Димитриев Константин Димитриевич (1924 ç. ç.)

Эпӗ 1924 ҫулхи нябрӗн 14-мӗшӗнче Пулайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта Ҫавалҫырмари ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухрӑм, ун хыҫҫӑн «Новое дело» хуҫалӑхра ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫак тапхӑрта суха тунӑ, тырӑ акнӑ, вырнӑ, авӑн ҫапнӑ. 1940 ҫулта колхоз правленийӗ хастарлӑха кура ферма сыснисене пӑхма шанчӗ. Кунта ҫулталӑк ҫурӑ ытла вӑй хутӑм. 1941 ҫулхи июньте хӑрушӑ хыпар сарӑлчӗ: Гитлер вӑрӑ-хурахӗсем пирӗн юратнӑ ҫӗршыв ҫине сӗмсӗррӗн тапӑннӑ. Ялти мӗнпур вӑйпитти арҫын вӑрҫӑ хирне тухса кайрӗ. Эпир, ҫамрӑксем, вӗсен вырӑнне йышӑнтӑмӑр, тата хастартарах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Ҫав ҫул октябрь уйӑхӗнче тӑван хуҫалӑхра авӑн ҫапса пӗтермесӗрех Тӑвай районӗнчи Пуянкасси ялӗ ҫывӑхне хӳтӗлев сооруженийӗсем тума илсе кайрӗҫ. Кунта шартлама сивӗре пилӗк уйӑх хушши тар тӑкнӑ хыҫҫӑн киле таврӑнтӑм, анчах канма памарӗҫ, Йӗпреҫ вӑрманне кӑларса ячӗҫ. Унтан таврӑнсан ҫур аки ӗҫӗсене пурнӑҫларӑмӑр, каллех Етӗрне районне ҫул тума кӑларса ячӗҫ. Ҫӑмӑл пулман пире ун чух. 1942 ҫулхи августӑн 8-мӗшӗ. Ун чухне Етӗрне тӑрӑхӗнче вӑй хураттӑмӑрччӗ. Мана ӗҫ вырӑнӗнчех вӑрҫа кайма повестка пырса пачӗҫ. Тепӗр талӑкран ҫар комиссариатне пырса ҫитрӗм. Пире, 18 ҫамрӑка, Шупашкара кайма направлени пачӗҫ. Тӗп хулана ҫитсен Атӑл леш енчи 180-мӗш запас полка илсе кайрӗҫ. Мунча кӗртрӗҫ, ҫар тумӗ пачӗҫ. Кунсерен полигона илсе каятчӗҫ, стройпа утма, автоматран пеме вӗрентетчӗҫ. Ҫапла запас полкра виҫӗ уйӑх хушши ҫар ҫыннин вӑрттӑнлӑхӗсене алла илтӗмӗр. Кӗҫӗн сержант званийӗ, ҫӗнӗ тум пачӗҫ, ҫӗрле Шупашкар чукун ҫул станцине илсе ҫитерчӗҫ. Тавар вакунӗ ҫине лартрӗҫ те пуйӑс тапранчӗ. Ӑҫта каяссине, ҫитессине никам та пӗлмест. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ — фронта, тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫма. Мускав ҫывӑхӗнче виҫӗ талӑк тӑтӑмӑр, ун хыҫҫӑн ҫул Волхов хули еннелле выртрӗ. Ноябрӗн 21-мӗшӗнче Ладога кӳлли урлӑ Ленинград хулине пырса ҫитрӗмӗр. Ун чухне Нева ҫинчи хула блокадӑра пулнӑ, пӗтӗм пурнӑҫ асӑннӑ кӳлӗпе ҫыхӑннӑ. Оборонӑра тӑраттӑмӑр, разведкӑна ҫӳреттӗмӗр. Август уйӑхӗнче, наступлени вӑхӑтӗнче, пирвайхи хут сулахай хулпуҫҫинчен амантӑм. Кунта мана «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысларӗҫ. Госпитальте пӗр уйӑх сипленнӗ хыҫҫӑн каллех фронта, яланах малти линире. 1944 ҫул. Февралӗн 14-мӗшӗнче Пулковоран Нарва хули патнелле наступлени тунӑ вӑхӑтра иккӗмӗш хут сылтӑм ураран амантрӗҫ. Нарва хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче палӑрнӑшӑн «Ҫапӑҫусенчи паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫрӗм. Госпитальте икӗ уйӑх хушши сипленме тиврӗ. Каярах Латви, Литва, Эстони, Финлянди ҫӗрӗсене нимӗҫ эшкерӗсенчен тасатнӑ ҫӗре хутшӑнтӑм. 1945 ҫулхи апрелӗн 27-мӗшӗнче Литван Либава хули патӗнче черетлӗ хут йывӑр амантӑм. Сылтӑм урасӑр тӑрса юлтӑм. Контузи илтӗм. Ҫакӑнта мана «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орден пачӗҫ. Ӗмӗрлӗхех инвалид пулса юлтӑм. Каярах мана, «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн», «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе чысларӗҫ.

Интервью илнӗ Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