Çулталăк ярăмĕ

Çулталăк ярăмĕ

Çăлкуçhttp://chuvash.org/e/c387d183d0bbd182d0b0d0bbc483d0ba20d18fd180c483d0bcc495

Çулталăк «çул» тата «талăк» сăмахсенчен тăрать. «Çул» çÿремелли çула пĕлтерет. «Талăк» сăмах «талкăш» сăмаха çывăх: ут, васка, таврăн тенине ăнлантарать.

Çулталăкра çултан-çул пĕр курăмлă пулăмсем — хĕл, çур, çу, кĕр вăхăчĕсем.

Çулталăк çулне, кунне, вăхăтне пĕлÿçĕсемпе ăрăмçăсем, ватăсемпе юмăçсем сăнанă. Çулталăк кунĕсене каçхи уйăх тăрăх, кунри хĕвел тăрăх шутланă.

Çулталăкра уйăх 12 хут пулса-тулса пĕтет. Çав вăхăтра 354 кун иртет. Хĕвел пĕр пек мĕлке йăвантаракан тĕле /21. 03 е 23. 09/ 365 1/4 кун хушшинче таврăнса çитет. Хĕвел тăрăх, çулталăкра 365 1/4 кун шутланать. Уйăхпа хĕвел çулталăкĕсем 11 кунпа уйрăлса тăраççĕ.

Ăсчахсем ку çухатăва йĕркелес тесе 2-3 çулта вун виççĕмĕш уйăха çулталăк ярăмне кĕртеççĕ.

Паянхи кун уйăх тăрăх шутлакан календарьсемпе пурăнакан патшалăхсем: Китай, Израиль тата мăсăльман тĕнне йышăннисем. Çулталăкри кунсен шучĕсене çухатас мар тесе 19 çул хушшинчи çул — 13 уйăхлă, 12 çул — 12 уйăхлă çулталăк йĕркине тытса пыраççĕ.

Чăвашсен авал уйăх тăрăх шутлакан çулталăкăн йĕрки çапла пулнă.

Ăсчахсем 3, 6, 8, 11, 14, 16, 19 çулсенче 12 уйăх хыççăн кĕçĕн кăрлач уйăхне, 13 уйăха шута кĕртнĕ. Çакăн пек çулталăкра хĕл уйăхĕсем çиччĕ, çу уйăхĕсем улттă пулнă.

Çулталăка пуш уйăхĕнчен шутлама пуçланă. Çулталăк кунпа çĕр танлашнă эрнере, çĕнĕ уйăх тунă кун, тунти кунран пуçланнă. Эрнере 5 кун пулнă — ку алăри 5 пÿрнерен килнĕ. 12 уйăхлă çулталăкра /354 кун/ пилĕк кунлă 71 эрне е 13 уйăхлă çулталăкра /385/ 77 эрне пулнă.

Çĕнĕ çул эрнинчи юн кунра Мăн куна уявланă, чÿкленĕ. Вут чĕртсе çунтарса асăннă. Вутă çине çулталăкри кунсене шутлакан ярăм пушшине пăрахса çунтарнă. Çĕнĕ ярăм пушшине çыхнă. Çĕнĕ çулăн кунне çыхса шутла пуçланă. Уявне Нартухан уявĕ тесе те каланă. Вутне пуши вучĕ тенĕ.

Ас тутару

I. Календаре паянхи куна йышăннă уйăхсен йĕркипе хатĕрленĕ.

II. Раççейре икĕ календарь:

  1. патшалăх йышăннă календарь;
  2. чиркÿ календарĕ.

Кунсене 13 куна хăварса шутлаççĕ.

Мăнкун, Çимĕк, Çăварни уявĕсене уйăх календарĕ тăрăх ирттереççĕ.

3. Чăваш ярăмĕнчи уявсем, йăла йĕркисем уйăх тăрăх пулса иртнĕ. Халĕ те çаплах.

Эрнери кун ячĕсем

Тунти кун — уйăх мăйрака туса çуралнă кун. Тына, вăкăр кунĕ. /Пуç пÿрне кунĕ/.

Ытларикун — Ут çине /вăкăр çине/ ларнă кун. /Шĕвĕр пÿрне кунĕ/.

Юнкун — Турă кунĕ. Чÿк кунĕ. Выльăх пусмалли кун /така пусса чÿкленĕ/. /Вăта пÿрне кунĕ/.

Кĕçнерни кун — Кĕçĕн эрне кунĕ. Хĕрарăмсен кунĕ. Тулли эрне кунĕ умĕнхи кун. /Ятсăр пÿрне кунĕ/.

Эрнекун — Пилĕк кунлă эрнене пуçтарса вĕçлекен кун. /«Эрне» перс халăхĕн «адиня» сăмахĕнчен пулса кайнă/. /Кача пÿрне кунĕ. Алăри пилĕк пÿрне чăмăрĕ/. Пĕр пиллĕкĕн кунĕ.

Чăвашсем XVI ĕмĕрте вырăссен кун йĕрки çине куçнă. Эрнен кунĕсем çумне шăмат /еврейсен «шабат», «уяв» «кану»/ кунне, вырăс эрнин кунне, «вырсарни куна» хушса кĕртнĕ. Эрнене çичĕ кун тăрăх, уйăха тăватă эрне тăрăх /пĕр эрнине уйăх тăххăр пулнă тăрăх/, çулталăка 12 уйăх тăрăх шутла пуçланă.

Авалхи чăвашсен çулталăк ярăмне-календарьне шутламалли хăйсен йĕрки пулнă: арçынсен тăваттăлла явнă тăватă вĕçлĕ «вун икĕ юплĕ» ярапаллă пушă /Вун ик йÿплĕ чĕн пушă. Н. И. Ашмарин. 10 т. 64 стр. /; хĕрарăмсен пÿ çине, пилĕке çыхнă ярăмлă, саркăч е яркăчлă пиçиххи. Вăл виçĕ çÿçе ярапаллă тăватă тĕслĕ, тăватă хутлă пулнă. Пиллĕкмĕш хутĕнче хушма уйăх çуçин яраписен çыххи тăнă. Халĕ çак майпа хатĕрленĕ илемлетнĕ пиçиххисене музейсенче кăна курма пулать.

Ăсчахсем çулталăкăн кунĕсене тăватă енлĕ туя юпа çине картласа, шăтăклă лапка çине чикмек чиксе шутланă.

Вĕсем кĕлĕ вырăнĕнче, кĕтÿçĕн çурчĕсенче-кушарта ларнă. XIX ĕмĕрте вĕсем кивелсе çухалнă.

Чăвашсем хăйсен календарьне XIX ĕмĕрччен тытса пыни паллă. Кама тăрăхĕнче чăвашсем XX ĕмĕрчченех 12-13 уйăхлă çулталăк кунĕсене уйăх тăрăх шутлани никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Паянхи кунччен халăхра уйăх ячĕсемпе кун ячĕсем сыхланса юлнă. Паллă ĕнтĕ, халĕ çулталăка патшалăхăн яваплă календарĕ тăрăх шутласа ирттеретпĕр.

Тупмалли

Кăрлач уйăхĕ
Нарăс уйăхĕ
Пуш уйăхĕ
Ака уйăхĕ
Çу уйăхĕ
Çĕртме уйăхĕ
Утă уйăхĕ
Çурла уйăхĕ
Авăн уйăхĕ
Юпа уйăхĕ
Чÿк уйăхĕ
Раштав уйăхĕ
 

Кăрлач уйăхĕ

Кăрлач уйăхне мăн кăрлач, раштав, сурхури, хĕл /кăш/ уйăхĕ тесе каланă.

Кăрлач, мăн кăрлач, кĕçĕн кăрлач тĕрĕк халăхĕсен чĕлхинче авалах пулнă. Вĕсем кăра, сивĕ, пĕчĕк, пысăк сивĕ пулăма ăнлантараççĕ.

«Кăрлач» — ырă-усал, уйăх хуçи, пуçлăхĕ. Хĕле, сивве тытса тăраканĕ, çут çанталăка «хăртаканĕ».

Кăрлач çĕре-шыва шурă юрпа витет. Сивĕ ярать. Асар-писер çил вĕçтерет. Юхан шывсене, шурлăха шăнтать. Пăрлă кĕпер хурса çуна валли çул хывать. Вĕçен кайăка шăнтать. Ватă çынна çамрăклатса чуптарать. Çула тухнă лавçа тăлăп витĕр чĕпĕтет. Пит-куçне хĕретет, сăмсине шуратать, чĕпĕтет. Хура лашине шурă пăспа хупăрлать. Çуна тупанне чĕриклеттерсе çухăртать.

Хĕлĕн сивĕ эрнине «кăш эрни», «кăшарни» тесе калаççĕ. Çак эрнере хĕл сиввине тытакана — хĕл карчăкне — хисеплесе те асăнса хур-чăх пусса кăмакара ăшаласа, чÿк туса ирттернĕ. Кĕçнерни кун хĕл ĕçкине пуçланă. Çамрăксем ĕçкине «хĕр сăри», «йĕтес кукли», «хĕр-упраç ĕçки» тесе каланă. Çамрăксем улахра /хĕрпе каччă/ йĕтес уйăрнă. Камăн сăра-эрех тумаллине, кукăль пĕçермеллине палăртнă. Йĕтес ĕçкине кашниех кучченеçпе пынă. Хĕр ĕçки килтен-киле, ушкăн-ушкăна куçса пĕр уйăха тăсăлнă.

Çак уйăхра картиш туррине «ыррине, сыхчине» асăннă. Картише вутă чĕртсе тĕтĕмпе тĕтĕрнĕ, пăтă пăрахнă. Чăхсене кĕлпе хутăштарнă сĕлĕ çитернĕ.

Кăрлачра сысна пусса тирпейленĕ, хĕлле çиме какай хатĕрленĕ. Сурăх усракансем картишсенче сурăх ыррине — «сурăх урине» асăннă. Кашкăрсене хăратнă, кил-çурт тавра вут пуççисем чиксе тухнă.

Хурт утарне те кайма манман. Шăшисем кĕресрен хура курăк /чернокорень/ пăрахса хăварнă.

Хурт амисене чÿкленĕ. Сĕтел çине пылпа пăтă лартнă, кăрчама ĕçнĕ.

Христос тĕнне йышăннă хыççăн Христос çуралнă куна /çиччĕмĕшне/, шыва кĕртнĕ куна /вун тăххăрмĕшне/ асăнасси йăлана кĕнĕ. Çветке эрнинче çамрăксем килтен киле çветки пулса çÿренĕ.

Çĕнĕ çул — пысăк уяв.

Чăвашсем уявĕсене, йăли-йĕркисене уйăх çуралса пĕтнĕ вăхăта пăхăнса ирттернĕ.

Кăçал çĕнĕ уйăх 2007 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче килчĕ.

Паллă кунсем, уявсем

1. Çĕнĕ çул.

2-8. Кăшарни эрни. Сурăх ури уявĕ.

5. Пăрçа сапса çамрăксем кукăль пуçтарса сăра ĕçнĕ кун. Юмăç янă каç.

7. Раштав. Вырăс йалипе — «Коляда», тырă сапса ырлăх суннă кун.

7-19. Çветке кунĕсем.

11. Хур, чăх пусса ваттисене асăннă кун.

12. Каччăсем лаша кÿлсе хĕр пăхма, мăшăр шырама тухнă кун.

13. Юмăç каçĕ.

14. Кивĕ çĕнĕ çул. Иккĕмĕш хут тырă сапса телейлĕ çул сĕннĕ кун.

9-15. Хĕллехи ĕçкĕ эрни. Сысна пуснă вăхăт.

15. Картиш туррине, сурăх ыррине асăннă, чÿкленĕ кун.

16-22. Утара кайса пăхмалли эрне.

17 /21/. Хурт амине, хурт ыррине, туррине кăрчамапа, пылпа, пăтăпа асăннă кун.

19. Çĕнĕ уйăх тулнă кун. Турă шыва кĕнĕ кун.

23-29. Сад пахчине, йĕтем çинчи капансене кайса пăхмалли эрне. Шăшисене хăваласа юр таптанă, кăмрăкпа кĕл сапса хăварнă кунсем.

30. Хĕл сивви урлă каçнă кун. Хĕл сивви сăмсана чĕпĕтет. Ваттисене ташлаттарать.

31. Чиркÿ йĕркипе çамрăксем 29-31-мĕшĕ хушшине туй тума пултараççĕ.

Нарăс уйăхĕ

Нарăс уйăхне кĕçĕн кăрлач, хĕл, кĕрт вĕçтернĕ, йыт-качка туй кĕртнĕ уйăх тесе калаççĕ.

Нарăс уйăхĕнче тĕрлĕ çанталăк тăрать: юр çăвать, çил-тăман алхасать. Каçсенче кĕтмен сивĕсем чĕпĕтеççĕ. Ĕне-вăкăр, пăши-пăлан мăйракисене пăрахаççĕ, хуçаççĕ.

Нарăс уйăхĕ сивĕ ярса пиччĕшне, кăрлача, çĕнтерейĕп тесе мухтанать тет.

Ку уйăхра кун тăршшĕ 1,5-3,5 сехет таран тăсăлать. Çанталăк яр уççăн çуталать.

Хĕвел юр çине ÿксе куçа йăмăхтарать. Пÿрт, сарай тăрринчен тумла юхма пуçлать, сивĕтсен тумла шăнать.

Уйăх варринче /15. 02/ ăшăпа сивĕ тĕл пулса тавлашаççĕ, кĕрĕшеççĕ. Çанталăк çур енне куçать.

Кашкăрсем кĕтÿленеççĕ, тилĕ туй ташшине ташлать. Йыт-качка кĕрт ертет.

Кушак çухăрса макăрать, кушак аçине чĕнет.

Çĕрçисем çул çинчи тислĕк çинче чĕвĕлтетсе чакаланаççĕ.

Кукăр сăмса кайăкĕ /клест/ чĕпписене /15. 02 тĕлне/ кăларать, виçĕ-пилĕк çăмартапа икĕ эрне йăвара ларать.

Улăхри хĕрлĕ хăва кăчкă кăларса шуралать.

Ĕне выльăх пăруланма пуçланă вăхăт.

Ял хресченĕ çил вĕрнĕ кунсенче арман авăртса юлма тăрăшать.

Пулас акана хатĕрленсе чашăкпа /виçĕ чашăкпа/ çăлтăрлă каçа /виçĕ каçа/ пĕлĕт айне вăрлăх кăларса лартнă. Кайран вĕсене пÿртре акса пăхнă, калча йышне шутланă. Ака уйăхĕнче, чашăкри вăрлăха, малтан акнă.

Утарти лаçа тĕрĕсленĕ. Шăшисене имçам пăрахса хăратнă.

Хĕрарăмсемпе хĕр-упраç çип арласа пĕтернĕ. Кĕл шывĕпе çунă, юр çине хывса темиçе кун шуратнă. Пир тĕртме хатĕрленĕ.

Каччăсем хĕр суйланă. Ашшĕ-амăшĕнчен авланма ирĕк ыйтнă. Евчĕ тупнă, хĕр çураçма, килĕшсе татăлма çÿренĕ. Веçех йĕркеллĕ пулсан пуш уйăхĕнче хĕр çураçма хăтана кайнă. Килĕшÿ пулмасан тепĕр ялта хĕр пăхнă, килĕшнине çураçнă. Кăçал уйăх çуралса тухни нарăсăн 17-мĕш кунĕнче пулать.

Паллă кунĕсем, уявсем

1. Уйăх тытăмне, уйăха кăтартакан кун.

Тумла юхсан çуркунне ир килет, çил-тăман вĕçтерсен вăрăм çуркунне пулать.

1-5. Çанталăк чĕпĕтсе сивĕтнĕ эрне.

1-12. Йыт-качка, кашкăр-тилĕ кĕрт кĕртнĕ, «туй тунă» вăхăт. Кашкăрсем усалланнă, кĕтĕве пуçтарăннă, выльăх картисене тапăннă вăхăт.

10. Хĕрт-сурта пăтăпа асăннă кун.

11. Çил ашшĕпе ачисем, çил амăшĕн çăварне Çил-ту сăрчĕн хапхине уçса янă кун.

12. Вăрлăх кăлармалли вăхăт.

12-19. Çил-тăман эрни. Кашлатса, хăрат-са, хĕвел хупласа çил-тăман вĕçтернĕ кун-сем. Арманçăсем çил йышне çăнăх сапса чÿклеççĕ.

14. Лашасене сĕлĕ хушса панă вăхăт. Ака умĕн самăрлатас тенĕ. Хальхи календарьпе çамрăксен юрату кунĕ — Валентин кунĕ.

15. Хĕлпе çуркунне тĕл пулнă кун. Ашăпа сивĕ тавлашнă кун. Кăнтăрла иртсен ăшă тăрать пулсан çуркунне çĕнтернĕ, сивĕ пулсан, çу вăраха юлать. Тумла юхсан тырă-пулă, пахча çимĕç ăнса пулать тенĕ.

17. Çĕнĕ уйăх кунĕ.

20-26. Тумла эрни. Тумла пăрĕ вăрăм пулсан пахча çимĕç тухăçлă пулать. Ĕне пăруланă эрне. Ĕнесем çине чир-мур ÿкнĕ вăхăт. Сурăх ырри, Ĕне ырри кунĕсем.

Картишĕнче вут чĕртсе чир усалне, ĕне мурне яраканне кĕл сапса, ял тавра вут пуççи чиксе, чÿклесе мура хăваласа янă. Картиш туррине, выльăх ыррине пăтăпа чÿкленĕ. Ăна асăнса аслăк çине пăтă хунă. Эрне йăлипе, чукне юн кун /22. 02/ е эрне кун /24. 02/ ирттернĕ.

Уйăх тулсан ĕне ырри йăлине ирттерме юрать. Тăвансемпе пустарăнса ĕне ырри пĕçерсе çинĕ, кÿршĕсене салатса панă.

Уйăх тулсан хĕр çураçма хăтана кайма юрать.

29. Тăватă çулта пĕрре хушса пулакан «Куçма» кунне /2008 ç. / «телейсĕр, çулталăка хăртакан кун» тесе калаççĕ. Çак кун çĕнĕ ĕçе пуçăнмаççĕ.

Пуш уйăхĕ

Пуш уйăхне нарос, нурăс, çăварни, хĕр çураçнă, ĕне, ĕне ырри, çуркуннене пуçлакан уйăх тесе калаççĕ.

Нарос, нурăс сăмахсем чăваш чĕлхине перссен — зороастризм /сарташ/ тĕнĕпе пурăнакансен чĕлхинчен кĕнĕ.

Вĕсем хĕвеле «нар», хĕвел çутă кун енне куçнă куна 21. 03 «ноуруз» — «çĕнĕ çул» тесе уявлаççĕ. Вĕсем хĕвеле пăхса тулнă 365 1/4 кунлă 12 уйăхлă календарьпе пурăннă. Кашни уйăхра 30 кун тесе шутланă. Çулталăка çитермелли 5 /6/ кунсене çут çанталăка пăхакан турăсен ячĕпе каланă, вĕсене юлашки уйăх /нарăс çумне хушнă /Энциклопедия для детей. Аванта. Т. 6. Ч. 1 191 стр. /. Çулталăк пуш уйăхĕнче пуçланнă.

Хĕвеле пăхакан, хĕвел çулĕпе çÿрекен турăна вĕсем «пуш», «пушан», «пуçланаканĕ, çеçке çураканĕ» тенĕ. Ăна пăтăпа, сăрапа асăннă.

Чăвăшсем «пуш» сăмахпа çулталăк иртнине палăртса калаççĕ: пушмак пăру — çулталăкри, хĕл каçнă пăру.

Сарташ тĕнĕпе пурăнакансем Çĕнĕ çул умĕн 12 кун чÿклесе кĕлĕ ирттереççĕ. 13-мĕшĕнче усалсене хăвалаççĕ. Чÿк тумалли вырăна тухса каяççĕ. 14-мĕшĕнче таврăнаççĕ. Усалсем пÿрте пĕрле ан кĕччĕр тесе алăк умĕнче вут чĕртсе ун урлă сиксе каçса пÿрте кĕреççĕ. Ку чăвашсен Сĕрен, Мăнкун уявĕсене аса илтерет.

Чылай йăли-йĕрки уйăх календарĕ тăрăх ирттерекен Çăварни, Христос тĕнĕнчи Мăнкун, Çимĕк уявĕсен йышне кĕнĕ.

Паянхи кунччен те Кĕнер тăрăхĕнчи /Куславкка, Сĕнтĕрвăрри/ Кĕнер, Туçи, Шамал ялĕсенче Мăнкун эрнинчи тунти кун урамра, хапха умĕнче, «пуш» ятлă вут çунтараççĕ.

Çунтармасан усалсем яла, çурта çунтарса яраççĕ имĕш.

Ку йăлана авал Мăнкунра — «нартуханра» /25. 03/ ирттернĕ.

Н. И. Ашмарин тата ытти ăсчах çырнă тăрăх, «пуш» «пушă» вăхăта, пушă /çулталăк ярăмĕн чăпăркки/ пăрахнине пĕлтерет иккен.

Сăмахăн тупсăмне мăн асаттесен тĕн вĕрентĕвĕнчи сартош тĕнĕнче шырамалла.

Перссем ноуруз кунне пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче, ислам тĕнĕпе пурăнакансем навруз кунне, нарăс — пуш уйăхĕнче çĕнĕ уйăх тулнă кунра шутлаççĕ. Çав вăхăтра Ураза байрам, курбан байрам, Хадж уявĕсем ирттереççĕ.

Еврейсем, иудаистсем Мăнкун /Пасха/ уявне пуш /иккĕмĕш çурринче/ е ака уйăхĕсенче ирттереççĕ.

Христиансем Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ куна — Мăнкуна пуш-çу уйăхĕнчи çĕнĕ уйăх çуралнă эрнери вырсарни кун ирттереççĕ.

Чăвашсем авалхи тĕн тăрăх ирттерекен Мăн кунĕ пуш уйăхĕн 25-мĕшĕпе тĕл килнĕ. Вырăссем чăваш Мăнкунне «языческая пасха» тенĕ.

Мăнкун умĕн тури кайăкĕ — тăри — вĕçсе килнĕ. Вăл килсен çуркунне пуçланать иккен.

Чăвашсен авалхи Мăнкун умĕн Нартăван, Сĕрен, Вирĕм уявĕсене ирттернĕ. Вĕсем çинчен Н. И. Ашмарин словарĕнче çырса кăтартнă /Т. 5. 240-243 стр. Т. 11. 316—319 стр. /.

Паллă кунĕсем, уявсем

1—5. Сивве хăваланă эрне. Вутă турттармалли вăхăт.

Ĕне мурне хăваланă, карта ырри, ĕне ырри, хĕрт-сурт чÿкне ирттернĕ вăхăт. Çип арлама пăрахнă, пир, сăхман тĕртнĕ вăхăт.

