пиртен хăранă,

Пире тимĕр суттарман.

Тимĕрçĕсене кăларнă,

Хăваланă пур ялтан...

 

Юмахра авал юптарнă

Фенĕкс кайăк евĕрлĕ —

Миçе хут пире çунтарнă,

Миçе эпир чĕрĕлнĕ!

 

Пире кĕл туса хăварнă,

Танлаштарнă çĕрпелен.

Хĕлхем çеç тивет — кăваррăн

Ялкăшатпăр çĕнĕрен.

 

Эпир — Атăлăн хăравсăр

Ĕмĕрхи пăлхавçисем —

Эпир кар сиксе тăрайнă

Пĕр йыхрав кăна çитсен.

 

Ак тепре Раççей кисреннĕ

Кĕтерин патша çивти

Тĕпĕнчен — ялти тиекĕн

Хур шăмми вĕçне çити.

 

Ейĕк шывĕ ейÿ кайнă,

Атăл тухнă çырантан

Емелйан — маттур Иванăч —

Пăкачав хумхатнăран3

 

1 Пăхăр юланут (медный всадник) – I-мĕш Петĕр ятне лартнă памĕтнĕк.

2 Çак указа I-мĕш Петĕр 1697 ç. кăларнă.

3 1774 ç.

[7]

--------------

 

— Утаманăмăр! тыт халĕ

Йĕкĕр сарă алтăра.

Чăваш халăх чунхавалĕ

Иксĕлми вăй пултăрах!

 

— Утаманăмăр! çырт халĕ

Пирĕн çăкăр-тăвара.

Тăшману сан — чăваш ялĕн

Тăшманех вăл, тавăрар!..

 

Ак вĕçсе туха пуçларĕ

Кунсерен «хĕрлĕ автан».

Улпутсен паçмин пушарĕ

Курăнать таçтан-таçтан.

 

Хыпăнать Айтар1 килçурчĕ

Арпаланчĕ кив капан.

Харампырăн шалçи тулĕ

Тулма тивĕçлĕ таран.

 

Чиркÿсем чăлпар саланнă;

Пайтах пуп таврашсене

Типшарпа çакса сулланă

Хăйсен хапхисем çине...

 

Улпутсем хыт йăлăнаççе:

Иккĕмĕш Кĕтеринтен

Хĕçпăшаллă çĕнĕ тарçă

Тилмĕреççĕ Питĕртен.

 

Пинĕн-пинĕн сăнчăрланă,

Каснă пирĕн чĕлхене,

Сăмсана çурса кăларнă,

Çăлса илнĕ чĕрнене.

 

Хамăра ĕмĕр çаратнă

Тÿресем пире çакса

Сулăпа юхтарса янă,

Вăрăсем тесе çырса.

 

— Утаманăмăр, хур пултăн

Михельсонăн2 çарĕнчен.

Анчах пурĕпĕр улпутăн

Вăрлăх пĕтĕ çĕр çинче.

 

Вĕсем вуннăн, эпир — çĕрĕн,

Вĕсем пин, эпир — мĕлйун!

Каллах кар тăрăпăр чĕррĕн,

Сая каймĕ тăкнă юн.

 

Ак каллах Сăкăт Ваçлейĕ,3

Хăлхине касĕçин те,

Çĕн йыхрав илтсе вĕçлейĕ

Ĕмĕтленнĕ ĕмĕте.

 

Çав вунçич çулхи хастарăн

Чунхавалĕ малашне

Вĕрилетĕ шĕл кăваррăн

Хăлат куçлă яшсене.

 

Ак тепре, хĕн-хур амакĕ

Пуснăçемĕн çурăмран,

Тапса сикĕ урхамахĕ

Утаманăн — Ваçанкан!3

 

* * *

 

Халлĕхе çăхан çунатлăн

Карăнать сĕм тĕттĕм каç.

Пире пурте пĕр каварлăн

Хупăрланă та сăхаç.

 

Пуянсем тĕне кĕреççĕ

Çĕршĕн, шывшăн сутăнса,

Ял-йыша ирĕксĕрлеççĕ,

Салтаксем çÿреç урса:

 

Кÿпчекпе çапса ватаççĕ

Çÿпçесен тĕпĕсене;

Манахсем тăпăлтараççĕ

Ывăçа мĕн лекнине:

 

Шÿлкеме, хушпу, пир-авăр,

Çăмарта, шăрттан та çу,

Çурăх тирĕ, çăм, сÿс-кантăр —

Ÿпĕнсех юлать çÿпçÿ.

 

«Миççие полицирен те,

Полицие миççирен

Уйăрмашкăн май килмен» — тет

Хусанти пĕр ерхерей.

 

1 Пугачовпа пĕрлешсе пăлханнă халăха пусарнă чух чапа тухнă чăваш çĕрулпучĕсен хушамачĕ.

2 Хусан кĕпĕрнинче Пугачов майлă тăрса кĕрешнĕ халăха пусаракан çар пуçлăхĕ.

3 Пугачова çывăх тăрса кĕрешнĕ паттăрсем.

[8]

--------------

Çавăнчух тÿрккес, пăлхавçă

Елĕкхи лашмансене

Уделсен1 чури тăваççĕ,

Пусараç сĕн хур айне.

 

Сулланаç вара, мăнтарăн,

Сухапуçĕ хыçĕнчен.

Йăран ăшăк, хуйхă тарăн –

Йурăпа вăл сирĕлмен...

