К. Иванов ҫулталӑкӗн эмблемине суйланӑ

Эмблема года литературы и Константина ИвановаЧӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗн эмблемине суйламашкӑн конкурс ирттернӗ. Ҫак кунсенче, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, унӑн ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ.

Конкурс раштав уйахӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 4-мӗшӗччен иртнӗ. Унта вӗренекенсем, культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсен ӳнер ӗҫченӗсем, аслӑ шкулсен студенчӗсем 24 ӗҫ ярса панӑ.

Конкурса ярса панӑ ӗҫсенчен нихӑшне те конкурс ыйтнине тивӗҫтерменни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫавах та комисси ярса панӑ ӗҫсенчен пӗрине сӗннӗ. Ку вӑл — Чӑваш наци музейӗн дизайнерӗ А. А. Поляков ӑсталанӑ ӗҫ. Вӑл проекта ЧР халӑх ӳнерҫин Элли Юрьевӑн эскизӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.

Софья Савнеш
Хыпар çăлкуçĕ: http://chuvash.org/news/8385.html