3. Вăрлăх кăларнă кун.

3—12. Хĕр çураçма, хăтана çÿренĕ вăхăт. Туй сăрине лартмалли вăхăт.

3—24. Ушкăнпа улах ларнă, хĕр парни хатĕрленĕ.

6—12. Чăваш çăварни эрни. Ĕне-выльăх пăруланă вăхăт. Выльăх, карта мурне хăваланă эрне.

9 /16, 23/. Ĕне ырри кунĕ. Йышпа сĕт, салма яшки, чăкăт пĕçерсе çинĕ, кÿршĕсене ĕне ырри салатнă.

10. Сивĕпе чир хăваланă, хĕрт-сурта асăннă кун.

13. Çул пăсăлнă кун тата икĕ эрне çуна чупма пултарнă.

14. Шыв тухнă, тумла юхнă кун. Вăкăр /чăх/ шыв ĕçнĕ кун. Евтук кунĕ.

13—19. Калăм эрни. Ваттисене асăнмалли эрне.

17 /24/. Курак кунĕ. Кураксем кăнтăртан вĕçсе килеççĕ.

Сĕрен, вĕрем кунĕ. Çĕмĕрт, пилеш, кăчкă хăвипе çапса ялтан чир-чĕре хăвалаççĕ. Шакăртми шатăртатса усала ялтан хĕртсе хăваласа яраççĕ.

Çăмарта, йăва, икерчĕ, кĕрпе, сĕт-çу пуçтарса ял хĕрринче лапамра пăтă пĕçерсе чÿклеççĕ. Кĕлĕ сăмахĕ калаççĕ, апат çиеççĕ. Сĕрен хуллисене, шакмак, шăкăрчи, сĕрен-шăпăрне çунтарса яраççĕ. Вут урлă сиксе каçса, «усалтан тасалса», киле таврăнаççĕ.

Кĕнчеле арлама пăрахнă кун.

19. Çĕнĕ уйăх тулнă кун.

20—26. Нартăван эрни. Йĕрĕх эрни. Кайăк кунта килме вĕçсе тухнă эрне. Кайăк йăвана ларнă эрне. Кунпа çĕр танлашнă эрне.

21. Нартăван кунĕ. Çутă виртнĕ кун. Авалхи çĕнĕ çул кунĕ.

Тăри кунĕ. Тимĕрç лаççине уçнă кун.

22. Йĕрĕх кунĕ. Пĕлтĕрхи йĕрĕх турачĕсене шыва пăрахнă. Çĕнĕрен пĕрнине пилеш, хăва турачĕсем сÿспе çыхса хывнă. Нухратне çакнă. Пăта хывнă. Йĕрĕх лаççинче чÿк тунă.

25. Мăнкун. Кун, каç вăхăтĕнчен мăнăланнă кун. Сĕрен, вирĕм ирттерсе киле вут урлă сиксе тасалса килнĕ хыççăн пысăк уяв ирттереççĕ. Çăмарта /хĕрлĕ/ пĕçереççĕ, чăкăт, пашалу-кулач, пăтă, кукăль хатĕрлеççĕ. Сăра кăлараççĕ, ăратри тăвансемпе ĕçкĕ ирттереççĕ.

25—31. Пир-авăр тĕртме пăрахнă эрне. Юр çине пир-авăра шуратма хунă вăхăт.

29. Сăрт çамки хуралнă, çуна çулĕ пĕтнĕ вăхăт.

30. Шыв тапраннă кун. Шыв-шур пуçланнă вăхăт.

Ака уйăхĕ

Ака уйăхне пушă, ĕне ырри, путек ырри, хĕр, çуна пăрахнă, пăр кайнă, шыв-шур, лаша уйăхĕ тесе те каланă.

Ака уйăхĕнче çĕр уçăлать, вăранать, чĕрĕлет. Çĕлен-калта çĕр айĕнчен, упа хĕл каçнă шăтăкĕнчен тухать. Тилĕ, кашкăр çĕнĕ йăвана куçать.

Пĕрремĕш çумăр /аслати/ хыççăн Çĕр чÿкне, Уй чÿкне, Учука чÿклеççĕ. Çăмарта кустараççĕ, çĕр çине тухса çара уран, тумтире ярханах ярса ташлаççĕ. Мунча кĕрсе тасалаççĕ, пăтă пĕçерсе çиеççĕ.

Акана тухиччен пĕр эрне маларах ака чÿкне тухаççĕ. Ялти паллă çын ывăлĕпе иртерех тухса пĕр йăран суха тăвать. Пăтăпа çăмарта çиет. Пĕр çăмартине йăран пуçне пытарса хăварать. Çĕр типне хыççăн, кашни çемье акана тухать. Ака уйăхĕнче тимĕрçĕ лаççинче мăлатук сасси татăлмасть.

Куккук авăтма, шăпчăк юрлама пуçлать.

Вĕлле хурчĕ тытакансем хурт утарне тасатса вĕллисене утара кăларса лартаççĕ. Хурт амине, хурт туррине асăнса утар чÿкне ирттереççĕ. Хуртне пыл, шыв парса пăхаççĕ. Асăнса пăтă пĕçерсе çиеççĕ, пыллă сăра ĕçеççĕ.

Акă уйăхĕнче кĕтуç тытаççĕ. Кĕтÿç кĕллипе выльăх йышĕн чукне ирттереççĕ. Уйăх вĕçĕнче /типĕтсен/ кĕту яраççĕ. Выльăхсене пилеш, çĕмĕрт, кăчкă турачĕсемпе хăвалаççĕ, кĕтÿçе кĕту пуçтарăнакан вырăнта çăмартасем парса чыслаççĕ.

Уйăх пуçламăшĕнче пир шуратса çапаççĕ. Качча каякан хĕр килĕнче кĕпе-тумтир çĕлеççĕ, парне пуçтарса хатĕрлеççĕ. Ĕçĕсене акана тухиччен пĕтереймесен, туй умĕн пĕр-ик эрне маларах пуçтарăнса вĕçлеççĕ.

Шыв-шур вараланиччен, юр шывĕпе çу кунĕсем валли, хăна валли, çемçе сăра тăваççĕ. Çак уйăхра ытларах чиркÿ ирттерекен Мăнкун уявĕ иртет /кăçал 8. 04. 07 ç. /. Акă уйăхĕнче çĕр ĕçченĕ уя тухать, суха тăвать, тырри-пуллине акать.

Паллă кунĕсем, уявсем

1-9. Юр шывланнă вăхăт. Пахча хыçĕнчи, çырмари юр çинче пир шуратнă вăхăт. Ача-пăча уçăлнă сăрт çамки çеремĕ çине лапталла выляма тухать.

7. Чирку календарĕнчи Палхавăшни кунĕ. Хĕвел вылянă кун. Çуна пăрахнă кун. Çут çанталăк амаланнă эрне. Кайăксем йăва çавăра пуçлаççĕ. Курак тăманĕ тухса юр çунă вăхăт.

8-15. Мăнкун эрни. 8. Мăнкун — Пасха. Чиркÿ календарĕ тăрăх килекен Мăнкун умĕн чăвашсем Сĕрен, Вирем йăлипе хĕл чирĕсене, усалĕсене хăваласа кăларнă, чÿк ирттернĕ, ваттисене асăннă.

14. Вăхăт вун тăваттă çапнă кун. Атăл çинчи пăр кайнă вăхăт. Ваттисем палăртнă тăрăх, пăра пăрчăкан /пăр+чан/ хÿрипе çапса ватать иккен.

17. Çĕнĕ уйăх тулнă кун.

17-23. Пир çапнă вăхăт. Çамрăксем вăййа тухнă: карталанса юрланă, ылмашăнса вылянă, чуччу ярăннă, пăтти-патти параппан çалса, алă çупса, купăс каласа, ура хуçса ташланă вăхăт.

19. Хурт амине, утар ыррине чÿкленĕ кун. Вĕллесене утара кăларнă. Утар кунĕ.

20. Çĕр чĕрĕлсе амаланнă кун. Çĕр /çерем/ çийĕпе, ана çийĕпе, пуç çийĕпе çăмарта кустарнă. Хĕвел тухăç еннелле пăрахнă. Чир-чĕре, усал-тĕселе хăваланă. Ярханаха ярăнса çара уран ташланă. Мунча хутса çăвăннă, пуç тăрăх шыв ярса чир-чĕртен хăтăлнă, çамрăкланнă.

Çак кун çĕр çинче ĕçлеме юраман.

24-30. Акана тухнă эрне.

26. Ака уявне пăтăпа, сăрапа, апат-çимĕçпе чÿкленĕ.

30. Уйăх тунă кун. Купăста акаççĕ, лартаççĕ.

Çу уйăхĕ

Çу уйăхне тата ака, лаша, хир уявĕ, курак чĕпĕ кăларнă, çурхи аслати авăтнă, çĕмĕрт çеçке çурнă, шапасем кваклатма пуçланă, чĕкеç вĕçсе килнĕ, шăпчăк юрлама, куккук авăтма пуçланă уйăх тесе калаççĕ. Çу уйăхĕнче ака вĕçленет. Пахча çимĕç, çĕр улми лартаççĕ.

Ялти ватăсем, кĕлĕ йĕркине пĕлекенсем, ăрăмçă-мăчаварсем, кĕлмĕç-пĕлÿçсем уйăх вĕçĕнче, ĕçе пĕтерсен паллă вырăнсенче, киреметре уй чÿкне /учук/ ирттернĕ. Ун хыççăн акатуй, çамрăксен вăйă-юрă, ăмăрту уявĕ пулнă. Халĕ чиркÿ календарĕнчи акана пĕтерекен Симон Зилот апостол кунĕ хыççăн халăхăн ĕçпе кану уявĕ — акатуй пулать. Чăваш Енре акатуйăн тĕп уявне, Чăваш Республикине туса хунă кунсенче, çĕртме уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче ирттереççĕ. Авланма, качча тухма, туй тума пуçтарăннисем туя хатĕрленсе ирттереççĕ. Алă ĕçĕсене пĕтерейменнисем ал-ĕç ăстисене пуçтарса, ниме туса парне тĕрлеççĕ, кĕпе-йем, тумтир çĕлеççĕ. Туй сăри тăваççĕ, кăрчама çĕнетсе чĕртеççĕ. Туй кÿнне палăртса пăлчав-йăвасене кайса параççĕ.

Ваттисем туй уявне тунти кун ирттерме сĕнеççĕ. Кăçал 22. 04-3. 06 тата 12. 07-12. 08 кунсем аван. Туй умĕн картишне, сарай, аслăк айĕсене тасатаççĕ. Кĕреке-шыльăкĕ туса лартаççĕ. Туй йĕркине пÿртре, ĕçкĕ ташши-юррине кил картинче ирттернĕ.

Ака-суха ĕçне пĕтерсен лашасене те канăва яраççĕ. Лашасене юпахран тасатаççĕ, шыва кĕртеççĕ. Курăк таптаниччен çаран çине улăха яраççĕ. Каçхи çитермене тухаççĕ.

Ваттисем уйăх тăрăх «çу уйăхĕ ултă уйăх, хĕл уйăхĕ çичĕ уйăх» тесе шутланă.

Паллă кунсем, уявсем

1-7. Ака-суха вăхăчĕ. Выльăха кĕтĕве янă эрне.

1. Пир тĕртме пăрахнă кун.

2. Уйăх тулнă кун.

3. Çемьепе, кÿршĕсемпе ирттерекен ака чÿкĕ. Пăтăпа, çăмартапа чÿкленĕ. Килти ватă кĕлĕ каланă, вăрлăх çăмартине уя тухса ана пуçне чавса хунă.

Хĕвел анăç енчи халăхсем çак куна «хĕвел кунĕ» ятпа календаре кĕртнĕ. Авалхи чăвашсем çак вăхăта çĕр чĕрĕлнĕ, сывланă вăхăт тесе асăннă.

6. Чиркÿ календарĕ тăрăх Егорий /Георгий, Юрий/ кунĕ. Егорий çĕлене çĕнтернĕ кун. Чăвашсем халĕ çак куна çĕр чĕрĕлнĕ кун тесе асăнаççĕ.

Ваттисем: «Çак кун çĕленсем çĕр айĕнчен тухаççĕ, çĕлен сăртне пуçтарăнаççĕ», — тесе каланă.

Кĕтĕве çерем çине кăларнă вăхăт. Выльăх ури, мăйĕ çине пилеш турачĕ çыхнă. Пилеш турачĕпе /халĕ кăчкă турачĕпе/ хăваласа кĕтĕве янă. Эрнерен картишне, сарайне тасатса картиш ыррине /туррине/ пăтăпа чÿкленĕ. Аслăк çине темиçе çăпала пăтă хывнă.

9. Пур кайăк та кăнтăр енчен вĕçсе килнĕ кун. Чĕкеç чĕвĕлтетме пуçланă вăхăт.

14. Суха туса пĕтернĕ кун. Килти картишне, улăхри, уничери сурăх тытакан кушарсене салатса, тислĕкрен тасатса, çĕнетсе тытнă вăхăт. Çамрăксем кушар уявне ирттернĕ вăхăт.

15. Шăпчăк юрлама, куккук авăтма пуçланă кун.

16. Çĕнĕ уйăх тулнă кун.

18. Тырă акса пĕтернĕ вăхăт.

22. Пăрçа акса, çĕр улми лартса пĕтернĕ вăхăт.

Чиркÿ календарĕ тăрăх Çурхи Микули кунĕ. Çăл куçсене, тарасасене тасатнă вăхăт. Лашасене шыва кĕртсе тасатнă утă таптаниччен улăха янă вăхăт.

22-24. Ӳпре тухнă вăхăт.

22-28. Ака вĕçленнине палăртса халăхпа акатуй ирттернĕ эрне. Маларах чÿк ирттернĕ. Пăтă /темиçе хуран/, çăмарта /кĕлĕне пуçтарăннă халăх шучĕпе/ пĕçернĕ.

Кĕлĕ ăсти, ваттисем, асамçă-мăчаварсем кĕлĕ сăмахĕ каланă: «Акнă тырри-пулли, лартнă пахча çимĕçĕ ăнса пултăр... Çанталăкĕ лăпкă, пултăр... Ĕçне тума вăй-хал çиттĕр. Кĕр çитсен тырри-пуллине пуçтарса кĕртме Турри ырлăх патăр...» — тенĕ.

Вăрлăх çăмартине /пĕчĕк чĕрĕ çăмартана çăкăр-кулач ăшне хывса/ уя тухса ана пуçне чавса хунă, кĕлĕ сăмахĕ каланă.

Тахçан авал, ваттисенчен уйрăммăн, хĕрсем хăйсем акатуй ирттернĕ. Яла усалсенчен тасатнă. Хĕр аки, хĕр сухи чÿкне ирттернĕ. Хĕр аки туса çут çанталăкран пĕтĕлĕх ыйтнă.

Йăпи çапларах. Ялти хĕр-упраç /30-40 çын/ акатуй умĕн йăла вырăнĕнче суха пуçпе чĕрсе хĕр аки пуçланă. Çара уран, çивĕте салатса, пиçиххисене салтса суха пуçне кÿлĕннĕ. Суха пуçне тытаканĕ çемьере пĕччен ÿсекен хĕр ача пулнă.

Хĕр сухине çăл куç тĕлĕнчен пуçланă. Хĕвеле май, хĕр аки лаптăкĕ тавра, йăран чĕрсе çăл куç тĕлне çаврăннă. Суха пуçне çĕклесе уй чÿкне ирттерекен тĕле е хĕр-упраçсем ирттерекен вăйă вырăнне çитнĕ, чÿк тунă.

Яшсем çак кун килтен-киле çÿресе урпа, çăнăх, çăмарта, çу пуçтарнă. Хĕр сухи пĕтнĕ тĕле йăла вырăнне тухнă. Çамрăксем кунта пăтă, çăмарта, икерчĕ пĕçернĕ. Çут çанталăкри чĕрĕлĕх, амалăх ырлăхне, çĕр амăшне, хĕрлĕ çыр турăна асăнса чÿкленĕ. Вырăнĕсене халăхра чипер уй, хĕр кати, хĕр вăрманĕ, вăйă тĕми, хĕр варĕ, хĕр аки тата ытти ятпа асăннă. Чÿк хыççăн вăйă вылянă. Киле ирхине таврăннă. Тепĕр кун ялта халăх акатуйĕ пуçланнă. /Кăна кушар, пуху, тапă уявĕсем тесе те калаççĕ/.

21, 25. Туй пуçламалли вăхăт. Йăла тăрăх туя тунти кун е кĕçнерни кун пуçласан аван.

30-31. Юман çулçă, çеçке кăларнă вăхăт. Вăрман турат хушнă вăхăт.

Хура тул акнă вăхăт. Çуркунне вĕçленнĕ вăхăт.

Çĕртме уйăхĕ

Çĕртме уйăхне тата çу, хĕр, çум, канлĕ, уяв, çĕнĕ вут, вут-хăват, хытă/ă/ суха /и/ çум, ÿпре, выльăх апат çисе тăраннă уйăх тесе каланă.

Çĕртме уйăхĕнче чи вăрăм кунсемпе кĕске каçсем тăраççĕ. Хĕвеллĕ, шăрăх кунсем пуçланаççĕ.

Авал ватăсем хĕвел тÿпене улăхса çитнĕ /21. 06/ вăхăтра пĕтĕленнĕ çĕршыври ÿсен-тăран хăйĕн вăрлăхне, выльăх-чĕрлĕх хăй çинче юлнă ырлăхпа хăмри çурисене ÿстерсе йывăрланать тенĕ. Çавăнпа çак эрнесенче çĕр ĕçне тума чарăннă. Кану вăхăчĕ пуçланнă, икĕ эрне хушшинче пĕтĕленнĕ çĕрпе шывăн уявне, Çинçе уявне ирттернĕ.

Çинçе уявĕ... Çĕр таврăниччен икĕ эрне маларах пуçланнă, çĕр таврăнсан тепĕр эрнерен пĕтнĕ. Хальхи вăхăтра çинçе уявĕнчи нумай йăла-йĕрке Çимĕкпе Питрав уявĕсем çине куçнă. Çимĕк вăхăчĕ, чиркÿ календарĕ тăрăх, Мăнкуна пăхăнса çултан-çул улшăнса, пĕр вăхăта пăхăнмасăр çÿрет. Çимĕкре — ваттисене, троицăра — пĕтĕленнĕ йывăç-курăка, Питравра самăрланакан выльăх-чĕрлĕх ырлăхне асăнса така пусса чÿклетпĕр.

1983-1911 çулсенче /Н. И. Ашмарин. 3 том тата ытти çăл куç/ çырса хăварнисем тăрăх Çинçе уявĕ çапларах иртнĕ:

Вăхăчĕ. Тулли уйăх хыççăн, çĕр таврăнас вăхăт умĕнхи /21. 06/ икĕ эрне умĕн, эрне кун ваттисем: «Канлĕ вăхăт пуçланчĕ», — тесе пĕлтернĕ. Ваттисем те, çамрăксем те уява хатĕрленнĕ.

Вырăнĕ. Ватăсем чÿк вырăнĕнче, киремет умĕнче кăлĕ вуланă. Çамрăксем пуху лаппине

Уявне пуху, тапă, вăйă, акатуй вырăнĕнче ирттернĕ.

Йăли-йĕрки. Ватăсем выльăх пусса, пăтă пĕçерсе, учукра, киреметре кĕлĕ вуланă, чÿк чÿкленĕ.

Кĕлĕ, чÿк тунă хыççăн, кĕçнерни кун, çамрăксем вăйă вырăнне пуçтарнă, уяв пуçланă. Вăл темиçе куна тăсăлнă.

Çак вăхăтра туйсем ирттерме тăрăшнă.

Вут чÿкĕ. Ялти ватăсем тата хĕвел чи çÿлте /21. 06/ тăнă эрнере ытлари кун е эрне кун çĕнĕ вут чÿкне ирттернĕ: «Пĕлтĕрхи вут, вут-йышĕ ватăлать, вучахран сиксе тухса кайма, пушар кăларма пултарать», — тенĕ.

Ирхине ял халăхĕ килти вучаха сÿнтернĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра ял тăваткалĕнче е йăла вырăнĕнче вут йĕкине çавăрса, вăчăм кăмпипе тивертсе вут тупса, чĕртсе кăларнă.

Лаçри хатĕр вучаха, вăчăм кăмпи хĕлхемĕпе вĕрсе чĕртнĕ.

Каярах пăтă пĕçернĕ. Вучах умĕнче, çĕнĕ вут амăшне кĕлĕ туса пăтă лартса парса чÿкленĕ. Йĕркеллĕ çунса тăма, кил-йыша пăхăнма, ăшăтма ыйтнă. Ача-пăчана пĕлмесĕр, уямасăр вут çине, вучаха шăма-сурма хушман. Вутă-вучаха таса тытма хушнă, кĕлĕ хыççăн пăттине çинĕ.

Шыв чÿкĕ. Çăл куç чÿкĕ. Çĕнĕ вут тупса чĕртнĕ хыççăн тепĕр эрнере çăл куçне, тарасана тасатса шыв чÿкне ирттернĕ. Шыва кăмрăк, кĕмĕл укçа пăрахнă.

Шыв ыррине /вутăша/ асăнса валашка çине кĕсел, чĕрĕ çăмарта, çÿхе икерчĕ хунă.

Вутăшран таса чĕрĕ шыва парса тăма ыйтнă, чир-чĕр ан яр тесе ÿкĕтленĕ.

Вутпа шыва чÿкленĕ кунсенче аслатиллĕ Çумар çусан — вутпа шыв кĕрешни, тавлашни тесе каланă.

Вут хапхи. Çуллахи шăрăх кунсенче выльăх мурĕ, выльăх чирĕ хăвăрт саланать. Выльăха çăлас тесе, ăна çырмара икĕ енчен çунса тĕтĕмленсе тăракан вут вучаххисенчен кĕперлесе хунă вут хапхи витĕр хăваласа кăларнă. Вутă тĕтĕмĕ чир-чĕре хăратать тесе шутланă.

«Хĕр аки». «Мур аки». Ял тавра хĕр аки /мур аки/ сухаласа çавăрнă. Хĕр акине хĕр-упраçсем çаппа-çарамас е çара уран, ярханах тăхăнса, хăлатласа /çивĕте салтса/ суха пуçне пÿлĕнсе туртса тунă. Вĕçне пуçĕпе çыхăнтаракан тĕлте, çунакан вут урлă сиксе выльăх мурĕнчен тасалнă, мунчара çăвăнса ÿт-пĕве тасатнă.

Уйăх вĕçĕнче çĕртме тунă. Пусман çĕре сухаласа, ыраш акма ăна хатĕрленĕ.

Паллă кунĕсем, уявсем

1-11. Уйăх тулнă вăхăт. Пахча çимĕçе акса, лартса пĕттернĕ вăхăт.

Типĕ вăхăтра, типĕ çулта çумăр çумасан çĕрçи чÿкĕ, уй чÿкĕ туса ирттернĕ, шывпа вылянă.

1. Ыраш пучаха ларнă вăхăт. Чиркÿ календарĕпе çак уйăхра — çимĕк, троица, утă-курăк уявне асăнаççĕ.

2. Хăяр акмалли кун.

4. Им-çам курăкĕсене пуçтармалли вăхăт.

7. Ял урамĕсене, килти хуçалăхри картишсене тасатса пĕтернĕ вăхăт. Чир килсен выльăх мурне хăваланă. Выльăха вут витĕр, «вут хапхинчен« кăларнă.

Вырăссем мур килсен выльăх çÿрекен çаран çине виçĕ каç сунă сĕте витрере лартса хăварнă, «мура кÿпĕнтернĕ».

11. Усалсем вылянă каç. Уйрисем, вăрмантисем, çырмарисем, шыврисем, шуйттансем тĕпсĕр Ахрат тĕлне пĕрле пуçтарăнса алхаснă каç. Тухатмăшсем, юмăçсем кивĕ масар çине, хаяр, усал вырăна пуçтарăнса иртĕхнĕ, усал тунă каç.

Вырăссем çак куна çулталăкри чи ăнăçсăр кун тесе шутлаççĕ. Чăваш Ен тăрăхĕнче çак вăхăт тĕлĕнче иртекен Çимĕк каçĕнче, çурма çĕр тĕлĕнче çамрăксем усалсен «вăййине» выляççĕ. Хапхасене пăсаççĕ, мунчасене сÿнтереççĕ, вут-шанкăна салатаççĕ, урапасене çырмана тĕртсе яраççĕ, тĕрлĕ тÿнтерле ĕç тăваççĕ, усалсене хăратаççĕ.

12-13. Çĕлен-калта «туя» пуçтарăннă вăхăт. Шапасем шывра пĕр-пĕринпе йăраланнă вăхăт. Хурăн пуçлă çĕленсем вăрман уçланкинчи тункатасем тĕлне пуçтарăнаççĕ. Çыхланса, купаланса пĕтĕленеççĕ. Кашни ами 8-12 çăмарта туса хăварать, çĕлен чĕпписем кĕр еннелле тухаççĕ. Тунката айне тепĕр çулччен кĕрсе выртаççĕ.

Хура çĕленсем уçланкăна, çĕлен сăртне е çаран çинчи кивĕ выльăх картине пуçтарăнаççĕ. Çăмхаланса пĕтĕçленеççĕ, саланаççĕ. Кĕр енне çĕлен чĕпписене çуратаççĕ.

12-18. Авалхи йăлапа Çинçе умĕнхи Сĕрен, Вирĕм уявĕсене ирттермелли эрне.

1-14. Ыраш шăркана ларнă вăхăт. Ваттисем ыраш шăркана çичĕ хут ларать тенĕ.

15. Çĕнĕ уйăх тулнă кун.

16. Выльăх самăрланнă, апат çисе тăраннă вăхăт.

18-25. Çуллахи аслати кунĕсем. Вутпа шыв тавлашнă вăхăт. Çырла пиçнĕ вăхăт.

21. Хĕвел чи çÿлти тÿпере ларнă кун. Çĕнĕ вут кунĕ. Чи кĕске каç, чи вăрăм кун. Çăл куçсене, тарасасене тасатса пĕтерсе çăл чÿкне, шыв чÿкне ирттернĕ вăхăт. Шывпа вылянă вăхăт. Çак кун лашасене шыва кĕртнĕ.

22. Хĕвел тайăлнă, çĕр таврăннă кун. Чăваш патшалăх кунĕ.

25. Çĕнĕ çу пуçланнă кун. Кун пĕр минут катăлать.

28. Çĕнĕ уйăх тулнă кун.

25-30. Çĕртме сухине тухнă вăхăт. Шăна-пăван вăхăчĕ. Выльăха шăна-пăван çиет. Шăрăх тăрать. Кайăксем юрлама пăрахнă вăхăт.

Утă уйăхĕ

Çулталăк ярăмĕн пайĕ.

Утă уйăхне хĕр, туй, ÿпре-пăван, çум, çĕртме, хыт сухи, çырла уйăхĕ тесе калаççĕ.

Утă уйăхĕн малтанхи эрнинче пĕрлешме шутланă çамрăксен туйĕсене вĕçлеççĕ. Çĕнĕ çемьене ĕçе кÿлĕнтереççĕ.

Хытă анана сухаласа çĕртме тăваççĕ. Утарти вĕллесене тĕрĕслеççĕ, çăвăр хуртне уйăрса çĕнĕ вĕллене лартаççĕ.

Вĕллесене çăка чечекĕ ларнă тĕле, çăка кати çумне куçарса лартаççĕ. Хурт çемйи çăка чечеке ларнă кунсенче, кунне 6-7 килограмм çăка пылне пуçтарма пултарать.

Утă çулас умĕн, курăк çитĕннĕ вăхăтра, утă чÿкне ирттереççĕ. Улăха тухса пĕрер карта утă çулаççĕ. Утăран явса, пилĕк ан ыраттăр тесе, пиçиххи туса çыхаççĕ. Вучах туса пăтă пĕçереççĕ. Кĕлĕ тăваççĕ, Улăхри кайăк-кĕшĕке, çĕлен-калтасене, чĕр чунсене çаран çинчен тухса кайма ыйтаççĕ. Вĕсене çăвасене тимĕрпе шаккаса хăратаççĕ, шав кăларса, çухăрса хăвалаççĕ. Каярах апат çиеççĕ.

Тепĕр кун утă çулма тухаççĕ. Пĕр-икĕ эрнерен çарансене çулса пĕтерсе утă-курăка капан туса пуçтарса лартаççĕ. Çаран çинчен тухса кайиччен выртса йăваланаççĕ: усалсенчен тасалаççĕ, улăх вăйне пуçтараççĕ.

Курăка çулса пуçтарсан улăха выльăхсене кĕртсе яраççĕ. Така пусса кĕтÿ-кушар чÿкне, выльăх чÿкне ирттереççĕ.

Халĕ ку йăлана Питрав кунĕнче /12. 07/ ирттереççĕ.

Утă вăхăтĕнче чир-чĕртен сипленмелли курăксене татса пуçтараççĕ. Хурлăханпа хăмла çырлине татса типĕтеççĕ. Çĕмĕрт пуçтарса типĕтеççĕ. Утă çулса пĕтерсен тĕрлĕ курăка пĕçерсе мунча хутса çăвăнаççĕ, ÿт-пĕве тасатаççĕ. Ыраш вырма тухма хатĕрленеççĕ.

Вырма умĕн чук ирттереççĕ. Ялти паллă, пурте хисеплекен хĕрарăм палăртнă кун уя тухса виçĕ кĕлте ыраш вырса килет. Тепĕр кун ял-йышпа кĕлтесене çапса, тыррине ал арманĕпе авăртса çĕнĕ тырă пăтти пĕçереççĕ. Кĕлă хыççăн уй пуçне, йĕтем кĕтесне, тырă кĕлетне пĕрер çăпала пăтă ăсса лартаççĕ. Уй пуçĕнчен, ырлăхĕнчен — пархатарлăхне, йăтем хуçинчен — перекетне, кĕлет ырринчен пурлăхне упрама ыйтаççĕ.

Тепĕр эрнерен ял-йыш тырă вырма тухать. Хĕру ĕç пуçланать. Уйăх вĕçнелле кайăксем юрлама пăрахаççĕ, чĕпписене çарансем çинче вĕçме вĕрентеççĕ. Кун тăршшĕ сехет çурă катăлать. Çак уйăхра кĕтÿри выльăх вылять, чупса пĕтĕленет. Утă уйăхĕнче ÿсентăран, тырă-пулă пиçсе çитет. Кĕрхи ака анине сухаласа, çĕртме тăваççĕ.

Паллă кунĕсем, уявсем

1-9 Туй ĕçкисем вĕçленнĕ вăхăт.

2. Пыл хурчĕсем хĕрсе пыл пуçтарнă вăхăт.

3. Путене чĕпĕ кăларнă, утă çулма хатĕрленнĕ, утă чÿкне туса ирттернĕ вăхăт.

6. Утарти вĕллесене пăхнă, çăвăр хуртсене уйăрнă вăхăт. Шывпа вылянă вăхăт. Çак кунсенче аслати усалсене, шуйттансене ăмăр, салху вырăнсенчен хăвалать тенĕ. Вырăссем утă уйăхĕн 6-7-мĕш кунĕсене таса Аграппинпе Иван шыва кĕнĕ кунсем теççĕ. Вырăссен хĕр-упраçĕпе яш-кĕрĕмĕ пĕрле шыва кĕнĕ кун. Çак каçсенче Вутăш хĕрĕсем шывран тухса çерем çинче е тырă ани çинче выляççĕ, каччăсене шыва туртса кĕрсе, шыв тĕпне илсе анса каяççĕ тенĕ.

1-7. Çăка чечеке ларнă, хурт вĕллисене çăка кати, çăка вăрманĕ çывăхнерех куçарса лартнă вăхăт. Çырла, эмел курăкĕсене пуçтарнă вăхăт.

9. Вĕлле хурчĕн кунĕ. Вĕллесене çĕнĕ карассем лартнă вăхăт.

10. Çуллахи çумăр вăхăчĕ. Уплюнкка тухать.

11. Питрав мунчи. Курăк шывĕпе çăвăнса, вĕлтренпе çапăнса мунча кĕнĕ.

12. Питрав. Чăвашсем выльăх, кĕтÿ чÿкне ирттереççĕ. Така пусса тăванĕсене чĕнсе ĕçкĕ ирттереççĕ. Кун катăлнă, çĕр вăрăмланнă кун. Çырла-çĕмĕртсене, эмел курăкĕсене пуçтарнă вăхăт. Милĕк касса çыхнă вăхăт. Шăпчăк юрлама, куккук авăтма пăрахнă кун.

14. Çĕнĕ уйăх тулнă кун.

14-15 Утă çулса пуçтараççĕ. Выльăха улăха кăлараççĕ. Кайăксем юрлама пăрахнă вăхăт.

16. Ыраш тулса пиçнĕ вăхăт. Йĕтем тасатнă вăхăт.

21. Чиркÿ календарĕ тăрăх Хусан çĕрне хÿтĕлекен Турă амăшĕн турăшĕн кунĕ. Ыраш вырма юрать.

22-25. Кайăксем чĕпписене йăваран кăларса вĕçме вĕрентнĕ вăхăт.

26. Шурă тумтир тăхăннă Турă анасене анса пăхса çÿренĕ вăхăт. /Юмах/.

29-31. Йышпа тырă вырма тухнă вăхăт. Юлашки хытă анасене сухаласа пĕтернĕ вăхăт.

Çурла уйăхĕ

Çурла уйăхне тырă-пулă, пахча çимĕç, улма-çырла, ана, йĕтен кĕрхи ака, аслати, шыва кĕме пăрахнă уйăх тесе те калаççĕ. Çурла уйăхĕ тыр-пула вырса пуçтарнă, каю уттине çулса илнĕ, утарти вĕллесенчен карассене кăларса пыл юхтарса илнĕ, кĕрхи тырра акнă вăхăт.

Утар ыррине, хурт амине пылпа, пăтăпа асăнса чÿкленĕ вăхăт.

Пахча çимĕçне, улма-çырлана пухса кĕртеççĕ. Хăяр тăварлаççĕ, сухана кăларса типĕтеççĕ.

Улма кукли туса улма уявне ирттереççĕ. Уйăх варринче е вĕçĕнче кĕрхи ыраш акса пĕтереççĕ.

Çĕнĕ тырă кĕрпинчен йĕрĕх пăтти пĕçерсе чÿклеççĕ, пĕлтĕрхи тыр-пула кивĕтеççĕ. Пулас уявсене, йăласене çĕнĕ тырăпа ирттереççĕ. Ваттисене асăнса автан сăри уявне ирттереççĕ.

Уйăх вĕçнелле чĕкеç, вершен /кĕске хуре, шурă пĕсехе/ кайăксем кăнтăр еннелле вĕçсе каяççĕ.

Кĕр умĕн тарасасене, çăл куçсене тасатаççĕ. Шыв чÿкне ирттереççĕ. Шыв хĕрне, шыв ачине-вутăша асăнса кĕсел лартса параççĕ. Уйăх вĕçĕнче тырă-пулла вырса пуçтараççĕ. Уйри çĕмелсене урапапа турттарса йĕтем çинчи капансем çине хываççĕ. Выльăха уя кĕртсе яраççĕ. Выльăх тăранса самăрланакан вăхăт. Лашасене юлашки хут шыва кĕртеççĕ.

Çурт-йĕр лартакансем платник ĕçĕсене вĕçлеççĕ. Кăмака тума хатĕрленеççĕ. Кирпĕч, хăйăр, там турттарса хураççĕ.

Каçсем сивĕ тăма пуçлаççĕ. Йывăçсем çинче сарă çулçăсем палăрма тытăнаççĕ. Пан улмисем пиçсе саралаççĕ, хĕрелеççĕ. Автан сăри чÿкне ирттереççĕ.

Паллă кунĕсем, уявсем

1-6. Пур çĕрте те тырă вырма тухнă вăхăт. Аслатиллĕ çумăр вăхăчĕ. Тилĕ, кашкăр /йыт-качка/ чĕпписене йăвинчен сунара илсе тухнă вăхăт.

2. Кĕрхи илем кунĕ. Чиркÿ календарĕ тăрăх, Илем, Илья Пророк кунĕ. Чăвашсем аслати кунĕ тесе калаççĕ. Аслати, Илья Пророк çак кун ултă лаша кÿлнĕ урапи сине ларса аçтаха çĕлене аçа-çиçĕмĕпе çапса пĕлĕт çинчен çĕр сине хăвалать тет.

Çак кун пÿрте-çурта йытă кушак кĕртме юрамасть, уйра ĕçлеме юрамасть, аçа çапма пултарать тенĕ. Килти Аçа чулне вучах умне кăларса хывнă.

Илем кунĕнче çĕр улми уявĕ. Çĕнĕ çĕр улми пĕçерсе çиеççĕ.

3. Утарти вĕллесене тĕрĕсленĕ, карассене илсе лартнă вăхăт, пыл юхтарнă кунсем.

4. Аслати алхаснă кун, аçа-çиçĕм çапасран сыхланмалли кун. Çак кун хыççăн аслатиллĕ çумăрсем лăпланаççĕ.

Çырласене татса, пуçтарса, упрама хатĕрлемелли вăхăт.

6. Тырă-пулăна ÿстерекен ырлăха, ана пуçне асăннă кун. Тырă выраканĕсем апат вăхăтĕнче вĕсене апат пăрахса, лартса парса чÿкленĕ.

7. Кĕрхи пасар, суту-илÿ ярмăрккисем уçăлнă вăхăт.

Авалтанпах çапла. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче суту-илÿ Ака Базарта, пулнă Хусан патшалăхĕнче — Хусанта. Хусана илсен Макарьене куçнă. 1817 çулта Атăлçи ярмăркки Макарьерен Чулхулана çитнĕ. Атăл тăрăхĕнчи хуласенче, ялсенче ярмăрккасене чиркĕвĕн таса /престол/ кунĕсенче ирттернĕ. Пасар ытларах эрне кун, вырсарни кун пулнă.

9. Купăста пуçне çавăрнă вăхăт.

12-13. Тухатмăшсем, усалсем вылянă каç. Вĕсене сăтăр тăвасран вырăссем кил умне, картишне чашăкпа каçхине сунă сĕте лартса панă. Чăвашсем кил умне тимĕрпе чĕрсе «тимĕр карти тунă».

13. Çĕнĕ уйăх кунĕ.

14-21. Тырă акмалли ырă кунсем.

14. Хурт амăшне, утар ыррине, пыл паракан ырăна чÿкленĕ кун. Ăна пăтăпа, пылпа тата пыллă пăтă хупнă кукăльсемпе асăннă, чÿкленĕ. Хурт амăшĕ ларакан вĕлле тĕлне пыл лартса панă.

1164 çулта вырăссен Владимир Кнеçĕ Андрей Боголюбский Атăлçи Пăлхар çине вăрçăпа тапăннă. Çак кун вĕсенчен питĕ нумай пыл туртса илнĕ.

Чиркÿ çыннисем кăна Турă пани тенĕ. Çак куна пачăшкăсем пыл кунĕ, пыллă сăпас тесе асăна пуçланă. Халĕ пĕрремĕш спас, медовый, пыл спасе тесе асăнаççĕ.

12. Эмел курăкĕсен кунĕ. 12 тĕрлĕ курăк пуçтарса хатĕрленĕ.

19. Улма-çырла кунĕ. Иккĕмĕш спас. Кукăль пĕçерсе асăнаççĕ, уявлаççĕ. Чиркÿ кĕнекисем тарах, Христос çак кун çÿллĕ ту çине Петр, Ияков, Иоанпа пĕрле улăхсан вĕсен умĕнче çап-çуттăн ялкăшса курăннă иккен.

Атте Турă хăй сассипе вĕсене ку манăн ывăл тесе каланă.

Çак куна тата «Христос Спаситель» çутă сăнарпа курăннă кун тесе калаççĕ иккен.

20. Çуртри тырăсене вырма тухаççĕ. Тулă ани çинче темиçе пуçлă /2-4/ пучах тупсан, ăна тырă амăшĕ /турри/ вырăнне хурса çуртри турăш умне хураççĕ. Е тырă кĕлетне, кашта айне чиксе çакаççĕ. Вăрманти шĕшкĕ мăйăрне пуçтарма пуçлаççĕ.

Çак вăхăтра мулкачсем самăрланаççĕ, тытма юрать. Какайĕнчен кукăль пĕçереççĕ.

Хур кайăксем кăнтăра вĕçсе кайма кĕтÿленеççĕ.

21-23. Çил вылянă, шыв тасалнă вăхăт. Çанталăк сивĕтет. Çăл куçсене, тарасасене кĕр умĕн тасатаççĕ. Кĕсел, чĕрĕ çăмартапа, вут кăмпине чĕртсе тĕтĕмлентерсе чÿклеççĕ. Çăлкуçа кăмрăк яраççĕ.

24. Ваттисене асăнмалли кун. Вилнисем çăва çине тухаççĕ.

24. Вилнисем çăва çинче вылянă каç. Вĕсем виле шăтăкĕсенчен тухса, шурă тăхăнса çурта тытса çÿреççĕ. Шурă лаша çине ларса таврара чупса выляççĕ тенĕ.

27. Çил амăшĕ, çил ашшĕ кунĕ. Кĕрхи çил тухнă кун. Çанталăк уяртнă, пĕлĕт çутăлнă, тăрăлнă вăхăт. Вырăссем «Çамрăк арăмсен çу кунĕ» /27. 08 — 11. 09/ тесе калаççĕ.

Чăвашсем тăрна кунĕсем тенĕ.

28. Çĕнĕ тырă кунĕ. Тыр-пула пуçтарса пĕтерме вăхăт. Çĕнĕ çăкăр чÿкне, кивĕ тырăна /пĕлтĕрхи тырăна/ киветсе тунă чÿк. Ана ыррине, пулĕхе çулти Турра асăннă. Ана кĕтессине, пĕр çупкăм тыррине, «сухалне» вырмасăр хăварнă. Турă «сухалĕ» тĕлне пÿлĕхçĕ, ана ыррине, туррине чашăкпа пăтă лартса панă. Кĕлĕ тунă. Кĕлĕ хыççăн ларса апат çинĕ. Ана вăйĕ ан кайтăр тесе ана çинче йăвалăннă, хăвăрттăн сиксе тăнă.

29. Виççĕмĕш спас. Мăйăр пиçнĕ кунĕ. Кĕрхи çимĕçсен кĕрхи тырă кунĕ. Автан сăри кунĕ.

Тырă акса пĕтернĕ вăхăт. Ваттисене асăнаççĕ, вĕсене çăва çине кайма ыйтаççĕ, кĕрхи сăра уявне ирттереççĕ.

31. Лашасем канава тухнă вăхăт. Вĕсене юлашки хут шыва кĕртеççĕ, çерем çине улăха яраççĕ.

Авăн уйăхĕ

Çулталăк ярăмĕн пайĕ.

Авăн уйăхне çурла, ыраш аки, йĕтем, кĕре кĕртекен, кăмака лартакан, хуракан уйăх тенĕ. Çулçă саралнă, çулçă тăкăннă, хура кĕре кĕнĕ уйăх тесе те каланă. Авăн уйăхĕнче кая юлса пулакан сĕлĕ, урпа тыррисене пуçтарса пĕтернĕ, юлашки çĕмелсене уйран йĕтем çине турттарса капана хывнă, авăн çапнă. Лупас айĕнче салат шăтарнă. Авăн вучахне хывса типĕтнĕ, юпа уйăхĕнче авăртнă.

Çăка çулçи саралса пĕтиччен, чиркÿ календарĕпе Çимион кунĕччен, кая юлнисем ыраш акса пĕтернĕ.

Авăн уйăхĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Ача-пăча шкула çÿреме пуçлать.

Хур-кайăк кăнтăр енне вĕçсе кайма пуçтарăнать, ытти кайăк çула тухать. Пахча çимĕç, пан улми пуçтараççĕ. Кунпа çĕр танлашнă вăхăтри /22. 09/ эрнере, эрне кун кĕрхи çимĕк, юпа уявне ирттереççĕ. Утарти вĕллесене хĕл каçма хатĕрлеççĕ, тасатаççĕ, карас çинчи пылсене пăхаççĕ, апатланма çитни-çитменнине тĕрĕслеççĕ.

Утар çуртне, вĕлле лартакан хупă-хушăсене, лаçсене тÿрлетсе çĕнетеççĕ, типĕтеççĕ, типтерлеççĕ. Уйăх вĕçĕнче çĕлен-калта çĕр ăшне, упа-кашкăр авăрти йăвине, хÿтлĕхне кĕрсе выртăть тенĕ.

Выльăх картишĕсене, кушарĕсене, лаçĕсене çĕнетсе тÿрлетнĕ. Выльăхсене сутмалли, самăртмалли, хĕл каçармалли ушкăнсене пайласа уйăрса пăхнă.

Кашкăрсем сунара çÿресрен ял тавра, картиш тавра вут чĕртсе «вут пуççисем» пăрахнă.

Çĕнĕ пÿрт-çурт лартнисем кăмака туса çĕнĕ пÿрте куçнă. Çĕнĕ пÿрте хĕрт-сурт кĕртсе /кивĕ вучахран çĕнĕ вучаха вут-кăвар килсе хывнă/ хĕрт-сурт пăттине пĕçерсе çинĕ, кĕлĕ тунă, çĕнĕ çуртра ырлăх-пурлăх тулли пултăр тенĕ.

Уйăх вĕçĕнче купăста касма, çарăк, кăшман кăларма пуçланă.

