Кĕркуннене кĕтĕмĕр пулас...

Родионов Виталий Григорьевич (Сăвар Ыртăван)

Родионов Виталий Григорьевич (Сăвар Ыртăван)
филологи ăслăлăхĕсен докторе, профессор, литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕн ăслăлăх ертÿçĕ ĕçтешĕ

 

Кĕркуннене кĕтĕмĕр пулас,
кĕрекине пурсăмăр хавас,
кĕр çитнишĕн пĕртте кулянмарăм.
Çуркунне çитни çÿçентерет,
вăрăм çĕрсенче тĕллентерет,
çур акилĕх вăрлăх туянмарăм.
Кĕрĕн кунĕ килĕ-ха татах,
хам та пулăп пулĕ-ха тутах.
Тус-тăванăм манăн пуян мар-им!
Шупашкар,
2012 ç.
Ăс-хакăл — Знание. —2012. — Чÿк, 8 (2 (2) №).
 

Кĕперсем