Мăкшăм палăкĕсем

Мӑкшӑм палӑкӗсем пирки каласа кӑтартсамӑр...

О. Петрова.
Ҫӗрпӳ районӗ.
 

Мӑкшӑм ушкӑнне тӗрлӗ вӑхӑтри археологин 30 палӑкӗ кӗрет. Ҫак шутра — мезолитӑн сакӑр, неолитӑн вунӑ, энолитӑн пӗр вырӑнӗ, вутчуль хӗҫ-пӑшалӗсене тата вӑтам ӗмӗрсенчи керамикӑна тупнӑ вырӑнсем икшер. Ҫиччӗшӗнне вӑхӑчӗсене тӗрӗс палӑртайман. Вӑл Атӑл леш енче Шупашкартан ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнче, ГЭС тунӑ май шыв айне юлнӑ хӑйӑрлӑ утравсем ҫинче тата Атӑлӑн сулахай ҫыранӗн террассинче вырнаҫнӑ. Палӑксен пысӑк пайӗ шывра вӑйлӑ сиенленнӗ, арканнӑ. Шыв управӗ хута кайиччен ку тӑрӑхра пулнӑ Мӑкшӑм поселокӗн ятне панӑ. 1991 ҫулта А. Соколов неолитӑн пӗр вырӑнне тӗпченӗ. 1999 ҫултанпа ыттисене тӗпчеҫҫӗ.

Мӑкшӑм ушкӑнӗнчи мезолит вырӑнӗсенче тахҫан ҫурт ларнӑ 22 путӑка тупнӑ. Пӗтӗмпе 600 тӑваткал метра яхӑн лаптӑка уҫнӑ, тӳрӗ кӗтеслӗ тата ҫаврака, тӑррине ӳпленни евӗр витнӗ тӑватӑ ҫӗр пӳрт юлашкине тӗпченӗ. Юпасене, кӑмака шӑтӑкӗсене, тухса, кӗрсе ҫӳремелли вырӑнсене тупнӑ. Пӳртсен лаптӑкӗ 90—200 тӑваткал метра яхӑн. Вӗсен-

че хӗлле те пурӑннӑ, ӑшӑтнӑ, юсаса тӑнӑ. Кунсӑр пуҫне ку тӑрӑхра чултан ӑсталанӑ 25 пине яхӑн тӗрлӗ ӗҫ хатӗрӗ /ухӑ йӗппи, ҫӗҫӗ, пуртӑ т. ыт. те/ тупнӑ.

Мӑкшӑмри 14-мӗш вырӑнта тупнӑ ҫуннӑ шӑмӑсем /ҫурҫӗр пӑланӗн, мулкачӑн, кӑвакалӑн, ӑмӑрт кайӑкӑн/ авалхи ҫынсем сунара ҫӳренине ҫирӗплетет. 1, 7, 13, 16, 19-мӗш вырӑнсенче те ҫӗр айӗнчен чултан тунӑ 11 пин ытла япала кӑларнӑ. Шыв управӗ хупличчен неолит вырӑнӗсенче те тӗрлӗ хатӗр нумай тупнӑ. 2, 3, 4, 5, 6, 12, 17, 20, 24, 25-мӗш вырӑнсенче чул япаласене тата тӑм кӑкшӑмсен пайӗсене асӑрханӑ. Керамика Балахна, Атӑл-Кама культурине евӗрлет.

Энеолитӑн 26-мӗш вырӑнӗ ҫӳлерех вырнаҫнӑ. Кунта тӑсӑкрах ҫаврака ҫичӗ пӳрт вырӑнӗ лайӑх курӑнать. Ҫӗр айӗнчен кӑларнӑ материал шутӗнче тӗпрен илсен чул хатӗрсем тата тӑмран йӑваласа тунӑ япаласем. Мӑкшӑмӑн 9 тата 29-мӗш вырӑнӗсенче вӑтам ӗмӗрсенчи керамикӑна /авалхи марисен тӗрӗсӗр тӑм савӑт-сапи пулӗ теҫҫӗ/ тупнӑ.

Хыпар. — 2012. — Авӑн, 1 (171—172 №№)