Егоров чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнăранпа паян — 135 ҫул

Егоров Василий ГеоргиевичПаян — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш АССР наукин тава тивӗлӗ ӗченӗ Василий Егоров ҫуралнӑранпа 135 ҫул.

Чӑваш тӗнчинче сумлӑ йӗр хӑварнӑ ҫын 1880 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнчеҪӗрпӳ уесӗнчи Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ку ял Куславкка районне кӗрет.

Василий Георгиевич тюрколога тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. 1899 ҫулта Чӗмпӗрти учительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл унти тӗн семинарийӗнче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче пӗлӗвне туптанӑ. 1916 ҫулта ӳркенмен чӑваш Сантк-Петербургри университетра ӑс пухать.

Нумай пӗлӳ илнӗскер вӗрентекенте те тӑрӑшать, Сиринче Палестин обществин вырӑссемпе араб шкулӗсен заведующийӗнче тӑрӑшать. Тӑван ҫӗршыва 30 ҫулта таврӑнсан Хусан кӗпӗрнийӗнчи Елабуга хулинче хӗрарӑмсен училищинче, чӑн училищере ӗлет. Златоуст хулинче халӑх училищисен инспекторӗнче те тар тӑкать, Халӑх вӗрентӗвӗн Омскри пайӗнче инструкторта тимлет. 1921 ҫулта хастарскер Чӑвашсен рабочи факультетне йӗркелесе ертсе пыма тытӑнать. Тепӗр тесен унӑн пӗтӗм биографине асӑнса та пӗтереес ҫук. Хамӑр патри аслӑ шкулсенче те ӗленӗ вӑл.

Анлӑ биографинчи сумлӑ йӗрӗ ҫапах та — чӑваш чӗлхине тӗпчени. Чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкӗсемпе те кӑсӑкланнӑ вӑл, лексикографипе те. 1928 ҫулта Василий Егоров тута сингармонизмне уҫнӑ. Унӑн нумай енлӗ ӗӗ ҫӗршывӑн тюркологине самай витӗм кӳнӗ, паянхи чӑваш чӗлхин пӗлӗвне аталантармалли ҫула уҫнӑ.

Вӑл пичетленӗ 60 ытла ӑслӑлӑх ӗӗн шутӗнче — "Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ", "Чӑвашла-вырӑсла словарь", "Вырӑсла-чӑвашла словарь", шкул кӗнекисемпе вӗренӳ программисем.

Василий Георгиевич 1974 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче вилнӗ.

Таисия Ташней
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/news/8239.html
Разделы:
Сыпăксем: