Калăм эрни — каялла, мăнкун эрни — малалла

Ĕлĕк-авал чăвашсем Çĕнĕ çула çурхи хĕвел çÿле хăпарса çитсен уявланă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунне Мăнкун тенĕ. Вăл хĕвеле хисеплессипе çыхăннă. Çав кунхине ирхине мĕн пур ача ял хĕррине Çĕнĕ çул хĕвелне кĕтсе илме пухăннă. Ватă çын та йышлă пулнă. Çак вăхăтра ачасене тырăпа тата хăмлапа сапнă, пĕчĕкскерсем сывă та ăслă çитĕнччĕр тĕнĕ. Шăпăрлансем çулталăкĕпех чирлемесĕр пурăнас тесе çĕр çинче йăваланнă. Çакăн хыççăн вĕтĕр-шакăр яла таврăннă. Вĕсене аслисем кĕтсе илнĕ, пылак çимĕçпе, йăвапа тата хĕретнĕ çăмартапа хăналанă. Чи малтан пÿрте хĕрачасен кĕмелле пулнă. Çапла тусан кил хуçисен ĕнисем тына çеç пăруланă, сурăхĕсем путексем кăна туса панă имĕш. Чи малтан кĕрекен хĕрачана минтер çине лартнă. Вăл шăп ларма тăрăшнă. Хĕрачана кура пусма ларакан чăх та хăйĕн çăмартисем çинче шăп ларасса, нумай чĕп кăларасса шаннă. Ватăсем ачасене хĕвел çинчен хывнă юмах-халап каласа панă. Унтан кунĕпех чуччу ярăннă, тĕрлĕ вăйă вылянă. Çăмартапа вылясси уйрăмах хисепре пулнă. Выляса илнĕ çăмартана çураки умĕн ана çине чавса хунă. Мăнкунра чăвашсем хурăнташ-тăвансем патне ĕрете çÿренĕ, тепĕр кунхине ваттисене асăннă, çурта çутса кĕлĕ сăмахĕсене каланă: «Паянхи кун çак яшка-çăкăра сирĕншĕн пĕçернĕ, пурсăрăн та тутă çÿремелле пултăр. Кил-йыша, выльăх-чĕрлĕхе сыхлăр, тĕрĕс-тĕкел усрăр, пил тăвăр. Эпир сире асăнатпăр, эсир пире ан асăнăр, пире вăхăт çитмесĕр ан кĕтĕр. Умăрсенче сĕт кÿлли пултăр. Пĕр турам — пин турам, пĕр çăк — пин çăк пултăр.

Турăпа пÿлĕхрен çичĕ тĕслĕ тыр-пула çичĕ кĕлет тытмалăхне, виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тытмалăхне, ывăл-хĕрсене ырлăх-сывлăх памалăхне тархасласа ыйтатпăр. Мăнкун ырлăхĕсем çулталăк тăршшĕпе кайса ан пыччăр. Пурнăç яланах Мăнкунри пек тулăх та савăк тăтăр».

Ваттисене асăнса кĕрсен Кекен ялĕнче çакăн пек юрăсем шăрантараççĕ:

Çут çанталăк пичĕпе

Ăшă енне çаврăнчĕ.

Вăхăт тараси çинче

Кун таврăна пуçларĕ.

Чăваш йăли-йĕркисем

Çутçанталăк йĕркипе

Кĕвĕленсе пыраççĕ,

Черетленсе килеççĕ.

Калăм эрни — каялла,

Мăнкун эрни — малалла.

Кун тăршшĕпе çĕр тăршшĕ

Акă часах танлашĕ.

Мăнкун, Мăнкун, Аслă кун

Пуриншĕн те савăк кун.

Сĕм авалхи чăвашсен

Çĕнĕ çулĕ вăл, пĕлсем.

Мăнкуна уявласси

Ĕлĕк-авалах пулнă.

Хĕвеле чыс тăвасси

Кашни çын тивĕç пулнă.

Ача-пăча ир-ирех

Хĕвеле чĕнсе илме

Тантăшĕсемпе пĕрле

Ту çине чупнă тÿрех:

Чăх çăмарти — çаврака,

Хĕвеле асилтерет.

Сĕтел хушши — сарлака,

Пурне те вырăн çитет;

Тăвансене сăйлани

Ыр кăмăла пĕлтерет.

Пурте пĕрле пурăнни

Туслине-çке систерет.

«Тух, тух, хĕвел, тух, хĕвел,

Кăвак пĕлĕте тух, хĕвел.

Шанкăр уяр ту, хĕвел.

Ачу-пăчу шăнса кайрĕ.

Аслăк çине илсе хур,

Çине витти витсе яр,

Хĕрлĕ кĕпе тăхăнтар,

Хĕрлĕ тутăр çыхса яр,

Пылпа кулач сĕрсе пар,

Алла хĕрлĕ маття пар,

Хĕрли — сана, шурри — мана!

Ытти пурте — Мăнкуна!»

Çапла ĕлĕк чăвашсем Мăнкуна юнкун пуçланă та пĕр эрне уявланă. Чăваш хушшинче вырăс тĕнĕ сарăлма пуçласан вара чăваш Мăнкунĕ христиансен Пасхипе пĕр килме пуçланă, вырсарникун ирттерме тытăннă.

Мелания Никифорова
Хыпар. — 2011. — Ака, 7.

 

 

Сыпăксем: