Эрехсĕр уяв

 

Сарри Мишши сăмах калать

Слева направо: Тимĕр Тяпкин, Владимир Алмантай, Валерий Сапожников, Валем, Николай Балтаев, ...
«Шуçăм» фольклор ансамблĕ

Мартăн 5-мĕшĕнче Шупашкарти кафесенчен пĕринче «Сувар» фонд чăваш халăхĕн Çăварни уявне ирттерчĕ. Яланхи пекех уява чăваш интеллигенцийĕн паллă представителĕсем пухăнчĕç, нумайăшĕ халăх костюмĕсене тăхăнса килнĕ.

Уява Виталий Петрович Станьял пуçларĕ – вăл ун çинчен кĕскен каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра вăл православи тĕнĕпе пăтрашăнса кайнă, чăн чăвашла ăна пушăн 21-27-мĕшĕсенче, çĕрпе кун танлашнă вăхăтра ирттермелле.

Пухăннисен умĕнче «Сувар» фондăн вице-президенчĕ Тимĕр Тяпкин сăмах каларĕ. Вăл Марина Карягина журналисткăна тата Владимир Алмантай тавра пĕлÿçĕне Историпе культура тĕпчевĕсене ирттерекен фонд çирĕплетнĕ В.В.Николаев ячĕллĕ премине илнĕ ятпа саламларĕ.

Хĕрарăмсен уявĕ çывхарнă май, Çăварние килнĕ пикесене алă вĕççĕн ăсталанă декоративлă хатĕрсем, çав шутра паллă скульптор Николай Балтаев туса хатĕрленĕ мăй çыххисем парса чысларĕç.

Диана Сусарина ертсе пыракан «Шуçăм» фольклор ансамблĕ хăйĕн юррисемпе савăнтарчĕ. Халăхсен хушшинчи тĕрлĕрен фестивальсен дипломĕсене çĕнсе илнĕ коллектив пултарулăхне уява килнĕ хăнасем те пысăка хурса хакларĕç.

Пухăннисене какай шÿрпипе, ял сăрипе тата ытти халăх апат-çимĕçĕпе сăйларĕç. Тĕлпулура эрех ĕçменни те уява хăйне майлă илем, сăпайлăх, тирпей кÿчĕ.

«Сувар» фонд уявра сумлă арсемпе арăмсене хăйсен хĕвел паллине парнелесе чысларĕ. Роза Деменцовăпа Алена Терентьева («Чăваш наци радиовĕн» ĕçченĕсем) шÿлкеме евĕрлĕ палла тивĕçрĕç. Çавăн пекех Евдокия Андреевăпа (ЧППУри факультет деканĕ) Зоя Сергеевăна анне палăкĕ евĕрлĕ шĕпсутпа (статуэткăпа) чысларĕç.

Тимĕр АКТАШ, Николай ПЛОТНИКОВ.
Сăнÿкерчĕксем Чăваш халăх сайтĕнчен.
Сувар. — 2011 ç. — Пуш, 11 (10 (896) №).