Вырăссем авăн уйăхĕнче, кĕрхи уяр кунĕсенче çу кунĕсем таврăнаççĕ тесе калаççĕ. Çав вăхăта — «арăмсен кунĕсем /а. к. / — бабье лето» тесе калаççĕ тата ăна виçĕ пая уйăраççĕ: çамрăк а. к. /27. 08 — 11. 09/, ватă а. к. /14 — 29. 09/, çитĕннĕ ватă а. к. /24 -29. 09/.

Чăвашсем çак вăхăта тăрна кунĕсем тесе каланă. Уйăха вĕçлекен куна çăва ăсатнă кун тесе калаççĕ. Ăна купăста кукăлĕ туса, пĕçерсе-çисе асăнаççĕ.

Паллă кунĕсем, уявсем

1. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă кун.

1-10. Вăрманти ырă-усалсене /арçурисене, ырçурисене/ вăрман пуянлăхне ÿстерекен ырăсене асăнса чÿкленĕ вăхăт.

2. Кăшман-çарăк çитĕннĕ вăхăт.

3-4. Вăрманти арçурисем, хура каçсенче вăрмантан тухса йĕтем çине пыраççĕ тенĕ. Вĕсем авăн вучахĕнче выляççĕ, çил кăларса кĕлтесене сирсе пăрахаççĕ тенĕ. Вĕсене хуралçăсем тумтир, кĕрĕк тавăрса тăхăнса турчăкапа, сенĕкпе хăваласа авăн картинчен кăларса янă иккен.

4. Йĕтем, авăн вучах сыхчин кунĕ. Пăтăпа асăннă.

4-7. Сĕлĕ-урпана, уйри çĕмелсене йĕтем сине турттарса, кĕрхи ыраша акса пĕтерсе /15-мĕшĕччен/ ана пăтти пĕçерсе кĕрхи чÿке чÿкленĕ, ваттисене асăннă вăхăт.

7. Çĕнĕ пурт лартнисем кăмака туса пĕтереççĕ, вучаха хĕрт-сурт вуттине /кăварне/ илсе килсе вут чĕртсе, хĕрт-сурт пăттине пĕçерсе чÿклемелли вăхăт.

11. Чирку календарĕ тăрăх Иоан пуçна каснă кун. Çак кун купăста касма юрамасть тенĕ.

12. Çĕнĕ уйăх кунĕ.

14. Кĕрхи ака чÿкне ирттернĕ кун. Çак кун 4-5 çулти ачасене лаша çине лартса урам тăрăх чуптарнă. Шыври çĕленсем çаран çине, уйри-хирти çĕленсем вăрман уçланкине, хур кайăксем çула тухма пуçтарăннă вăхăт. Çĕрçисем, катăркас катине, çул çумĕнчи чĕмчен курăкĕ ÿсекен çерем çине пуçтарăннă вăхăт. Йĕтен-кантăра шÿтернĕ вăхăт.

14. 09-15. 11 кунсенче /22. 09 чи аван вăхăт/ кĕрхи туйсене ирттермелли вăхăт.

15. Кĕтÿне, каçсенче, карта хушшине кĕртнĕ кун.

21. Утар кунĕ. Кĕрхи хурт чÿкĕн кунĕ.

22. Христос амăшĕ çуралнă кун. Кунпа çĕр танлашнă кун. Юпа кунĕ. Юпа чÿкне уйăх пĕтнĕ эрнере ирттереççĕ.

23. Пилеш кунĕ. Пилешпе хуçалăхран усалсене хăваланă.

25-30. Авăн çапса пуçтарнă вăхăт. Йĕтем чÿкне, авăн чÿкне, перекет чÿкне, кĕлет чÿкне, йĕрĕх чÿкне ирттернĕ вăхăт. Кĕрхи ĕçке, ял ĕçкине хатĕрленме пуçланă, сăра лартнă.

27. Сурăхсен çăмне касса пуçтарнă вăхăт. Çĕлен-калта çĕр ăшне, шапа шыв тĕпне, упа авăрти йăвине хĕл каçма кĕрсе выртнă вăхăт.

Хур кайăксем кăнтăралла вĕçсе кайнă вăхăт. Çак вăхăтра пăшисем кĕрхи уя, калча çине тухаççĕ. Вăрманта ар-ыр çурисем алхасаççĕ.

30. Вырăс хĕрарăмĕсем кĕрхи çу кунĕсем вĕçленчĕç тесе купăста куклин уявне ирттереççĕ. Чăвашсем: «хур кайăксене ăсатрăмăр, хура кĕре кĕтĕмĕр», — тесе калаççĕ. Кĕрхи ĕçке пуçлаççĕ. Çамрăксем улаха тухаççĕ.

Юпа уйăхĕ

Çулталăк ярăмĕн пайĕ.

Юпа уйăхне тата авăн, йĕтен-кантăр, вугă, вучах, хура кĕре, пÿрге-çурта кĕнĕ уйăх тесе калаççĕ.

Юпа уйăхĕнче йывăс çулçисем тăкăнса пĕтеççĕ. Вăрман хуралать. Куç курман тĕттĕм каçсем тăраççĕ. Кашкăрсем кĕтÿленсе выль-ăхсене, сурăхсене тытма сунара тухаççĕ, яла çÿреççĕ. Хур кайăксем кăнтăр енне вĕçсе кайса пĕтеççĕ.

Кураксем, чанасем ушкăнланса, кĕтÿленсе, чанкăлтатса вĕçеççĕ.

Чанисем: «Эпир те сирĕнпе, эпир те сирĕнпе кăнтăра пыратпăр. Кăнтăра, кăнтă-ра», — тесе чанкаççĕ тет. Пĕрремĕш юр ÿксенех вăрмана е хулана вĕçсе тараççĕ. «Каймастпăр, каймастпăр», — тесе калаççĕ тет.

Пĕрремĕш юр ÿксен хурт вĕллисене утарти лаçсене кĕртсе лартаççĕ. Шăши куршанакне, хура курăк хывса хăвараççĕ.

Йĕтем çинчи шутлă капансене /тырăсене/ çапса пĕтереççĕ. Усрав /запас/ капанĕсене çапмасăрах хăвараççĕ. Вĕсене тырă хаклансан е çитес çулта тырă пур-çук вăхăтра çапаççĕ. Юпа уйăхĕнче тырă авăртма армана тухаççĕ. Кĕрпе, çăнăх, салат, выльăх çăнăхне /пусăпкă/ авăртаççĕ.

Сутмалли тырăсене тепĕр хут алласа тасатаççĕ.

Кил-йышпа юпа чÿкне, кĕрхи çимĕке кил-йышпа хĕрт-сурт, пÿрт сыхчи чÿкне ирттереççĕ. Çуллахи хÿшĕ-лаçсенчен хĕллехи çурта куçаççĕ.

Хĕрарăмсем, çамрăксем купăста касса тăварлаççĕ.

Ниме туса васкаканĕсем шÿтернĕ, типĕтнĕ кантăр-йĕтĕне тылăпа тыллаççĕ, шăртпа шăмăсенчен тасатаççĕ. Сÿс туса кĕнчеле арлаççĕ.

Çăм таптарса арлаççĕ. Сивве кĕриччен сăхман тĕртсе, пусса-çуса тăлла-сăхман таваççĕ, ăшă тумтир çĕлеççĕ. Хĕрсемпе каччăсем — улахра, ал-ĕçĕсене тăваççĕ.

Картишри выльăха умри апат çинче усраççĕ. Сутмаллине пасара илсе тухаççĕ. Какай тумаллине самăрлатма çитереççĕ, Хĕл каçмаллисене, йышланса пăру памаллисене уйрăм ушкăна уйăраççĕ.

Кĕрхи çимĕк, юпа чÿкĕ хыççăн, ĕç пуçтарсан ял-йышпа уйăх вĕçнелле кĕрхи сăра ĕçкине, ял-йыш ĕçкине туса ирттереççĕ.

Кĕр вĕçленет. Çул-йĕр шăнса хытать. Ял çынни çул уçăласса кĕтет.

Паллă кунĕсем, уявсем

1-8. Вăрман хуралнă, çулçă тăкăнса пĕтнĕ вăхăт. Утар лаçĕсене тасатнă, тÿрлетнĕ вăхăт. Хур кайăк, тăрнасем вĕçсе кайнă вăхăт.

2. Кĕрхи пыла илнĕ кун. Хурт ами кунĕ.

2-10. Çак кунсенче вĕллесене утар лаççине кĕртсе лартаççĕ. Вĕллери карассене тĕрĕслеççĕ. Утар чÿкне, хурт усравĕн чÿкне ирттереççĕ. Кăрчама сăрине уçаççĕ. Ача-пăчана утар ĕçне явăçтараççĕ.

3. Арман кунĕ. Авăн çапса пĕтерсе йĕтем чÿкне чÿкленĕ. Авăн, йĕтем сыхчине пăтăпа-сăрапа асăннă. Армансенче тырăсене авăртма пуçланă. Хĕллехи пÿрте пурăнма куçнă вăхăт.

5-10. Юпа чÿкне ирттермелли вăхăт.

10. Юпа кунĕ. Кăçал вилнисен тăпри сине юпа лартнă кун /юпине ÿппĕн лартаççĕ/. Ваттисене /вилнисене/ килтен ăсатса кăларса янă кун.

11. Çĕнĕ уйăх кунĕ.

14. Чиркÿ календарĕ тăрăх Пукрав. Купăста касмалли, çарăк кăшмансене пуçтарса пĕтернĕ вăхăт.

Юлашки кайăксем /кураксем/ кăнтăралла вĕçсе кайнă вăхăт.

Уйăп, кăсăя, ула такка, çурçĕрти кайăксем ял-хула çумне вĕçсе килеççĕ. Туйсем ирттермелли вăхăт. Улах пуçланать.

17. Арçурисем, вăрманти ыр-усалсем çил кăларса йывăçсене хуçса алхасаççĕ. Çанталăк улшăннă вăхăт.

22. Кĕрхи кăмпасене пуçтармалли вăхат.

23-29. Килти хĕрт-сурт чÿкне, ял-йыш ĕçкине, кĕрхи сăра ĕçкине ирттермелли вăхăт.

27. Чиркÿ календарĕ тăрăх, ал ăстисене хÿтĕлекенĕн, эрне куна хисеплекен Праски кунĕ. Ваттисен кунĕ.

28-31 Кантăр тылласа сÿслес ĕç вĕçленнĕ. Тăла сăхман туса ăшă тумтир çĕленĕ. Урапасене хĕллехи лупас айне лартнă. Çуна-кÿмесене кăларса тÿрлетнĕ. Çĕр шăнасса, юр çăвасса, çул уçăласса кĕтнĕ.

Чÿк уйăхĕ

Çулталăк ярăмĕн пайĕ.

Чÿк уйăхне тата хура кĕр, юпа, шалча, хĕле кĕрен, çуна уйăхĕ тесе калаççĕ.

Чÿк уйăхне хĕлпе кĕр кĕрешекен уйăх, мулкач юпах пăрахса улăштарнă уйăх тенĕ. Çак уйăхра кĕр вĕçленет, хĕл пуçланать. Хресчен урапа çинчен çуна çине ларать.

Кÿлленсе тăракан шывсем пăрланса лараççĕ. Юр ÿксе çуна çулĕ уçăлать. Чÿк уйăхĕнче вилнĕ ваттисем /чунĕсем/ çăва çине таврăнаççĕ тенĕ. Уйăха /уйăх пĕтнине/ пăхса вĕсене асăннă.

Кĕлĕ, чÿк, киремет вырăнĕсенче кĕрхи чÿксене ирттернĕ. Киремете тасатса, хапхине хупнă. Тăванĕсемпе пĕрле килте хĕрт-сурт, картиш, кил-çурт, ял-кÿршĕн чÿкне ирттерсе кĕрхи ĕçке ĕçсе ирттернĕ. Унта çемйипе, тăванĕсемпе, кÿршĕ-аршăсемпе пуçтарăннă.

Сунарçăсем типе, мулкач тытма сунара тухнă. Пулăçсем шыв вутăшне кĕселпе чÿклесе пулă тытма пуçланă. Килти выльăха, хур-кайăксене пусса тирпейленĕ. Качча тухма çитĕннĕ хĕр-упраç валли минтер-тÿшек тултарнă.

Килти ватăсен вырăнĕсене улăштарнă. Çĕнĕ ыраш-улăм тÿшекне сарса панă. Пасар хакне кура усрама хăварнă хăш-пĕр тырра /капана/ çапнă. Парăмсене татса пĕтернĕ. Çамрăксем ушкăнпа улах ларнă. Сÿс, çăм арланă: пир тĕртме çип хатĕрленĕ. Чăвашсем кĕр енне туйсем ытла туман. Хĕле хирĕç «çĕнĕ çăвар» хушас мар тенĕ. Туйсене çу, çурхи ĕçсем умĕн тума тăрăшнă. Ачи-пăчи çура хирĕç çуралнине ырланă. Арçынсем юр ÿкиччен вăрман касса хатĕрленĕ. Çул уçăлсан вутă турттарнă.

Паллă кунĕсем, уявсем

1-5. Выльăх ыррисене асăнса карта чÿкне ирттернĕ вăхăт.

2. Кашкăр амине, пихампара чÿкленĕ кун.

3, 10, 17, 24. Кĕрхи сăра ĕçкине пуçлама юрать.

10. Кĕнчеле арлакансен кунĕ. Ăсталăх кунĕ. Ал ĕç сыххине, ыррине пăтăпа асăннă.

11. Çĕнĕ уйăх тулнă кун. Кĕтÿç кунĕ. Парăма татса тав тунă кун.

12. Кăсăя кунĕ.

12-14. Кĕрхи кайăк-кĕшĕксен кунĕ. Кăсăясем яла, кил-çурт патне апат шырама таврăнаççĕ. Çĕрçисем арпа çинче чакаланаççĕ.

14. Тимĕрçĕ кунĕ. Тимĕрçĕ лаççине хупса çĕр шăнтиччен канса илнĕ. Вырăссем тимĕрçĕ уявне чăх пусса уявланă. Чăвашсем тимĕрçĕ лаççинче пăтă пĕçернĕ, тимĕрçе тав тунă.

14-19. Сутмалли тырă капанĕсене çапнă, кантăр тыллама вăхăт.

16-20. Сунарçăсен кунĕ. Килти хур-кăвакалсене пусса тирпейленĕ вăхăт. Ӳссе çитĕннĕ хĕрачасем валли тÿшек-минтер хатĕрленĕ. Сунарçăсем сунара тухнă, пулăçсем пулла кайнă вăхăт. Çуна çула тухма хатĕрленĕ вăхăт.

23. Хĕллехи тумтир кунĕ. Кĕрĕк çĕлесе тăхăннă.

28. Усалсем вылянă, тĕрлĕ çанталăк, çил-тăманлă вăхăт.

29. Ваттисене асăнса çăва çине ăсатнă кун. Парăмсене парса татнă.

29-30. Кĕре ăсатнă, хĕле кĕтнĕ, чÿк, киремет картисене хупнă вăхăт. Умри кĕлĕсене хĕлле килте, çуртри е лаçри, картиш варринчи вучах умĕнче туса ирттернĕ.

Раштав уйăхĕ

Çулталăк ярăмĕн пайĕ.

Раштав уйăхне чÿк, кăрлач, сурăх ури, хĕл, шартлама хĕл, Атăл ларнă уйăх тесе калаççĕ.

Ăсчахсем уйăх /раштав/ ячĕ чиркÿ календарĕнчи Христос çуралнă кун /25-12. с. с/ «Рождество» ятĕнчен е мăсăльмансен çак вăхăтри Мухамед пророкăн виллине Иерусалиме Керем сăртне илсе пырсан вал унта чĕрĕлсе пĕлĕт çине вĕçсе кайнă. «Раджаб» ятĕнчен раштав ят пулса кайнă тесе шутлаççĕ.

Раштав уйăхĕнче юхан шывсем пăрланаççĕ. Вичкĕн сивĕ çилсем тухаççĕ. Çаванпа ĕлĕк уйăха: «Хĕл карчăккин, раштав карчăккин, карачунăн /вилĕм яраканĕн уйăхĕ тесе каланă. Ку уйăхра вăрманти чĕр чунсем, кайăк-кĕшĕк апат шыраса хăшкăлаççĕ. Кашкăрсем йышланса ялсем патне пырса çÿреççĕ... Çак уйăхра Атăл тăрăх обоз çÿреме пуçланă. Ямшăксем лашисене хĕллехи çулсемпе хăваланă, çуллахи тавра çулсене пăрахăçланă. Ял хресченĕ йăлăмри утă капанĕсене, çурт-йĕр тума касса хунă йывăçа вăрмантан, Атăл леш енчен килелле, Чăваш Еннелле турттарнă. Ялсенчи, саласенчи пасарсенче йывăç-вутăпа, утă-улăмпа суту-илÿ тума пуçланă.

Ялти ача-пăча шкул хыççăн, ашшĕ-амăшне килти ĕçе тума пулăшсан çунащкапа, йĕлтĕрпе ярăнма ял çумĕнчи тăвайккине тухнă.

Каçхине хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм улаха пуçтарăннă, ал-ĕç тунă, юрланă, ташланă.

Çитĕннисен йышне кĕрес теекен хĕр-упраç Хĕр сăри уявне пуçтарса ирттернĕ. Çамрăксем хĕл вăхăтĕнче хĕр ĕçки, йĕтес ĕçки, кăшарни, сурăх ури, хĕллехи ĕçкĕ уявĕсене ирттернĕ.

Авланас каччăсем лаша кÿлсе, ялтан-яла, улахран-улаха çÿренĕ: пулас мăшăрне шыранă, хĕр суйланă.

Çĕнĕ çул умĕн, кăшарни эрнинче, сурăх ури уявĕ тĕлĕнче юмăç янă, тухатулла вылянă. Хăш енчен мăшăр килессе, унăн мĕнле кăмăл-сипет пуласса пĕлесшĕн çуннă. Ватăраххисем хĕл ĕçки пуçланă. Хăна пуçтарнă. Хĕл ĕçки пĕрин патĕнчен теприн патне сиксе пынă. Пĕрисем кăçал, теприсем çитес çул тăванĕсене пуçтарса хăналанă.

Хальхилле Çĕнĕ çула 50-60 çул каярах уявлама пуçланă.

Ял çынни çулталăкĕпех ĕçлет. Хĕлле картиш тулли выльăха пăхса усрать. Раштав уйăхĕнче сурăхсем пăруланă вăхăт. Вĕсене пăхса илсен, сурăх ыррине тав туса пăтă пĕçерсе çисе карта чÿкне чÿкленĕ.

Кашкăрсене хăратас тесе картиш тавра, ял тавра вут пуççисем чиксе тухнă. Кун таврăнсан çанталăк сивĕтнĕ, шартлама хĕл пуçланнă.

Паллă кунĕсем, уявсем

1. Килти йĕрĕхе, ача-пăча сыхчине пăтă-кĕселпе чÿкленĕ вăхăт. Ача-пăчасене килти вăйăсене, йăласене, ĕçсене тума вĕрентнĕ.

3. Пасарсене, ярмăрккасене тухнă пĕрремĕш кун, çул çине усал-тĕсел çыпăçасран темиçе пус укçа пăрахаççĕ.

5. Çуна çулĕ уçăлнă кун.

7. Хĕрачасем юмăç ярса, тĕлĕк ыйтса çывăрса, пуласлăха пĕлме, курма тĕшмĕшленнĕ каç.

Çул тăрăх çап касса чиксе палăртса тухнă вăхăт.

9. Çĕнĕ уйăх тулнă кун. Кашкăрсем кĕтуленсе çул çине, ял çывăхне тухнă вăхăт...»Кашкăр-кашаман пĕччен лавран хăраман», — тенĕ.

Кÿлĕсенче вак касса ăскăчпа ăсса пулă тытнă вăхăт. Шăннă пулăна çуна хурманкисене тултарса пасара сутма çÿренĕ тапхăр.

10. Вăрманти пăшисем мăйракине пăрахнă вăхăт.

14. Карачун, раштав карчăкĕн е хĕл карчăкĕн эрни пуçланнă. Чи кĕске кунсен, чи вăрăм каçсен эрни.

Авалхи вăхăтра çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă кун. Чиркÿ календарĕ тăрăх, ăс паракан Наум кунĕ.

17. Чиркÿ календарĕ тăрăх, Варвари кунĕ. Сивĕ вăхăт тапхăрĕ.

19. Шартлама сивĕн кунĕ. Шартлама Микули. Микули сивви ваттине те чуптарать, карчăксене те ташлаттарать.

21. Чи кĕске кун.

22. Карачун кунĕ. Хĕвел вилсе чĕрĕлекен кун.

24. Кăшарни эрни пуçламăшĕ.

25. Кун таврăнни. Кун вăрăмăшĕ çĕрçи виççĕ сикмелĕх, автан, чăх-чĕп пĕр утас утмалăх тăсăлать тенĕ. Кун таврăнсан çанталăк сивĕтет. Сурăх ури уявĕ çитет.

26-30. Вучах чÿкне, вут чÿкне, килти йыш чÿкне ирттереççĕ. Хĕрт-сурта кăмака çине пăтă лартса параççĕ, киле пăхма ыйтаççĕ. Хĕрт-сурт, /ватă хĕр/ килтисем çывăрса кайсан, кăмака умне кĕнчеле арлама тухса ларать тет, ача сăпкине сиктерет тет.

31. Çĕнĕ çула кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул каçĕнче, пулас пулăм-телейĕсем кĕтеççĕ. Çемьене кучченеçпе, тулли сĕтелпе хăналаççĕ. Тум-тир кĕсйисене темиçе пус укçа ярса çывăрма выртаççĕ. Çĕнĕ çултан тулли ырлăх кĕтеççĕ.

 

Усă курнă литература

  1. Ашмарин Н. И. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Словарь. Т. 17.
  2. Времена года. Православный народный календарь. /Сост. В. Соколовский, Урал-пресс. — 1992.
  3. Димитриев В. Д. Чувашский календарь и метрология. Шупашкар, 1982.
  4. Климшин И. А. Календарь и Хронология. Наука. М., 1990.
  5. Куликов С. Нить времен. Малая энциклопедия календаря. Наука. М., 1991.
  6. Мифы народов мира. М. Сов. Энциклопедия в 2 томах.
  7. Николаев Н., Харлампиев В. Звездочеты древности. М., 1991 г.
  8. Православный календарь. /Сост. Б. Рожковский, Владис. — Ростов, 2001.
  9. Религии мира. Энциклопедия в 2-х томах. Москва. Аванта, 1996 г.
  10. Романов Н. Р. Чувашский народный календарь; Ученые записки. Чув. НИИ ЭЛ. Вып 21. — Шупашкар, 1962.
  11. Стрижев А. Н. Календарь русской природы. — М. 1972.

 

Сыпăксем: