Лăпкă çывăрăр, Антонина Герасимовна!

Паллӑ тӗпчевҫӗ, таврапӗлỹҫӗ, чылай тапхӑр Чатукассинчи вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ А. Г. Львова ҫӗре кӗнӗренпе 40 кун ҫитнӗ май.

Питех те шел, упраймарӑмӑр эпир ватлӑх ҫулӗсенче те ывӑнма пӗлмесӗр тӑрӑшнӑ, яланах тараватлӑ та чӗрӗ шухӑш палӑртнӑ чӑн чӑваш хӗрарӑмне, халӑх академикне Антонина Герасимовна Львована. Ҫак кунсенче вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑранпа 40 кун ҫитет. Халӗ пӗрле пухӑнса вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пурнӑҫланӑ чыслӑ ӗҫсене тишкерме шӑпах вӑхӑт. А. Г. Львова 1929 ҫулхи майӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Герасим Федорович Федоров — учитель, амӑшӗ — Варвара Сергеевна ахаль колхозница пулнӑ. Сакӑр ҫул тултарсан ытти тантӑшӗсемпе пӗрле вӑл Хӑймалакассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула ҫỹреме пуҫланӑ. Кӗҫех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланать. Акӑ еплерех ҫырнӑ ҫав тапхӑра аса илсе вӑл: “Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче эпир тӑваттӑмӗш-ҫиччӗмӗш классенче вӗренекен шкул ачисем пулнӑ. Арҫынсем фронта кайнӑ пирки вӗсен ӗҫӗсене хӗрарӑмсенех тума тиветчӗ. Ӗҫҫи вӑхӑтӗнче яла кӗрсен пӗр этем чунне те курма ҫукчӗ. Алла туя тытнӑ ватӑсем те хирелле талпӑнатчӗҫ. Ултӑ-ҫичӗ ҫулсене ҫитнӗ ачасем алла ҫурла тытса тырӑ вырма вӗренетчӗҫ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ хресченсем чылай чухне ӗҫлесе халран кайнипе сулӑна-сулӑна каятчӗҫ, куҫ хуралса килнипе аптӑратчӗҫ. Кӑштах ларса каннӑ хыҫҫӑн каллех ӗҫе тытӑнатчӗҫ”. Асӑннӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Муркаш районӗнчи Тивӗшри вӑтам шкул сукмакне такӑрланӑ хӗр. Алла аттестат илсен, 1949 ҫулта мал ӗмӗтлӗ хӗрача Канашри учительсем хатӗрлекен институтӑн чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмне вӗренме кӗрет. Ашшӗ пек учитель пулма ҫирӗп тӗллев лартать. Кӗҫех асӑннӑ институтран вӗренсе тухать, алла диплом илет. 1951 ҫулта хӗре республикӑн Ҫутӗҫ министерствин направленийӗпе хамӑр районти Мартынкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула ӗҫлеме яраҫҫӗ. Кунта виҫӗ ҫул хушши чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет вӑл. Антонина Герасимовна 1954 ҫулта Шупуҫӗнчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула ӗҫлеме куҫать, ачасене хӑйӗн тӗп предметне вӗрентнисӗр пуҫне нимӗҫ тата музыка предмечӗсемпе пӗлỹ парать. Ку шкултах унӑн пулас мӑшӑрӗ А. Л. Львов тӑрӑшнӑ.1957 ҫулта хастар педагогсем Чатукасси шкулне ӗҫлеме куҫаҫҫӗ. Анатолий Львовича Чатукасси шкулӗн директорӗ пулма уйӑрса лартнӑ. Тепӗр ҫултан асӑннӑ шкула 8 ҫул вӗренмелли, общественность тата ашшӗ-амӑшӗсем ыйтнине тивӗҫтерсе 1965 ҫулта вӑтам шкул туса хунӑ. Чатукасси шкулӗнче Антонина Герасимовна мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ӗҫленӗ. Кунта унӑн мӗнпур пултарулӑхӗ палӑрнӑ. Вӑл шкулта чӑваш чӗлхипе литература кружокне йӗркеленӗ. Каччӑсемпе хӗрсене сӑвӑ-калав ҫырас ӑсталӑха вӗрентнӗ. А. Львова хӑй те Чатукасси тата ытти ҫывӑхри ялсенчи ватӑсем каласа панисене ҫыра-ҫыра илнӗ. Тӑван тӑрӑхри ялсен, шкулсен историйӗпе кӑсӑкланнӑ, пултаруллӑ ҫынсен пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне тӗпчесе шурӑ хут ҫине куҫарнӑ. Ҫавӑнпа паян кун та ӑшшӑн аса илеҫҫӗ ӑна ӗҫтешӗсем. Вӗрентỹри ӗҫӗсемшӗн вӑл чылай наградӑна тивӗҫнӗ. А. Г. Львова Тӑван ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, тыл ӗҫченӗсен асаилӗвӗсене, вӗсен ушкӑнпа тата пӗчченшерӗн ỹкерттернӗ сӑнỹкерчӗкӗсене, журналсемпе альбомсене пухнӑ. Ку ҫӑмӑл мар ӗҫе вӗренекенсене те хутшӑнтарнӑ. “Эпӗ Чатукасси шкулӗнче вӗреннӗ ачасене чунтанах тав тӑватӑп. Вӗсем мар пулсан, ҫав нумай тӗрлӗ ӗҫсене ҫавӑн чухлӗ туса пырасси пулайман пулӗччӗ”, — ҫырнӑ вӑл хӑйӗн пӗр ӗҫӗнче. Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерỹ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май, районти “Ял пурнӑҫӗ” хаҫатӑн страницисенче шӑпах эпир Чатукасси тӑрӑхӗнчен хаяр вӑрҫа хутшӑннисен асаилӗвӗсемпе, сӑнỹкерчӗкӗсемпе паллашрӑмӑр. Вӗсене шӑпах А. Львован журналӗсенчен илсе пичете хатӗрленӗ. А. Львова хӑй те нумай ҫырнӑ. Ҫак чӑнах та тӗлӗнмелле пултаруллӑ халӑх поэтессин пӗрремӗш кӗнеки “Манӑҫми сӑнарсем” ятпа 2009 ҫулта пичетрен тухнӑччӗ. Вӑл вулакансене питех те килӗшнӗччӗ. 2011 ҫулта вара Антонина Львовна 1975—1995 ҫулсенче хайланӑ хӑйӗн сӑввисене, юррисене тата пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланисене пӗр ҫӗре пухса “Сувар сӑмахӗ” ятпа 1 пин экземпляр тиражпа халӑх умне кӑларчӗ. Ҫак пысӑк ӗҫшӗн вӑл “Сувар” тата историпе культура тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фондсем ҫирӗплетнӗ сӑварсен Вырӑк кнеҫӗн ячӗллӗ премине тата кӑкӑр ҫине ҫакмалли “Мухтав паллине” тивӗҫрӗ. А. Львована юрӑ-кӗвӗ те ҫывӑх. Акӑ мӗнлерех ҫырнӑ вӑл “Сувар сӑмахӗ” кӗнекере: “Манӑн, нумай ҫулсем хушши чӑваш ялӗсенче шкул ачисене тӑван чӗлхене вӗрентсе пурӑннӑ ҫыннӑн, тӑван чӗлхепе мӗн чухлӗ те пулин сӑвӑсем ҫырмаллах ӗнтӗ. Анчах кӗвӗсем ҫырасси ҫӗр хут йывӑртарах. Питӗ шел, ӗлӗк пире шкулта музыка пӗлỹлӗхне пачах вӗрентмен. Чылай вӑхӑт хам пӗлнӗ пек пуҫа ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн “Ӗмӗр-ӗмӗр тивӗҫ мухтава” юррӑн сӑввипе кӗвви йӗркеленчӗ. Унӑн тӗп шухӑшӗ: иртнӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче халӑх ирӗклӗхӗшӗн, Ҫӗнтерỹшӗн фронтра тӑшманпа ҫапӑҫма тỹр килнӗ совет салтакӗсем ӗмӗр-ӗмӗр мухтава тивӗҫ пулни. Ку ӗҫе 1982 ҫулта хамӑр ентеше, паллӑ композитора Ф. Лукина кӑтартса пӑхрӑм. Филипп Миронович ҫапла каларӗ: “Кӗвви килӗшет. Ку халӑх кӗввине аса илтерет. Хорпа юрлама сӗнетӗп”. Паллӑ юрӑ ӑсти манӑн ӗҫе ҫавӑн пек хаклани мана питӗ савӑнтарчӗ, малашне те ӗҫлеме хавхалантарчӗ”. 1990 ҫулта, Аслӑ Ҫӗнтерỹ тунӑранпа 45 ҫул ҫитес умӗн, вӗсем Ф. Лукинпа халӑх умне “Ӗмӗр асӑмра” (сӑвви А. Львован) юрӑ кӑлараҫҫӗ. Республика шайӗнчи вун-вун мероприятине хутшӑнма тивнӗ А. Львована. Акӑ еплерех палӑртнӑ вӑл ҫав самантсене: “1994 ҫулхи мартӑн 30—31-мӗшӗсенче Чӑваш Республикинчи тата республика тулашӗнчи краеведсен III съезчӗ пулса иртрӗ. Унта эпӗ те хутшӑнтӑм. Съездра краеведени ыйтӑвӗсем пирки чылай калаҫрӗҫ. Асӑннӑ съездра пулни маншӑн та пысӑк пӗлтерӗш-лӗ. Эпир малашне тата ытларах краеведени ӗҫӗсене туса пыма хавхалантӑмӑр”. Район делегацийӗн йышӗпе Чӑваш наци конгресӗн (ЧНК) Аслӑ Пухӑвӗсене те хутшӑннӑ А. Львова. Ҫавӑнти сӑнỹкерчӗксем килти альбомра халӗ те типтерлӗн упранаҫҫӗ. Кампа курнӑҫман-ши ҫав мероприятисенче вӑл? “Тӑван чӗлхене хакламанни — тӑван халӑха хисеплеменниех”. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне А. Львова тӑтӑшах калама юратнӑ. Вӑл паллӑ фольклористпа, Яманакри И. А. Патмарпа та туслӑ ҫыхӑнура пулнӑ. Вӗсем республикӑри тата унӑн тулашӗнчи халӑх сӑмахлӑхне пухакансен (фольклористсен) конференцийӗсене тӑтӑшах хутшӑннӑ. Антонина Львовна Шупашкарти гуманитари институчӗн штатра тӑман фольклорист-корреспонденчӗ пулнӑ-ҫке, халӑх сӑвви-юррисене, кӗввисене ҫыра-ҫыра илсе тӗпчев институтне тӑратнӑ. “Маншӑн ҫуралнӑ ял — Тӑванкасси (Лапракасси мар) иккӗмӗш анне пекех туйӑнать. Унта яланах чун туртать”,— ҫырнӑ А. Львова. Вӑл шӑллӗсемпе те мӑнаҫланнӑ. Степан ҫӗршывӗпех паллӑ пахчаҫӑ пулнӑ, Шупашкар районӗнчи Янӑш шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. Шел, Степан Герасимович 1997 ҫулта вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Тепӗр шӑллӗ Валентин хальхи вӑхӑтра Шупашкарти кооператив институтӗнче менеджментпа коммерци кафедрине ертсе пырать. В. Г. Федоров — ялхуҫалӑх наукисен докторӗ, профессор. Чӑваш хӗрарӑмӗн мӗн-пур ырӑ енӗ пурччӗ Антонина Герасимовнан. Тӗллевӗсем пысӑкчӗ. 86 ҫул тултарса ҫӗре кӗчӗ вӑл. Лӑпкӑ ҫывӑрӑр, Антонина Герасимовна. Йывӑр тӑпру мамӑк евӗр пултӑр. Эсир пире ан аса илӗр. Санӑн сӑнару вара пирӗн асӑмра яланлӑхах упранӗ. А. Г. Львова ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗнрех “www.Сувары. РФ. Чадукасы” сайтсенче пӗлме пулать. Юлташӗсен ушкӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