Леонид Трофимович Смирнов, 1907 ç. ç.

Эпӗ 1907 ҫулта Арҫунакасси (Итмар) ялӗнче ҫуралса ỹснӗ. Сахал вӗреннӗ: вырӑнти шкулӑн тӑватӑ класне ҫеҫ пӗтернӗ. Ҫакна ҫеҫ калам: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин кунӗсене аса илсен халӗ те ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сивӗ чупма тытӑнать. 1941 ҫулта эпӗ Красноармейскинчи Госбанк уйрӑмӗнче ӗҫлеттӗм. Вӑрҫӑ пуҫлансанах нумай та вӑхӑт иртмерӗ, мана районти ҫар комиссариатне чӗнсе илсе бронь хучӗҫ, ҫавӑнпа та тӑхӑр уйӑх иртсен ҫеҫ мобилизаци йӗркипе ҫара илчӗҫ. Ун чухне хамӑр тӑрӑхри вӑйпитти мӗнпур арҫынсем фронтраччӗ, халӑх хушшине тухса ҫỹреме те аванмарланса ҫитрӗм. Ҫар комиссариатне кайса хам ирӗкпе вӑрҫӑ хирне яма ыйтрӑм, «ӗлкӗрӗн-ха», терӗҫ. Тӑхӑр уйӑх хушши тылра пурӑнтӑм пулин те, вӑрҫӑ йывӑрлӑхӗсене аванах ӑнланса илтӗм, хам куҫпа куртӑм. Шупашкар, Ҫӗрпỹ, Красноармейски, Янкас, ытти ялсем салтаксемпе, ҫар чаҫӗсемпе тулчӗҫ. Ялсенчи хӗрарӑмсемпе хӗрсене, ҫул ҫитмен арҫын ачасене оборона линийӗсем тума Тӑвай районӗнчи Пуянкасси ялне илсе кайрӗҫ. Хуҫалӑхсенчен фронта чылай лаша, тырӑ-пулӑ ӑсанчӗ, колхозсенче туртӑм вӑйӗ сахалланса юлчӗ. Ҫӑкӑр-тӑвар енӗпе йывӑрлӑхсем пуҫланчӗҫ. Нимӗҫ ҫӑткӑнӗсем окупациленӗ ял-хуласенчи хӗрарӑмсемпе ачасем пирӗн тӑрӑха куҫса килме тытӑнчӗҫ. Чатукасси тӑрӑхӗнчи 10 ялта 42 ҫемьене (116 ҫын) ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. 1942 ҫулхи мартӑн 21-мӗшӗнче районти ҫар комиссариатне чӗнчӗҫ, фронта кайма повестка пачӗҫ. Тепӗр кунне атте-аннепе, ҫемьепе (мӑшӑр, 4 ача) сывпуллашрӑм, ҫул Трак чукун ҫул станцине выртрӗ. Пирӗн ушкӑнта хамӑр районтисем те нумайччӗ, унта Выҫҫӑлккӑ шкул директорӗ Никон Олангаев та пур. Эпир Канаша ҫитрӗмӗр. Унтан — Горький облаҫӗнчи Богородск хулине. Йыш пысӑкчӗ: ытларах чӑвашсемпе ҫармӑссемччӗ, профессийӗпе — учительсемпе механизаторсемччӗ. Пире 6-мӗш автоучебнӑй (шоферсем хатӗрлекен) полка ячӗҫ. Унта виҫӗ уйӑх ытларах тапхӑр автомашинӑсемпе, чылай ҫар техникипе ҫỹреме, вӗсене пӑхса тӑма вӗрентрӗҫ, стройпа утас занятисем те ытларах вӑхӑт илчӗҫ. Ҫапла автомашина водителӗ пулма 120 сехетлӗ программӑна вӗренсе пӗтермелле пулчӗ, экзамен тытрӑмӑр, удостоверени пачӗҫ. Каярах пире Горький хулине, Канавино ҫывӑхне илсе кайса вырнаҫтарчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра тӑшман самолӗчӗсем автозавод ҫине бомбӑсем