Кĕмĕл халăхăн паянхи йăлтăравĕ

Иртнĕ уйăхăн 15-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Сăвар-пăлхар культури» курав уçăлнăччĕ. Нумаях пулмасть, вăл хупăнас умĕн, кунтах пресс-конференци иртрĕ. Унăн йĕркелÿçисем — «Сувар» фонд директорĕ Владимир Алмантай, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Владислав Николаев, Чăваш халăх художникĕ Владимир Агеев, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев тата ыттисем журналистсемпе тĕл пулчĕç. Сăмах, тĕпрен илсен, тăван халăх кун-çулĕпе унăн авалхи йăли-йĕрки, культура, тĕн аталанăвĕ пирки пычĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ, искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов несĕлĕмĕрсен цивилизацийĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. «Атăлçи Пăлхар патшалăх пирки чăннипех ылтăн ĕмĕр теме пулать, — терĕ вăл. — Паян çак пулăма тĕпчес, ĕмĕрсен еткерне тăван халăх патне çитерес тĕлĕшпе «Сувар» фонд çине тăрса ĕçленине ырламалла. Унăн уйрăм хастарĕсем тата пысăк ĕçсем тăваççĕ. Сăмахран, Юрий тата Сергей Ювенальевсем «Культура суваро-булгар. Этническая религия и мифологические представления», Владимир Алмантай «Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений» кĕнеке-альбомсем кăларчĕç. Владислав Николаев ÿнерçĕ пурнăçлакан ĕçе мĕнле ырламăн-ха. Вăл пирĕн мăн асаннесемпе кукамайсен манăçа тухнă эрешĕсене — кĕмĕлтен касса кăларнă хатĕрсене — иккĕмĕш пурнăç парнелет. Çакăн пек маттур ентешсем пуррипе мухтанмалла пирĕн».

Владислав Николаев пресс-конференцие çав тупрана илсе пынăччĕ. Вĕсем çине пăхатăн та чăннипех тĕлĕнетĕн: мĕн кăна пулман пирĕн несĕлсен. Пуçа тăхăнмалли, кăкăр умне çакмалли хатĕрсем... Эреш пĕлтерĕшĕпе çеç мар, сыхлав майĕпе те усă курнă вĕсемпе. Усал вăйран, чир-чĕртен сыхланнă пăлхар-сăвар-чăваш хĕрарăмĕсем, ăрăва малалла тăсакансем.

Пурнăçа, çут çанталăка хăйсен çеç пур тĕнче курăмĕпе йышăннă. Пирĕн мăн асаттесемпе кукаçисен тĕнĕ пирки Владимир Алмантай чарăнса тăчĕ. Унăн шухăшĕпе — несĕлĕмĕрсем пĕр турра çеç ĕненнĕ-мĕн. Çакна вăл архив материалĕсемпе паллашнипе çеç мар, археологи тĕпчевĕсем ирттернипе те çирĕплетет. В. Алмантай тата унăн çывăх юлташĕсем, унпа пĕр шухăшлисем юлашки çулсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ку енĕпе уйрăмах нумай ĕçленĕ, археологи экспедицийĕсен вăхăтĕнче чавса кăларнă япалана, упранса юлнă чулсене тĕпченĕ, вĕсем тăрăх унăн малтанхи сăн-сăпатне çывăх палăксем çĕкленĕ. Сăмахран, виçĕм çул Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче сăвар-пăлхарсен палăкĕсене çĕнĕрен ăсталаса лартнă.

Юрий Ювенальев шухăшĕпе, аваллăх сĕмĕнчи еткере каялла тавăрас тĕлĕшпе патшалăхăн ятарлă программа пулмалла. Ун чухнехи несĕлсем — кĕмĕл халăх — пирки пысăках мар ушкăн вăйĕпе çеç каласа, çырса кăтартма çăмăл мар. Çав ушкăн çапах та малаллах талпăнать. Малашлăхра сăвар-пăлхар-чăваш ячĕсене тĕпчесшĕн, вĕсен çĕр ĕç, тимĕрçĕ ĕçĕ, ювелир ĕçĕ тата ытти пирки те кĕнекесем, альбомсем кăларасшăн.

Владимир Агеев та сăмах илчĕ. Вăл та хăйĕн пултарулăхне несĕлсен кун-çулне тĕпчессипе çыхăнтарнă. «Авалхи Пăлхар ишĕлчĕкĕсем çинче», «Вăйăра», «Туйра» тата вун-вун картининче çак йĕре тытса пынă.

Роза Чентаева Тутарстанри Аксу районне кĕрекен Çĕнĕ Аксу ялĕнче пурăнать. Курав уçăлнă чухне те, пресс-конференцире те пулчĕ вăл Шупашкарта. Роза Николаевна тĕне кĕмен чăвашсен йăхĕнчен. Вăл тĕпленсе пурăнакан хутлăх та авалхи тĕне, йăла-йĕркене тытса пырать-мĕн. «„Сăвар-пăлхарсен культури. Халăх тĕнĕ тата çут тĕнчене ăнкарни“ кĕнекепе çывăх паллашрăм. Пирĕн пурнăçа, кун-çула çутатса панăнах туйăнчĕ. Çак йăласем маншăн питĕ çывăх», — терĕ вăл.

Надежда СМИРНОВА.
Владислав Николаевăн ĕçĕсем.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем