Эпир – суварсем

Юханшыв юхăмĕнче –
ĕмĕрсен ташши.
Ташшинче ик ташăç пур –
Тăнăçпа хĕн-хур.
 
Сĕм вăрман кашлавĕнче –
Несĕлсен сасси:
«Сувар ятлă йышлăх пур,
эй, тĕнчеçĕм, кур!».
 
Чĕвĕл шăпчăк сассинче
Несĕлсен юрри.
Юрринче сĕм авалхи
Суварсен чĕлхи.
 
Ытарми куç умĕнче
Кĕпе ум тĕрри.
Ум тĕрри – сувар ĕнчи –
Ăслăлăх тĕнчи.

Микулай Шаймăрса. 2015 çул.