Н. И. Олангаев

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кайма мана 1942 ҫулхи мартӑн 16-мӗшӗнче повестка пачӗҫ. Ун чухне эпӗ Ҫавалҫырмари сакӑр ҫул вӗренмелли шкул директорӗччӗ. Маларах эпӗ Ҫӗрпӳри педтехникума, учительсен институтне, 1938 ҫулта аслӑ шкулӑн истори факультетне вӗренсе пӗтертӗм. Вӑрҫӑ ҫулӗ маншӑн вӑрӑм, йывӑр пулчӗ, анчах вӑл Ҫӗнтерӳпе вӗҫленчӗ. Красноармейски ҫар комиссариачӗ мана малтан Горький облаҫӗнчи Богородск хулинчи 6-мӗш автополка ячӗ. Кунта эпӗ «автодело» программӑна туллин вӗренсе пӗтерсе алла водитель удостоверенийӗ илтӗм. Унтан Мускав патне ҫитрӗмӗр. Кунта 299 тата 311 уйрӑм гвардейски полксем йӗркеленчӗҫ. Эпӗ — миномет полкӗн водителӗ. Декабрӗн иккӗмӗш ҫурринче пире Мускавран Донской фронта куҫарчӗҫ, кунта эпир 2-мӗш гвардейски миномет дивизийӗн йышне кӗтӗмӗр. Фронт патне ҫывхарнӑ май тӑшман тӑтӑшах бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗ. Январь пуҫламӑшӗ. Эпир фронтӑн малти пайӗнче. Пурне те йывӑр: 40 градус сивӗре, юр ҫинче, чылай чухне ҫумӑр айӗнче, ирӗкрех ҫывӑратпӑр. Пире, «катюшниксене», ӑҫта йывӑр участок, ҫавӑнта яратчӗҫ. Паулюс тыткӑна лекни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. 1943 ҫулхи отябрӗн 9 — 10-мӗшӗсенче унӑн ҫарӗ пирӗн еннелле ҫине тӑрса пеме тытӑнчӗ. Пӗр снарячӗ пирӗн ҫӗр пӳрт патне ӳксе ҫурӑлчӗ, виҫӗ салтака, ҫав шутра мана та, тӑпра айне туса хучӗ. Тӑшман тыткӑнри Паулюса ҫӑлас тӗллевпе тем тума та тӑрӑшрӗ. Вӗсен самолечӗсем сывлӑшри коридорпа пирӗн ҫинченех вӗҫсе иртетчӗҫ, апат-ҫимӗҫ, кӗпе-йӗм пӑрахса хӑваратчӗҫ, хӑшӗ-пӗри пирӗн алла та лекетчӗ. Акӑ, сывлӑш яман виткӗчпе хупнӑ пилӗк ҫул каяллахи ҫӑкӑр лекрӗ — нимӗн тути ҫукчӗ. Шӑнса хытнӑ ҫӑкӑр ҫисе вар-хырӑм ыратма пуҫларӗ, шӑлсем ӳкме тытӑнчӗҫ. Нӳрӗ ҫӗр пӳртре выртса тӑнӑран ал-ура шӑммисем суратчӗҫ. 1943 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнче артхатӗрленӳ пуҫланчӗ. Эпир нимӗҫсем вӑйсӑрланса пынине туяттӑмӑр, анчах вӗсем ҫав-ҫавах парӑнма шутламаҫҫӗ-ха. Февралӗн 2-мӗшӗнче вӗсен улттӑмӗш ҫарӗ парӑнни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпир кӑшт канса илтӗмӗр те Мускава таврӑнтӑмӑр. Февралӗн 23-мӗшӗнче пирӗн полка гвардейски Хӗрлӗ ялав пачӗҫ. Ҫуркунне, шыв-шур вӑхӑтӗнче, полка Орел-Курск пӗккине куҫарчӗҫ. Эпир фронтӑн малти лининчен 40 ҫухрӑмра, Тула облаҫӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр. Каярах вӑрттӑн малалла куҫма тытӑнтӑмӑр. 1943 ҫулхи июлӗн 12-мӗшӗнче пирӗн самолетсем тӑшман ҫине бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗҫ. Ирхине «катюшӑсем» ӑна сывлама та памарӗҫ. Ҫумра тӑракан юлташӑн сӑмахне те илтме йывӑрччӗ. Тытӑҫу июлӗн 15-мӗшӗччен пычӗ. Тӑшман оборонине татма пултартӑмӑр. Вӑл каялла чакма, хӑй хыҫҫӑн пирӗн ял-хуласене ҫӗмӗрсе, ҫунтарса, мирлӗ ҫынсене вӗлере-вӗлере хӑварчӗ. Эпир Десна хӗрринче, ун урлӑ каҫрӑмӑр, Старо Дубӑна илме хутшӑнтӑмӑр. Кӗҫех Клинцы, Новозыбково пирӗн алӑра пулчӗҫ. Ҫакӑнти паттӑрлӑхшӑн полка сентябрӗн 29-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑларӗҫ. Октябрӗн 2-мӗшӗнче Белоруссинчи Бартоломеевкӑна ҫитрӗмӗр. Кунти пӗр тан мар ҫапӑҫура полк командирӗ Журавлев тата штаб начальникӗ Родионов аманчӗҫ. Бобруйск хулине илнӗшӗн пирӗн полка «Бобруйский» ят пачӗҫ. Беловещски Пущӑна илсе Буг юханшывӗ хӗрне тухрӑмӑр. 1945 ҫулта пире Варшавӑран кӑнтӑртарахри плацдармӑна куҫарчӗҫ. Январӗн 18-мӗшӗнче Лодзь хулине илтӗмӗр, Познань патне ҫывхартӑмӑр. Январӗн вӗҫӗнче Германи чикки урлӑ каҫрӑмӑр, Одер хӗрне ҫитрӗмӗр. Февральпе март уйӑхӗсенче Берлин ҫывӑхӗнче питех те вӑйлӑ ҫапӑҫусем пычӗҫ. Апрелӗн 20-мӗшӗнче Мюнхенберг пирӗн алла куҫрӗ. Берлина илнӗ хыҫҫӑн кунта эпир тата виҫӗ уйӑх хушши тӑтӑмӑр. 1945 ҫулхи ноябрӗн 22-мӗшӗнче кӑна тӑван киле ҫитрӗм. Манӑн кӑкӑра III степеньлӗ Кутузов, III степеньлӗ Б. Хмельницкий, А. Невский орденӗсем, «Паттӑрлӑхшӑн», «Сталинграда илнӗшӗн», «Бобруйска илнӗшӗн», «Варшавӑна илнӗшӗн», «Берлина илнӗшӗн», ытти медальсем илем кӳреҫҫӗ.

Интервью илнӗ Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