пӑрахатчӗҫ. Тепӗр эрнерен эпир Мускавра. Пересыльнӑй пунктран хула ҫывӑхне ӑсатрӗҫ. Кунта 84-мӗш гварди миномечӗсен (катюшӑсен) полкӗ йӗркеленнӗ. Эпир Н. Олангаевпа 299-мӗш дивизиона лекрӗмӗр. Мана связистсен взводне шофера, Никона ПВО ПТО взводне илчӗҫ. Виҫӗ дивизиона та хӗҫ-пӑшалпа, ҫар техникипе тивӗҫтерчӗҫ. Манӑн алӑра ҫӗнӗ ГАЗ-АА маркӑллӑ, 1,5 тонна тиев турттаракан автомашина, кабини — брезентранччӗ. Присяга тытрӑмӑр, ҫула тухрӑмӑр. Мускавра 315 тата 350-мӗш дивизионсем пӗр эшелон ҫине, пирӗн 299-мӗш дивизион тепӗр эшелон ҫине тиентӗмӗр. Ҫакӑ паллӑ пулчӗ: эпир Донской фронт еннелле ҫул тытатпӑр. Поездпа икӗ кун кайнӑ хыҫҫӑн чарӑну турӗҫ, пире антарчӗҫ, хамӑр машинӑсемпе малалла ҫул тытрӑмӑр. Нумай та каймарӑмӑр, тӑшман самолечӗ тапӑнчӗ, бомбӑсем пӑрахма пуҫларӗ. Темиҫе ҫухрӑм кайсан хӑрушла ỹкерчӗк тухса тӑчӗ: пирӗнтен маларах тухнӑ дивизионсен эшелонне тӑшман самолечӗсем тапӑнса пӗтӗмпех аркатса тӑкнӑ, чылай салтака фронта ҫитмесӗрех амантнӑ, вилнисем те чылайӑн. Эпир татах малалла каятпӑр, виҫӗ талӑк хушши куҫ хупман. Кӑнтӑрла тӑшман самолечӗсем тапӑннипе хытӑ каяймастӑн, каҫхине вара фара ҫутисӗр пыратӑн. Виҫӗ кун валли панӑ паексем пӗтсе ҫитрӗҫ пулин те, ҫиес килмест, ӗҫес килнипе ӑш хыпать. 1942 ҫулхи августӑн 27-мӗшӗ. Нуша-тертпе палӑртнӑ вырӑна — Дон шывӗн тӑрӑхне (Донская степь) ҫитрӗмӗр. Ӑҫта пӑхнӑ унта бомбӑсем ҫурӑлаҫҫӗ, фронт линийӗнче чӗрӗ ҫын юлман та тейӗн. Приказ пачӗҫ: шӑтӑксем чавса техникӑна пытармалла, хамӑр валли те окопсем хатӗрлемелле. Катюшӑсен чаҫӗсем (дивизионӗсем) пӗр вырӑнта тӑрса ҫапӑҫмасчӗҫ, яланах вырӑнтан вырӑна куҫса ҫỹретчӗҫ. Манӑн, ҫыхӑну шоферӗн, дивизион урӑх вырӑна куҫнӑ чухне взвод пурлӑхӗпе салтаксене тиесе ҫỹремеллеччӗ тата полкпа дивизион штабӗсене приказ пакечӗсене ҫитерсе тӑмаллаччӗ. Ҫапла вара машинӑна кунӗпех, тепӗр чухне ҫӗрле те, фронт тӑрӑх хӑвалама тиветчӗ. Ҫул ҫинче, фронтӑн малти ретӗнче аманнӑ салтаксем питӗ нумай тӗл пулатчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле яланах офицерччӗ. Хайхискерсене машина ҫине тиесе ҫывӑхри, уйри госпитальсене леҫсе хӑварма приказ илнӗ. Ҫывӑхри госпитале ҫитнӗ — вӑл аманнисемпе тулнӑ, тата тепри патне ҫул тытма тивнӗ. Кунсӑр пуҫне нимӗҫ самолечӗсем пӗр машинӑнах тапӑнса пулеметсенчен персе хӑвалатчӗҫ. Ун пек чухне, сывӑ юлас тесе, машинӑна лартса хӑварса окопа тарса пытаннӑ. Мӗн кӑна пулмасть пулӗ вӑрҫӑ хирӗнче: кашни кун ир-ирех ҫула тухса ҫӗрле кӑна дивизиона пырса кӗреттӗм, вӑхӑтра апатланма та ӗлкӗреймен, типӗ ҫӑкӑрпа сахӑр ҫинипех пурӑннӑ. Пӗррехинче ҫӑкӑра лачакари шывпа пӑтратса сахӑр хушса ҫиме тиврӗ. Организм пӑсӑлса кайрӗ, чирлесе ỹкрӗм. Автомашинӑна пирӗн дивизиона пополнени шучӗпе килнӗ Кузнецова шанса патӑм. Сывалса ҫитсен мана лини ҫыхӑнуҫи туса хучӗҫ, манпа пӗрле тепӗр салтак. Ҫумра карабин, винтовка, 8-шар килограмм туртакан икӗ кабель катушки. Пирӗн команднӑй пунктпа огневой точкӑсем (икӗ-виҫӗ вырӑнта та вӗсем) хушшинчи ҫыхӑнӑва тӗрӗс-тӗкел тытмалла. Пирӗн 84-мӗш гварди полк Главнокомандующи резервӗнче шутланнӑ, ҫавӑнпа пире чи йывӑр участоксене янӑ. Ҫыхӑнуҫӑсен яланах линисем улӑштарма, пӗр канӑҫсӑр тӑшман бомбисемпе снарячӗсем айӗнчех ӗҫлеме тивнӗ. Тӑшман самолечӗсем сентябрь-октябрь уйӑхӗсенче кунсерен ир пуҫласа сӗм ҫӗрлеччен, кураксен ушкӑнӗ евӗр, сывлӑша ҫӗкленсе бомбӑсем, листовкӑсем пӑрахатчӗҫ. Ҫапӑҫусем ҫухатусӑр пулман ӗнтӗ, пирӗн дивизионри чылай салтак ҫапӑҫу хирне выртса юлчӗ. Мана та тӑшман бомби «кучченеҫ» кỹчӗ, ҫыхӑну линине юсанӑ тапхӑрта ывӑтса ярса тӑнсӑр турӗ, хӑлха илтменнипе чылай аптраса пурӑнтӑм. Иккӗмӗшӗнче нимӗҫ самолечӗ 5 бомба пӑрахрӗ, пӗри пирӗн окопа ỹкрӗ, пире, виҫӗ салтака, тӑпра ӑшне туса хӑварчӗ. Юрать-ха юлташсем ҫавӑнтан туртса кӑларчӗҫ. Анчах икӗ тус ӗмӗрлӗхех куҫне хупрӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн манӑн хӑлхасем илтми пулчӗҫ, куҫсем вӑйсӑрланчӗҫ, чӗре хытӑрах тапма пуҫларӗ, ыйхӑ ҫухалчӗ. Фельдшер пулӑшӑвӗ кирлӗ пулчӗ. Мана дивизи штабне чӗнсе илчӗҫ, писарь ӗҫне сӗнчӗҫ, килӗшрӗм. Штаб «Вертячий» хуторӑн чи хӗрринчи ҫуртӗнче вырнаҫнӑччӗ. Кӗҫ нимӗҫсен самолечӗсем вӗҫсе килчӗҫ те бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗҫ. Хытах амантӑм. Мана, тӑн ҫухатнӑскере, госпитале илсе ҫитернӗ. Эрне хушши сывалтӑм, тыла ярасшӑнччӗ, анчах килӗшмерӗм. Полкӑн ҫар врачӗ (Жмур хушаматлӑскер) мана тӗплӗн тӗрӗслерӗ. Сывалнӑ ҫемӗн штабра та ӗҫлерӗм. Кӗҫех пире Сталинград облаҫне куҫарчӗҫ. Кунта Атӑл ҫинчи хулашӑн йывӑр та хаяр ҫапӑҫусем пыратчӗҫ. 1942 ҫулхи хӗл сиввисем пуҫланчӗҫ. Ҫав тапхӑрта тӑшман вӑйӗ кӑшт чакрӗ. Пирӗн полк, ытти ҫар соединенийӗсемпе пӗрле, Клецк хули енчен тапӑнса пырса, Советский хули тӗлӗнче тӑшманӑн 22 дивизине — 330 пин ҫынлӑ ҫарне, ноябрь уйӑхӗнче ункӑна хупса хучӗ. Декабрӗн 31-мӗшӗнче вара Паулюс фельдмаршала тыткӑна илчӗҫ. Ҫак званипе вӑл виҫӗ кун кӑна ҫỹреме ӗлкӗрнӗ, тетчӗҫ. 1943 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче пирӗн ҫарсем Сталинград ҫывӑхӗнче тӑшмана тӗпрен ҫапса аркатрӗҫ. Пирӗн 84-мӗш гварди полкӗ те ҫакна пӗлтерсе катюшӑсенчен залп пачӗ. Сталинграда илнӗ хыҫҫӑн пирӗн полк Мускава таврӑнчӗ. Чылай салтаксемпе офицерсене черетлӗ званисем пачӗҫ. Эпӗ те сержант званине тивӗҫрӗм. 1943 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫул Мускавран Центральнӑй фронта выртрӗ. Март уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа Курск тӑрӑхӗнчи чылай ялсене ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнма тиврӗ. Ҫулсем пӑсӑлса кайрӗҫ. Эпир Высокое сала патӗнче тӑратпӑр. Апат-ҫимӗҫ запасӗ пӗтсе ҫитрӗ. Талӑкра 200 грамм ҫӑкӑр тиветчӗ. Яшка пӗҫерме нимех те ҫукчӗ. Икӗ эрне хушши пӑтӑ пӗҫерсе ҫисе пурӑнтӑмӑр. Кунта июнь уйӑхӗччен тӑтӑмӑр. Ҫак тапхӑрта тӑшман Орелпа Курск хушшинчи ҫур ункӑра (дугара) тӑнӑ, вӑйлӑ наступление хатӗрленнӗ. Пирӗн 299-мӗш дивизион Краснопавловский ялӗ ҫывӑхӗнчеччӗ. Июлӗн 9-мӗшӗ. Штаб территорийӗнче снаряд ҫурӑлса кайрӗ. Кӗҫех нимӗҫсем пеме тытӑнчӗҫ. Пирӗннисем вӗсене ҫунтарма пуҫларӗҫ. Тӗтӗм хупласа илчӗ, ҫӗр чӗтренет тейӗн. 4-мӗш кунне тӑшман каялла чакма тытӑнчӗ. Пирӗн гварди полк Украина фрончӗн йышӗнче Чернигов, Гомель, Могилев, Минск, Бобруйск, Новозыбков тата ытти ял-хуласене ирӗке кӑларма хутшӑнчӗ. Польша патне ҫывхартӑмӑр. Пирӗн хыҫра арканнӑ ял-хуласем, ҫӗршер те ҫӗршер салтак, выльӑх-чӗрлӗх виллисем выртса юлчӗҫ. 1945 ҫулхи январӗн 12-мӗшӗ. Пирӗн полк наступление хатӗрленет. Кӗҫех пуҫланчӗ вирлӗ ҫапӑҫу. Артиллери залпӗсем пӗр вӗҫӗм персе тӑраҫҫӗ. Ломжа хули патӗнче нимӗҫсем пӗр кун та тỹсеймерӗҫ. 1945 ҫулхи мартра эпир Хӗвеланӑҫ Пруссинче. Пирӗн полк ӑнсӑртран тӑшман ункине тӑрса юлчӗ. Пиллӗкмӗш кунне аран-аран хӑтӑлса тухрӑмӑр, анчах парӑнмарӑмӑр. Умра — Кенингсберг, хула пӗр эрне хушши вутра ҫунчӗ. 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшне Эльбинг ҫывӑхӗнчи Ноен Дорфра кӗтсе илтӗмӗр. Августӑн 23-мӗшӗччен Петриензас ҫывӑхӗнче тӑтӑмӑр. 1945 ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче демобилизаци йӗркипе тӑван киле таврӑнтӑм. Иккӗмӗш ушкӑн инваличӗ. Фронтри паттӑрлӑхшӑн мана 5 медальпе чысларӗҫ.

Интервью илнӗ Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