Кĕр сăри (чÿклеме)

ӗпӗкхи йӑлапа

Кӗр сӑри (чӳклеме)

Атан сӑрипе Ҫурта кунӗ сыпӑкранах Кӗр сӑрине куҫса пырать. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче е чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче — уй-хире тасатса кӗнӗ хыҫҫӑн ҫӗн уйӑхпа ирттереҫҫӗ.

Кӗрхи чӳклемере ваттисене хывнӑ каҫа «кӗр сӑри каҫӗ» тенӗ.

Чӳклемере малтан сӗтел ҫине пӗр витре сӑра ӑсса лартаҫҫӗ. Унтан мӗнпур хӑнисене пӗрер курка сӑра тултарса параҫҫӗ. Тепӗр аллине ҫӗнӗ тырӑран пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа тӑвар тыттараҫҫӗ. Кил хуҫи сӗтел хушшине кӗрсе ларать те калать: «Алӑк патӗнчи алпассисем, сире ал валли ҫитсе-и?» Хӑнисем: «Ҫитсе, ҫитсе, сире — иккӗ, пире — пӗрре». Унтан малта ларакан хӑнисене: «Тӗпелти арманкассисем! Сирӗн пата та ал валли ярса, ҫитсе-и?»
— «Ҫитсе, ҫитсе, сире — иккӗ, пире — пӗрре!».

Кӗр сӑри (чӳклеме)Вара кӗлтӑвать:

Ял-йыш-пускилпе пӗрле шӑкӑлтатса ӗҫсе ҫиме, Турӑ, пулӑш. Акнӑ тырӑ хулӑн пултӑр, ҫичӗ тӗслӗ тырӑ сӗчӗпе асӑнатпӑр. Ҫур акнинчен савӑнтар, кӗр акнинчен савӑнтар. Ҫӗнӗ тырӑ-пулӑ перекетне пар. Кайран каласси малтан пулнӑ пулӗ, малтан каласси кайран пулнӑ пулӗ. Пирӗн алӑра кӗнеке ҫук. Турӑ, каҫар пире.

Халӗ ҫак уява нумай ҫӗрте ирттермеҫҫӗ, илтменнисем те нумай. Сцена ҫинчен йӑла-йӗрке сценкине кӑтартни те питӗ сахал.

Сӑмахран, октябрӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Тольятти хулинче ҫак праҫнике асӑнса Чӳклеме ирттернӗ.

Православи тӗнӗпе пурӑнакансем вара октябрӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен Пукрав эрнине ирттереҫҫӗ. Тӑван-хурӑнташ, хӑта-тӑхлачсем патне хӑнана ҫӳреҫҫӗ. Хур-кӑвакал пусса сӑйланаҫҫӗ.

Светлана Элшел.
Автор архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенче
Тольяттинче иртнӗ Чӳклеме каҫӗнчи самантсем.

Сувар. — 2012. — Юпа, 19.