 

Пире панă виçĕ тивĕç –

Çулне виççĕ пухăнма:2

Январте хумашкăн хырăç,

Апрелте – çĕр уйăрма,

 

А Октябĕрте пуçтарнă

Туимккасене хырма.

Пĕр шальçа юлми тустарнă

Татмасассăн парăма.

 

Ваттисем ĕнсе хыçаççĕ,

Юптараç сив кăмлпа:

- Вĕренти утраныйтаççĕ

Ирĕкри утсем апат!

 

Шăн паранкă ларттармашкăн

Пуçласассăн ялсене –

Астутарчĕç тепĕр ăстрăм

Пăкачавăн вăхăтне.

 

Тапранать хай урăм-сурăм

Çĕрулми пăлхавăрĕ:

Пĕр кунта вăл çĕршер çухрăм

Арасланчĕ, йалкăшрĕ.

 

Анчах пит хăвăрт ăнкарнă

Хусанта мĕн иккенне, -

Сулмакраххăн авăрланă

Кĕпĕрнаттăр туппине.

 

Казаксем çитсе хÿтернĕ

Хавхаланнă халăха,

Тепĕр хут йунпа шÿтернĕ

Халăхри хăюлăха.

 

Палатай,3 пăлхав çарпуçĕ,

Темиçе çĕр тусĕпе,

Пиншер хулă айне пулнă

Хăйĕн харсăр пуçĕпе.

 

Ун ик куç пекех ĕненнĕ

Кĕркури Ваçлейĕпе

Çемен Çитăрĕ тертленнĕ

Ĕмĕр-ĕмĕр Çĕпĕрте.

 

* * *

 

Утмăл пĕрмĕш çул хăтланчĕç

Манифест кăларанçи.

Анчах халăх улталанчĕ,

Хушăнайрĕ çеç выççи...

 

Çулсерен юра еретпĕр.

Çĕр сахал. Тÿлев нумай.

Хуçасем патне сĕнккетпĕр

Вĕсен тарçисем пулма.

 

Хуçасем хата йараççĕ

Укçана усламăçла:

Çĕр тара илсе акаççĕ,

Ларттара пуçлаç хăмла.

 

Укçа чул каса пуçланă.

Каскăн çын – Ехрем хуçа

Пирĕн мăй çине утланнă,

Пухнă çын вăйпе укçа.

 

1 19-мĕш ĕмĕр пуçламĕшĕнче Кăрмăш, Чĕмпĕр, Пăва уесĕнче пурăннă чăваш хресченĕсене удел çĕрĕ (патша тăван-пĕлĕшĕсен çĕрĕ) çинче ĕçлеттермеле тунă.

2 Гарф Киçелёв 1838 ç. кăларнă реформă.

3 „Паранкă пăлхавĕ” пулса иртнĕ вăхăтра (1842 ç.) пăлханнă хресченсене йертсе пынă пуçлăхсенчен пĕри.

[9]

--------------

Тихомирăв чăплă лаçĕ

Кăкăрсăр туса пире,

Шупашкарăн ятне ячĕ,

Мăшкăллатрĕ Раççейре.

 

* * *

 

Эх, çĕршывăмăр, мăнтарăн!

Кам сана юпкурнă-ха?

Сана ĕмнĕ; тăпăлтарнă

Пурлăхна пур йыт-качка.

 

Çăварна та çăвархланă,

Туртса илнĕ чĕлхÿне.

Пуйансем юри пытарнă

Хăйсем чăваш иккене.

 

Чухăнсем савса упранă

Хăйсен тăван чĕлхине.

Пирĕн Çеçпĕл сăвăç çырнă

Асилсе çав иртнине:

 

„Эй, ваттисем! Эй ватçынсем!

 

Авал чăваш асаплă пулнине

Çамрăксене каласа парăр:

Тăван çĕршывăн капăр чĕлхине

Ялан савма хушса хăварăр.

 

Эй, ваттисем! Пĕтĕм чĕререн

Сире пиллетпĕр ыр пилпе.

Эсир асапсене парăнманнипе

Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен”.

 

* * *

 

Ху кăкру аталантарнă

Ывăлу-хĕрÿ те сан,

Тÿсеймесĕр, тухса тарнă

Тыткăнрискертен санран.

 

Аçтăрханăн та Уралăн,

Чулхулан та Çĕпĕрĕн –

Чăваш хурлăхлăн йурланă

Хăй шăпи-тÿпи çинчен.

 

Хура тинĕсĕн те хумĕ

Илтнĕ хуйхăлă сасса;

Ăстамбулăн хÿми умĕн

Хĕрсем йĕнĕ татăлса.

 

Аслă шывăн шавĕ майăн,

Тăван çĕрĕнчен инçе,

Ваттисем шухăша кайнă

Хăйсен Атăлĕ çинчен.

 

Кăнтăртан вĕçсе ăсаннă

Кайăк-хур картипеле

Вĕсем тăлăх салам янă

Ашшĕ-амăш çĕрнеле.

 

А çĕршывĕ... Эх, аннемĕр!

Чун тухас патне çитсе,

Хĕвеле те ĕненмесĕр,

Эс çÿренĕ пуç чиксе.

 

Сана хăтăрнă: ан пурăн,

Пăнчăх, тенĕ, пуçупах!

Вилйупи пек шурă хурăн

Лартса тухнă мăн çулпа.

 

Улатимĕр çулĕ тенĕ

Çулăн икĕ айккипе

Эс пайтах, çĕршыв, çÿçеннĕ

Тимĕр сăнчăр сассипе.

 

Çав çулпа чи лайăх, çутă

Ĕмĕтпе çунакансем

Шартлама Çĕпĕре утнă,

Конвой умĕн пĕшкĕнсе.

 

Çав çулпа Радищĕв1 тухнă:

Бурлака хĕненине,

Выç аптратнине вăл курнă,

Курнă халăх чир-чĕрне.

 

Чернышевски хумхантарнă

Хурлăн çав хурăнлăха;

Мĕскĕнсем, тесе хăварнă

Герцĕн пирĕн халăха.

 

Достоевски курса иртнĕ

Пирĕн çĕтĕк-çатăка.

Лев Толстой ÿкерсе илнĕ

Пирĕн чĕмсĕр салтака...

 

1 Радищĕв – вырăссен малтанхи демократĕсенчен пĕри; вăл 1797 ç. Çĕпĕр ссылкинчентаврăннă май Шупашкарта чарăнса тăнă, хăй дневникне чăвашсем çинчен ăшă кăмăлпа çырса хăварнă.

[10]

--------------

Камшăн, мĕншĕн-ши хатарлă

Кимĕ туртнă чăвашсем

Макçим Горькие пăхтарнă,

Сăнаттарнă тинкертсе?

 

Етем чунен инженерĕ,

Аслă маçтăр-мĕскере

Вăл тĕпченĕ те ĕнернĕ

Пирĕн юрă кĕвĕре?

 

Туйман-ши вăл пирĕн халăх –

Иксĕлми тан тапнă пек –

Пултарулă, халхаваллă

Пулнине ĕмĕртенпе?

 

Туйман-ши вăл, харсăр сокăл,

Мĕн пуссассăн та сасса,

Çавçавах эпир хаваслăн

Юрласа пĕр ярасса?

 

Çаксене пурне те харăс

Халь пире ăнлантарать

Чăваша та Карл Маркс

Асăннийĕ Лондăнра;1

 

Пролетарисен çулпуçĕ

Туйса илнĕ: авалтан

Мĕнле пирĕн вăйлă тăвăл

Тапнине ват Атăлтан.

 

Аслă генисенчен гени,

Революци активне

Ĕмĕрлĕх кÿртсе, пилленĕ

Чăваш харсăр халăхне.

 

* * *

 

Кăлăхах çырман çав ĕнтĕ

Хусан земствин йыттисем:

Чăваш йăхĕ ĕрчесен те

Ыр кăтартмĕ вăл, тесе.

 

Çавăнпа вĕсем кĕретĕн

Пĕсмĕхре пăнчăхнине,

Суккăрсем ĕрченине те

Хавас пулнă пирĕнне.

 

Анчах халăх, тем курсан та,

Пулнă пурнăçлă, хастар.

Кĕпине кĕлпе çусан та

Çÿремен вăл тасамар.

 

Иксĕлми ун пулнă вăйĕ.

Пирне пĕрчĕн суйласа

Тĕрĕпе вăл çырнă хăйĕн

Ăрăскалĕ çутласса.

 

Хăйчикки умне пуç пĕкнĕ

Пирĕн харсăр аппасем

Хантăçла2 çеç мар тĕрленĕ, -

Çуннă ирĕкшĕн вĕсем:

 

„Шур пĕркенчĕк эп вĕçтертĕм,

Пăхса юлтăм хыçĕнчен:

Вĕçсе кайрĕ пек ман тертĕм

Ăрăскалсăр пуç çинчен”.

 

Йĕкĕтсем, выртма каюçăн,

Телей улăхĕ çинчен

Чун татса юрланă уççăн

Варсенче, вăрмансерче.

 

Час-часах вĕсем тинкернĕ

Пурнăç тĕттĕм пĕлĕтне:

Хăçан уçăлĕ-ши? – тенĕ,

Ыр кăвак хуппи кĕтнĕ.

 

Ваттисем, маташнă майăн

Чăштăр-чăштăр пушăтпа,

Паттăсем çинчен юртарнă,

Кĕтнĕ вăйллă Улăпа.

 

Килчĕ ĕмĕр кĕтнĕ Улăп:

Вырăс пролетариат;

Манăнми пиллĕкмĕш çул ак

Пĕлĕт ялкăштарать.

 

Ленин, Сталин чĕртнĕ вутăн

Хĕмĕсем сарăлнăçем

Çитнĕ пирĕн пата вăрттăн

Большевик чĕнĕвĕсем.

 

Пĕтĕм вырăс ĕççыннийĕн

Ÿссе çитнĕ халĕпе

Тепĕр хут çĕкленчĕ пирĕн

Халăх çилĕ тăвăл пек.

 

1 К. Маркс Костомарăв историк çырнă кĕнекерен чăвашсем т. ыт. халăхсем те Ç. Т. Разинпа пĕрлешсе пăлханни çинчен каланă вырăна çырса илнĕ.

2 Хантăсла тĕрĕ – ĕлĕкрен тĕрленĕ чаплă тĕрĕ ячĕ.

[11]

--------------

Ĕмĕртен ĕçлен этемĕн

Тивĕçне тытса илме

Эпир тăтăмăр пин-пинĕн

Кĕрешÿ çулĕ çине:

 

«Çĕр—çĕре сухалаканăн!

Пур хыснан, мăнастырсен.

Улпутсен çĕрне пĕр пуссăр

Илмеле ĕçлекенсен.

 

Куланай тавраш тĕппултăр!

Туимкка памала мар.

Вырăнти этем суйлантăр,

Улштарма та пултарар.

 

Кам ĕçлет — çавна пур ырлăх:

Универçитет таран

Хăй вĕрентмеле патшалăх,

Пур чĕлхе те пултăр тан.

 

Халăх хăй саккун кăлартăр.

Пичет пултăр ирĕкре.

Шпионсем, шантар-масарĕ

Кирлĕ мар вуçах пире...»

 

Анчах çав шантар-масарĕ,

Çав патша йытти-качки

Ак пире килсе шăршларĕ,

Юхрĕ юншăн сĕлеки.

 

Тăхлан çăмăр пĕрхĕнтерчĕç

Кĕç тискер пулеметсем.

Мĕн-мĕн чухле юн юхтарчеç

Мускаври рабочисем!

 

«Чăвашра каллах вут хыпнă,

Пĕтĕмпех пăхăнтарас!»1

Тесе час премйер Столыпин

Телеграммă çаптарать.

 

Юлашки хут чыхăнтарчĕç

Ирĕке чĕрĕ юнпа.

Ялсем тăрăх лартса тухрĕç

Синкерле хура юпа.2

 

Яккăвлĕв,3 чăваш янралĕ,

Вăл, Столыпин евчиле,

Ял-ял тăрăх юрттарайнă —

Чее, йĕтĕм тилĕле.

 

Манифест вăл ăнлантарнă —

Ÿкĕтпе те туяпа.

Ăна эпир йышăнмасăр

Хăваланă каяла.

 

* * *

 

Малтанхи чĕкеç пек сăвăç,

Хăйĕн ĕмĕтне татса,

Ирĕксĕр те выçлăн-чирлĕн

Хăрнă библи куçарса.

 

Эпир хурлăн асăнатпăр

Халăх чун пек юратан

Çамрăклах типсе хăртаннă

«Нарспи» автăрне4 паян.

 

Эпир халь пуçа таятпăр

Хăй хăюллă юррине

Вĕçлеймесĕр сăнчăрланнă

Харсăр Тайăр Тимккине.5

 

Пирĕн халăх хисепленĕ

Шелепи6 сăвăç унчух

Ялĕнчен тарса çÿренĕ, —

Тÿр чĕлхен пулман кунçул.

 

1 Патша министăрĕ Столыпин 1907 ç. февралĕн 19-мĕшĕнче янă депеш; ăна Чемей яле таврашĕнчи чăваш хресченĕсен пăлхавне пусарас тĕлĕшпе çырнă.

2 Хура юпасене патшана хирĕç пынă ялсенче лартса тухнă.

3 И. Я. Якăвлĕв Чĕмпĕрти миççионерла чăваш шкулĕн пуçлăхĕ; революци вăхăтĕнче патшан шанчăклă тарçи пулса тăна.

4 К. В. Иванов сăвăç (1890—1915 ç. ç.) библи куçарсах кăкăр чирĕпе (чахуткăпа) чирлесе вильнĕ; вăл хăюлă, хастар чăваш хĕрĕ çинчен чаплă поэмă «Нарспи» çырса хăварнă.

5 Т. Ç. Çеменăв (Тайăр Т.) типографире ĕçленĕ рабочи. 1906—07 ç. ç. революци поэчĕ. Ăна Çĕпĕре ссылкăна янă, ссылкăран тавăрăнсан, 1917 çулччен вилнĕ.

6 Чăваш респ. халăх поэчĕ Н. И. Полоруссăв-Шелепи, 1881 ç. çуралнă; сăвăсем 1906 ç. çырма пуçланă.

[12]

--------------

* * *

 

Ак патшалăх шинел çакнă:

Вăрçа хăвнă пур енчен.

Чăваш йĕкĕчĕ юрланă

Хăйĕн хурлăхĕ çинчен:

«Çăлтăр витĕр çул куратпăр,

Çавă эпир каяс çул.

Каясса эпир каятпăр,

Каяла таврăнас çук.

 

Уйăх витĕр уй куратпăр,

Çав эпир вăрçас уй пуль.

Вăрçма вăрçăпăр та калăр:

Камшăн ÿкĕ çамрăк пуç?

 

Хĕвел витĕр хĕр куратпăр,

Çав эпир илес хĕр пуль.

Илме илĕпĕр те, ахăр,

Мĕншĕн тăкĕ вăл куççуль?..»

 

Килçурт юхăннă, саланнă,

Килйыш юлнă тăлăха.

Икçĕр пин чăваш салтакĕ

Юн юхтарнă кăлăхах.

 

* * *

 

Пин те тăхăрçĕр вунçиччĕ

Февраль шăлчĕ патшана.

Çĕнтерÿшĕн пулса тăчĕ

Ку пуçламĕшĕ кăна.

 

Килчĕ çулăмлă Октябĕр,

Çитрĕ кĕтнĕ самана:

Тăпăлтарчĕ те çунтарчĕ

Киввине тымартанах!

 

Хурлăхпа асап пăчланчĕ

Çав ĕмĕр манми кĕрте,

Пирĕн çуркунне пуçланчĕ

Çав хаяр Октябĕрте.

 

Халăхсен тĕрми арканчĕ

Кăшăлĕпе-мĕнĕпе.

Тÿпере пирвай çуталчĕ

Çăлтăр пилĕк юппипе.

 

Çут Октябĕрĕн вут-хĕмĕ

Кайрĕ пĕтĕм тĕнчене.

Пирĕн халăх та пуçларĕ

Хăйĕн чăн историне.

 

Çывăхран та çывăх СТАЛИН!

Çав куна асăнсанах,

Чи малтан куратпăр халĕ

Эпир ЛЕНИНПА САНА.

 

Каяла та малала та

Тинкерÿçĕн ĕмĕре,

Чи малтан халь тав тăватпăр

Иксĕре эпир сире.

 

Есĕр икĕ çут хĕвел пек

Çутататăр тĕнчене:

Грузина та, кареле те,

Чăваша та — кашнинех...

 

Ăшăтаççĕ те саваççĕ

Ик хĕрÿ хĕвел пире.

Ĕмĕрсем тăршши çутатĕç

Вĕсем çÿлĕ тÿпере

 

Çĕнĕ тухăçпалан тухнă

Çакă икĕ хĕвеле

Ĕмĕр-ĕмĕрех тав тăвĕ

Этем хĕрĕ ывăлĕ.

 

Çĕн тĕнче хĕвелĕ — СТАЛИН,

Çывăх тус, тăван атте!

Ленин-Сталин парти ертрĕ

Пире çĕнтерÿ патне.

 

Унпала пĕрле хăюлăн

Шур бандăна çĕмĕрсе,

Чăваш халăхĕ вăй илчĕ,

Ситрĕç кĕтнĕ ĕмĕтсем

[13]

--------------

 

Эсэрсен «Аслă канашĕн»,

Пур Алюн Кевĕрлисен1

Суйине вăл час вăш-вашăн

Шăлса тăкрĕ питлесе.

 

Нумай пирĕн паттăр ывăл,

Ирĕккĕн пăшал тытса,

Çуралан çĕнĕ çĕршывăн

Тивĕçне тăчĕ сыхха.

 

Пирĕн юнпала хĕрелнĕ

Урал шывĕ, Ангара...

Ирĕк юррăмăр çĕкленнĕ

Двинаран Кура таран.

 

Кăкларăмăр Колчака та,

Вăркăтрăмăр Врангĕле

Çĕнтерÿлĕ аслă паттăр

Вырăс халăхпе пĕрле.

 

Манăнми кĕрешÿреçке,

Ытти халăхсем пекех,

Ĕмĕрлĕх туслашнă эпир

Аслă вырăс халăхпе.

 

Чăваш халăхĕ телейлĕ:

Мускава кармашакан

Тăшмана вăл ирттермерĕ

Хăй çĕршывĕ тăрăххăн.

 

Асăнмашкăн тивĕç харсăр

Комиссар Крепков2 çинчен, —

Шур отреда çывхартмасăр

Тытса чарнă вăл пĕччен;

 

Юлашки патрун тухсан та

Пулемет панчен кайман.

Кадыков — хастар Иван3 та

Ассенчех пурнать паян.

 

Перекопшăн вăрçса вилнĕ

Иванов4 илчĕ хисеп:

Вăл çĕрте çĕрмесĕр выртнă

Тăшмана вĕчĕхтерсе.

 

Чăваш халăхе телейлĕ:

Ун хăюлă çĕрĕнче

Çуралса Чапайĕв5 ÿснĕ,

Вăл пурнать ун чĕринче.

 

Чăваш халăхĕ телейлĕ:

Çав хăрушă çулсенче

Кунта Молăтăв, Калинин6

Килсе ĕмĕт чĕртнĕччĕ;

 

Кунта Крупская сас панă.

Шур çĕлен-калтасенчен

Чиккĕмĕрсене тасатнă

Паттăр вăхăт ассенче.

 

* * *

 

Тăванран та тăван СТАЛИН!

Çĕнĕрен çуралакан

Чăваш халăх сăпки умĕн

Тăтăн эс Ленинпалан.

 

1 Чăваш националисĕсемпе эсэрĕсен пуçлăхе, Учредит. Собрани членĕ пулнă.

2 Пăвари çар комиссарĕ, большевик, чăваш; 1918 ç. август уйăхĕнче Патĕрьел патĕнче ăна, пулеметпе персе тăраканскере, шуррисем çавăрса илсе вĕлернĕ.

3 И. Г. Кадыков — Шупашкарти совета ертсе пыракансенчен пĕри, ăна 1918 ç. çула Хусана шуррисенчен сыхлама отрядсем пухнă вăхăтра контр-революцилĕ пăлхавра персе пăрахнă.

4 Иванов — Етĕрне уесĕнчен пулнă.

5 В. И. Чапайĕв — Шупашкарпа юнашар Будайкă ятлă ялта 1887 ç. çуралнă, 1897 ç. вăл хăй ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Балакăвăна куçса кайнă.

6 М. И. Калинин 1919 ç. çуркунне Улатăра (унтан Хусана) Хĕрлĕ çара таа тыла çирĕплетес ĕçпе килнĕ. В. М. Молăтăвпа Н. К. Крупская çав вăхăтрах Шупашкара (унтан Хусана) агитпăрахутпа килнĕ; вĕсем — Колчака Атăлпа та, ытти çулйĕрпе те Хусан патне çывхартас мар тĕлĕшпе ĕçхалăх вăйне чăмăртанă, çирĕплетнĕ.

[14]

--------------

...

[15]

--------------

...

[16]

--------------

...

[17]

--------------

Çывăхран та çывăх СТАЛИН,

Кăмăллă пахчаçăмăр!

Халĕ ĕнтĕ чăваш ялĕн

Сăнсăпачĕ тĕксĕм мар.

 

Вĕçĕмсĕр колхоз хавасĕ,

Ял хула пек курăнать.

Хуласем пысăкланаççĕ,

Чап яраççĕ таврана.

 

Ĕлĕкрех юрланă епир:

«Шупашкар — чăваш хули,

Курăнмасть патне çитмесĕр,

Курăнсан та — çын кулли».

 

Хутлăн-хутлăн купалатпăр

Чулçуртсем те керменсем;

Ялкăшать шĕкĕр хуламăр

Куçсене килентерсе.

 

Халĕ пирĕн çулйĕр чапĕ

Янăрать пур Союза;

Çулсене эпир хуçа пек

Пурăнатпăр упраса.

 

Саппас тĕнĕл хурса тухнă

Ĕлĕк эпир çул çукран.

Халь Каракума йĕр хунă

Пирĕн такăр çулпалан.

 

Паттăрсем çуратрĕ çулĕç,

Ĕмĕрне пулман йăла:

Тăхăрвунă çулхисем те

Ăмăртаç комсомолла.

 

Табуков пичче е Кĕмĕл...

Ваттисем те мухтавра.

Чукун çул тата хыватпăр

Канашран Шупашкара.

 

Çывăхран та çывăх СТАЛИН!

Çĕрпеле кăна та мар, —

Эпир халь индустриаллăн

Янрама пуçларăмăр.

 

Лашмансем ĕлĕк шар курнă

Вăрманта халь кĕр-кĕрлет:

Çĕн ăсталăхпа маттуррăн

Авăрланнă Çĕмĕрле.

 

Бурлаксем йĕрсе юрланă

Аслă Атăл хĕррипе

Каять шавĕ Куславкканăн

Чĕрĕлĕх юррийĕ пек.

 

Канашра чăвашăн халĕ,

Хурçă шавлă çул çинче,

Вакунсем юсакан савăт

Çĕн хула пек çитĕнчĕ.

 

Шахтăра, савăтсенче те

Халь стаханăвла меслет:

Тăрăшать çын, ма тесессĕн,

Хăй патшалăхшĕн ĕçлет.

 

Арçынпа хĕрарăм танлăн

Ăмăртаççĕ ĕçхĕлте.

Цыгановăпа Черновă

Халь пример пуриншĕн те.

 

Еçлеври Стаханăв мелĕ

Хисепре паян пирте:

Савăтра та, вăрманта та,

Вăл мелех халь уй-хирте.

 

 

Эс тăрăшнине хаклатпăр

Эпир халĕ унпала

Телей çулĕпе утатпăр

Есĕ уçнă çулпала.

 

* * *

 

Халăхсен яш çемйинче тек

Халсăр, хурлă çĕршыв çук, —

Пур вăйхал, хаваслăх çĕрĕ,

Колхозла ĕç ырлавçи!

 

Пирĕн колхозсем, хăватлă

Тырпулла уяв туса,

Çунтарса тĕп турĕç ватă

Юлашки сухапуçа.

 

Халь уйра хатарлă трактăр,

Ун касси айне — çĕре —

Пытарса чиксе пыратпăр

Хамăр иртнĕ ĕмĕре.

[18]

--------------

Халь уйра чакан пек пуçлă,

Тĕлĕкре эпир курман

Хăмăш хăмăллă сар тулă,

Пуçтарать ăна комбайн.

 

Чĕрĕлсе тăрас пулсассăн

Тупăкран асаттесем,

Елĕкхи ырхан çĕре халь

Паллас çук, çавах тесен.

 

Çывăхран та çывăх СТАЛИН!

Çĕрçынни пулса ĕмĕр,

Çĕре эпир юратмашкăн

Санпа çеç вĕрентĕмĕр.

 

Çураçулăн та хаваслăн

Уй-хирте хĕреç ĕçсем.

Ав, хисеп-мухтав паллийĕ

Илчĕç пирĕн паттăрсем:

 

Халăхра хисеплĕ, паллă

Трактăрис, комбайăнçă:

Александрăв, Львов та Павлăв

Чыслăхпа халь палăрчĕç.

 

Çывăхран та çывăх СТАЛИН!

Емĕрне хархаштаран

Йăрана есĕ кăкларăн,

Çăлтăн виçĕ пусăран.

 

Санпа çеç çуралчĕç пирĕн

Тырпулă ăстийĕсем.

Тĕлĕнтерчĕç ĕçпе ирĕк

Çĕрĕн ирĕк хуçисем.

 

Кам пĕлмест халь Остряковăн

Вăтăр пилĕк центнĕрне?

Кам илтментĕр Коротковăн

Çуллен тухăç ÿснине?

 

Çĕршыва ун чапĕ каирĕ:

Академĕксем панче

Вăл нумай пулмасть каларĕ

Хăй «çекречĕсем» çинчен.

 

А çекрет кунта пĕртен пĕр:

Тухас тетпĕр чи мала, —

Сталинла ĕçе ĕçлетпĕр,

Кĕрешетпĕр сталинла.

 

Çав меле халь алла илнĕ:

...

[19]

--------------

Ирхине ирех тухаççĕ

Хĕрсем Атăл хĕррине,

Тăван СТАЛИН çинчен уççăн

Янратаççĕ юррине:

 

«Çÿлĕ тусем çинче ахах пĕрчи,

Ахах пĕрчи тавра çĕр-çырли;

Çĕр-çырлисем калĕç çĕр тути,

Сталин сăмахĕсем — пыл тути.

 

Шурăмпуçпе шăпчăксем юрлаççĕ

Тĕнчен чаплă сăвăçи пуласшăн;

Юр ăстисем юрă суйлаççĕ

Сталин умне тăрса юрласшăн.

 

Ахах пĕрчи хаклă, çырли тутлă,

Пухаясчĕ кăмăл туличчен;

Пирĕн юрă чаплă, янăравлă,

Юрлаясчĕ Сталин умĕнче».

 

* * *

 

Тĕтĕм-сĕрĕмлĕ, хăрăмла

Хура пÿрт çук ĕнтĕ тек.

Тасалсах пырать трахомă —

Авалхи хăруш инкек.

 

Вăл хĕн-хур асап кÿретчĕ,

Вăл инкекчĕ ĕмĕртен.

Чăвашсем трахомлă пулнă

Сакăрвуннăшĕ çĕртен.

 

Пĕр трахом кăна та мар-ха

Пире тăнă минретсе:

Пире çулнă кăкăр чирĕ,

Кăрчанкийĕ, чеччесем.

 

Пире аслă Ленин ĕçĕ,

СТАЛИН тăрăшни кăна

Нишлĕ пурнăçран хăтарчĕ,

Кÿрсе пачĕ çак куна.

 

Вăрмансем, хирсем сывлаççĕ

Уçă, сывă сывлăшпа.

Сывлăх çурчĕсем пур пирĕн,

Хĕн курмастпăр халь, куçпа.

 

Трахома хирĕç пур халăх

Эпир харăс тухрăмăр.

Нихăçан курман хастарлăх

Сывă куçшăн хутăмăр.

 

Пин Ярускинă Еленă,

Пин Игнатйĕвă — ĕçчен1

Пирĕн халĕ хисепленĕ

Хăпчăк паттăрĕсенчен.

 

«Вĕрÿç-юмăçă тĕп пултăр!»

Теççĕ ĕнтĕ ялсенче.

Темиçе çĕр чăваш тухтăр,

Пульница халь пур енче.

 

Тĕппипех кăклатпăр ĕнтĕ

Ĕмĕрхи инкек тĕсе.

Хисепре çĕршывăн халĕ

Паллă мар геройĕсем.

 

Тав тăватпăр вĕсене халь,

Тав сана, тăван атте!

Ĕнтĕ халь старик-колхозник

Тивĕçлишĕн хĕпĕртет:

 

«Иртсе кайрĕ хуйхăм-суйхăм:

Сталин уçрĕ ман куçа,

Сталин уçрĕ тăн-пуçа,

Эп ик хут куракан пултăм...»

 

* * *

 

Çывăхран та çывăх СТАЛИН!

Ăçтан сăмах тупса, мĕнле

Каласа, çырса парар-ши

Пĕтĕм халăх кăмăлне?

 

Ирĕк, савăк пурăнмашкăн

Советсен çĕршывĕнче.

Халь хисеплĕ халăх эпир

Халăхсенĕн йышĕнче.

 

1 Трахомпа кĕрешес ĕçре чапа тухнă юлташсем.

[20]

--------------

 

Калаçма именесси те

Тăрса юлчĕ ĕлĕке.

Ирĕккĕн, илемлĕн, уççăн

Янăрат пирĕн чĕлхе.

 

Янăрарĕ аслă Ленин

Тăван халăх чĕлхинче.

Вăл пире чĕнсе çĕклерĕ

Кĕрешÿ кунĕсенче.

 

Çиçĕм пек çиçсе çутатрĕ

Унăн шухăшĕ пире.

Вăл кÿрсе уçса кăтартрĕ

Çĕнĕ ĕмĕрти ире.

 

Фронтсенче эпир юрланă

Çĕмĕрсе шуррисене,

Тăхти сăвăçăн хĕрÿлĕ

Çĕнтерÿ юррисене.

 

Фронтсенче, Хусан-Самаршăн

Вăрçнă чух пăшал тытса,

Малтанхи театăр пирĕн

Тухрĕ вутхĕмре шăтса.

 

Тек «шуйттан ваййи» темеççĕ

Пйессăсем лартсассăн халь.

Арттиса чун пек кĕтеççе, —

Улт театăр та сахал.

 

Ырсеме саватпăр эпир,

Оçипăвăн талантне:

Драматург та, тухтăр та вăл,

Ÿт те, чун та тÿрлетет.

 

Çывăхран та çывăх СТАЛИН,

Кăмăллă пахчаçăмăр!

Халĕ ĕнтĕ чăваш ялĕн

Сăнсăпачĕ те вăл мар.

 

Ĕлĕк пирĕн калаçуччĕ —

Хурал пÿрчĕ те уллах.

Халь — кино та культур çурчĕ,

Икçĕр драмкружок ытла.

 

Çутă кун курманччĕ юрă:

Çĕлĕке пусса лартса

Ĕнĕрешнĕ эпир хурлă,

Шикпеле пÿлсе сасса.

 

Халь çунат хушса çĕкленчĕ

Пирĕн ирĕк сассăмăр.

Тĕнчипе пире итлеççĕ,

Кремĕлте чыс куртăмăр.

 

Халăхран шăтса хăпарнă

Композитăрсем янраç.

Пирĕн Макçăм Ăçтаппанĕ,

Павăл Хветĕрĕ асра.

 

Пур художниксем те пирĕн:

Çпиридонăв та Сурпан,

Меçников — тинкернĕ вирлĕн

Чĕрĕлĕх вăйне куçран...

 

Пирĕн ирĕкри чĕлхемĕр

Тĕрекленчĕ кулленех.

Вăл наукăпа искуствă

Чĕлхи пулчĕ кучухне.

 

Вăл патшалăх чĕлхи пулчĕ

Сан ĕçÿ çĕнтернипе.

Маркс, Енгĕлс, Ленин, Сталин

Чăвашла халь пирĕнпе.

 

Пирĕнпе халь Горйки, Шиллĕр,

Лев Толстой, Ромен Роллан,

Руставели те Белински,

Фирдуççи, Аристофан.

 

Пирĕнпе халь Пушкин, Гейнĕ,

Майаковски те Шекспир;

Сервантес, Молйер, Шевченкă —

Иăлт тĕпчетпĕр халь епир.

 

Хăпараççĕ пирĕн хамрăн

Чĕр сăмах ăстийĕсем:

Хулара та, ялсенче те

Хисепре халь çак ятсем:

 

Юратать халăх Елкерĕн

Историлĕ чăнлăхне;

Кăмăллать Хумма Çеменĕн

Чĕлхине, Трубинанне.

 

Шелепи, пĕтĕм республĕк

Сума сунă сăвăçă,

Çĕн хастарлăхпа хĕрÿлĕ

Яш пек тытăнчĕ ĕçе...

[21]

--------------

Çывăхран та çывăх СТАЛИН!

Сан паха тивлетÿпе

Шухăш пирĕн çĕр пек анлă,

Ĕмĕт çÿлĕ — пĕлĕт пек.

 

Сан тивлетÿпе, çулпуçĕ,

Кашни виç çынтан пĕри

Вĕренет халь пирĕн; уçă

Çутлăх алăкĕ яри.

 

Вĕренме çÿрет хĕр-каччă,

Шырать пурнăç уççине.

Вăтăр техникум, рабфак та

Çитеймеççĕ вĕсене.

 

Шупашкар, Мускав та Горйки,

Ленинград, Хусан тавраш —

Пур хула та çывăхарчĕ,

Пур шкулта та пур чăваш.

 

Вĕсем тухтăр, вĕсем льотчик,

Трактăрпа тухаç хире,

Хĕçпăшал тытса тăраççĕ

Пирĕн ĕçшĕн чикĕре.

 

Ылханса, йĕрсе пĕркенчĕк

Пĕркенен хĕри-пăраç —

Халь пăшал тытса переççĕ,

Парашут карса ярнаç.

 

Темиçе ĕмĕр пусарнă

Пултарулă паттăр хал

Тымартан, тĕпрен тапраннă

Тĕнчене тухасшăн халь.

 

* * *

 

Акнă вăрлăх çăмăр хыççăн

Кашласа çĕкленнĕ пек,

Чăваш халăхĕ çĕкленчĕ

Сталинпа ĕçленипе.

 

Пĕтĕм чĕрепе саватпăр

Чăваш сталинçисене,

Вĕсем усмĕç малашне те

ЛЕНИН — СТАЛИН ялавне.

 

Яланах эпир кĕрешнĕ

Тăван партишĕн тăрса.

Пур тăшмансене çĕнтернĕ

Тымарĕпех çунтарса.

 

Националиссене те,

Тĕрлĕ тĕслĕ елменçе —

Çапнă, çĕмĕрнĕ, питленĕ

Пĕтĕм халăх умĕнче.

 

Вĕсем юмахсем юптарчĕç

Чăваш халăх пĕтессе:

Чăваш халăхĕ телейсĕр,

Мĕскĕн халăх вăл, тесе.

 

Кам вăл юмаха ĕнентĕр?

Кам итлетĕр вĕсене?

Эпир пухрăмăр хăватлă,

Çĕнтерÿлĕ вăйсене.

 

Юнлă Троцкипе Зиновйĕв,

Бандă майлă сылтăмçем,

Фашиссем кăтартнă тăрăх,

Тек хăйранă çĕçĕсем.

 

Телее сутма хăтланнă

Ирсĕр урнă йытсене

Çĕр çинчен шăлса тăкатпăр, —

Вилĕм тивĕç вĕсене!

 

Çав тискер çĕлен-калта пек

Ирсĕрсемшĕн ĕмĕрех

Кирăв юнĕпеле тапĕ

Пирĕн çилĕ чĕрере.

 

* * *

 

Аслăран аслă пахчаçă,

Çут хĕвелĕмĕр, ялав!

Юратса пăхса ÿстертĕн

Эс пире çултан çула.

 

Ÿсĕм хыççăн ÿсĕм пулчĕ.

Пур ĕçре, кĕрешÿре,

Çывăхран та çывăх СТАЛИН,

Хастарлатрăн эс пире.

 

Хастарлатрĕ аслă парти

Хăйĕн аслă ăсĕпе,

Ертсе кайрĕ малала вăл

Çĕнтерÿсен çулĕпе.

 

Эпир ÿснĕшĕн патваррăн —

Чăваш халăх кăкăрне

Тивĕç турăн эс çакмашкăн

Аслă Ленин ордĕнне.

[22]

--------------

...

[23]

--------------

...

Çыру айне 239 342 çын алă пуснă.

[24]

 

Сыпăксем: